 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Аскольд Де Герсо // 1657.9.4523 2019.11.10 17:46 | |
| Пустуй калаçÿ. Чăваш ачисене килте вырăсла калаçтарсан, мĕншĕн вĕсем шкулта вĕренмелле чăваш чĕлхине? Çавна хуть тавçăратăр-и?  | |
| Agabazar // 2933.86.2934 2019.11.10 18:23 | |
|  | Ну, ан вĕрент эппин ачусене! "Вĕрент, вĕрент!" тесе сана кам пит тархаслать? Кам сан патна "хăтана" килчĕ ку ыйтупа? | 
| Атнер // 1005.39.5422 2019.11.11 10:32 | |
| А килте мӗн ҫуралсан чӑвашла калаҫса ӳстерсен чӑваш аталанса каясси каламасӑрах паллӑ.Хӑрушла вӑйсем кӑна хирӗҫ.Шкул,шкул теетпӗр пурте юлашки ҫирӗм пилӗк ҫул,пӗлсе тӑрсах усси пулмассине.Тӗрӗс,Акапасар тете,тыт та вӗрент,кам чарать сана. | |
| Микула // 9259.3.8429 2019.11.11 19:39 | |
| Ҫапла ҫав пирӗн ,хавшак  вузсенче хавшак интеллигенци кӑна хатӗрлеме пултарнӑ ? Паян ютубра Пӗрлӗх Кунӗ ячӗпе Шупашкарта  ӳкерне сюжета  куртӑм. Мӗн тери намӑс пирӗн аслӑ чиновниксемшӗн. Тутарстанра кун пеккисене ун пек ӗҫсенче чылай тытмаҫҫӗ.Ҫавӑнпах унта халӑхӑн шалу укҫи те пысӑкрах тата халӑхӑн тӑван чӗлхи те хисепре. 
 <br> Аскольд,чи малтан сӑлтавӗсем ҫинчен уҫҫӑмӑн каламалла,каҫарӑр та эсӗ чиновник пулсан ,сире пӗр кун та ун пек ӗҫре тытмалла мар. Ыттисене те. Акапасарӗ тата мӗн пӗрмай кахал чиновник юррине юрлать.Сӑлтавӗ халӑхра мар кабинесенче ларакан сӑтӑрҫӗсенче. | |
| Agabazar // 4202.63.5329 2019.11.12 00:23 | |
|  | Эс ху хавшак мар вĕт? Эпин ту ĕçне! Яра пар! | 
| Станислав Убасси // 3072.53.4949 2019.11.12 04:57 | |
|  | САДИКСЕНЕ  ЧӐВАШЛАТМАЛЛА 
 Садикре ачана чӑвашла шухӑшлама-калаҫма-вулама вӗрентмесен, вӑл 1 класа вӗренме кайсан, вырӑс ачи пулать. Чӑваш чӗлхи уншӑн тӑван чӗлхе пулмасть - райцентр ялӗсенче ачасем вырӑсла кӑна калаҫаҫӗ (Лапсар, Нурӑс, Патӑрел, Комсомольски, Элӗк...) | 
| Валери Туркай // 5988.7.3722 2019.11.12 05:50 | |
| Садиксем пирки, Станислав, тӗрӗс калатӑн!
 Ку темӑпа, тӗрӗссипе, ЧНКан ҫине тӑрса ӗҫлемелле. Ку - унӑн Тӗп тивӗҫӗ! Анчах... Икӗ ҫул каярах, черетлӗ Ҫӗнтерӳ Кунӗ хыҫҫӑн, ҫав кун хулара чӑвашла ҫырнӑ ПӖР ПЛАКАТ-ТРАНСПОРАНТ ТА курманран, хула пуҫлӑхӗсем патне ҫыру ҫыртӑм (копийӗ пур), вӗсенчен хурав илтӗм (хуравӗ пур). УССИ пулчӗ - Республика Кунӗнче чӑвашла ҫырни нумай пулчӗ. Анчах ЧНК ҫак процеса ПАЧ ХУТШӐНМАРӖ, эп ӑна малашне Тӑван Чӗлхемӗршӗн пӗрле кӗрешме сӗнсен те... Апла ку кантурта шанчӑк ҫук. Шел!.. Ӑнӑҫу сунса, Валери Туркай. 8-927-855-54-80 | |
| Атнер // 5017.1.9436 2019.11.12 07:50 | |
| Упасси,эсӗ гени!.А эпир шутланӑ  мӗн ҫуралсан атте-анне чӗлхине итлесе ӳснӗ тӑван чӗлхе пулать тесе.Ачан садике мар,яслине пымалла тап-таса тӑван чӑваш чӗлхипе калаҫса.Сан Патӑрелюнче вара ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе вырӑсла калаҫса ӳстересси ҫирӗм ҫл каяллах пуланнӑ. | |
| Валери Туркай // 5988.7.3722 2019.11.12 08:13 | |
| В. Туркайӑн Кун кӗнекинчен: 1989. Февраль, 21. 
 Кӑнтӑрла 10-мӗш шкулта 1-мӗш тата 2-мӗш классенче вӗренекенсемпе тӗл пултӑм. Чӑвашла вӗренеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле чӗрӗ те маттур ачасем! Чун ӑшӑнса таврӑнчӗ. Вӗрентсен, вӗренеҫҫӗ-ҫке-ха!.. Калаҫаяҫҫӗ те, юрлаяҫҫӗ те, ЧӐВАШ та пулаяҫҫӗ. Анчах ҪАКНА ТА паман-ҫке пире ку таранччен... ПӖТЕРСЕХ тенӗ ӗнтӗ! Пӗтересех тенӗ!.. | |
| Agabazar // 1255.02.4149 2019.11.12 08:56 | |
|  | Элĕк — вырăсланман-ха. Патăрьел те вырăслансах пĕтмен. Комсомольски пирки пĕлсех каймастăп.  Лапсар тесе Аçтахар ялне калатăр-и?
 Нурăс кунта леш хайхи Калинино пулас. Унта мĕн пур вырăсланма пит хистекенни? Хĕрлĕ Чутая темшĕн кунта асăнман. Чутайсене "чеченсем" тесе "мухтатчĕç" такамсем. Чăннипе вара Хĕрлĕ Чутайра вырăсланасси самай тарăна кайнă пулас. Район центрĕсен ку тĕлешпе пĕр вăйсăрлăх палли пур — тĕрлĕрен наччальниксен ачисем. Калăпăр, вĕсен хушшиче таçтан ярса панă "варягсен" тăхăмĕсем. | 
