Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Мӗн чухлӗ вӑрҫмалла?

Аçтахар Плотников26.11.2007 19:454733 Пурĕ пăхнă
Ну мӗн чухлӗ вӑрҫмалла ӗнтӗ вӗсене??? Хӑҫанччен? Чӑн та чӑваш чӗлхине пӗтересшӗн-ши вара? Ак халӗ ҫӗнелнӗ Чӑваш кӗнеке издательствин сайтне куртӑм. ПӖР ЧӐВАШ САСПАЛЛИЙӖ ТЕ ҪУК-ҪКЕ!!! Хӑйсене «Чӑваш кӗнеке издательстви» теҫҫӗ тата! Ӑҫта унта чӑвашлӑхӗ? Ҫук! Кӗнеке хуплашкисенче кӑна курӑнаҫҫӗ. Унта та пулин кӑнекен аннотацине вырӑсла ҫырнӑ. Кӗнеки чӑвашла — ӑнлантарса пани вырӑсла.

Мӗн, ман (тата хӑш-пӗр ҫынсен) кӑна-им вара чӑвашла сайтсем тумалла? Патшалӑхӑн вара чӑвашла сайтсем тумалла мар-им? Йывӑрлӑхсем пур-им? Маншӑн йывӑрлӑх ҫук-иҫ...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2007.11.26 20:14
Аçтахар Плотников
Çакăн пек çыру çрса ятăм:
Ырă ир/кун/каç!

Каçарăр та, тен кӳрентерĕп ĕнтĕ. Анчах та мана
ку кăштах йăлăхтара пуçларĕ. Сирĕн сайт çĕнелнине
куртăм. Анчах та унта _пĕр чăваш саспаллийĕ те_
çук-çке! Мĕншĕн? Йывăр-им? Чăваш Енре чăвашла пĕ-
лекенсем çухалчĕç-им? _Чăваш_ кĕнеке издательстви
ятлă предприятин чăвашла варианчĕ пулмаллах ĕнтĕ!
Ман анчах чăвашла сайтсем тумалла мар ĕнтĕ!
Чăваш кĕнеке издательстви— патшалăх предприятийĕ,
çавна май чăвашла варианчĕ пулмаллах ĕнтĕ. Сирĕн
сайтра страницисем те нумай мар вĕт! Вĕсене чă-
вашла куçарма вăй çитмест-им?
Хамăрсăр пуçсăр чăвашсене никам та пулăшмĕ.
Вырăссем те, тутарсем те, Европă та пулăшмĕ. Чă-
ваш чĕлхи — пирĕн чĕлхе. Вырăссен мар, акăлчансен
мар. Хамăрăн. Хамăра кăна шанмалла. Хамăрăн ĕçле-
мелле.

Сайтра чăвашла кĕнекесене те ăнлантарса панă.
Анчах та вырăсла. Чăвашла çырнă кĕнеке вырăс вал-
ли ним тума та кирлĕ мар. Вĕсене те пулин чăвашла
ăнлантарса паман...

Ку çыру сире килĕшмĕ те пулĕ,вырăсла кăна тунă
сайтшăн вăрçмасăр чун чăтмасть. Сирĕн предприяти
пурри Чăваш Еншĕн питĕ паха. Сирĕн издательство
йывăр вăхăтра та ĕçлерĕ — чăвашла кĕнекесем кă-
ларчĕ. Халĕ те чăвашла кĕнекесем кăларать. Куншăн
паллах ырлатăп — чăвашсемшĕн сумлă ĕç тăватăр.

Ĕçре ăнăçу сунса, Николай Плотников.
http://chuvash.org сайтăн тĕп администраторĕ.
//Çыруна хуравламасăр та хăварма пултаратăр.
Микулай // 3926.36.8887
2007.11.27 19:10
Чăваш чĕлхине Чăваш çĕршывĕнче тислĕк вырăнне хурсан çавăн пек пулать вăл.
2007.11.27 19:31
тусăмсем пĕлеççĕ
çыруна янăшăн тав. Чăвашла пĕр саспалли çырмасан вăл Чăваш издательстви-им?
reflejo // 7433.0.1181
2007.11.28 20:27
Тĕрĕс. Вăрçамалла. Илтĕç пуль.
2007.11.28 21:39
Аçтахар Плотников
Илтмеççĕ пулас. Хуравĕ халĕ те çук.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj