Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши?

Аçтахар Плотников21.01.2019 15:2510479 Пурĕ пăхнă

Нумай пулмасть юлташпа калаҫса илтӗм. Вӑл вара паянхи ҫынсем ухмахрах пулни пирки сӑмах хушрӗ. «Чӑн та малтан ҫынсем унашкалах ухмах марччӗ», — терӗ вӑл. — «Ӑнлантаран, ӑнлантаран, вӗсен пуҫне вара нимӗн те кӗмест.».

Ман юлташ карас телефонӗсем юсакан мастерской тытать. Юсамалли вара нумай — пӗрин телефонӗ блокировкӑланнӑ, теприн экранӗ ҫӗмӗрӗлнӗ, виҫҫӗмӗшӗ хӑйӗн телефонне шыва чӑмтарнӑ… Ҫапла май ун патне пынӑ ҫынсемпе чылай калаҫма тивет, хӑш-пӗр япаласене ӑнлантарса памалла пулса тухать. Ытти юсав мастерскойӗсенче мӗнлине пӗлместӗп те, анчах ман юлташ хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ тума тӑрӑшать. Клиентсем унӑн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлччӑр тесе кӑсӑк япаласене те ӑнлантарса парать.

Юлташ сӑмахӗсем хыҫҫӑн хам та шухӑша путрӑм. Чӑн та халӑх ухмахрах-шим? Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать. Вунӑ-ҫирӗм ҫул каяллахипе хальхи вӑхӑта. Эпир унпа пӗр вӑхӑталла ҫуралнӑ та танлаштармалли, паллах, пурах. Паянхи кун эпир, калӑпӑр, 1990-мӗш ҫултисемпе танлаштарсан ӑслӑрах темелле. Пирӗн халь кашнин ахаль телефон ҫеҫ мар, смартфон пур, эпир тӗнче тетелне кӗрсе тем те пӗр пӗлме пултаратпӑр.

Тата илер-ха аслӑ пӗлӳллӗ ҫынсен йышне. Малтанхипе танлаштарсан паянхи кун вӗсем тем тесен те йышлӑрах. Паллах, укҫа пур пулсан паян кашни аслӑ пӗлӳ илейрет. Анчах ку кӑна та мар-ҫке. Тем тесен те паянхи кун аслӑ пӗлӳ илме ҫӑмӑлрах. Енчен те 80-мӗш, 90-мӗш ҫулсенче аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен пӗр вырӑна темиҫе ҫамрӑк кӗрешнӗ пулсан паянхи кун вара хӑш-пӗр факультетсене университетсем пулас студентсене шыраҫҫӗ, йыхлавлаҫҫӗ. Апла-тӑк, аслӑ пӗлӳллӗ ҫынсем нумайрах пулсан халӑх ӑслӑрах пулмалла пек. Анчах ман юлташ ҫакна темшӗн асӑрхамасть, халӑх ухмахрах пулнине курать.

Тен, сӑлтавӗ телекуравра? Ӗлӗк вӑл япала пулман, анчах ӑс-тӑн енӗпе ватӑсем самаях тӑнлӑрах пулнӑ теме пулать. Аслӑ шкул пӗтермен пулин те, анчах вӗсен ӑсӗ лешсенчен самай ирттернӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Чӑвашсен пин-пин ваттисен сӑмахӗ ним ҫукран ҫуралман ӗнтӗ. Паянхи телекурав вара ман шутпа чӑн та шухӑшлама мар, канма тата ӑс-тӑна шӗветме ҫеҫ пулӑшать. Хам эп вӑл япалана пӑхмастӑп та, анчах хушӑран хушӑ куҫ тӗлне пулсан чӑн та тӗлӗнетӗп. Мӗнле кӑна ухмахла япала кӑтартмаҫҫӗ-ши? Пӑхакан ҫын шухӑшлама пӑрахтӑр тесе мӗнле кӑна кӑларӑм шутласа кӑлармаҫҫӗ-ши...

Тата тепӗр япала — телекурава пула халӑх сахалрах вулама пуҫларӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. Кӗнеке вулани тем тесен те ӑс-тӑна аталантарать. Кӗнекери информаци кӑна мар, ӑна вулани те — хӑй процессӗ те. Ҫук, паянхи кун кӗнеке вулама пӑрахнӑ теме май ҫук — кӗнеке лавккисем хупӑнман-ха, ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вулакан кӗнекесен шайӗ тем тесен те чакнӑ. Халь халӑх вулать пулсан та ансатраххисене шырать. Кӑсӑкраххинчен пӑрӑнать.

Вӑт ҫакнашкал шухӑшсем. Эсир ку тӗлӗшпе мӗн шухӑшлатӑр? Сирӗн шутпа халӑх ӑслӑланать е ухмахланать?

 

ХК: енчен те сире телефон юсавӗ кирлӗ пулсан эсир Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ «Хӑнара» кафе ҫумнерех вырнаҫнӑ телефон юсавӗн мастерскойне ҫитме пултаратӑр (ӳкерчӗк ҫинче «Аптека» ҫырнӑ алӑкран кӗмелле). Юсавӗ паха пулӗ, хакӗ — пӗчӗк. Тумаймасан 8-903-345-77-21 номерпе шӑнкӑравлама пултаратӑр. «Чӑваш халӑх сайтӗнчен» тесен юсав хакне кӑшт пӗчӗклетсе те парӗҫ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Паян ҫынсем унчченхисенчен ухмахрах-ши?

Ман юлташ паянхи ҫынсем унчченхисенчен ухмахрах тесе шутлать. Эсир кунпа килӗшетӗр-и?
Ман шутпа ку чӑн та ҫапла
Татсах калаймастӑп
Ҫук, килӗшместӗп, паянхисем ӑслӑрах
Маншӑн ҫавах

Komentoj:

Тимĕр Акташ // 3936.76.6861
2019.01.21 15:50
Телевизор халь "Зомбоящик" теççĕ. Унта агрессивлă çар пропаганда, Хĕвел-Анăç çĕршывсене, АПШне, Украинăна, "бандеровецсене" хурлани, ултав. Çакна пăхмалли - сывлăха сиенлĕ. Ахаль мар вара, ВВС компанийне панă интервьюра 1-мĕш каналăн "Время" хыпарсен кăларăмĕн телеведущая Екатерина Андреева каланă: "Я сама телевизор не смотрю. Вредно для нервной системы. Берегу мозговые клетки".
Тата тĕрлĕ "Пусть говорят" евĕрлĕ передачăсем те мĕншĕн пăхмалла? Кам кампа çывăрна, çывăрман? Камран ачасем çуралнă? Тата ытти те. Сурса прахмалла кăна!
Аса илтеретĕп Мих. Булгаковăн "Собачье сердце" повеçĕн Преображенский профессор мĕн каланă: "Не читайте советских газет!" Эпĕ калатăп: "Раççей телевиденийĕ ан пăхăр. Сиенлĕ!
Agabazar // 3573.15.4768
2019.01.21 21:53
Agabazar
823-мĕш кнопкăпа челевисăр пăхатăп. Унта çеç чăвашла калаçнине илтме пулать. Пĕртен-пĕр кнопкă. Суйлаймастăн.

Мускавран параканнисене те пăхкалама тивет. Мĕншĕн-ха? Пит курас килнĕрен мар. Сăлтавĕ ансат: Раççейри халăх мĕнле сывлăшпа сывланине пĕлсе тăмалла. Челевисăр пăхмасан çав сывлаша туйса илейместĕн.
Атнер // 1726.84.3785
2019.01.22 16:14
Акташ.профессора вара каланӑ:так нет же других газет кроме как советских.Тогда вообще ничего не читайте-хуравланӑ вӑл.
Agabazar // 2648.49.4447
2019.01.23 15:02
Agabazar
Хусан ханлăхне Хаяр Иван аркатни чăн малтанах чăвашсемшĕн пит начар япала пулнă. Чăн малтан чăвашсене начар енчен пырса çапнă çакă.

А тутарсене мĕн? Паллах, чингизидсене айккинелле сирни лайăх япалах мар ĕнтĕ вĕсемшĕн. Çапах та кунта тутарлăх валли те вырăн юлнă. Вырăнти чăвашсем сасартăк тутар пулса тăни те çакнах çирĕплетет. Хансем вăхăтĕнче мар, кайран пулнă япала ку!

Чăвашсем валли вара çĕнĕ системăра нимĕнле вырăн та юлман. Ноль!

Вырăс патшисен влаçĕ пуçлансан Хусан таврашне ытти регионсенчен тутарсем килсе тулнă.
тимрук-виспурт ачи // 1880.98.2633
2019.01.23 16:36
Вуламалли ним те сук " Хыпарта " Ирексерех ларас пулать барта. Сивеч самах тухре хисепрен , Ас пухайман супелтетнипелен .

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj