Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Юрий Яковлев: «Кашни чӑвашах чун тӗпӗнче Фридрих Ницшепе пӗр каварлӑ»

Юрий Яковлев29.09.2021 11:523474 Пурĕ пăхнă

(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен)

«Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӗлӗкхи Турӑ чӑваша халаланӑ сӑмахсене чӑваш халӑхӗ упраса пурӑнать паянхи кун та, — тет Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Галина Алексеевна Ермакова «Шкул тата чӑваш чӗлхи чӗрӗлӗвӗ» ҫавра сӗтел/конференцире (Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗ. 28.02.2016.). — Эсир ӑна упрама пулӑшатӑр. Ҫавӑнпа эп сире вилсе кайса юрататӑп. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенне курсассӑн ман пӗтӗм чун пӑлханса, хӗрсе каять (тарӑн шухӑша каять), мӗншӗн тесен сире питӗ йывӑр. Эсир чаплӑран та чаплӑ Турӑ ӗҫне туса пыратӑр. Мӗн-ха вӑл Турӑ ӗҫӗ? – Чӑвашлӑха сыхласа хӑвармалли ӗҫ. Тӗшши мӗнре? – Ҫураҫтараулӑхра. «Ҫураҫтарулӑхра чӑваш чӑвашлӑха сыхласа хӑварнӑ», –тесе калать В.Г. Родионов. Килӗшсе пурӑнмалла, юратса пурӑнмалла, пӗр-пӗрне пулӑшмалла. Хӗвеле курмалла… Чӑваш Турри сире ан пӑрахтӑр. Эсир те Чӑваш Туррине ан манӑр…».

Александр Марсович Степанов йӗркеленӗ «Ҫавра сӗтеле» эп хал ҫитерсе (чӑвашпа ҫыхӑннӑ официаллӑ шайри япаласем, петӗмӗшле илсен, питӗ кичем: креативлӑх ҫукки пирки вӗсем астармаҫҫӗ, илӗртмеҫҫӗ) ик-виҫ хут пӑхрӑм. Ман пӗлес килчӗ чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен ӑс-пуҫне, чун тӑрӑмне. Пӗтӗмӗшле, ӑна Иосиф Дмитриев сӑввинчи йӗркесемпе палӑртма пулать пулӗ: «Туртас килмен ҫӗртен / Туртайнӑ лавӑм пур».

Г.А. Ермаковӑпа эп пӗр шухӑшлӑ. «Авалхи чӑваш тӗнӗпе пурӑнакан», – тесе паллаштартӑм Павел Николаевич Мурашкин историке Елена Владимировна Ермилова-Федотова ӑслӑлӑх тӗпчевҫипе. Ман вырӑс юлташ чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ, ун аллине чуп турӗ…

Г.А. Ермакова та вырӑс. Мӗншӗн-ха вырӑссем чӑн чӑвашлӑха «вилсе кайса юратаҫҫӗ»?.. Мӗншӗн пирӗн хушӑра чӑваш чӗлхишӗн чӑнласа ҫунакансем курӑнсах каймаҫҫӗ?.. Вырӑс Н.И. Ашмарин хӑйӗн шӑпине чӑваш чӗлхипе ҫыхать. (Унӑн юратнӑ хӗрӗ хӑйӗн пурнӑҫне выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса ирттерет, вил тӑприйӗ те ун ятсӑр.).

«Чӑваш халӑхӗ ҫухалса пынинчен ытлашши трагеди тумалла та мар» (Улатимӗр Тяпкин), «Чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет» (Геронтий Никифоров)…

Н.И. Ашмарин, П.Н. Мурашкин, Г.А. Ермакова вырӑссен чӗлхи ҫаврӑнма пултарнӑ пулӗччӗ-ши ҫапла калама?!. Ҫук пулӗ…

Юрату вӑл – культура, шкул… Халӑха юратма та вӗренмелле. Чӗрери юрату хӗлӗхӗсене вӑратмалла. Чунри чӑн чӑвашлӑха тупмалла. Ҫав ҫӑлкуҫа тасатса ун тасалӑхне ӑша хывмалла, ун сиплӗхлӗ вӑйне ыттисем патне ҫитерме тӑрӑшмалла…

Халӑха юратасси тӗлӗшӗнчен вырӑссем пиртен чылай мала кайнӑ. Юрату ӗҫне (юрату вӑл – ӗҫ, чӑнтан пысӑк ӗҫ) вӗсем нимӗҫсенчен, нимӗҫ романтикӗсенчен вӗреннӗ…

«Консервативная революция» – ҫапла ят панӑ А.Г. Дугин халӑха юратас ӗҫе халаланӑ кӗнекинине (М.: Арктогея, 1994).

Юркка Иванӗ (Иван Николаевич Юркин) тӑван халӑха юратма вырӑссенчен вӗреннӗ. Эпӗ те «консерватилӑ революционерсене» курса хавхаланатӑп...

«Чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тесе мӗн те пулин тума тата пулать-и?» –терӗ Калайкасси шкулӗн чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ А.М. Степанов хӑй йӗркеленӗ ҫавра сӗтел/конференцире. Уҫман ҫерем, тӗкӗнмен ҫӗр пур-и чӑваш ӗҫӗнче? – Пур. Вӑл – шалти чӑваш, тарӑнран тарӑн чӑвашлӑх… Г.А. Ермакова шухӑш-кӑмӑлӗ шӑпах ҫавӑнтан килет те ӗнтӗ. Вӗрентекенсем ун тарӑнӑшне туйнине (туйнине: ӑнланасси патне пирӗн, чӑвашсен, тата миҫе ӗмӗр утмалла-ши?) эп асӑрхамарӑм…

«Чӑваш чӗлхи тепӗр 50 ҫултан пӗтет» теекенсем валли. «Пӗтет», «вилет»…. Ку вӑл чӑваш шухӑшлавӗ мар. Чун тухсан чӑваш нихҫан та «пӗтрӗ», «вилчӗ» темест. «Кайрӗ» тет. Кайрӗ. – Эппин, таврӑнать, таврӑнма пултарать…

1881 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Фридрих Ницше Силье-Марие ялтан Сильваплана ҫуран утать… Пирамида майлӑ ту хысакӗ ҫумне канма ларать. Ҫавӑн чухне ӑна Вӗҫӗмсӗр таврӑну теорийӗ уҫӑлать. «Вышкайсӑр хӑватлӑ, унчченхи пурнӑҫ концепцийӗсене чӑл-пар аркатать», – шӑппӑн пӑшӑлтатса пӗлтернӗ вӑл хӑйне уҫӑлнӑ чӑнлӑха (Лу Саломе аса илӗвӗ).

«Шӑппӑн-шӑппӑн лармашкӑн шӑпчӑк чӗппи мар эпир»…

Ҫеҫпӗлӗн «Чӑн чӗрӗлнӗ!» сӑввинчи шалти чӑрсӑрлӑх халӑх чунӗнчи ҫак таланран/талантран килет. Ӑна Вӗҫӗмсӗр таврӑнун парафразӗ теме пулать. Эпир телейлӗ. Пирӗн чуна иудео-христианство, европа культури (культ турри) пусса выртмасть. Эпир «Чӑн чӗрӗлнӗ!» тесе вӑрттӑн-карттӑн мар — пӗтӗм чӗререн кӑшкӑрса калама пултаратпӑр:

Эй, ваттисем! Иртнӗ ӗмӗрӗре

Асап чӑтса ирт[т]ернисем!

Мӗн авалтан Чӑваш Чӗлхи

Асап чӑтни аса килет-и сире?

Сире аса килет-и авалхи?

Шухӑшлӑр-ха! Астӑвӑр, ваттисем!

Чӑваш ҫынни авал чухне

Пуҫне чиксе шӑппӑн ҫӳренӗ.

Тункатаран та шикленнӗ...

Чӑваш Чӗлхи асап айне

Путарӑннӑччӗ ун чухне...

Эй, ваттисем!

Эй, ват ҫынсем!

Авал Чӑваш асаплӑ пулнине

Ҫамрӑксене каласа парӑр:

Тӑван ҫӗршывӑн капӑр чӗлхине

Ялан савма хушса хӑварӑр.

Эй, ваттисем! Пӗтӗм чӗререн

Сире пиллетпӗр ыр пилпе.

Эсир асапсене парӑнманнипе

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Кӑвак хуппи пӗлӗт тӑрӗнчен

Чӑваш ҫӗрне ҫутатса ячӗ.

Тӑван ҫӗршыв чӗлхи хӑвачӗ

Чӗрӗлсе тӑчӗ вилӗмрен.

Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.

Эсир тата, вӗри чунсем!

Кӑвар чунсем, яшсем, хӗрсем!

Каҫ-каҫ урамсене тухса,

Кӗвӗллӗ юрӑсем хурса,

Тӑван ҫӗршывӑн чӗлхине

Мухтав тума манса кайман-и?

Чӑваш Чӗлхин хӗвеллӗ илемне

Чунтан савса тӑма манман-и?

Пур ҫамрӑксем! Ҫунат хушар:

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!

Эй, ҫамрӑксем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе кӑшкӑрар.

Тӑван ҫӗршыв вӑрманӗсем!

Чечек ҫеҫки тӑхӑннӑ улӑхсем!

Чӑваш Чӗлхи хӑвачӗ кӑмӑлне

Мухтав юрри шавласа янрӑр:

— Авал асап чӑтнӑ вырӑнне

Чӑваш Чӗлхи хӑватлӑлантӑр!

Сӗм вӑрмансем, шавласа ларӑр:

— Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен!

Уйсем, варсем! Вӗҫе-вӗҫӗмрен:

— Чӑн чӗрӗлнӗ! — тесе ян ярӑр!

Чӑваш Чӗлхи текех чухӑн мар!

Чӑваш Чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен.

Эй, чӑвашсем! Пӗтӗм чӗререн:

— Чӑн чӗрӗлчӗ! — тесе кӑшкӑрар.

 

Анатолий Миттов ӳкерчӗкӗ.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj