Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна йышӑнакансене

Аçтахар Плотников25.06.2007 18:475288 Пурĕ пăхнă
Алина Аркадьевнӑпа Г. Дегтярёв каласа панӑ тӑрӑх нумай пулмасть гуманитари институтӗнче тӗрлӗ институт ертӳҫисем пухӑннӑ, чӑваш чӗлхине аталантармалли программӑна сӳтсе явнӑ. 2012 ҫулчченех программине ҫырасшӑн пулас. Мана ҫав «пысӑк» ҫынсене акӑ мӗн калас килет:
Нивушлӗ эсир чӑваш чӗлхи пӗтнине курмастӑр? Нивушлӗ пурте те вырӑслантарса ярасшӑн? Пулас ӑрусене кайран мӗнле куҫран пӑхмалла пулӗ вара сирӗн? Сире кайран «чӑваш чӗлхине пӗтерекенсем» ятпа хакласса кӗтетӗр-им? Чӑваш чӗлхи хӑрушлӑха лекнине мӗн туймастӑр-им? Аталану пулмасан — чӗлхе пӗтет, эсир вара аталанассинчен питӗ хӑратӑр пулас, кирлӗ мар теетӗр! Чӑваш чӗлхи пӗрре те вырӑс, тата ытти чӗлхесенчен кая мар! Ӑна та техника, компьютер, тата ытти пурнӑҫ енӗсенче усӑ курма пулать! Эсир вара — чӑвашла компьютер терминӗсем мӗн тума кирлӗ тесе ыйтатӑр! Ҫав ҫула ҫитсен те ҫавӑн пек ыйту сирӗн тухать пулсан... ман сӑмах ҫук сире валли. Кун пек ыйтусем маншӑн «Пурӑнни мӗн тума кирлӗ?» ыйшшисем пекех. Пурӑнас килмест пулсан - кай та ҫакӑн, сывлӑша ан варала. Ҫӗнӗ технологисенче чӑваш чӗлхи кирлӗ мар тени маншӑн — ун пек каланӑ евӗрех.
Эпӗ сирӗнпе нихӑшӗнпе те паллашман паллах, анчах та чӑваш чӗлхин малашлӑхне ҫавӑн пек курни мана питӗ кӳрентерет. Вырӑс чӗлхи темле чаплӑ чӗлхе пулсан та пирӗн аттепе аннесен чӗлхи — чӑваш чӗлхи. Мӗн авалтан пуҫласа хальхи вӑхӑтчен пире мӑн асаттесем вӑл чӗлхепе пӑхса ӳстернӗ, пире ҫак вӑхӑтра килленсе пурӑнмашкӑн хӑйсен пӗтӗм вӑйне панӑ. Чӑваш чӗлхине аталанма паманни — вӗсен ӗҫӗ ҫине пач сурни ҫеҫ ман шутпа.
1906 ҫултах Тӑваньялсем Сергей «Хыпар» хаҫатра ҫапла ҫырнӑччӗ: «Тата хӑш ҫынсем, шӑтӑк тӑрлӑраххисем, калаҫҫӗ: пирӗн чӑваш чӗлхипе мӗн тумалла, пирӗн вырӑсла вӗренес пулать, теҫҫӗ, хамӑр чӗлхене часрах манса, вырӑсла пакӑлтатма вӗренсессӗн вара тата аван пулӗ-ҫке, теҫҫӗ, вырӑссен вӗсенӗн кӗнеке таврашӗ те нумай, хаҫет-япала та ним хисепсӗр, теҫҫӗ, чӑвашла кӗнеке-масар ҫырса аппаланиччен, хаҫат кӑларкаласа муталаниччен, вырӑсла вӗрен те вырӑслах ҫӗмӗрттер вара, теҫҫӗ. Кун пек ҫынсем калаҫни чӑн-и, суя-и, вӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ-и, е ахаль анчах, хӑйсем айваннине кура вырӑнсӑр лапӑрта-таҫҫӗ-и? Ман шухӑшпа пулсассӑн, вӗсем апла калаҫнине итлесси те харам, мӗншӗн тесен харпӑр халӑха харпӑр хӑй пурлӑхӗ хаклӑ.»
Эсир халӗ те ҫав юррах юрласшӑн пулас. Малалли сӑмахӗсене вулӑр-ха: «Ют чӗлхе пит аван пулсан та, вӑл пирӗн мар, ҫыннӑн, ҫын лаши темӗн тӗрлӗ маттур пулсан та, ун ҫине утланса ларса хам лаша тесе мухтанса ҫӳреймӗн, темӗн тӗрлӗ чаплӑ пуян ҫын тумтирне тахӑнса, хам тумтирӗм тесе калаймӑн, хӑвӑн пулсан, ытлашши чиперех пулмасан та шанчӑклӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сана: ҫын япалипе анчах ырӑ куратӑн, хӑвӑн нимӗскер те ҫук, тесе калакан пулмӗ, ҫыннӑнне йышӑнсан, кирек кам та сана пырса тӗртсе хурлӑха хӑварӗ: хӑвӑн нимескер те ҫук, ҫынӑннипе анчах пурӑнатӑн, тейӗ. Апла сӑмаха илтни санӑн питне пӗҫертмӗ-ши?»
Эсир, эпӗ пӗлетӗп, ӑслӑ ҫынсем. Ҫавӑнпа та йӑнӑш ан тӑвӑр тархасшӑн! Пустуй вӑрҫни усӑсӑр, сӗнӳсем те пулмалла. Ман шутпа чӑваш чӗлхине аталантармашкӑн — ӑна ҫынсене хисеплеме вӗрентмелле /ман шутпа плакатсемпе усӑ курма пулать/, чӗлхене хальхи пурнӑҫпа аталантарса пымалла /ку шута техника, компьютер технологисене чӑвашла вӗренни те кӗрет/. Уйрӑммӑн чӑваш чӗлхеллӗ радиостанци ҫинчен калас. Пурте калаҫҫӗ ӗнтӗ — кирлӗ тесе. Вӑл чӑваш чӗлхине хисеплеме питӗ пулӑшӗччӗ ман шутпа. Хамӑн укҫа пулсан — пӗр шухашламасӑрах уҫӑттӑмччӗ... Ку ман сӗнӳсем. Сирӗн урӑххисем тупӑнаҫҫӗх ӗнтӗ. Тупӑнмасан — кӳршӗсенчен те вӗренме пулать. Тутарсем, пушкӑртсем хӑйсен чӗлхине аталантармашкӑн питӗ тарӑшаҫҫӗ...
Юлашкинчен тепӗр хут каласшӑн: Ҫыншан мар, хӑвӑршӑр пурӑнатӑр! Хӑвӑр чӗрӳ (эпӗ шанатӑп, вӑл сире вырӑсланма хушмасть...) мӗн каланинчен ан сивӗнӗр! Чӑваш ҫынни пулнӑ, пур-ха халӗ... Малалла та пулмалла! Анчах та чӑваш чӗлхисӗр халӑх пулмасть. Чӗлхе — халӑх культуринче чи пысӑк пая йышӑнать. Тем чухлӗ музейсем тусан та, тем чухлӗ юрӑ-ташӑ ташласан /вӗсем те кирлӗ/ та чӑваш чӗлхи пӗтсен вӑл халӑха чӑваш халӑхӗ тееймӗн.
//Ку текста халӗ, Шупашкартан таврӑнсан, ҫыртӑм. Чиновниксем чӑваш чӗлхи кирлине туйма пуҫлассине манӑн питӗ шанас килет.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2007.06.26 01:36
тусăмсем пĕлеççĕ
тĕп-тĕрĕс сăмахĕсем, Николай! Чĕлхесĕр культура та çук. Хуть те мильун музей уçсан, халăх пĕтет, чĕлхе пĕтсен...
reflejo // 2628.34.6945
2007.06.26 20:27
Admin-tus, es păshărhannine avan kuratăp, ancah mĕskershĕn üpkeleshetĕn - ănlanmarăm. Mĕnle prokrammă şyraşşĕ? Mĕnshĕn sana kilĕshmest?
2007.06.26 20:56
Аçтахар Плотников
2008-2012 çулсенче Чăваш чĕлхине аталантармалли программăна. Алина Аркадьевна калашле унта чăваш чĕлхипе çыхăнман нумай мероприяти кĕртсе тултарнă. Дегтярёв компьютер терминĕсене хатĕрлесси/аталантарасси пункта сĕнсен "Ара, мĕн тума вăл кирлĕ?" тесе хирĕç ыйтнă. Комиссинче ватă ăсчахсем. Вĕсен авторитечĕ питĕ пысăк та вĕсем мĕн калаççĕ — çавна йышăнаççĕ. Тата влаç умĕнче те хăйсене лайăх кăтартасшан пулас... Мана чăваш чĕлхине вĕсем çав шая хуни килĕшмест. Çав çынсенчен чăваш чĕлхине правительство епле пулăшни килет.
Сăмахран, программăна Республика Кунне кĕртнĕ. Вăл Республика Кунĕ вара чăваш чĕлхине аталантарма уйăрнă пĕтĕм укçана çисе ярать. Тата вăл чăваш чĕлхине аталантарма пулăшнă пулсан лайăхччĕ, анчах та чăваш чĕлхи вăл мероприятинче аякран та аяккарах куçса пырать. Пĕлтĕр фестивале уçнă чухне чăвашла тата ертсе пыратчĕç пулсан — ку çул вара — вырăсла кăна. Районсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене асăнмарĕç те /пĕлтĕр те асăнмарĕç ĕнтĕ/. Тата районтан килнĕ пултарулăх ушкăнĕсене утнă чухне вĕçĕнче уттараççĕ. Ытти регионсенчен килнĕ вырăс ушкăнĕсем нумайланса та нумайланса пыраççĕ. Кайран тата, Республика Кунĕнче, чăвашла юрлакан ушкăнсене шыраса тупма питĕ йывăр. Вĕсене центра кăлармаççĕ. Кăларсан та — ирхине, çынсем сахал пулнă вăхăтра кăлараççĕ /пĕлтĕр ирхине кăларнăччĕ ача-пăча ушкăнĕсене. Епле хитре ташлаççĕ, юрлаççĕ, анчах та ирхине пулнă пирки — кураканĕ питĕ сахал/. Пĕтĕм программи — "вырăсланăр" тесе каланă пекех.
//питĕ хăраççĕ пулас, чăваш чĕлхи çĕкленесрен, такăнтарсах тăраççĕ. :(
reflejo // 2628.34.6945
2007.06.27 18:01
Чăваш патшалăхĕ пĕр ĕмĕр хушши ĕнтĕ вырăсшăн кăна...

Чăваш чĕлхине аталантарас укçана юрă-ташă мероприятийĕсемшĕн салатни коррупци - вĕсем чăваш чĕлхине ниепле те АТАЛАНТАРМАÇÇĔ. Алниа Аркадьевна, Дегтярев пек çынсен çав комиссинче ларакан ват супна коррупцишĕн явап тыттармалла, ман шутпа, е суйлав урлă яла ватлăха канлĕ ирттерме ăсатмалла. Çара тÿрĕ кăмăлпа бюрократие хирĕç кĕрешме май çук.
Микулай // 8171.4.3629
2007.07.13 18:53
Хисеплĕ юлташсем!
Халĕ Чăваш çĕршывĕнче чăваш чĕлхине шкулта миçе сехет тата миçемĕш классчен вĕренеççĕ?
Тавтапуç.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj