Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
 

Reklamo

: "Нарспи" поэмӑна ҫӗнӗлле вулатпӑр

05.03.2008 21:063526 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Муркаш салинче "Нарспипе Сетнер" шкул ачисен пултарулӑхӗн конкурсӗ иртрӗ. Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекен хӗрсемпе яшсем "Нарспипе Сетнер" ята илме тӗрлӗ конкурссем витӗр тухрӗҫ. Калайкасси шкулӗнче вӗренекенсем те айккинче тӑмарӗҫ, хӑйсене кӑтартрӗҫ. Шкул чысне 11 спорт класӗнче вӗренекенсем, Шариков Алексейпе Елене Перкова, хӳтӗлерӗҫ. Пӗрремӗш конкурс - "Визитка". Унта конкурса хутшӑнакансем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ. 12 шкул хушшинче Калайкассисем кӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑчӗҫ. Ытти шкулсенчи "Нарспи" - сӑпайлӑ, вӑтанчӑклӑ, юрра-ташша ӑста, яланах чӑваш тумӗпе; Сетнер - ҫепӗҫ, юрлать-ташлать, Нарспи ҫинчи кашни тусан пӗрчине вӗрсе тӑрать. Арҫынлӑх тени ӑҫта-ши ун? Калайкассисен пачах урӑхла: "Нарспи" сцена ҫине киманопа тухрӗ, тухӑҫ халӑхӗсен кӗрӗшӗвӗнчи тӗрлӗ элементсене кӑтартрӗ. "Сетнер" те хӑйне евӗрлӗ - ҫӑмӑл атлетикӑра тӗл пулакан элементсемпе халӑха тӗлӗнтерчӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсем юрларӗҫ. Пирӗн шутпа, эпир Нарспипе Сетнер сӑнарӗсен шалти вӑй-хӑватне, мӑнаҫлӑхне, хӑйсен юртӑвӗшӗн кӗрӗшме пултарнине кӑтартма пултартӑмӑр. Мӗн шутлатӑр, миҫемӗш вырӑнта тетӗр? Юлашкисем!!! (асӑннӑ конкурсра кӑна паллах). Эпир иккен поэмӑна тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Нарспипе Сетнер пачах урӑхла ҫамрӑксем. Мӗн тӑвас тетӗн. Пурнӑҫ ҫавнашкал. Ытти шкулсем Иванов пурӑннӑ ӗмӗртен тухса пӗтеймен иккен...

PS Ҫакна калас килет: эпир 100 ҫул каялла ҫырнӑ хайлавра ҫӗнни тупма пултартӑмӑр, сцена ҫине кӑлартӑмӑр. Жюри членӗсем хрестоматири шухӑшсемпе пурӑннишӗн шел.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Victor // 2909.68.8036
2008.03.07 03:26
Victor
Маттур, ытлашши ан хытарăр кăна - атту террорис хатĕрлетĕр тейĕç. :) Паянхи ăсран тайăлнă мир йăвашпа сусăрнчăка юратать те... Эх, тĕнче.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj