Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ҫулталӑк иртсе кайрӗ, Шупашкарӗ халӗ те ҫук...

Аçтахар Плотников13.11.2007 21:335495 Пурĕ пăхнă
Паян Чулхулана илсе килнӗ хаҫатсене пӑхса тухса унти кирлӗ информацине вырнаҫтарас терӗм те 2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Хыпарта» тухнӑ ыйтӑва куртӑм:

Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, — хӑйӗн ҫырӑвне пуҫланӑ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ П. Николаев, — сакӑр вунна ҫывхарса пыратӑп. Ҫавна май тухсах ҫӳрейместӗп. Шупашкарта пулманни те темиҫе ҫул. Кӳршӗ хӗрарӑмӗнчен тӗп хулара ҫӗнӗ юхан шыв порчӗ тунине илтрӗм. Хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ моряк пулнӑччӗ те - ку хыпар савӑнтарса ячӗ. Ара, ӗлӗкхи кивелсе ҫитнӗччӗ вӗт. Анчах та мана, чӑваша, порт кантурӗ ҫине "Шупашкар" тесе ҫырса хуман тени тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ кӑна мар, шӗкӗр хулана караппа килекен хӑнасем те тӗлӗнеҫҫӗ-тӗр. Кӳршӗ карчӑкне ӗненмерӗм. Сирӗнтен ыйтса пӗлес терем. Чӑнах та чӑвашла ҫырса ҫапман-ши вара? — ҫапла вӗҫлет Йӗпреҫре пурӑнакан ветеран.
Ӑна вара ҫапла хуравланӑ:
— Хисеплӗ Петр Васильевич! Чи малтанах сире тата та нумай ҫул пурӑнма сывлӑх сунатпӑр.
Юхан шыв порчӗн ҫурчӗ ҫинче, чӑнах та, чӑвашла ҫырни ҫук. Сӑн ӳкерчӗкре (хаҫатра сӑнӳкерчӗкӗ пур), куратӑр ӗнтӗ, вырӑсла тата акӑлчанла ҫеҫ. "Шупашкар юхан шыв порчӗ" АУО генеральнӑй директоре В.Шайкин каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӑхӑт ҫитменнипе ҫыхӑннӑ. Порта Республика кунӗ тӗлне уҫма ӗлкӗрес тесе. "Шупашкар" тесе ҫырни те пулать, саккас панӑ", — пӗлтернӗ пирӗн ӗҫтеше Ванифатий Васильевич.
Чӗрене ҫывӑх сӑмах хӑйӗн вырӑнне йышӑнсан, Петр Васильевич, сире тӳрех ҫырса пӗлтерӗпӗр. Мӗншӗн ҫырса? "Хыпартах" ҫапса кӑларӑпӑр.


Шел те, юхан шыв порчӗн ҫурчӗ ҫине халӗ те чӑвашла ҫырса хуман.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Тимĕрке Митяй // 2051.65.3138
2007.11.14 08:35
http://gallery.chuvash.org/v/users/ ... __/DSCN3620.jpg.html

Эпĕ кăçал куртăм порт кантурĕ умăнче(курăк çинче) Шупашкар çырнă (: .
2007.11.14 09:35
Аçтахар Плотников
АВ епле тунă иккен вĕсем! Юрать-ха капла та пулин тунă. Анчах кун пек çырни хĕлле курăнмĕ. Тата илсеччĕ-ха "аяла çырнă" тесе мăкăртатакансене — ура айне (ун тăрăх утса çӳремелле пек) туни вĕсене килĕшмест.
Ман шутпа, проекта хатĕрленĕ чухне вĕсем "Шупашкар" тесе çырасси пирки шутламан та. Кайран çеç, "халăх ыйтнипе", шутласа кăларнă.
Ajdush // 3926.36.8887
2007.11.14 20:27
Ку япала Чăваш çĕршывĕнче тăван чĕлхене тислĕк вырăнне хунине çеç пĕлтерет. Манкуртсем халĕ Чăваш çĕршывне чăн-чăн вырăс тăвашшăн.
Анонимла // 2051.65.3138
2007.11.15 09:48
Хусанра юхан шыв порчĕн çурчĕ çинче акăлчанла çырни çук...
http://gallery.chuvash.org/v/users/ ... __/20071115.JPG.html
Анонимла // 2758.91.0656
2007.11.25 16:19
Шупашкарçĕрçинче еванса выртат.
Тимĕрке Митяй // 6828-0326
2007.11.26 08:33
еванса -ку мĕнле сăмахĕ: йăваланса,ывăнса...?
2007.11.26 12:44
Аçтахар Плотников
йыванса /йăваланса/

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj