Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Аçтахар Плотников06.06.2019 17:1413373 Пурĕ пăхнă

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.

Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.

Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.

Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Ҫырӑвӑршӑн тав.

Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова

 

Редакцирен: ку хурава эпир темиҫе ҫын урлӑ илтӗмӗр. Л.А. Андреев-Лесника ӑна ахаль ҫырупа ярса панӑ, вӑл вара ӑна тепӗр вырӑнта пичетлеттернӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара пире ярса панӑ. Йӑнӑшсем лексен каҫару ыйтатпӑр (тупсан тӳрлетӗпӗр).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 8112.1.1642
2019.06.10 00:05
Agabazar
Ку çын хăйне "педагог" тет-ха та, анчах та сире, "педагогсене", тахçанах сайавленисем пухакансем шайне антарса лартнă.

Кĕлмĕçсем пек, ашшĕ-амăшĕсенчен сайавленисем пухса çÿретĕр!

Паллах, ирĕк парсан! Ирĕк памасан вăл япалана та (сайавленисем пухассине) тума пултараймастăр!

Мĕн тума кирлĕ халь "пысăк орфографи словарĕ"? Хаçат-журнал-кĕнеке кăларакансем унсăрах, тĕпрен илсен, пĕлеççĕ мĕн кирлине. Интернетра ĕçлекенсене вăл пушшех те кирлĕ мар.
Вĕрентÿре те çавах. Кудряшов юлташа кирлĕ-и вăл? Ахаль вĕрентевсĕсене-и? Анчах та шкул ĕçĕн "чи кирлĕ" пайĕ пĕтĕмпех вырăсла пулса пырать. Чăваш чĕлхи валли унта вырăнсем çукрах.
Ялтан // 4227.95.5826
2019.06.11 08:25
"Пысӑк" орфографи словаре 700 страницӑллӑ пулать, 700 тенкӗ тӑрать, сӑмахсен 30 проценчӗ - чӑваш сӑмахӗсем.
Ялтан // 4227.95.5826
2019.06.11 08:26
"Пысӑк" орфографи словаре 700 страницӑллӑ пулать, 700 тенкӗ тӑрать, сӑмахсен 30 проценчӗ - чӑваш сӑмахӗсем.
Алибасов // 4227.95.5826
2019.06.11 08:35
Мӗнле переворот? "Ялти ача сачӗ", "ялти шкул" теттӗмӗр. Питӗ лайӑх, хитре. Халӗ "ялӗн ача сачӗ", "ялӗн шкулӗ",.. Леонтьевсемпе вино градовсене, исаевсене чаракан ҫук.
Хусантан // 2964.9.2609
2019.06.12 18:41
Аса илер: орфографине Хусанкай Аслӑ Канашра ларнӑ чухне уйрӑм сӑмахсене ҫырас ыйтупа тапратн. Исаев-Виноградов ниҫта кайса кӗрейменнипе ӑна вуҫех ишсе антарнӑ.
Agabazar // 3538.75.3661
2019.06.13 16:04
Agabazar
Юлашки сăмах пирки комментари
1)Хусанкай мар, Атнер Хусанкай
2)Атнер Хусанкай Аслă Канашра чухне вăл унта чи аслă пуçлăх пулман, чи аслă пуçлăх пулни — Эдуард Кубарев
3)Орфографи ыйтăвне çĕнĕлле çĕклесе тапратнă çын Атнер Хусанкай мар
4)Чăваш тĕнчинче Исаев-Виноградов хушаматлă çын çук.

Алибасова "ялти вăтам шкул" теме никам та чармасть.

Чăваш сăмахсарĕнче — мĕнпур сăмахсем чăваш сăмахĕ пулса тăраççĕ. Унсăрăн ăна никам та "чăваш сăмахсарĕ" теес çук.
2019.06.14 20:42
Хăш статьяна илсен те, пур çĕрте те пĕр çынсем. Нивушлĕ пилĕкултă çынсăр пуçне урăх никама та чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантармасть? Теприсем вара çĕнĕлле çыртарасшăн тăшнă пек пулаççĕ. Анчах та кама кирлĕ вĕсен çĕнĕ сăмахсарĕ, енчен те кивĕпе те çыракан çук?
Эрик Градов // 1658.52.7281
2019.06.15 07:30
Кулăшла хайлав çырас тесен ятарласа кулăш шутласа кăларма кирлĕ мар, Вино Градовсен çĕнĕ орфографийĕпе кăна çырмалла: "7-мĕш класра вĕренекен хĕр ача хĕр ача çуратса панă", "Çил вĕрчĕ тĕк тĕк тĕк выртаймасть, вĕçсе каять", " Кай уран кай ури мал уринчен вăрăмрах", "Тин кăна чĕрĕ пулнă чĕр чун кăнса та выртнă", "Ан шарли пирки ытла ан шарла, атту кÿршĕ хĕр арăмĕ хĕрлĕ пакунлисене систерме пултарать, лешсем пуç хĕрлĕ çакса хума пултараç", " Крым çур утравĕ Раççей йышне кĕнĕ". Вино Градовсем Крымăн тепĕр çуррине Украинăрах хăварнă-ши вара?
Agabazar // 2952.24.0048
2019.06.15 07:41
Agabazar
Мĕн тăван Аскольд "пилĕк-ултă" çынпа?
Америккăна çĕнсе илме кирлĕ-и вĕсем сана е Киттая çавăрса илме?
Кам-ши вара çав хайхи "пилĕк-ултă çын"?
Ахăртнех, хăй, арăмĕ, ашшĕ, амăшĕ, хуньăшĕ, шăллĕ, йăмăкĕ,... Анчах та ку йыш, авă, кăштах пысăкрах та. "Пилĕк-ултă çын" çеç мар.
2019.06.15 16:23
Акапасар, эпĕ сайт пирки çырнăччĕ те, тролльсен шăпи çавнашкал пулĕ çав, пуçхĕрлĕ çавăрса хума сăмахсене. Сайта илет: Акапасар, Аскольд, Болгарский тата пĕр-икĕ çын. Ыттисемшĕн элле пур чăваш чĕлхи элле тата тахçанах çĕтнĕ. Акă вăл тĕрĕслĕх

Paĝoj: 1, [2], 3, 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj