


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Тавтапуҫах хурӑнташа,
Хуран панчи тус-юлташа
Ҫӗн Ҫул саламӗ янӑшӑн,
Ытар сӑмах каланӑшӑн.
Ун пек чухне урмасть чӑваш,
Куҫҫульпеле кулать йӑваш.
Кураймансем кулсассӑн та
Чун кӳтнӗрен юрлать чунташ.
Хуламӑрта хура палӑк.
Атте тесе эп кайрӑм та
Хаяр Йӑван пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Шупашкарта шурӑ палӑк.
Анне тесе эп кайрӑм та
Майра патша пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Тӗп хулара тӗссӗр палӑк.
Тӑван тесе эп кайрӑм та
Ҫич ют ҫынни пулчӗ тӑчӗ,
Чун хурланчӗ, макӑртӑм та…
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет,
Атте мана тӑван ялта пурӑн тет те
Тӑван ялта пурӑнасси, ай пулмарӗ,
Ирӗксӗрех кайма тивет хулана.
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет,
Анне мана Шупашкарта пурӑн тет те
Тӗп хулара пурӑнасси, ай, пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре.
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет,
Тӑван мана Чӑваш енрех пурӑн тет те
Чӑваш енрех пурӑнасси ман пулмарӗ,
Ирӗксӗрех каяс пулать ют ҫӗре.
Ах, пурнӑҫӑм, чӑваш ҫыннин пурӑнӑҫӗ,
Ах, пурнӑҫӑм, хура халӑх хур пурнӑҫ те
Чӑваш пулса пурӑнасси пулаймарӗ,
Ирӗксӗрех кӑлараҫҫӗ ҫич юта.
Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек,
Ҫӳл ту ҫинчи мулкачӑн пек
Ман асапа камах курать:
Ют хулари кӗрӗш ӗҫпе
Шӑммӑ-шаккӑм ялан сурать…
Килте ачам пит йӗрет пуль,
Килте ачам пит йӗрет пуль,
Аттем хӑҫан килет, тет пуль.
Ун амӑшӗ хӑй мӑшӑрне
Ирӗн-каҫӑн шав кӗтет пуль.
Эпир ҫапах пурнӑпӑр-ха,
Эпир ҫапах тӳсӗпӗр-ха.
Мулкач епле чӑтайӗ-ши,
Сунарҫӑран сыхлайнӗ-ши?
Ай-яй, пит шел, ытла та шел…
Agabazar // 5988.7.3722
2020.01.07 21:02 | |
![]() |
Апла пуль-ха та, анчах мĕншĕн Сăвар тенине сĕтĕрмелле |
Аçтахар Плотников // 1250.9.8316
2020.01.07 22:22 | |
![]() |
Ку Сӑвар Эртиван (Виталий Родионов) хатӗрленӗ юрӑсем. |
Аçтахар Плотников // 1250.9.8316
2020.01.07 22:24 | |
![]() |
Ӑнланманлӑх ан пултар тесе статья авторне улӑштартӑм. Аттук чӑн та ман пек ӑнланса пулать. //ман унашкал пултарулӑх ҫук ҫав :) |