Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Виталий Станьял: Халӑхӑн уҫӑ саслӑ хӗрӗсем

Виталий Станьял03.09.2021 19:458419 Пурĕ пăхнă

...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах!

Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ.

Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ...

Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ.

Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. Эппин, ҫамрӑксене ӑсталӑха тимлӗ туптама сунатӑп. Сарпипе Асамата, халиччен ҫырнисене сӑвӑрса пухса, халӑха шедеврсемпе савӑнтарма пиллетӗп.

 

Сӑн ҫинче: сулахайран пӗрремӗшӗ — Раиса Сарби, сулахайран иккӗмӗшӗ – Светлана Азамат. Сӑнӳкерчӗк Интернетран.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 1077.37.9691
2021.09.03 20:02
Тӗрӗс тунӑ, хисеплӗ ятсем панӑ. Тахҫанах ҫавӑн пек тумалла пулнӑ,суйлав ҫитессе кӗтмелле пулман паллах.
Пӗтӗмпех йӗркеллӗ ӗнте пирӗн чӑваш чӗлхипе. Чӑваш ачисем валли тӑван чӗлхепе усӑ курса ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки вӑл нимех те мар. Ташӑ,сӑвӑ- юрӑ пултӑр кӑна .
«Если за добро ты ​ благодарности ждёшь, то его ты не даришь –​ его ты продаешь»​ –​ цитата великого персидского философа, математика, астронома и поэт​а Омара Хайям​а.
Каллималлин // 4037.25.0203
2021.09.04 09:55
Эп те килӗшетӗп хисеплӗ Станъялпа: пултарулӑхне тишкӗрмелле, критиксем мӗн ҫыраҫҫӗ, ҫыравҫӑн маччи ҫӳллӗ-и тесе сӑмах ҫаптараҫҫӗ хӑш-пӗр кармаҫӑварсем. Куратӑр-и, ӑҫталла сӗтӗреҫҫӗ? Итлемен вӑкӑрӗ пек. Сарпипе Асамат кӗнекисем шӗвӗрех пулса тухнӑ пулин те вӗсене халӑх юратса вулать. Ухсайсемпе алентейсене халӑх пӗлмест те, манса кайнӑ. Станъял ҫакна витӗр курса тӑрать хӑйӗн тарасипе виҫет.

Paĝoj: 1, 2, [3]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj