Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Альберт Разинӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтав пулманах-ши?

Аçтахар Плотников10.09.2019 20:0316887 Пурĕ пăхнă

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ? Чӑваш чӗлхи урокӗсен шучӗ те, сӑмах май, ҫулсем иртнӗ май чакса та чакса пыраҫҫӗ ҫеҫ, ӳснине фантастикӑллӑ япала тесе ҫеҫ шутлама тивет. Е, калӑпӑр, пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачан тытмалли экзамена илер. Темшӗн вӑл, наци шкулӗсенче те вырӑсла пулмалла (ку япала паянхи кун тӗлне те улшӑнман ӗнтӗ). Ача 3–4 ҫул чӑвашла вӗренет те унӑн вара хӑйӗн пӗлӗвне вырӑсла каласа памалла.

Юрать-ха, тав турра, вӗренӳ процесӗнче пирӗн тӑван чӗлхе пур, ҫук мар. Унӑн вырӑнӗ тырӑ пӗрчи пысӑкӑш пулин те — пур. Анчах та чылай сферӑра пач та ҫук вӗт! Спорт, финанс системисенче — пушшех те ҫук. Транспорт, техника, ӑслӑлӑх системисенче — пур пулсан та куҫпа ӑна асӑрхама питӗ йывӑр. Ӑслӑлӑх системинче, калӑпӑр, ытларах енӗпе чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсене кӑна асӑнма пулать. Унта та пулин чӑваш чӗлхине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсене вырӑсла хатӗрлени пӗрре те йӗркесӗр япала шутланмасть... Хӑш-пӗр сферӑра чӑваш чӗлхи саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла пек те — факт енӗпе пӑхсан вара вӑл унта ҫук. Ак, халь ман тӗлӗшпе административлӑ суд ӗҫӗ пырать. Хайхи шалӑпа тӑван чӗлхепе кайса парас терӗм те — ку ӗҫ маншӑн Бастили крепӑҫне илнипе танах пулса тухрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, чӑвашла эп шалӑп ҫырма пултаратӑп, анчах та суда ҫитсен нихӑшӗ те йышӑнасшӑн мар (хутсем йышӑнакан майраран пуҫласа район сучӗн председателӗ таранах!). Пирӗн суд системи вырӑс чӗлхипе усӑ курать теҫҫӗ те чӑваш чӗлхине хӑвалаҫҫӗ кӑна. Аран-аран чӑвашла шалӑп парса хӑвартӑм... Судрисемшӗн (сӑмах Шупашкар район сучӗ пирки пырать) чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланни хут ҫинче кӑна, фактически вара усӑ куртарасшӑн мар. «Эс вырӑсла пӗлетӗн-ҫке» теҫҫӗ та ман хута йышӑнассинчен сӑмсисене пӑраҫҫӗ.

Акӑ тата... Нумай пулмасть, хальтерех, Шупашкар хӑйӗн юбилейне ирттерчӗ. Те Шупашкар уявларӗ ӗнтӗ, те Чебоксары текен хула. Чебоксарыех уявларӗ пулас: пӗтӗм хула, пӗчӗк тӗслӗхсемсӗр пуҫне, йӑлт вырӑсла капӑрланнӑччӗ; Пичет ҫурчӗ патӗнчи ункӑра чӑвашла та вырӑсла та «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» ҫырнипе илемлетнӗччӗ те хулан юбилейӗ тӗлне ӑна вара йӑлт вырӑсла йӗркелерӗҫ; хулан юбилейӗ тӗлне гимн ҫырма та вырӑсла кӑна юратчӗ... Ҫаксене шута илсен ман шутпа Шупашкар мар, Чебоксары ӗнтӗ хӑйӗн 550 ҫулне уявларӗ.

Паянхи кунхи чӑваш чӗлхин вырӑнӗ — йӑлт 25–30 ҫул каяллах ун валли ҫӗнсе илнӗ лаптӑксем кӑна. 1990-мӗш ҫулсем енне ҫаврӑнса пӑхсан ҫулран ҫул пирӗн тӑван чӗлхе хӑйӗн позицине чакарса та чакарса пырать. «Чӗлхесем ҫинчен» саккун тӑрӑх чӑваш чӗлхине аталантарасси — патшалӑх тивӗҫӗ. Анчах та паянхи кун ку ӗҫе ытларах енӗпе ахаль халӑх кӑна туса пырать. Патшалӑх вара ӗҫленӗ шутне кӑна тӑвать. Кунашкалли вӗсене йӑлт тивӗҫтерет пулас — чӗлхери йывӑр лару-тӑру пирки тӳре-шара мар, ахаль халӑх ҫеҫ чан ҫапать...

Удмуртири пулӑмсем те пирӗннисем пекех ӗнтӗ — вӗсене пулах ӗнтӗ ватӑ ӑсчах чунӗ чӑтса тӑрайман... Республика парламенчӗ умӗнче хӑйне ҫунтарса янӑ.

Тӳре-шара вара чӗлхе тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркеллӗ тенӗ чухне е вӗсем проблемӑн ҫивӗчлӗхне ӑнланса ҫитереймеҫҫӗ, е пӗле тӑркачах, пичӗсене хӗретмесӗрех, суяҫҫӗ ҫеҫ.

Хисеплӗ Альберт Алексеевич! Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасалса кайтӑр. Эпир, чӑвашсем, сирӗн пысӑк ӗҫӗре хамӑр асра тытса пурӑнӑпӑр!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2019.09.14 19:48
Удмурт халăхĕ шухăша кайтăр... Çынна ан култарăр. Халăхĕ мĕнле тăкаксене саплаштарас тесе пурăнать, чĕлхе шухăшĕ-им унăн? Ун-кун çаврăнкаласа пăхкалăр
Атнер // 1607.57.0070
2019.09.14 20:54
Ну Аскольд чичас сан ҫине сиксе ӳкеҫҫӗ.Каланӑ сана халхран нимте килместь,халӑх нимте тӑваймасть.Пирӗн пӗрмай ҫыру ҫырмалла тӳре-шара патне:ан пӑрахӑр,тархасшӑн,пулӑшӑр пире хамӑрӑн мӑнука чӑвашла вӗрентме,ачамӑрсене вӗрентме хал ҫитереймерӗмӗр.
2019.09.15 07:13
Атьăр Америка çыратпăр: тархасшăн, вĕрентĕр-ха пире мăнуксене ачасене чăвашла калаçма. Хамăрăн хал та çитмест, та и тăван чĕлхене манăçма та ĕлкĕрнĕ, çапла пырса тухать чылайăшĕн шухăшĕпе. Енчен те халăх хăйĕн чĕлхине хисеплемест, хăть ООНа çыр, усси-пайти çук. Манăн кĕнеке интернетра миçемĕш уйăх вырнаçтарни, вулакан пур-и? Так мĕншĕн эсир сывлăша кисрентеретĕр? Урăх ыйтусем çук-и? Тĕнче ыйту, анчах та вĕсем сире кăсăклантармаççĕ.
Agabazar // 4856.0.0834
2019.09.15 13:03
Agabazar
Аскольд чăваш халăхне Америкăна хăваласа кĕртесшĕн-няк?

Кунашкал калаçса ларса пилĕк çуллăха кирпĕч шутлама кайса ларасран епле хăрамасть вăл?????
айдоган // 2325.32.3716
2019.09.16 08:44
Удмурт ӑсчахĕ хӑйне хăй çунтарса яни ҫав териех тарăн шухӑша ячĕ.Паянхи кун чĕлхе лару-тӑрăвĕ çивĕч тухса тӑрать, Раççейри вак халăхсен. Тĕрĕссипе ун çине тимлĕх уйăрма пăрахрăмăр. Тăван халăх вырăсланса пыни куç умĕнчех. Мăнуксем, ача-пахчинчен пуçласах, шкул çулне çитсе, унтан вĕренсе, пĕлÿ илсе тухса кайичченех. Чăваш чĕлхине алла илсе, ăша хывса, хăйсене ята професси туса хунисем, никама кирлĕ мар çынсем пулса юлчĕç. Чылайăшĕ-ĕçсĕр. Çакă мар-и патшалăх инкекĕ-синкекĕ, сехмечĕ-синкерĕ? Ăçта кунта ЧНК? Шупашкарти е ытти хуласенчи тăван чĕлхепе çырнă чарăну ячĕсене шăлса персен, сăрăпа сăрласа лартсан, чăн-чан вырӑс хулинче пурӑннӑ пекех. Эпир иккӗмӗш сортлӑ халӑх мар. Пирĕн мăн асаттесем Совет, Раççей халăхĕпе пĕрле, сахал мар вутпа-çулăм, тăхлан çумăр витĕр тухса, Аслă Çĕнтерĕве туптанă. 80 çула çитнĕ ăсчахсем мăнуксене йăтма пысăк пулăшу параççĕ. Тĕрĕссипе вĕсен арчинче чĕлхене куç пек упрамалли тĕпчев ĕçĕсем, меслет кăтартăвĕсем туллиех. Анчах пирĕн çÿлти тÿре-шарасем вĕсемпе туллин усăо курма пĕлмеççĕ çеç. Ку халăх инкекĕ.
Варык // 1726.84.3785
2019.09.16 10:58
Чӗлхе пирки ахаль халӑх чан ҫапать?.ахаль халӑх пенси ҫулне хӑпартса панипе кӑштах мӑшлатрӗ те вара чӗлхе пирки тахҫанах п шутлама пӑрахнӑ.Вӗрентӳ ситеминче ӗҫлекенсем кӑштах шавланӑ пекки туни кӑна.
2019.09.17 13:12
Сайтра чылай чăваш тăван чĕлхепе те вулама пĕлмест пулас, çавах тăван чĕлхешĕн кĕрмешетпĕр тет. Яковлев текен çыравçă вара манăн шухăшсене пĕтĕмпех хăйĕн ячĕнчен çырнă статьинче. Çитменне, хăраканскер, ăвăс çулçи евĕр çил çук чухне те чĕтренсе ларать пулас, комментари çырма ирĕк паман. Мĕнрен хăратăн? Тĕрĕсне илтесрен-и? Арçури вырăсла "леший" пулать, леший вара вăрман хуçи. Манăн "Арçури" ятлă поэма пур, Яковлев йышши генийсем пирĕн пек çыравçăсене асăрхамаççĕ ĕнтĕ. Вăт çав поэмăра арçури сăнарне чăнласа уçса патăм, эсĕ вара кăтиклет, ахăрать, енчен те вăрмана хурах евĕр килтĕн, сана мĕскер тумалла? Чăваш сайчĕ мар, малаховская помойка. Çÿппине тăкăччĕ, анчах ыттисене памĕччĕ ирĕк.
2019.09.18 11:01
KIREMET SIGCHI YURGAN TURINGE
...Хамшăн анчах калама пултарап..: Юрий Яковлевăн: "Арҫури тупсӑмӗ-тӗллевне маннӑ арҫурисем" статьяри.., тарăн философиллĕ шухăшĕсем питĕ килĕшрĕç... 14.09.19. Туринке Керем (Киремет) виçĕ çул (Виç çул валли Чăн Чăвашсен Чунĕсем Киремете куçаççĕ) тултарнă ятпа.., ВЫРĂКа асăнса лартнă Юпине уçса.., халăхпа - Турăна, Киремете, Ваттисене.., Чăн Чăвашсен йăла-йĕркипе асăнса, Кĕлĕ турăмăр... Альберт Разина асăнса Николай Лукианов сăмах каларĕ...
Варык // 1726.84.3785
2019.09.18 11:32
айдоган,а эсир пӗлместӗр и,ма ҫав 80 ҫула ҫитсе чӑваш халӑх мулӗн арчи ҫинче лараканскерсем мӑнукӗсемпе чӑвашла калаҫасшӑн мар?.Ма ха вӗсем хӑть кӑштах та пулин калаҫкалама вӗрентес темен ши?.
Agabazar // 2043.81.6773
2019.09.18 19:56
Agabazar
Мăнукĕсемпе чăвашла калаçман çынсене тĕрмене лартасси тĕлĕшпе саккун кăлар. Кам чарать???

Яра пар!

Е ку ытларах пек туйăнсан, унашкаллисене штраф тÿлеттерме йышăнса хур. Мăнукна чăвашла вĕрентмерĕн, унпа чăвашла калаçмастăн — ПЫСĂК ШТРАФ ТŸЛЕ. Ятарлă саккун çеç кирлĕ.

Яра пар!

Paĝoj: 1, 2, [3], 4

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj