 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Михаил ВолковСун // 6344-5785 2018.07.01 00:14 | |
| Ан култарсам, Микула. Ку сӑмахсене пӗр пӗлтерӗшлӗ теме ҫук.Пӑлхар - пулӑх арӗ (полевод,житник), вӗсене грексем АГАРЧЕИ - (ака арӗсем, акарҫӑсем) те тенӗ, хапь анлӑ сарӑлнӑ АГРАРИЙ сӑмаха аса илер. ЧУ,ҪУ, Ю - питӗ авалхи смахсем. ВЫРӑссен ЛЕТО, ЛЕТ - кальккӑсем. Ари-плхарсем пир.зрачченхи 3-иеш ӗмӗртех Кӑнтӑр Китайра ЧУ ПАТШАЛӑХӖ тунӑ. ("Царство ЧУ" ыйтса вула.) | |
| Микула // 9259.3.8429 2018.07.02 18:28 | |
| Аха çав. Пулă тени "рыба" пулать. Болгар хули те "дословно"  пулăçсен хули пулать. До нашей эры теиччен, малтан пилĕкçер çул каялла мĕн пулнине ăнланмалла. Чуваши отличаются знанием судоходства (Герберштейн).  Астуса юл çавна. Ага Туй тенинче те "Ага"  акни (сев) мар .Кунта "Ага" çарпа  ертсе пыраканни. Туйне-уявне  те вăлах ирттернĕ пулса тухать .Чăваш çар округĕнчи Агатуй вăл паянхи çуркуннехи "смотр" пекех пулнă. Чăвашсем çĕр ĕçченĕсем кăна пулман чаплă çар çыннисем те пулнă. Ăçта "чу" пур чăвашсене шырама кирлĕ мар. Сăмахăн хăйĕн çулĕ,халăхăнпе пур чух пĕрешкель мар. | |
| Михаил ВолковСун // 1627.99.4202 2018.07.02 22:49 | |
| Хуратан, пулӑӑҫ юлташ.  Сайт шыв кӳлленчӗкӗ мар. Ан пӑтрат.Ху 
 пӗлӳ шайне хаклама пӗл. | |
| Микула // 9259.3.8429 2018.07.03 18:33 | |
| Аргумент мар ку сирĕн,пустуй ÿпкелешни кăна. Пирĕн историне пăтратаканнисем партийный ,директивăсене çырса илекеннисем. Вĕсем хыççăн тÿрлетмеле те тÿрлетмелле... | |
| Михаил ВолковСун // 2245.08.0628 2018.07.04 00:29 | |
| Тӳрлет, тӳӳрлет, анчах малтан хӑвӑӑн пӗлӳӳ шаюне ӳстер. Мӗн пуҫҫҫҫҫа килнине ҫырса ан айванлан.<h2></h2> | |
| Аскольд Де Герсо // 4199.3.4848 2018.07.04 06:21 | |
| Микула, "Сувар" хаçатра пĕринче, икĕ-виçĕ çул каярах чăвашсенчен çынсен ĕмĕрĕ пуçланса кайнă тесе вуланăчччĕ, Этем, Адам пĕрпеклĕх пур вĕт? Тен, тата Çÿлти урра та чăваш тесе çырса хуратпăр? Ну юптаратăр, Кукша Кĕркури те çитеес çук сирĕн хыçăртан, тусанпа чыхланса юлать | |
| Микула // 9259.3.8429 2018.07.04 18:52 | |
| Сувар хаçат çавăн пек. Тĕллевĕ- чăваш историнчен юмах кăна тăвасси пулмалла. Микула "çăлкуçсем" çине тайăнса çырать. Юптару кунта çук. "До нашей эры"  чăвашсем пирки калакансем чăннипех юптаруçăсем. Чăваш халăхĕ 15-16 ĕмĕрсем хушшинче пăлхарсем ытти выранти халăхсем, тата айкăран, тĕрлĕ çĕртрен кильнĕ çынсем пĕрлешсен "çуралать".  Америка наци çуралнă пек чăваш та çуралать. Айкăри вăйсем хутшăнман пулсан çĕршер çухрăм йĕри -тавра чăваш кăна пулнă пулĕччĕ. Чăвашăн вăйĕ çавăн тери пысăк пулнă. Тутара та вырăса та "вăйпах" кăларнă пулсан та паян кун та çĕкленмелĕх вăйĕ юлнă. | |
| Михаил ВолковСун // 3500.56.1285 2018.07.04 23:47 | |
| 13-мӗш ӗмӗртех Пӑлхарӑн Ҫӗпӗрпе Казастан, Вӑтам Ази енчи чиккисене хӳтӗлнӗ ХУРАПУҪСЕМ, ИШТЕКСЕМ, СӐКӐТСЕМ, Кавказран АВАРСЕМПЕ СУВАРСЕМ чакса килнӗ.Тутар-монголсенчен. Кавказра ку йӑхсен (аврсемпе, суварсен, карайсен ячӗллӗ топонимсемпе этнонимсем юлнӑ. Ку юмах мар. Пӑлхар чӗлхи патшалӑх чӗлхи пулнӑ авалхи (доисторический) чӗлхе. Тарӑн тӗпчевсем тума пысӑк та наукӑна чунтан  парӑннӑ йыш кирлӗ.    | |
| Микула // 9259.3.8429 2018.07.10 17:58 | |
| Куçса кильнĕ пултăр,анчах та 15-16 ĕмĕрсенче те чылай куçнă . | |
| Аскольд Де Герсо // 1331.50.0294 2018.07.11 21:52 | |
| епĕр хутчен те асăрозаттăрас килĕт, Кавказ, Ази халапĕсенче хура сăнлă пике, чăваш пики вара пур халапра та сарă пике. Нивушлĕ эсир чăвашсем çавна та аслă пĕлÿ илнĕскерсем тавçăрса илме тăн çитерейместĕр? Е тата сире çав тери те Кавказпа çыхăннă теори çывăх? Эпир чăвашсем викингсем патне çывăхрах, мана пурпĕрех мĕскер эсир пакăлтататăр, сире уншăн укçа-тенкĕ тÿлеççĕ, мна чун туртăмĕ туртать. Супăнь сутакана кам йÿнĕрех смĕнет тавара çавăн тан туянать,хаклăрах сутас тĕлĕшпе, эпĕ сутăнмастăп, маншăн вăй кăларса илнĕ укçа хаклăрах та тивĕçлĕрех тем каласан та. Тек ларăр эпир Кавказ енчен килнĕ халăх тесе е Азирен, куна эпĕ иртнĕ ĕмĕртех иртнĕччĕ ĕнтĕ, çĕнĕ юптару майлаштарăр.Тен тата çавăнпа та  çыракан çук комментарисем? Ултава мĕнле хирĕçлеме пулать?.  | |
