


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Статьяна ак ҫапларах пуҫлас терӗм. Вӑт пур ӑславра танлаштарулӑх теорийӗ текен япала (СТО). Урӑхла ӑна релятивизм теорийӗ теҫҫӗ. Ӑна, унӑн никӗсӗсене, вӑтам шкулта вӗрентеҫҫӗ. Ҫав теорие пуҫласа яраканӗ тесе Альберт Эйнштен текен ҫынна палӑртаҫҫӗ.
Анчах та халӗ, ӑслав историне тӗплӗнрех тишкернӗ май, никӗсре урӑх ӑславҫӑсем те пулни курӑнать. Урӑхла каласан, хӑшпӗр никӗслевҫӗсене тивӗҫсӗрех манса хӑварнӑ иккен.
Хендрик Антон Лоренц, Анри Пуанкаре, Альберт Эйнштейн.
Халӗ вара майӗпен тӗп калаҫу патнелле куҫар. Пирӗн ӑславҫӑсем акӑ, пирӗннисем ҫеҫ те мар, чылай вӑхӑт "чӑваш" сӑмах тупсӑмне тавҫӑрса илессишӗн пуҫ ватнӑ. Килӗшес пулать, юлашкинчен, ҫапах та, тавҫӑрса илнӗ-илнех. Кам-ха вӑл, ҫавна тавҫӑрса илекенӗ?
Эпир ҫав ҫын Николай Иванович Егоров пулӗ тесе шутланӑччӗ.
Кӑштах вӑхӑт иртсен Виталий Григорьевич Родионов ячӗ те хӑй вырӑнне йышӑнчӗ.
Ҫапах та чи пирвайхи утӑмсене Николай Иванович Ашмарин тунине сиссе илни нумаях та мар-ха.
Мухтав Ашмарина! Мухтав ун ӗҫне малалла тӑснӑ Родионова тата Егорова!
Аналогие вӗҫнех ҫитерес пулсан, Ашмарина Лоренцпа, Родионова Пуанкарепе, Егорова Эйнштейнпа танлаштарас пулать.
Николай Ашмарин, Виталий Родионов, Николай Егоров.
Ашмарин, Родионов, Егоров хоспочынсем мӗн тупса палӑртни пирки эп хам "чувашорг" сайтра пайтах ҫыртӑм-ха. Апла пулин те, уҫнӑлӑхсене тепӗр хут аса илтерес килет.
Вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи пӑлхарсем пурӑннӑ. Пӗрисем — мӑссӑльмансем, теприсем — авалхи тӗне тытса пурнакансем. Пурӑна-киле малтанхисене бессермянсем теме пуҫланӑ, теприсене — ҫӑваҫсем. Вӑт ҫав юлашки сӑмахран пуҫланса кайнӑ та ӗнтӗ чӑвашсем тени.
Ҫакнашкал пулӑм тӗлӗшпе ҫав тери хытӑ аргументланӑ никӗслевсем пур. Вӗлерсе ярасла хӑватлӑн аргументланӑскерсем! Пуҫран чуххӑмла шутласа кӑларнӑ япала мар ку.