Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!

Аçтахар Плотников28.11.2020 00:2912158 Пурĕ пăхнă

Кӑҫалхи ҫул чӑвашсемшӗн типӗ кӑсӑклӑ иртсе пырать. Мӗн кӑна пулса иртмерӗ пулӗ хӑлӑхӑмӑр пурнӑҫӗнче. Пӗрре — кӑшӑлвирус алхасать, ӗҫлеме памасть. Тепре — пӗр Элтепере ҫухатса тепӗрне тупрӑмӑр... Виҫҫӗмӗшӗ вара, чӑваш культуринче кӑҫал самай тарӑн йӗр хӑварнӑскер — Чӑваш тӗрӗ кунӗ! Пуҫласа уявлатпӑр. Олег Алексеевич Элтепер пуканне йышӑннӑранпа тунӑ чи палӑрмалла утӑмсенчен пӗри тесен те йӑнӑшмӑпӑр пулӗ (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе чылайӑшӗ ӑна палӑртӗҫех ӗнтӗ!).

Чӑн та аван япала! Унашкал уяв кирлӗ мар тесе калама хӑяйман пулӑттӑм. Шел те, шухӑшӗ аван, анчах ӑна епле пурнӑҫланине виҫҫӗ паллӑран ытларах лартма май ҫук.

Кӑшӑлвируса пула хуланалла ытлашшиех тухса ҫӳреместӗп, ҫавна май ӑна епле уявлани пирки тӗнче тетелӗ урлӑ кӑна пӗлсе тӑтӑм. Ҫавӑнпа та хамӑн хаклавра йӑнӑшнисем пулсан каҫару ыйтатӑп.

Борис Чиндыков пӗрре паянхи чӑваш культурине «орнаментализмпа аташни» тесе хак панӑ пек астӑватӑп.

Ку тӗлӗшпе килӗшме те, килӗшмесӗр те пулать. Пӗр енчен, пирӗн культурӑра тӗрӗ ытла нумай вырӑн йышӑнать: чӑваш культура ҫурчӗ — тӗрӗллӗ пулмалла, кӗпи-тумтирӗ, ытти япалисем — тӗрӗпе... Тепӗр енчен пӑхсан тӑван культурӑна пач та тӗрӗсӗр хӑварсан та йӗркеллӗ япала мар пек. Мӗн тӑвӑн, чун туртать-ҫке...

Акӑ икӗ тӗслӗх. Чӑваш халӑх сайтӗнче маларах, ӑна илемлетнӗ май, тӗрӗллӗ элементсемпе сахал мар усӑ курнӑччӗ. Каярах вара сайт дизайнӗнче ҫав япаласем пирӗн майӗпен-майӗпен ҫухалса пычӗҫ. Хальхи вариантра вара пач ҫук тесен те йӑнӑш мар, пӑт-пат ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. «Чӑваш халӑх сайчӗ» ку утӑма туса пӗрре те хӑйӗн чӑвашлӑхне ҫухатмарӗ.

Е тата эпир хатӗрленӗ япаласене илес — укҫа конверчӗсене, открыткӑсене. Тӗрӗссипе вӗсем ҫав япаласем ҫинче те ытлашши. Анчах... кунта халӑх кӑмӑлӗ, туянакан кӑмӑлӗ мала тухса тӑрать. Чӑвашла эрешсем вырнаҫтарсанах халӑх вӗсене аванрах туянать. Чи малти вырӑнта вӗсемшӗн тӗрӗ пултӑр, чӑвашла ҫырни вара — иккӗмӗшле. Ҫавнашкал хӑнӑхнӑ ҫав, нимӗн те тӑваймӑн. Кунта вара, ҫӑвӑнтан хӑтӑлтарас тесен, майӗпен-майӗпен хӑнӑхтарса пыни ҫеҫ пулӑшма пултарать.

Мӗншӗн-ха пире ҫак тӗрӗсем патне туртать-ха? Психологи енчен илес пулсан ман шутпа ҫакна ҫеҫ калама пулать: халӑх хӑйӗн малашлӑхне шанмасть, мӗн пур ырӑ япалине иртнинче ҫеҫ курать. Ҫавна май ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн халӑх ытларах иртнӗ пурнӑҫри йӑла-йӗркесемпе кӑсӑкланать, маҫаксемпе мамаксем тӗрленӗ тӗрӗсемпе... Историпе кӑсӑкланассин тӗп сӑлтавӗ те ҫавӑнтах — халӑх хӑйӗн малашлӑхне курмасть, иртнӗ пурнӑҫпа йӑпанать. Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗнчи историпе кӑсӑкланасси халӑхӑн мӑнаҫлӑхне ӳстермелли мел тесе калаҫҫӗ-ха, анчах тӗрӗссипе ку йӑлт иртнӗ мӑнаҫлӑ пурнӑҫпа йӑпанма тӑрӑшни ҫеҫ (танлаштарӑр: Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчи ҫитӗнӳсемпе халӗ те мухтанассин сӑлтавӗ те ҫавах!). Унашкал шухӑш-кӑмӑлпа пуласлӑха туртӑнма питӗ йывӑр. Тӗрӗссипе пирӗн небоскребсем тӑвас енпе кӑсӑкланмалла, инҫетри тӗнче уҫлӑхӗнче ют цивилизацисене (леш, пришелецсем пирки каласшӑн-ха) шырама ӑнтӑлмалла! Эпир вара иртни ҫинче чакаланса ларатпӑр, ӑнман пурнӑҫӑн лачакине путнӑҫем путса пыратпӑр.

Юрӗ, ку пӗтӗмӗшле хак пулчӗ. Малалла ҫак уяв епле иртни пирки темиҫе сӑмах.

Олег Алексеевич уяв ячӗпе чӑвашла та вырӑсла та салам сӑмахӗсене пичетлерӗ. Ку — аван япала. Шел те, кунта ним тӗлӗнмелли те ҫук... Республика Пуҫлӑхӗшӗн пӗр-пӗр уявпа чӑвашла та вырӑсла саламлани норма ӗнтӗ. Хуть энергетика промышленноҫӗн кунӗ ячӗпе саламла, хуть чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе. Олег Алексеевич ку ӗҫе тӗрӗс ҫулпа тытса пырать, куншӑн ӑна ни ятлама, ни мухтама сӑлтав ҫук. (Шел, паллах, унӑн тӗслӗхӗпе аяларахри пукансене йышӑнакан ытти чиновниксем темшӗн усӑ курмаҫҫӗ...)

Чӑваш тӗррин кунӗпе ҫыхӑннӑ хыпарсене вула-вула пӗр япала ман куҫа тӑрӑнчӗ. Чӑваш тӗрри, иккен, пирӗн халӑхӑн тӗп пуянлӑхӗ! Пирӗн культурӑн тӗп пайӗ шутланать! Чӗлхе мар! Тӗрӗ! Ҫук, тӗрри пирӗн чӑн та хӑйне евӗрлӗ, унашкалли ни вырӑсӑн, ни тутарӑн, ни ытти халӑхӑн ҫук. Анчах, мӗнле майпа вӑл малти вырӑна тухса тӑнӑ-ха? Чӗлхене ҫухатса тӗрӗпе ҫеҫ юлсан эпир халӑх пек упранса юлӑпӑр тесе пире каласшӑн-ши?

Ҫак шухӑша тӗпе хурсах ӗнтӗ уява халалласа республикӑра акци ирттерчӗҫ — чӳкӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнӑскерсене тӗрӗллӗ кипке парнелерӗҫ. Аван, лайӑх шухӑш. Анчах, мӗншӗн ҫак акци йӑлт вырӑсла иртрӗ-ха? Парне пакечӗсем ҫинче — йӑлт вырӑсла ҫеҫ. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн чӗлхипе усӑ курма пултараймасть-им? Чарса лартнӑ-им? Е вӑл ачасене ашшӗ-амӑшӗ ҫавах вырӑсла ҫеҫ пуплеме вӗрентӗ тесе, лешсем кайран ӳссе ҫитсен унта мӗн ҫырнине ӑнланмӗҫ тесе ҫапла хӑтланнӑ-ши? Олег Алексеевич, ку акцине эсир сӗннӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Апла ӑна мӗнле пурнӑҫлани те — йӑлт эсир килӗшни тӑрӑх пулса пынӑ.

Мӗн калас, орнаментализм текен япалан курӑмлӑ енӗ. Ку уяв епле иртнине эп ҫапла ҫеҫ ӑнланма пултаратӑп: «Тӗрӗ тӗрле чӑваш! Тӑван чӗлхӳ кирлех те мар!».

ХК: Олег Алексеевич, тӑван чӗлхене вӑйпа, хистесе мар вӗрентмелле, ҫынни ун патне хӑй туртӑнтӑр текен сирӗн шухӑшпа эп ытларах енӗпе килӗшетӗп. Анчах ӗҫ-пуҫ унашкал ҫулпа пулса пытӑр тесен чӗлхепе тем тесен те усӑ курмалла. Анлӑрах, пур ҫӗрте те. Чӑваш тӗррин уявне вырӑс чӗлхипе ирттерни вӑл питӗ те ӑнланмалла мар япала. Уяв чӑн та чӑваш культуришӗн тӗрев пултӑр тесен тӑван чӗлхепе анлӑрах усӑ курас пулать. Аттук, капла вӑл, «Паха тӗрӗ» пеккисен кӗсьине хулӑмлатни пек ҫеҫ курӑнӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2020.11.29 11:58
Аçтахар Плотников
Валери, ан хирӗҫ вӑл ҫынпа. Вӑл чӑвашран куҫса кайнӑ пӗр чӑваш пулмалла, инҫетре пурӑнать. Пӗр-пӗр чӑвашӗ ӑна кӳрентернӗ пулмалла та пӗтӗм халӑха кӳреннӗ пулас. Унашкал ҫынсем пакӑлтисем кӑна. Хӑйсем нимӗн те туман, вӗрентме вара тӑрӑшаҫҫӗ. Ун умӗнче эп хам мӗн-мӗн тунине каласа тухма вӑл тивӗҫ мар тесе шутлатӑп.
Сӑмах май, вӑл православи тӗнӗпе пурӑнакан ҫын (чӑвашсен йӑли-йӗрине питӗ хирӗҫ).
Тимер // 1031.9.3154
2020.11.29 12:38
Чи пахи.Туркай хӑйӗн килӗнче-ҫемьинче чӑваш чӗлхине хисеплет.Хӗрӗсем Илемпипе Силпи атте теҫҫӗ ӑна тата паллах тӑван чӗлхепе тап-таса калаҫаҫҫӗ.Садик-шкул ҫине тата такам ҫине шанса ларман халӑх поэчӗ ыттисем пек.Нумаях пулмасть Тургай КУКАҪ пулса тӑчӗ. Деда мар-КУКАҪ!.Кам танлашма пултарать Туркайпа чӑвашлӑх енӗпе.Марина Карягина, Балтай Микуҫ,Иванов Илле,Лукиянов Микулай тата миҫе ҫын?
Вĕрентекен // 2648.22.2483
2020.11.29 15:08
Пĕлес килет, Станьял мучи мăнукĕшĕн кам - кукаç-и, дедушка-и? Килĕнче мăнукĕпе чăвашла пуплет-и е вырăсла-и?
Аванмарт // 2318.33.6692
2020.11.29 22:34
Чăваш тĕрри- халăхăн чи паха пуянлăхĕ тени - суя мар. Тĕрĕ - вăл çавăн пекех чĕлхе, ăна вулама пелмелле. Шел, нумай чух "чăваш тĕрри" тесе суя япаласем кăтартаççĕ (темле чечек-кушаксене тĕрленине те). Эрешре нумайăшĕ теттесĕр ним те курмасть, вăл вара эмĕртен-эмĕре килекен çырулăх. Танлаштарса пăхăр-ха: çитес çул çĕнĕ чăваш алфавитне йĕркеленĕренпе пĕр эмĕр çурă кăна çитет, пирĕн саспаллиллĕ çырулăх вара вилĕм тенкелĕ çинче выртать... https://www.facebook.com/groups/751735758686265
Валери ТУРКАЙ // 1839.19.9640
2020.11.30 07:43
Пӗтӗмпех тӗрӗс, Тимӗр. Тав сана! Анчах мана аслӑ мӑнукӑм (вӑл виҫҫӗ те тултарман-ха) КУКАҪ мар, КУКАҪИ тет.
Вара... Вара эп, савӑннипе, ухмаха тухатӑп!
Валери Туркай, Кукаҫи.
Евразиец // 1977.69.9930
2020.11.30 11:36
Уважаемые,поскольку один из вас ко мне обратился как к уважаемому,Аçтахар и Валери Тургай.Мне всё понятно стало по поводу кто вы есть и каковы у вас нравственные основы. Вы,как выходит,в вопросах образования и обучения родному языку не при чем.Хотя постоянно везде и всюду твердите о необходимости обучению чувашскому языку в образовательном процессе.Но,оказывается, вы еще и налоги платите,налогами занимаетесь.Хотя в своё время в 18 лет я уже платил не просто подоходный налог,но и так называемый "холостяцкий".Но Бог с вами и налогами.Статью вы,Аçтахар, очень хорошо назвали:"Тĕрĕ тĕрле чăваш!Тăван чĕлхÿ кирлех те мар"("Вышивай чуваш!Язык родной не так и важен"!).Вот где-проблема зарыта.Вышивка-язык.Проблема ОБРАЗОВАНИЯ.А образование-онтологично,а значит здесь без теории познания никак.Вам следовало бы заниматься прежде изучением и распространением методики преподавания родного языка в условиях билингвизма.Изучить дидактику,педагогику Я.А.Коменского, К.Д.Ушинского и др.Они,естественно,намного шире знали дидактику,ибо знали еще апостольскую дидаскалию.А вам Валери нужно научиться обращаться с незнакомыми людьми,культуре,а не только себя рекламировать.Знайте,я никого не учу.Успехов вам.
Евразиец // 1977.69.9930
2020.11.30 14:19
Вначале подумал, что обидел честного человека... Это я о Валери Тургае. А затем мне разъяснили... Оказывается его бытие начинается из какашки и уходит туда же. Вот почему в своем комментарии он мне показался чрезвычайно хвастливым, потому что он хочет на всех плюнуть, на всех наср...ь. И этот человек проводит встречи с учащимися? Говорит об искусстве прекрасном, в том числе о вышивке... А как он читает собственные стихи о чуваше, бесконечно возвышая себя и унижая, завуалированно унижая других этносов. О, прости Господи его, особенно за в его собственный вариант богоискательства. Не дай Бог...
Agabazar // 9141.6.5812
2020.11.30 16:10
Agabazar
Чи пахи.Туркай хӑйӗн килӗнче-ҫемьинче чӑваш чӗлхине хисеплет.Хӗрӗсем Илемпипе Силпи атте теҫҫӗ ӑна тата паллах тӑван чӗлхепе тап-таса калаҫаҫҫӗ.Садик-шкул ҫине тата такам ҫине шанса ларман халӑх поэчӗ ыттисем пек.Нумаях пулмасть Тургай КУКАҪ пулса тӑчӗ. Деда мар-КУКАҪ!.Кам танлашма пултарать Туркайпа чӑвашлӑх енӗпе.Марина Карягина, Балтай Микуҫ,Иванов Илле,Лукиянов Микулай тата миҫе ҫын?
Вара мĕн?
Çакăнпа сан ĕмĕт тулчĕ-им?

Ташша ярасшăн-им çавна май?
Юрĕ, эс суймастăн тейĕпĕр. Чăннинех калатăн пуль, тен.

Анчах та çакна пултарайман Аванмарт юлташпа мĕн тумалла? Намăс хăми çине çапса хумалла-и ун сăнне? Е персе пăрахмалла?

Хуть те мĕн калăр та, анчах та çав Туркайсен, Палттайсен ачисем чăвашлăх шайĕпе пирĕн пек кăптăрмăш чăвашсене çитеймеççĕ. Мĕншĕн тесен эпир шкулта чăваш чĕлхи çине таянса вĕреннĕ.
Тем чуль мухтама пултаран Марина Карягина е Микуç тăхăмĕсене. Апла пулин те кунпа никама та тĕлĕнтерейместĕн. Тепĕр тесен, тĕлĕнтерес тени тĕллев пулаймасть.
Микула // 9259.3.8429
2020.11.30 18:51
Микула каламасан каллех пустуй кӑна ятлаҫса пӗтӗр? Ятлаҫни мар паллах кунта, диспут "мозговой штурм " пулмалла тейӗпӗр. Килте чӑвашла калаҫнипе мухтанса ларни паян чӑваша пӗр сыптӑм та уҫӑ сывлӑш памаҫ. Ялти ачасем паян Тимӗрпе Тургай каламасӑрах чӑвашла калаҫаҫҫӗ,мӗншӗн тесен ялта чӗлхе валли майсем пур. Хулара вара пачах ҫук. Мӗншӗн ҫав тери хӑраса тӑратпӑр ҫавӑн ҫинчен хытӑрах калама ? Мӗншӗн Тургай ытларах ялсенче ,хулара мар. Мӗншӗн хулари чӑвашӑн ют патшалӑхри пек пурӑнмалла ? Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем те ҫук ун валли ,шкулсенче те тӑван чӗлхен статусне антарса лартнӑ. Тургай тата унӑн евӗчи Тимӗрӗ ҫавна курмаҫҫӗ мар ӗнте ? Кураҫҫӗ пулсан мӗншӗн шарламаҫҫӗ? Пире патшалӑх налук сӑптӑрма анчах кирлӗ мар. Патшалӑхӑн тата яваплӑ чиновниксен тивӗҫӗ халӑх чӗлхине аталанса пыма майсем туса парасси те . Хулари чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла,шкулсенче чӑваш чӗлхи ытти предметсемпе тан пулмалла. Унччен фестивалсем те ячӗшӗн кӑна .
Микула // 9259.3.8429
2020.11.30 19:01
Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук пулсан ,шкулти чӑваш чӗлхине тан тӑвасшӑн мар пулсан ытти хусканусем нимле майпа та "прекрасные" пулаймаҫҫӗ. Ку вӑл "рубль не падает, а показывает отрицательный рост" тенипе пӗрех. Чӑваш чӗлхине шкулсенче "уникальный" тунӑ-вӗренмесен те пулать тата хулари чӑвашсем "прекрасно обходятся" тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсемсӗрех-мӗншӗн тесе йӑлт вырӑсла ? Чиновниксемпе юлташла пулни ӗнте ҫавӑнта ҫитерсе хучӗ. Тимӗр, килте хутте" фаттер муттер" тейӗр,анчах та чӗлхе пирки тапратсан "садиксемсӗрех" тенӗ ан пултӑр. Кун пек шухӑш чӑваш халӑхне хирӗҫле ,кун пек калани вӑл ҫичӗ юта юрас тени анчах пулать.

Paĝoj: 1, 2, [3], 4, 5

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj