Ку ҫырӑва эпӗ пӗр ҫынна халаллатӑп. Ятне каламастӑп. Енчен те ку сӑмахсем хӑвӑра пырса тӗкеҫҫӗ пулсан — мӗн тен ӗнтӗ, каҫару ыйтмалли анчах юлать :)
Эпӗ хама улталанине питӗ юратмастӑп. Хам пулӑшакан ҫын мана улталани вара пушшех те япӑх ман шутпа. Улталасан вара хӑвӑра ыттисенчен кӑшт ӑслӑрах туятӑр-им вара? Айванскерсене улталарӑм тесе ҫӳреттӗр ӗнтӗ. /Кунта эпӗ нумайлӑ хисепре ҫырни ҫине ан пӑхӑр, эпӗ пӗр ҫынна кӑна ҫак йӗркесене халаллатӑп. Ун пек ҫынсем вара Чӑвашра, ытти ҫӗртре пайтах. Тен ҫак йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн вӗсем те хӑйсен айӑпне туйса илӗҫ.../ Анчах та эсир манатӑр пулӗ — усал ӗҫ сире нихӑҫан та мала илсе каймӗ, яланах ӗҫре каялла туртса пырӗ. Улталаса эсир пӗр самантлӑха кӑна пуйма пултаратӑр, усал ӗҫӗр вара ӗмӗр тӑршшӗпе сире каялла туртса пырӗ, хӑвӑр ҫумне усал ят ҫыпӑнӗ. Усал ятран тасалма питӗ йывӑр. Вараланма ҫӑмӑл — тасалма йывӑр. Вӗренӗр ытти ҫынсене хаклама. Темле ухмахрах, тӑмсайтарах ҫын курӑнать пулсан та — вӑл Ҫын /пысӑк саспаллинчен/. Унпек ҫынсене улталанинчен эсир ӑслӑрах пулса тӑраймӑр.
Тепӗр хут калатӑп — ан улталӑр! Эпӗ ҫак ҫын пулӑшу ыйтсан пулашатӑпах ӗнтӗ /улталаймарӗ теме пулать та-ха, мана унӑн улталасшӑн пулнӑ шухӑшӗ килӗшмест/.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.