Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Юрий Яковлев: Мӗскер тӑвар?..

Юрий Яковлев21.09.2018 19:1415675 Пурĕ пăхнă

 

Пӗрремӗш ҫавра. Чӑваш пӗтнипе пӗтменни пирки калаҫнӑ чух Ҫеҫпеле асра тытар, Ҫеҫпӗл умӗнче намӑсланар.

 

Паянхи чӑваш наци ӑнӗнчи (сознанийӗнчи), чӑваш наци тӗнчетуйӑмӗнчи тӗпри кӑмӑла палӑртма/ӑнланса илме пӑхсан ирӗксӗрех Ҫеҫпӗл сӑввисем аса килеҫҫӗ. (Ун сӑввисем каҫ тӗттӗмне самантлаха сирекен ҫиҫӗм пек: халӑх чунӗнчи шухӑша кӗменни, сӗмленни уҫӑмланать, наци шӑпин ҫырӑвне вулас кӑмӑл пирте – Ҫеҫпӗле ӑша илнисенче – амаланать.). 1921 ҫулхи ҫуркунне ҫырнӑ сӑввине поэтӑмӑр «Йӑвӑр шухӑшсем» тесе ят панӑ. Сӑвӑ ӑҫта ҫырӑнни те пӗлтерӗшлӗ – Шупашкарта, чӑвашсен тӗп хулинче.

 

Шупашкартан тухрӑм, тӳрех утрӑм,

Атӑл тӑвайккийӗ ҫине ухрӑм.

Акӑ куҫӑм умӗнче чӑваш ҫӗрӗ…

Тӑван ҫӗршыв тавра чунӑм вӗҫрӗ.

Атӑл шавланине итлерӗм:

Чуна лӑплантарса пули, терӗм.

Анчах канӑҫсӑр чунӑм лӑпланмарӗ,

Пуҫран йӑвӑр шухӑш каймарӗ.

Тӑван ҫӗршыв, сана ӗненеттӗм,

Пулас мухтавлӑхна сисеттӗм…

Халиччен шанчӑкпа чӗре ҫунчӗ…

Паян теме сиссе ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Сивӗннӗ чӗрере вӑйӑм чакрӗ.

 

– Килсем часрах, чӑваш поэчӗ! –

Тесе яланах чун чӗнетчӗ.

Шухӑшлаттӑм: акӑ талан килӗ –

Тӑван ҫӗршыв чӗлхине илем килӗ.

Ҫырулӑхӑн пулӗ тӗрӗс ҫулӗ,

Кӗнеке те пулӗ ҫӗршыв мулӗ…

Анчах кунсем, ҫулсем иртсе кайрӗҫ,

Чӑваш поэчӗсем сас памарӗҫ.

Хальччен шанчӑкпала чӗрем ҫунчӗ,

Паян кун чӗрере ӗмӗт сӳнчӗ.

Шанчӑксӑр чунӑма сивӗ ҫапрӗ,

Хуйхӑллӑ чӗрере вӑйӑм чакрӗ…

 

Тӑван ҫӗршыв, е сан та вӑю пӗтрӗ?

Е чӑваш чӗлхин хӑват ҫӗтрӗ?

Е ют чӗлхесем ӳснӗ майӗ

Чӑваш чӗлхи ҫӗтсе, пӗтсе кайӗ?

Е чӑваш ҫынни, чӑваш ялӗ

Сарлака ҫӗр ҫинчен ҫухалӗ?..

Апла пулсан… чӗрем хыпса ҫунтӑр,

Чӗрем хыпса ҫунса сив кӗл пултӑр.

Сив кӗл хаяр ҫилпе вӗҫсе пӗттӗр,

Сивӗ ҫапнӑ чуна вилӗм кӗтӗр.

Ват асатте ҫиллӗ тӑвӑл витӗр

Мана масар ҫине кайса чиктӗр.

Тӑпрам ҫинче ӗмӗр ҫил улатӑр,

Ватӑ йӑвӑҫсене суллатӑр.

Вилтӑпри вӗлтӗрен тӑхӑнтӑр,

Пуҫӑм ҫинче ҫӗлен шӑхӑртӑр.

 

«Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет»… Ҫавӑн пек шухӑш та выляса илчӗ пӗр вӑхӑт вӗреннӗ чӑваш хушшинче. Выляса илчӗ тетӗп, мӗншӗн тесен халӑх пӗтет текен шухӑш чӑнласа пӑлхатни курӑнмарӗ. (Чӑваш шалтине, ӑшрине кӑтартма пӗлменнине асра тытса сӑнасан та - курӑнмарӗ.). Эсир епле чӑваш пулнине ӑнланса илмелли ансат меслет сӗнетӗп. «Чӑваш пӗтет» тейӗр те – хӑвӑра сӑнӑр. Кӑмӑл-туйӑмӑра астуса юлӑр та сӑввӑн юлашки сыпӑкне вулӑр. Ҫеҫпӗл туйӑмӗ – ту пек пысӑк асаплану. Эпир вара – паянхи чӑваш текен шӗпӗнсем. Мӗншӗн чӑваш пӗтни Ҫеҫпӗле ҫӗр ҫӗклейми хуйхӑ пулса ҫунтарать, пире вара пуш сӑмах хутаҫҫи салттарать?..

Тӗслӗх вырӑнне Чӑваш наци телевиденипе пынӑ пӗр калаҫу сыпӑкне илсе парам («Ҫитмӗл те ҫиччӗ». 19.12.2012.).

«Татьяна Ильина: Паркинсон саккунӗ текен япала пур. Пӗтмелли япала пӗттӗрех тени. Пӗтсессӗн ун вырённе ҫӗнни ҫуралать тесе. Ҫав саккун пире пырса тивет-ши вӑл? Чӗлхе пӗтни, халӑх пӗтни – вӑл: тӗрӗссипе илсессӗн, историшӗн тӗлӗнмелле япала мар. Халӑх хӑй тапаҫланса пурёнас темесессӗн ӑна ирӗксӗрлесе епле пурӑнтаран?..

Улатимӗр Тяпкин: Татьяна, эп кӑна, тӗрӗссипе, калама хӑрарӑм. Врач вӗт-ха диагноз лартать: анчах та чирлӗ ҫынна йывӑр вӑхӑтра хӑйне каламасть те вӗт-ха. Юлашки сывлӑш тухиччен пурӑнтӑр тесе… Паллах, врачӑн тӗрӗс диагноз пӗлмелле ун. Пирӗн наци проблемипе те. Йывӑр, ҫухалса пыратпӑр. Тепӗр тесен, хамӑр хушӑра, хам юлташсемпе темле кунта трагеди тумастпёр, караул кӑшкӑрмастпӑр. Пирӗн пек мар вӑйлӑ цивилизацисем пӗтнӗ, вӑйлӑ халӑхсем пӗтнӗ. Паллах ӗнтӗ, глобализм шайӗ, пӗр халӑх патне пырса тухасси пиртен килмест ӗнтӗ. Ҫын та вӗт-ха 150 ҫул пурёнмасть вӗт-ха, ҫапах та эпир ҫут тӗнчере тӑрса юлатпӑр. Ачасем ҫуралаҫҫӗ. Тӗрӗссине калама йывёр… Анчах та паллӑ ӗнтӗ вӑл урӑхла май процесс аталанса каясси. Йывӑр шухӑшсем. Историне тӗпчесен те. Юхма пире калать, Польша примерне илсе кӑтартать. Польша халӑхӗ те ҫапла пӗтес шайне ҫитсе пынӑ, кайран аталанса кайма пултарнӑ. Анчах та историнче ун пек тӗслӗхсене пӗлсе каймастпӑр, паллах. Ҫавӑнпа кунта ытлашши трагеди тумалла та мар».

«Пӗтмелли япала пӗттӗрех, ун вырённе ҫӗнни ҫуралать», «хамӑр хушӑра, хам юлташсемпе темле кунта трагеди тумастпёр, караул кӑшкӑрмастпӑр – пирӗн пек мар вӑйлӑ цивилизацисем пӗтнӗ, вӑйлӑ халӑхсем пӗтнӗ»… Чӑваш пуласлӑхӗ пирки сӑмах хускалсан ҫавнашкал шухӑш-кӑмӑл еккипе ярӑнакан калаҫӑва малашне тяпкинла калаҫу дефиниципе палӑртма сӗнетӗп. Трагеди тумастпӑр, трагеди тумастпӑр тесе янӑрашакансене сӳрӗклӗх паттӑрӗ темелле. Сӳрӗк чунлисем валли Шнобель евӗр преми йӗркелемелле…

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2018.09.21 19:56
И шо????Акапасар??? Кăнта халĕ кам айăплă: пуçлăх е вĕрентекен? Е ашшĕ-амăшĕ? Пурте хамăртан килет, пур ĕнтĕ, хăть çурăл, эс тенĕ пек пырса тухмасть, чăвашла вĕренесси вара хамăртан килет. Ку вăл тулли черккене пушатса сĕтел çине чанкклаттарса лартасси мар, кунта тăрăшăмлăх кирлĕ!!
Agabazar // 1886.30.2222
2018.09.21 20:20
Agabazar
Очевидно // 1427.11.8159
2018-09-21 20:04
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
=============================================
Чăвашла калаç.
Agabazar // 1886.30.2222
2018.09.21 20:51
Agabazar
Аскольд Де Герсо // 3095.25.0180
2018-09-21 19:56
И шо????Акапасар??? Кăнта халĕ кам айăплă: пуçлăх е вĕрентекен? Е ашшĕ-амăшĕ? Пурте хамăртан килет, пур ĕнтĕ, хăть çурăл, эс тенĕ пек пырса тухмасть, чăвашла вĕренесси вара хамăртан килет. Ку вăл тулли черккене пушатса сĕтел çине чанкклаттарса лартасси мар, кунта тăрăшăмлăх кирлĕ!!
==================================================

Ку Хоспочын , чăваш халăхне чăтма çук хытă мăшкăллаканскер, хăйне пĕр-пĕр Ылттăн Йăнăрал дуэле чĕнесрен епле хăрамасть-ши? Е секкундантсене сутăн илессе шанса тăрать?
КИРЕМЕТ СЫХЧИ // 4280.84.3329
2018.09.22 12:21
Ҫырни тĕрĕс ĕнтĕ... Анчах Юрий Яковлев чӑваш хушинче темиҫе професиллĕ философсенчен пĕри пулнӑ май, илтес килет, ӑҫта тата мĕнле ҫӑлӑну пур Чӑвашӑн, пĕтесрен..? Тепĕр ыйту.., Чӑвашсен хальхи саманара "паттӑрсем/лидерсем" ҫуралманни..?-вырӑсла "роль личности в истории" пулать ĕнтĕ...
Agabazar // 2566.90.4129
2018.09.22 13:53
Agabazar
Всё же // 3267.87.0152
2018-09-22 11:33
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ.
===============================================
Чăвашла калаç.
Микула // 9259.3.8429
2018.09.22 15:19
МĔНШĔН ÇУРМАЛЛА? МĔНШĔН ЮРАМАЛЛА тата СУТĂНЧĂКЛА? Малтан "мĕскер тăвар" тесе ыйту лартиччен "КАМ АЙĂПЛĂ ?" тесе каламалла мар? Ухмах мар пулсан ăнланмалла. Хăравçă сутăнчăк мар пулсан КАЛАМАЛЛА. Пĕтĕмпех патшалăхран,ертсе пыраканнисенчен килет . Национал предательсем чувашофобсемпе пĕрлешсе тун каварлă ĕç? Ялти шкулсене кам хупса пырать ? Трамп? Вĕренÿ программине кам тăван чĕльхене вĕренме йăвăртарах пултăр тесе тăвать ? Каллех трамп ?
Микула // 9259.3.8429
2018.09.22 15:29
Çурма паттăрсенчен пулмаç ĕнте каласси. Канлĕх шыракан ăсчахсенче те шанăç çук. Сыхланса юлса аталанмалли формули ,"формула успеха" çавăн пек пулмалла. Тен Акапасар анлăрах çырĕ. Тăван чĕльхене вĕренймен чăвашсене те ăнланмаларах пултăр тесе вырăслах калам. " Чувашия больше чем президент" (ку вăл федерализмшăн кĕрешмелле тени пулать) "Чувашский язык больше чем все министерства и министры" ( министăрсене ылмаштарсах тăраççĕ,çавăнпа та пирĕншĕн министр шухшĕ мар Конституци панă ирĕклĕхсем малта пулмалла).
Микула // 9259.3.8429
2018.09.22 15:40
"Чувашский спецназ,инструкция по выживанию" тесе çырмалла. Пĕтетпĕр,анчах та нимĕн те тумастпăр, трагеди тумастпăр тенĕ шухăш вăл тăшманла. Чăваш чĕлхишĕн кĕрешмелле тесе кам калĕ халăха паян ? Паянхи "элитка" ĕçке ярăннă çын пек пурлăха сутма анчах юрăхлă. Укçа,укçа татах та укçа. Паян халăха,чĕлхене пĕтерсе пынăшăн "чин параççĕ" тата " вăтăр кĕмĕл укçа". Чи пысăк сăлтав çавă.
2018.09.22 21:58
Акапасар, эпĕ сирĕн евĕр пуш параппан çапса лармастăп, чăвашла халавсем çыратăп, çамрăксем латчĕр тесе. Хамăн ята та пытармастăп сирĕн пек,эсир вара пурте тенĕ пек пытанса лараттăр тĕмĕ хыçĕнче: те çăмăлпа, те çын курасран. Аскольд Де Герсо - Тутарстанри Чăваш çыравçисен пайташĕ, çавăнпа та пуш сăмах çапма кирлĕ мар. Çиле хирĕç сурма кирлĕ мар
Астор скиф // 1211.45.3323
2018.09.23 13:53
Микула (Ӗмӗ кулли)---Енченьте хӑш халӑх хӑй кам иккенне историпе ҫыхӑнтарса ҫиреплетме пултараймасть,вӑл халӑхӑн чӗлхи ҫухалать,кайран халӑхӗ те урӑх халӑхра ҫухалать.

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj