2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр. Хальхи музей вырнаҫнӑ ҫурта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗппипех аркатнӑ, 1956-мӗш ҫулта ӑна юсаса ҫӗнӗрен хӑпартнӑ, ҫав ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче кунта малтан музей-пӳлӗм, ноябрӗн 8-мӗшӗнче — музей уҫнӑ. Ишӗлчӗксен айӗнче тупӑннӑ экспонатсем, ҫынсем пырса панӑ документсем 1956-мӗш ҫултанпа халь ку музейра 4 пине яхӑн. Эпӗ те «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» кӗнекене музея парнелетӗп. Ун ҫине «Ман атте Степанов Мефодий Степанович Брест крепоҫне хӳтӗленӗ. Эпӗ ун хӗрӗ, актриса. Ҫак кӗнекере хам ун ҫинчен мӗн пӗлме май пултарнине ҫырса кӑтартнӑ», — тесе ҫыратӑп.
Музейра чылай сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать, вӗсен хушшинче хамӑр ялти, Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Бреста хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ Александр Лазаревич Лазарев сержант сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Александр Лазарев 1911-мӗш ҫулта ҫуралнӑскер, 1930-мӗш ҫулсенче рабфакран, унтан Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрҫӑччен Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи вӑтам шкулта завуч пулса ӗҫленӗ. 1939-мӗш ҫулта шкултанах ӑна салтака илсе кайнӑ. Бреста лекнӗ. Юлашки ҫырӑвӗне вӑл Брестран, ашшӗ, Лазарь Михайлович Михайлов патне 1941-мӗш ҫулхи ҫу (май) уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫырса янӑ. Брест крепоҫӗнчи вӑйлӑ ҫапӑҫусенче Александр Лазарев сержант иккӗмӗш кунах паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ. Анчах ашшӗ ун ҫинчен чылай хушӑ нимӗн те пӗлмен. Хӗрлӗ ҫар Мускав хули патӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Лазарь Михайлович хӑйӗн ывӑлне шыраттарса военкомата ҫыру ҫырса ярать. Военкомат ун ывӑлӗ Александр Лазарев 1941-мӗш ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче хыпарсӑр ҫухални ҫинчен пӗлтерет. Анчах паттӑрсем вилмеҫҫӗ, вӗсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ. 1950-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Александр Лазарев Бреста хӳтӗлесе паттӑррӑн ҫапӑҫса вилни ҫинчен, Брест крепоҫне хӳтӗлесе концлагере лекнӗ, анчах унтан тарса ӳкме пултарнӑ Илья Алексеевич Алексеев сержант каласа панипе паллӑ пулать. Илья Алексеевпа Александр Лазарев иккӗшӗ те Брестри полк шкулӗнче вӗреннӗ, юлташсем пулнӑ, вӗсене иккӗшне те кӗҫӗн командирсем пулма хатӗрленӗ. Илья Алексеев Елчӗк районӗнчи Уразмаметово ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, малтан бухгалтер курсӗнчен вӗренсе тухнӑ, вӑрҫӑччен Йӗпреҫри пӗр предприятинче ӗҫленӗ.
Брест крепоҫӗн территорийӗ пысӑк, Буг тата Мухавец юханшывсем ӑна темиҫе утрав ҫине пайлаҫҫӗ. Пирӗн экскурси музей хыҫҫӑн варринчи тӗп утрав ҫинче Цитадельте иртет. Брест крепоҫӗнчи хӑш-пӗр ҫуртсене вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен йӗркене кӗртнӗ, анчах чылай ҫурт тӗппипе пӗтнипех, ишӗлчӗксемпех упранать. Хӑш-пӗр ҫуртсен ишӗлчӗкӗсен умӗнче чарӑнса тӑратпӑр. Ишӗлчӗксем тӑрӑх ҫӳреме юраманни ҫинчен ҫырса палӑртнӑ асӑну хӑмисем пур. Ҫурҫӗр енчен Брест крепоҫне тимӗрпе бетонран ҫӗкленӗ пилӗк ҫӑлтӑрлӑ аркӑран кӗретӗн. Унтан кӗнӗ чухне «Священная война» юрӑ тата вӑрҫӑ пуҫланни ҫинчен калакан Левитан диктор сасси янӑраса каять. Экскурсовод вӑрҫӑн пуҫламӑш кунӗсен ахрӑмӗ ҫинчен каласа панипех чунра сӳ! те сӳ! туса каять. Буг юханшыв хӗрнерех шыв ӑсма каскӑпа упаланекен салтакӑн скульптурӑллӑ композицине лартнӑ. Вӑл — «Жажда» ятлӑ. Брест крепоҫне бомбӑланӑ малтанхи сехетсенчех нимӗҫсем пӗтӗм водопроводсемпе коммуникацисене касса тухнӑ. Брест крепоҫне хӳтӗлекенсем шывсӑр юлнӑ. Буг юханшыва нимӗҫсем автоматсенчен персе тӑнине пӑхмасӑр салтаксен шыв ӑсма каскӑпа анма тивнӗ, чылайӑшӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Брест крепоҫне курма килнӗ ҫынсем халь каска ӑшне чечексем хураҫҫӗ.
Брест крепоҫӗн территоринче, музей ҫурчӗнчен инҫех мар, Шурӑ дворец ишӗлчӗкӗсем. Ку авалхи ҫурта XXVII-мӗш ӗмӗртех туса лартнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кунта офицерсем пурӑннӑ, хӑйсен тивӗҫӗcене пурнӑҫласа пынӑ. Ҫак историллӗ ҫуртра 1918-мӗш ҫулхи мартӑн 3-мӗшӗнче Троцкий ертсе пынипе, Раҫҫей имперализмла Германипе «Брестра ҫирӗплетнӗ мир» документ ҫине алӑ пуснӑ. Анчах нимӗҫсем артобстрелпа ку ҫирӗп ҫурта 1941-мӗш ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче тӗппипех аркатаҫҫӗ. Каярах, вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ҫак ҫуртӑн подвалӗнче нумай салтак, хӗрарӑмсемпе ачасен виллисене тупнӑ (хӑш-пӗр офицерсен ҫемьисем ҫак ҫуртра пурӑннӑ). Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вара вӗсен ӳчӗсене ятарласа уйӑрнӑ паттӑрсен аллейине пытарнӑ.
Цитадель тӳремӗн шӑп варринче — Штык-обелиск. Вӑл аякранах курӑнса тӑрать. Ун ҫӳллӗшӗ 32 метр, ахаль штыкран вӑл 222 хут пысӑкрах, хӳтӗлевҫӗсене асӑнса лартнӑ ӑна. Ҫавӑнтах гранитлӑ плитасем: Бреста хӳтӗленӗ 1022 ҫынсен вилтӑприне палӑртнӑ вырӑн. Ку плитасене 1971-мӗш ҫулхи сентябрӗн 18-мӗшӗнче уҫнӑ, тепӗр эрнерен сентябрӗн 25-мӗшӗнче плитасем патӗнче — «ӗмӗрлӗх ҫулӑмӗ» ҫунма тытӑннӑ. Брест крепоҫне Раҫҫейре пурӑннӑ тӗрлӗ халӑх ывӑлӗсемпе хӗрӗсем хӳтӗленӗ, вӗсен шутӗнче чӑвашсем те питӗ нумай, анчах та чылайӑшӗ кунта «паллӑ мар» ятпа выртать. Эп хам пӗлекен пӗр чӑваша, Александр Лазарев сержант ятне ҫеҫ тупайрӑм.
Пӗр вӑхӑт «ӗмӗрлӗх ҫулӑмӗ» патӗнче чечек хурса шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Холмски хӳмисем еннелле утатпӑр. Ку — Брестӑн кӑнтӑр енчи чи паллӑ хӳми. Экскурсовод кунта та вӑйлӑ ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен каласа парать. Ку вырӑнта Брест крепоҫне хӳтӗлекенсем тӑшмансене хирӗҫ пӗрремӗш контратакӑна тухса нимӗҫсен штурмлакан ушкӑнне аркатса тӑкнӑ. Холмски хӳмисем умӗнче ҫав контратакӑна полк комиссарӗ Фомин Ефим Моисеевич ертсе пынӑ. Нимӗҫсем ӑна тыткӑна илнӗ хыҫҫӑн пурин умӗнче те персе вӗлернӗ. Холмски хӳмисем ҫине ҫырнӑ сӑнӳкерчӗклӗ асӑну хӑми ҫакӑн ҫинчен пӗлтерет. Тӗрӗссипе каласан, кашни ишӗлчӗк патӗнче, ҫуртсем ҫинче, ҫырса хунӑ асӑну хӑмисем пур: вӗсем пурте 1941-мӗш ҫулхи июнь уйӑхӗн 22-мӗш кунӗнчен пуҫласа кашни кун мӗн пулса иртни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Холмски хӳмисем умӗнче пирӗн экскурси вӗҫленет, малалла эпир Брест крепоҫӗ тӑрӑх хамӑр тӗллӗн ҫӳретпӗр.
Эпӗ Брест крепоҫӗн виҫӗ аркӑллӑ хӳми патнелле утатӑп. Унта «Вӑрҫӑ музейӗн мирлӗ территорийӗ» тесе ҫырса хунӑ. Унтах Брест крепоҫӗн схемине ӳкерсе хунӑ пысӑк план пур. Ман 333-мӗш полк казармӑн ишӗлчӗкӗсене тупмалла. Карта ҫинче вӑл вӑрӑм ҫурта 28-мӗш номерпе паллӑ тунӑ. Ӑҫтарах утмаллине ӑнланса илсе Брест крепоҫӗн Свято-Николаевски гарнизон чиркӗвӗ еннелле утатӑп. Ку чиркӗве 1912-мӗш ҫулта Пӗрремӗш Микула патша килсе кайнӑ, ун ячӗпе унта служба та иртнӗ. Ҫак чиркӳ хыҫнерех 333-мӗш гвардейски полк вырнаҫнӑ казарма ишӗлчӗкӗсем пулмалла. Ҫавӑнталла ҫывхаратӑп. 333-мӗш полк вырнаҫнӑ вӑрӑм казармӑн подвалӗ тата пӗрремӗш этажри пӗр пайӗ кӑштах упранса юлнӑ. Ишӗлчӗксем патӗнче хӑма ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Руины казармы 333 стрелкового полка. В июне-июле 1941 года здание, подступы к нему и Тераспольским воротам защищали подразделения 333 и 44 стрелковых полков, поганичники 17 Краснознаменного пограничного отряда, группы бойцов 31 автотранспортного, 132 конвойного отдельных батальонов». Куҫран куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухать. Ҫуртӑн казармисенче вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун ман аттепе, Мефодий Степанович Степановпа ун пиччӗшӗ Федор Степанович Степанов та пулнӑ…
…Июнӗн 20-мӗшӗнче музейпа Брест крепоҫӗн территоринче экскурсире пулнӑ хыҫҫӑн, июнӗн 22-мӗшӗнче ирхине 4 сехетре иртекен мероприятине — митинг-реквиема тата вӑрҫӑ реставрацине курма каятпӑр. Вӑл шӑп тӑватӑ сехетре ирхине нимӗҫ фашисчӗсем Брест крепоҫне аркатма пуҫланӑ вӑхӑтпа пуҫланать. Машинӑна Брест крепоҫ айккине хӑварса халӑхпа пӗрле ҫуран утса крепоҫа кӗретпӗр. Строя тӑнӑ салтаксем нумай, аякран рупорпа хыттӑн калаҫни, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑ-кӗвӗ илтӗнет. Крепоҫа шала кӗрсе сцена ҫинче калаҫакансене итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн, тӗп мероприяти — вӑрҫӑ реставрацийӗ ӑҫта пуласси пирки ыйтса пӗлетпӗр. Вӑл Брест крепоҫӗн ҫурҫӗр енчи уйра пулса иртет иккен. Вӑрҫӑ реставрацине хутшӑнакансем чылай: Белорусси ҫӗршывӗ, Раҫҫей, Эстони, Литва, Мускав, Санкт-Петербург, Воронеж хулисенчи тата ытти ҫӗрти нумай военнӑй округсем хутшӑнаҫҫӗ иккен. Вӑрҫӑ умӗнхи Брест историйӗ ҫинчен диктор каласа пырать. Ҫапла пуҫланать реставраци. Халӑх 3–4 гектар ҫинче пулса иртекен мероприятине курма йӗри-тавра сырса илнӗ. Ирхи 4 сехет пулсан та, кунта ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле курма килнӗ ачасем те чылай. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумсемпе салтаксем сыхӑра ҫӳреҫҫӗ, лашасем, техника пур, костер ҫунать. Вӑрҫӑ умӗнхи юрӑсем янӑраҫҫӗ, пурте йӗркеллӗ, мирлӗ пурнӑҫ, мирлӗ пурнӑҫа пирӗн салтаксем стройпа утса сыхлаҫҫӗ. Анчах, ак, кӗҫех ҫак илем арканмалла, хӑрушши пуҫланмалла. Малалла диктор июнь 22-мӗшӗнче ирхине 2 сехет те 30 минутран пуҫласа Брест крепоҫӗн йӗри-таврашӗнче мӗн пулса иртнине каласа пама пуҫлать. Сехетсенӗн, минутсенӗн… Ак пӗрремӗш бомбӑсем ҫурӑлаҫҫӗ, пӗтӗм уй муляжлӑ бомбӑсен сӗрӗмӗпе витӗнет. Нимӗҫсем тапӑнса килеҫҫӗ, пӑшал сассисем янӑраҫҫӗ. Пушар, ҫулӑм, пулеметсемпе пӑшалсем пӗр чарӑнми переҫҫӗ. Диктор каласа пани пӗр вӗҫӗм пырать пулин те, халь ун сассине хутран-ситрен ҫеҫ итлеме пулать, вӑрҫӑ шавӗ хӑлхана хуплать. Икӗ сехете яхӑн тӑсӑлакан реставрацире Брест крепоҫӗнче пулса иртнӗ вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсене кашни ҫул ҫапла каласа тата кӑтартса параҫҫӗ унта хутшӑнакансем. Реставраци вӗҫӗнче Брест крепоҫне хӳтӗлесе «вилнӗ», нумай вӑхӑт хушши ҫӗр ҫинче выртакан салтаксем ура ҫине тӑраҫҫӗ, пуҫ таяҫҫӗ. Пӗтӗм йӗри-тавра пуҫтарӑннӑ халӑх куҫҫульленсе нумайччен алӑ ҫупса тӑрать…
1984-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Моисеевич Матросовпа Владимир Михайлович Бурмистров Брест крепоҫӗнчи ҫак хӑрушӑ вӑрҫӑ историйӗ ҫинчен ҫырнӑ «В Бресте, в 1941-м…» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта ҫапла калани пур: «По свидетельству живущих ныне участников обороны, их в Брестскую крепость осенью 1939 года прибыло не менее 800 человек. Шестая рота 125-го стрелкового полка, например, почти вся состояла из уроженцев Чувашии. Немало их было в пятой, седьмой и восьмой ротах, а первая пулеметная (333 полк) на 75 процентов состояла из чувашей». Ҫак кӗнекене мана 1984-мӗш ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ун чух труппа ертӳҫи пулнӑ Анатолий Кузьмич Большаков кӑтартрӗ: вӑл, кӗнекене вуласа тухнӑскер, Брест крепоҫне хӳтӗленисен хушшинче Йӗпреҫ районӗнчи Мефодий Степанов ятлӑ ҫынна асӑрханӑ иккен. Кӗнекере ҫакӑн пек ҫырнисем пур: «Интересно отметить, что среди известных нам бойцов 333-го полка чуть ли не треть — выходцы из Ибресинского района. Это Федор Авдеев, Иван Васильев, Борис Григорьев, Лазарь Данилов, Дмитрий Зиновьев, Алексей Евграфов, Алексей Краснов, Александр Лазарев, Иван Малышев, Илья Матвеев, Егор Максимов, Иван Мешков, Павел Попов, Константин Родионов, Федор Степанов, Иван Толстов и Мефодий Степанов». Ун чухне тин, 1984-мӗш ҫулта эп атте Брест крепоҫне хӳтӗленине пӗлтӗм.
Эп аттене кӑштах астӑватӑп, мӗншӗн тесен унтан ҫичӗ ҫул ҫурӑра тӑлӑха юлнӑ. Шкулта учитель пулса ӗҫлекенскер, вӑрӑм кожанӑй плащпа, сӑран атӑпа ҫӳретчӗ. Сӑран атти ялан, пыльчӑклӑ ҫанталӑкра та тап-таса та ҫап-ҫутӑччӗ. Пыльчӑкра шкултан таврӑннӑ чух атте вараланса килетчӗ, ман аппасем вара вӑл атӑна кашни кун тухса ҫӑватчӗҫ, ир валли типӗтетчӗҫ. Атте тепӗр кун ирхине каллех тап-таса атӑпа, пыльчӑк ан варалатӑр тесе атӑ ҫине тарӑн калуш тӑхӑнса ҫула тухатчӗ. Куҫ умӗнчех ун урока хатӗрленсе каллиграфически подчеркпа ҫырнӑ тетрачӗсем те. Краҫҫын ҫутипе вӑл ҫӗрлесерен ыранхи уроксене хатӗрленсе ларатчӗ. И.М. Матросовпа В.М. Бурмистровӑн «В Бресте, в 1941-м…» кӗнекинче 60-мӗш страницӑра виҫ сӑмахпа ҫырса кӑтартнӑ 333-мӗш полкри Степанов писарь (унта ятне кӑтартман) вӑлах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен Брест крепоҫне киличчен вӑл Новозыбков хулинче взводри стена хаҫатне кӑларса тӑнӑ, Брест крепоҫне килсен те ҫав ӗҫе вӑлах тума пултарнӑ. Атте Брестра пулса тыткӑна лекнине эп хам ачалӑхра пӗлмен, мана никам та каламан. Ял ҫыннисем те, кӳршӗсем те, тӑвансем те ун ҫинчен калаҫнине астумастӑп. Атте ҫемьинче икӗ хӗрпе — Укашпа Елькка тата тӑватӑ ывӑл — Петӗр, Хӗветӗр, Иван, Мефодий ҫитӗннӗ. Анчах хӑрушӑ вӑрҫӑ тата тыткӑн асапне тӳссе аттен вӑрҫӑран пӗччен ҫеҫ чӗрӗ юлса тӑван килне таврӑнма тӳр килнӗ.
Ачалӑхри асаилӳсемсӗр пуҫне ман атте хӑй аллипе 1950-мӗш ҫулта ҫырнӑ автобиографийӗ пур. Вӑл малтан Йӗпреҫ районӗнчи Чӑрӑшкасси ялӗнчи пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Хурамалти вӑтам шкултан вӗренсе тухсан, 1937-мӗш ҫулта тӳррех Хумпуҫ-Патӑрьелӗнчи ҫичӗ класлӑ шкулта физикӑпа математика вӗрентме пуҫланӑ. Унтан ӑна РОНО приказӗпе 1939-мӗш ҫулта Эйпеҫри ҫичӗ класлӑ шкула куҫарнӑ, ҫав ҫулах ноябрь уйӑхӗнче шкулта вӗрентнӗ ҫӗртенех ӑна салтака илсе кайнӑ. Вӑл малтан Брянск облаҫӗнчи Новозыбков хулинче вӗренӳре пулнӑ, кайран Бреста лекнӗ. Новозыбков хулинчен 1940-мӗш ҫулта Елькка аппӑшӗ патне ярса панӑ сӑнӳкерчӗк халь те упранать. Унта вӗсем Иван Васильевич Толстовпа (вӑл та учитель пулнӑ) пӗрле юнашар тӑраҫҫӗ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Брест крепоҫӗн историйӗ ҫинчен чи малтанхи хут вырӑс совет писателӗ, историк, теле-радиоертӳҫӗ Сергей Сергеевич Смирнов 1959-мӗш ҫулта «Герои Брестской крепости» кӗнеке кӑларнӑ. Маларах, 1956-мӗш ҫулта, СССР оборона министерстви йӗркеленипе Брест крепоҫӗн паттӑрӗсене асӑнса Мускавра уяв та ирттернӗ. «После того, как летом и осенью 1956 года я выступил по Всесоюзному радио с рассказами о поисках героев Брестской крепости, на мое имя пришло большое количество писем со всех концов страны», — ҫырать хӑй кӗнекинче Сергей Смирнов. Мӗншӗн ман атте хӑй ҫинчен нимӗн те ҫырса яман? Вӑл Новозыбков хулинче взводӑн стена хаҫачӗн редакторӗ те пулнӑ, ҫырма пӗлнӗ, ҫырса яма пултарнӑ-ҫке. Е радиопа илтеймен-ши? Эпӗ шкула кайма пуҫласан тин киле радио кӗртнине астӑватӑп, апла атте 1956-мӗш ҫулта радио итлеймесен те пултарнӑ. Тыткӑнра пулса курнӑ ҫын сывлӑх енчен те питӗ хавшанӑ паллах. 1961-мӗш ҫулта Шупашкар пульницинчен анне патне акӑ мӗн ҫырать вӑл хӑй пирки: «Эпӗ халӗ хама аванах туятӑп. Малтанхи вӑхӑтсене аса илсессӗн, икӗ хутлӑ ҫурт картлашкине хӑпараймиех пултӑм. Температура 38-39 градусран чакман. Халӗ температура кирлӗ пекех, анчах вӑйсӑррипе сывлӑш тухманни палӑрать. Ачасене чунтанах курас килекен пулчӗ, анчах та май ҫук. Надечка та пысӑкланчӗ пуль, хӑй чӗлхипе калаҫать те пуль текен шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ. Эс маншӑн ан хӑра, эп тӗрмере мар, вӑрҫӑра мар, сывалма сывалатӑпах…». «Вӑрҫӑра мар» тенине ӑнланмалла-ха, анчах мӗн тени-ши вӑл «тӗрмере мар» тени? Тӗрме пӗлтерӗшӗ, паллах, Брест крепоҫне хӳтӗлекеншӗн – тыткӑн пулнӑ. Вӑрҫӑн улттӑмӗш кунӗнче тыткӑна ҫакланнӑскер, вӑл ытти юлташӗсемпе пӗрле Минск ҫывӑхӗнчи лагере лекет, унтан каллех урӑх лагере. Тарма хӑтланнӑшӑн вӑл ытти юлташӗсемпе пӗрле (шел те, эп ҫав шухӑш патнех пырса тухатӑп) Австри территоринче вырнаҫнӑ нимӗҫсен хӑрушӑ лагерне «Маутхаузена» лекет. И.М. Матросовпа, В.М. Бурмистров кӑларнӑ «В Бресте, 1941-м…» кӗнекере те, С.С. Смирновӑн «Герои Брестской крепости» кӗнекере те ҫӳлерех асӑннӑ Елчӗк каччи Илья Алексеев ячӗ мана атте йӗрне йӗрлеме пулӑшса пырать. Илья Алексеев ҫав кӗнеке авторӗсене ман атте ятне аса илсе ҫыртарнӑ, Брест крепоҫӗнче хӑй те 333-мӗш полкра ҫапӑҫнӑ, тыткӑна лекнӗ, унтан тарса ӳкме пултарнӑ. Ман аттен йӗрӗ те унпа юнашарах. «Чего только не пришлось испытать Алексееву в фашистских концлагерях! Но не мог он смириться с неволей, покориться врагу даже в его застенках. В концлагере Илья Алексеев нашел таких же, как и он сам, людей, сердцем и душою продолжающих оставаться на советской земле, по-прежнему сохраняя ей сыновнюю верность».
Германи ҫӗршывӗпе юнашар, Австрири Линц ятлӑ хуларан инҫе мар, пӗр 25 километрта, сӑрт ҫинче, нимӗҫ фашисчӗсем 1938-мӗш ҫулта «Маутхаузен» ятлӑ хӑрушӑ концлагерь уҫнӑ. Ку лагере лекнисен шутӗнче плена лекнӗ, темиҫе хутчен ытти лагерьсенчен тарса каллех тыткӑна ҫакланнӑ совет салтакӗсем пулнӑ, вӗсем пурте — 20-мӗш блокрисем — «вилмеллисем» пулнӑ. Анчах ниме пӑхмасӑр ҫакӑн пек лагерте те совет салтакӗсем пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ. Маутхаузен концлагерӗн историйӗнче 1945-мӗш ҫулхи 2-3-мӗш февраль кунӗнче, ҫӗрле, совет салтакӗсем тарса ӳкме ушкӑн йӗркелени паллӑ. «Малалла! Тӑван ҫӗршывшӑн! Ура!» Ҫак девизпа 500-е яхӑн совет салтакӗ штурм йӗркелесе, вышкӑсем ҫинчи сыхлавҫӑ-нимӗҫсене вӗлерсе, пулеметсене хӑйсен аллине ярса илсе лагерь территорийӗнчен 400 ҫынна яхӑн чупса тухма пултараҫҫӗ. Сергей Смирнов «Герои блока смерти» кӗнекере 1963-мӗш ҫулта ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, чи вӑйсӑррисем, ҫитмӗле яхӑн ҫын, лагерьтен тухайманнисем, хӑйсен тумӗсене лагерьтен таракансене панӑ. Анчах ҫӗре яхӑн вӑйсӑр, выҫӑ салтаксем тарӑн юр ҫийӗн сакӑр градус сивӗре лагерьтен инҫе тарайман, нимӗҫсен йыттисем е пӑшал пулли вӗсене тӳрех хӑваласа ҫитнӗ. Виҫҫӗре яхӑн салтак тӗрлӗ ушкӑнсене пайланса малалла вӑрманалла чупнӑ. Концлагерь Австри ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ пирки, ялсенче пурӑнакан австри хресчен ҫыннисем пытанма пулӑшасса, хӳтӗлессе салтаксем шаннӑ – австриецсем ҫапах та нимӗҫсем мар! Анчах нумайӑшне сутнӑ, вӗлернӗ е нимпе те пулӑшман. Нимӗҫсем ҫак ӗҫшӗн пур тарнӑ салтака та тытса крематорире ҫунтарса яма тӗл тытнӑ, тытса килнӗ салтаксен виллисене шкул картишӗнче шаршанласа шутланӑ. Темиҫе кунтан вӗсем пурне те тытни ҫинчен халӑха пӗлтерсе ҫав шаршансене ҫунтарса янӑ. Анчах вӗсем суйнӑ, вӗсем пурне те тытайман иккен. 500 ҫынран 19-шӗ тарса ӳкме пултарнӑ!
Сергей Смирнов хӑй кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх пӗр Австри хресчен хӗрарӑмӗ Лангталер, тарса ӳкнӗ тыткӑнри икӗ салтака 92 кун (Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитиччен!) хӑйӗн хуторӗнче пытарса пурӑннӑ. Ывӑлӗсем вара вӑл вӑхӑтра ун вермахт салтакӗсемпе пӗрле ҫапӑҫнӑ. Тарса ӳкнисен хушамачӗсем пурте паллӑ мар. Сергей Смирнов хӑй «Герои блока смерти» кӗнекинче тупӑннӑ ҫичӗ ҫын ятне асӑнать: Виктор Украинцевпа (Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск хулинчен) Иван Битюков (Луганск облаҫӗнчен) — вӗсем Австри бургомистрӗн хуторӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса кайран малалла тараҫҫӗ, Иван Баклановпа (Курган облаҫӗнчен), Владимир Соседко (Краснодартан) — вӑрманта пытанса пурӑнса ҫӗнтерӗве те унтах кӗтсе илеҫҫӗ, Александр Михеенковпа (Смоленск облаҫӗнчен) Владимир Шепетя (Полтавӑран) — Австрири хресченсен сарайӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса илнӗ хыҫҫӑн кайран малалла каяҫҫӗ, Иван Сердюк (Донбассран) — мӗнле хӑтӑлнине ҫырса кӑтартман. Ман атте тыткӑнран тарса Швейцари граници еннелле чупать. Кампа пӗрле пулнӑ-ши вӑл, кампа пӗрле сыхланса юлма пултарнӑ-ши? Ӑна халь тин пӗлме хӗн. Анчах тыткӑнри салтаксене пулӑшакан хӗрарӑмсем Австринче ҫеҫ мар, Швейцарире те тупӑннӑ.
Пурнӑҫпа вилӗм хушшинче тытӑнса тӑракан салтаксене ун чух сутӑнчӑк пулма пултарайман, чунлӑ ҫынсем ҫеҫ пурнӑҫ парнелеме пултарнӑ. Тӑван ҫӗршывшӑн кар тӑнӑ салтаксем, хамӑр ҫӗре, пурнӑҫа юратса этем виҫинчен тухнӑ хӑрушӑ вышкайсӑр вӑя хирӗҫ тӑма пултарса, пулас пурнӑҫшӑн, тӑнӑҫлӑхшӑн тытӑнса тӑни пире утӑмӑн-утӑмӑн ҫӗнтерӳ патнелле ҫывхартнӑ, пире паянхи пурнӑҫа парнеленӗ…
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.