Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аскольд Де Герсо: Чӑваш чӗлхи: паянхи кун

Аскольд Де Герсо14.12.2018 20:2511719 Пурĕ пăхнă

Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр.

Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук.

Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Сан // 1824.95.3774
2018.12.17 11:45
Чăваш чĕльхÿ малалла кама кирлĕ? Çавна ăнлантарса пар-ха. 2019 - 2036 çулсенче Чăвашра 113822 çын пĕтет. А чăвашсем мĕнчул юлаççĕ? Çак ыйтусене малтан татса каласа кăтратмалла.
Чувашский язык уже, уже только на бытовом уровне, но и на бытовом уровне довольно нищий по смыслу. Вот что плохо.
2018.12.18 13:56
Сан: чăваш чĕлхи кама кирлĕ тетĕн? Ку йышшиех эпĕ вырăс чĕлхи кама кирлĕ? Тутар чĕлхи тесе ыйтма та пултаратăп. Ĕç-пуç чĕлхере мар, эпир хамăра кам тесе йышăннинче. Паянхи куна чăваш ачисем тăванлăха маннă Йăван пек çÿреççĕ. Тен, çавăнпа та историе те кам мĕнле çырас тет, çавăн пек çыраççĕ, кам тĕрĕслетĕр? Чăваш чĕлхине мĕскĕнлетме кирлĕ мар, ку енчен акăлчан чĕлхи пуян тетĕн-и? Акăлчан чĕлхинче те хĕрарăм-арçын ĕç тунине уйăракан паллă çук, чăвашли евĕрех, илем пу лăма та вырăс чĕлхинчи евĕр темиçе тĕрлĕ палăртакан сăмахсем çук. Улталама та улталанма та кирлĕ мар. Чăвашсем вара мĕн чул юласси пурте хамăртан килет, енчен сăмса каçăртса хамăра: эпĕ вырăс, тесе çÿремесен, чăвашсен йышĕ аванах. ЧЫЛАЙ ЧĂВАШ АЧИ СĂМСИНЕ КАÇĂРТСА ХĂЙНЕ ЭПĔ ВЫРĂС ТЕТ. Хăш енчен вара вырăсланнă-ш?
2018.12.19 08:59
Тата çакна та каласа хăварассăм пур: паянхи эстрада юрăçисем хушшинче инди юрăçи Дипендра Мани уйрăммăн палăрса тăрать. Вăл чăвашран пĕртте кая мар чăвашла юрлать, ăна вăл кирлĕ-ши? Кирлĕ, çавăнпа юрлать те ĕнтĕ чăвашла. Хăшĕсем вара чăвашсемех сайт çинче чăваш халăхĕ çĕр çинчен çĕтет тесе ларакансем те пур. Чăвашла çырăр, вулăр, калаçăр - вара тăван чĕлхе пĕтмест, ачăрсене чăвашла калаçтарăр
Алтак // 3335.84.0120
2018.12.19 18:54
Вырӑс мар халӑхӑн шкулӗсене 1953 ҫултан пӗтерме пуҫланӑ ЦК КПСС-ӑн Идеологи пайӗ, пуҫлӑхӗ М.А. Суслов пулнӑ. Влаҫшӑн кӗрешнӗ вӑхӑтра. Тӑшманӗсем ӗҫӗ хӑвӑрт пытӑр тесе 1 млрд. доллар ҫулсерен тӑкакланӑ. Пурӗ 51. млрд. доллар 1945-1991 ҫулччен. 1947 ҫ. чӑвашсен чӑвашла врентекен 1368 шкул пулнӑ, 10 классем таранах. Халӑхсем хирӗҫ пулнӑ чӑваш шкулсене птернипе 1991 ҫулчченех.
2018.12.21 11:23
Алтак, эпĕ шкулта вĕреннĕ тапхăрта тăван чĕлхе дисциплинипе виççĕ паллă илнĕччĕ аттестат çинче, паянхи кун вара чăваш çыравçисен союзĕнче тăратăп. Шкулта вĕренни сахал, енчен те хăвăн туртăм çук. Циолковские илер, вăл вара пачах шкул пĕтерменпе пĕр тан. Ун йышши çынсем чылаях, кирлĕ мар пурне те влаç е шкул çине тиеме, хамăртан та аванах килет
тимрук-виспурт ачи // 2492-3693
2019.01.06 19:18
Аскольд , хасан та хасан " аттестат синче " ," хасат сине " тесе сырма парахатпар , чаваш челхи пирки каласма та пултарапар , " Аттестат синче " мар . аттестатра виссе палла илне Эсир . Эпе вара "икке " лартна пулаттам .
Микула // 9259.3.8429
2019.01.08 15:10
Аскольд Де Герсо // 1112.03.4994
2018-12-21 11:23
Алтак, эпĕ шкулта вĕреннĕ тапхăрта тăван чĕлхе дисциплинипе виççĕ паллă илнĕччĕ аттестат çинче, паянхи кун вара чăваш çыравçисен союзĕнче тăратăп.


Сирĕн "союзне" (тепре пухăнсан кала) "шалча" паллă лартсан та çылăх пулмĕ. Мĕншĕн тесен "союзăн" ĕçĕ эгоистла кăна пулмалла ? Хулари ачасем валли тăван чĕлхепе ÿстермелли ача сачĕсем тăвасси пирки кĕрешмен союз союз та мар ,пасар кăна.
Пĕр хĕрарăм // 1150.12.4966
2019.01.08 19:43
Пĕтерчĕç Аскольда
2019.01.20 21:57
Тăвансем чăвашсем! Тĕрĕспе кунта чăвашсем çукпа пĕрех. Пĕр хĕрарăм, ман йышшисене пĕтерме йывăртарах, тĕрĕслĕхе пĕтерме пулмасть. Микула, ача сачĕсем пирки вăл обществăлла ушкăнран килекен ĕç мар, куна хăв та ăнланмалла, ача ÿсĕмĕнчен иртнĕ, аслă çын. Е тата хăвăр пултарманне ыттисем çине купалас тетĕр-и?
Сайт çине вăрах вăхăт кĕреймерĕм, ноутбук çинче интернет çыхăну çухалнăччĕ. Малашне те кĕрешĕпĕр "тряпишный волк" йышшисемпе. "Родня" кинора Стасик мĕнле терĕ? И вечный бой, у меня тоже есть своя синяя птица и свой журавль в небе!!!

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj