Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Вячеслав Павлов: ЧНК черетлӗ Аслӑ Пухӑвӗ умӗн чӗнсе калани (Уҫӑ ҫыру)

Вячеслав Павлов22.10.2021 14:397571 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУҪЛӐХНЕ О.Н. НИКОЛАЕВА

 

КОПИСЕМ:

ЧӐВАШ РЕСПУБЛИКА ПАТШАЛӐХ КАНАШӖН ПРЕДСЕДАТЕЛЬНЕ Л.И. ЧЕРКЕСОВА

ЧӐВАШ НАЦИ КОНГРЕСӖН ПРЕЗИДЕНТНЕ Н.Ф. УГАСЛОВА

 

ХИСЕПЛӖ ОЛЕГ АЛЕКСЕЕВИЧ!

2021 ҫулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ Аслӑ Пухӑвне ирттерме палӑртнӑ.

Хӑй ӗҫлесе кайнӑ малтанхи тапхӑрта Конгресс, пирӗн шутпа, чӑнахах та чӑваш нацине европӑлла типлӑ наци пек йӗркелесе ярас, чӑваш патшалӑхлӑхне, ун политика системине тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарас, халӑхӑн экономика никӗсне трансформацилес, чӑваш чӗлхи статусне ҫӗклес тесе пысӑк ҫитӗнӳсем тунах. Анчах та, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, ЧНК чӑваш нацине ертсе пыракан, ӑна консолидацилесе чӑмӑртакан вӑй пулма пӑрахрӗ, майӗпен ытларах та ытларах этнокультура ӗҫӗсене анчах туса пырас еннелле сулӑна пуҫларӗ. Тем тесен та, паянхи кун Конгресӑн чӑваш нацине системӑллӑ йӗркелесе тытса пырас вӑйӗ хавшаса сисӗнмеллех чакрӗ.

Конгресӑн пулас Аслӑ Пухӑвне йӗркелес ӗҫе май пур таран хутшӑнас тесе эпир ЧНК-н паянхи кунхи лару-тӑрӑвӗ пирки те, ӳлӗмри пуласлӑхӗ пирки те пуҫа ватмасӑр пултараймастпӑр. Ҫавӑн пирки шухӑшлани, хисеплӗ Олег Алексеевич, ҫак уҫӑ ҫырӑва Сирӗн пата ҫырса яма хисет те ӗнтӗ пире .

Паян Чӑваш наци конгресӗ анчах мар, пӗтӗм чӑваш наци юхӑмӗ хӑй те системӑлла кризисра пулни куҫкӗрет. Паллах, ҫакӑн хӑйӗн объективлӑ тата субъективлӑ сӑлтавӗсем пурах.

Пурнан пурнӑҫра кирек мӗнле обществӑлла юхӑм та цикллӑ, хум евӗрлӗ майпа аталанса пырса пӗр тапхӑр хӑпарса хӑватланса каять, тепӗр тапхӑр вара хавшаса анса ларать. ЧНК йӗркеленсе ҫитсе ӗҫлесе кайнӑ малтанхи вӑхӑтсенче чӑваш наци юхӑмӗ хӑватлӑн ҫӗкленсе кайнӑ пулсан, каярахпа вара объективлӑ майпа ун обществӑри витӗмӗ чакнӑҫем чакса, хавшанӑҫем хавшаса пычӗ. Ку - объективлӑ процесс, вӑл ҫак ӗҫе туса пыракан ҫынсен кӑмӑлӗсенчен те килмест. Тата ҫакна шута илмесӗр хӑвармалла мар: шӑп та лӑп ЧНК йӗркеленсе ӗҫлесе кайнӑ вӑхӑтра рынок хутшӑнӑвӗсем пуҫланчӗҫ. Ҫавна пула Конгреса йӗркелеся яракансен, тата унӑн ӗҫне хастаррӑн хутшӑнакансен хӑйсен хӗрӳлӗхне ҫав хутшӑнусене хӑнӑхнӑ ҫӗре яма тиврӗ.

Ак ҫакӑнпа, пирӗн шутпа, чӑваш социумӗн пуҫ ҫӗмӗрттерме ӳркенмен пайӗшӗн ку процесс кӑткӑс та йывӑр пулнине шута илсе, тӗплӗн шухӑшласа пӑхмасӑр тата анализ тумасӑр наци юхӑмӗн, ҫавӑн пекех ЧНК-н та, ӗҫӗ-хӗлӗ хавшанишӗн уйрӑм ҫынсене айӑпласа тиркеме асӑрханарах, тытӑнарах тӑмалла.

ЧНК йӗркелесе янӑ вӑхӑтранпа чӑваш социумӗнче питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ улшӑнусем пулса иртрӗҫ. Вӗсем глобализациленнӗ тӗнчере те, Раҫҫейре хӑйӗнче те пулса иртекен процессемпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Конгресс йӗркеленсе кайнӑранпа ҫӗршывсем хушшинчи чикӗсем уҫӑлни, Раҫҫей обществи демократизациленни, харпӑрлӑх денационализациленни, рынок хутшӑнӑвӗсем йӗркеленни, сӑмах ирӗклӗхӗ аталанни, пӗтӗм тӗнчери информаци уҫлӑхне кӗни тата ытти революцилле пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пулса иртрӗҫ. Ҫак питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене тивӗҫлӗ хак пама, вӗсене хӑйӗн кулленхи ӗҫӗнче шута илме пултарайрӗ-и Конгресс, е ҫак процессем пирӗн Конгресс айккипе иртсе кайрӗҫ – ҫитес Аслӑ Пухӑвӑн тӗп калаҫӑвӗ шӑп та лӑп ҫак пысӑк ыйтусем тавралла пулмаллан туйӑнать пире. Паянхи тӗнче аталанӗвӗн хаяр саккунӗсене асӑрхаса пырса, вӗсене шута илсе, хамӑрӑн кулленхи пурнӑҫра вӗсемпе усӑ курса пымасан ниепле те малалла аталанаймастӑн. Анчах та вӑтӑр ҫул каялла хӑйӗн йӗри-тавра халӑхӑн чи хастар та малкурӑмлӑ ҫыннисене пӑчӑртаса пуҫтарма пултарнӑ Конгресс паян ун пеккисене нумайӑшне ҫухатса пӗтерчӗ. Ҫавӑнпа та ЧНКан ҫитес Аслӑ Пухӑвӗн тӗп тӗллевӗ вӑл - Конгреса хӑйӗн малтанхи тапхӑрӗнчи пек чӑваш халӑхӗн ертсе пыракан органӗ пулса туса хурасси. Анчах та паян Конгресс Аслӑ Пухӑвне пухса ирттерес ӗҫе тытса пыракансем ЧНК тӗп тӗллевӗ „чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗпе хӑйевӗрлӗхне упрасси” тени ҫак Пуху чӑваш халӑхӗшӗн татӑклӑ пысӑк пӗлтерӗшлӗ форум пуласси пирки иккӗлентермесӗр пултараймастех.

Ҫакӑ Конгресӑн Мӑн Канашне такам хӗтӗртсе йышӑнтарнӑ Аслӑ Пуху делегачӗсене суйлама право панӑ организацисен списокне пӑхсан та яр уҫҫӑн курӑнать. Делегатсене суйлас йӗрке Конгресс пуҫланса кайнӑранпа иртнӗ вӑтӑр ҫул хушшинче чӑваш социумӗ самана май тӗпренех улшӑнса кайнине пач та шута илменни куҫ кӗрет. Аслӑ Пуху делегачӗсене суйлама право паракан субъктсене палӑртнӑ чухне ҫавӑн пек улшӑнусене шута илмеллех пулнӑ. Анчах та паян Аслӑ Пухӑва делегат суйлама кӗртнӗ организацисем хушшинчи ытларах пайӗ - патшалӑхпа муниципалитет органӗсем тата бюджетран укҫа илсе тӑракан организацисем. Производство, строительство, сервис, суту-илӳ, ял хуҫалӑхӗ, бизнес сфери, банк учрежденийӗсем, юристсен, спорт, профсоюз, обществолла организацисем тата ытти чӑваш халӑхӗн тӗрлӗ сийӗсене палӑртакан ытти организацисем хӑйсен шутӗнчен Аслӑ Пухӑва делегат суйласа ярайманни вӑл Конгресӑн легитимлӑхне хавшатать.

Ҫавӑн пиркиех ҫитес Аслӑ Пуху чӑваш нацийӗн чӑнахах та аслӑ представителлӗ органӗ пуласси питех те иккӗлентерет пире.

Пирӗн шутпа, ЧНК йӗри-тавра пулса иртекен ҫак кризисла процессем вӗсем Чӑваш патшалӑхӗ хӑй ҫак организаци ӗҫӗнчен аякрах тӑнипе те ҫыхӑннӑ. Конгресс малтанхи тапхӑрта питӗ авторитетлӑ пулни вӑл ҫав вӑхӑтра Чӑваш патшалӑхӗпе чӑваш обществи таччӑн ҫыхӑнса ӗҫленинчен те килнӗ. Конгресӑн йӗркелӳ пухӑвӗ те Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1992 ҫулхи майӑн 28-мӗшӗнчи Постановленийӗпе килӗшӳллӗн пулса иртнине те аса илмесӗр май ҫук.

Ҫаксене шута илсе ӗнтӗ Чӑваш патшалӑхӗн, ЧНК-н шалти ӗҫӗсене тӳррӗн хутшӑнмасӑр, Конгресӑн ертсе пыракан органӗсене Аслӑ Пухӑва хатӗрленес ӗҫе Республикӑн профиллӗ министерствисене, наукӑпа вӗрентӳ институчӗсене, авторитетлӑ ученӑйсене, патшалӑх палӑртнӑ наукӑпа искусство деятелӗсене, наци юхӑмӗн тӗрлӗрен лидерӗсене явӑҫтарса пулӑшса пымаллан туйӑнать.

Аслӑ Пухура Конгресӑн чӑваш наци юхӑмӗн хӑйӗн вырӑнне тупса палӑртса ӑна тивӗҫлӗ статуслантарасси, ЧНК аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрне хывасси, чи пысӑк тӗллевӗсемпе задачисене палӑртса хӑварасси пулмалла.

Кунсӑр пуҫне тата тӑнӑҫлӑ вӑхӑтшӑн халӑх шучӗ хӑрушла чакни, чӑвашлӑх йӑшса пыни, вӑй питти те пысӑк квалификациллӗ ентешӗмӗрсем Республикӑра хӑйсен потенциалне реализацилеме май тупаймасӑр унтан куҫса кайни, халӑх моралӗ хавшаса пыни тата чӑваш нацийӗшӗн ытти пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусене Аслӑ Пухура сӳтсе явмасӑр хӑварма юрамастех.

Ҫавӑнпа та Аслӑ Пухӑва питӗ тӗплӗн шухӑшласа, типтерлӗн хатӗрленсе ирттерсе ямалла. Мӗншӗн тесен паянхи кун пирӗн наци юхӑмӗн кӑткӑсланнӑ структуринче ЧНК вырӑнне йышӑнма пултаракан авторитетлӑ урӑх организаци тупӑнман ха.

Чӑваш наци конгресне упрамаллин, ӑна аталантармаллин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри вӑл, пирӗн шутпа, Чӑваш патшалӑхӗ хӑй ытти аталаннӑ патшалӑхсен шайне ҫитиччен тӗнче право субъекчӗ таран тулли суверенитетлӑ пулайманнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна пула вара чӑваш нацине правительствосемпе ҫыхӑннӑ е ҫыхӑнман тӗнче шайӗнчи авторитетлӑ организацисенче тулли праваллӑ субъект пек кӑтартма пултаракан питӗ ҫӳллӗ шайра тӑракан организаци кирлех. Тӗнче сообществи пире аталаннӑ наци пек йышӑнтӑр. Кун пек организаци паянхи кун ЧНКсӑр пуҫне урӑх ҫук ха. Ку - пӗрремӗш сӑлтав.

Иккӗмӗшӗнчен, ЧНК вӑл чӑваш наци юхӑмӗнчин кӑткӑсланнӑ организацисен системине координацилесе тӑракан орган пулмалла. Чӑваш патшалӑхӗ хӑй те вӑл чӑваш наци юхӑмӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пӗр пайӗ пулса тӑрать. Вӑтӑр ҫул каялла Конгресс чӑваш нацине пӗтӗҫтерсе, палӑртса тӑракан пӗртен-пӗр хӑватлӑ та доминантлӑ организаци пулнӑ пулсан, паян ЧНК тӗрлӗ сӑлтавсене кура ун пек функцине пурнӑҫласа пыраймасть. Мӗншӗн тесен ытти социумсем пекех чӑваш нацийӗ те вӑхӑт иртнӗҫем тӗрлӗрен сӑлтава пула пайланса, структурӑланса кайрӗ. Ку вӑл йӗркеллӗ япалах. Конгресӑн тӗп тӗллевӗ паян шӑп та лӑп наци юхӑмӗн ҫавӑн пек пайланса та структурӑланса пӗтнӗ организацийӗсене системӑлантарса, координацилесе тытса пырас кӑткӑс та йывӑр ӗҫ пулмалла.

Виҫҫӗмӗшӗнчен, Республика административлӑ территорийӗнче ЧНК тем тӗрлӗ общество организацийӗсене, Раҫҫей шайӗнчи политика партийӗсен вырӑнти подразделенийӗсене тата ытти тӗрлӗрен юхӑмсемпе организацисене координацилесе, стабилизацилесе тӑракан, тата тӗп чӑваш халӑх интересӗсемсӗр пуҫсӑр, вырӑс, тутар, ҫармӑс, ирҫе, мӑкшӑ ытти халӑх прависене те хӳтӗлекен организаци пулмаллан туйӑнать пире.

Тӑваттӑмӗшӗнчен, ман шутпа, ЧНК вӑл чӑваш халӑх пуласлӑхне гарантилеме йӗркеленӗ Чӑваш патшалӑхне хӑйне те аталанма пулӑшакан тӗп вӑй шутланмалла. Конгресс вӑл ниепле те хамӑр патшалӑха хирӗҫ тӑракан, е ун стратегилле функцийӗсене пурнӑҫласа пырассинчен айккинче тӑракан организаци пулма пултараймасть. Ун пек анчах та мар, ЧНК тӑван патшалӑхӑн тӗрекӗ, унӑн шанчӑклӑ та хӑюллӑ партнерӗ пулмалла. Чӑваш Республикинче йӗрке тӑвасси, унӑн политика, экономика, культура тата ытти никӗсӗсене хӳтӗлессипе ҫирӗплесси ЧНК сӑваплӑ тивӗҫӗ пулса тӑрать.

Пиллӗкмӗшӗнчен, ЧНК Раҫҫей территорийӗнчи ытти тӗп халӑхсен интересӗсене хӳтӗлекен авторитетлӑ организациӗсем хушшинче чӑваш халӑхӗн интересӗсене палӑртма тата хӳтӗлеме пултаракан компетентлӑ организаци шутланмалла.

Улттӑмӗшӗнчен, Конгресӑн Чӑваш патшалӑхӗпе пӗрле чӑваш наци информаци пространствине Раҫҫей территорийӗнче те, глобализациленнӗ тӗнчере те анлӑн сарас ӗҫе туса пымалла.

Ҫиччӗмӗшӗнчен, Конгресӑн тӗп ӗҫӗсенчен пӗри вӑл, паллах, хамӑрӑн аталаннӑ тӑван чӑваш чӗлхипе усӑ курассине сарса анлӑлатас, тата унӑн статусне ҫӳллӗ шая ҫӗклес тесе тӑрӑшасси. Паян Чӑваш Республикинче чӑваш чӗлхи вӑл информаци тата ирӗклӗх факторӗ анчах мар, патшалӑх системин, бизнеспа экономика тытӑмӗсенчи ҫитӗнӳпе карьера факторӗ пулмалла. Кунсӑр пуҫне тата пирӗн хамӑрӑн тӑван чӗлхен Раҫҫей Федерацийӗнчи официаллӑ статусне палӑртса ҫирӗплетсе хӑвармалла. Унтан вара ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ право, организаци, финас, кадр тата урӑх ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ. Вӗсем те ЧНК хутшӑнмасӑр, витӗмлӗ пулӑшмасӑр пулса пыраймаҫҫех.

Саккӑрмӗшӗнчен, Конгреса халӑх моралӗ тата чунлӑх авторитечӗ тӗлӗшӗпе питӗ ҫӳллӗ шая ҫӗклемелле. Ун пек пултӑр тесен унӑн ӗҫне чӑнахах та питӗ авторитетлӑ та хисеплӗ ҫынсене явӑҫтармалла. Вара тин ЧНК ҫӗнӗрен малтан хӑйне йӗркеленӗ чухнехи хисеплӗ шая ҫӗкленӗ.

Чӑваш патшалӑхне Конгресс хавшак та айванрах пулни, халӑх интересӗсене мар, тӗрлӗ чиновниксем хушнисене итлесе вӗсене пӑхӑнни, вӗсен интересӗсене хӳтӗлекен организаци пулса тӑрса юлни кӑна кирлӗ текенсене эпир ӗненместпӗр. Пирӗн шутпа, хӑватлӑ Конгресс вӑл хӑватлӑ Республика, хӑватлӑ Республика вӑл - хӑватлӑ Конгресс.

Ҫак пирӗн позици вӑл пӗтӗмпех Раҫҫей Федераци Президенчӗн В.В. Путинӑн 2012.12.19 мӗшӗнчи 1666 №-лӗ „Раҫҫей Федерацин 2025 ҫул таранчченхи наци политикин стратегийӗ” текен Указӗпе килӗшсе тӑрать. Указ регионсенчи влаҫ органӗсемпе вырӑнти самоуправлени органӗсене пурне те хӑйсен кулленхи ӗҫӗнче ҫак асӑннӑ Стратегин положенийӗсене шута илсе ӗҫлеме сӗннӗ.

Ҫавсене пула та ӗнтӗ эпир Сирӗнтен, хисеплӗ Олег Алексеевич, Чӑваш наци конгресӗн черетлӗ Аслӑ Пухӑвӗ чӑваш халӑх пурнӑҫӗнче чӑнахах та питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ тарӑн йӗр хӑвартӑр тесе хӑвӑр пултарнӑ таран тӑрӑшма ыйтнӑ пулнӑ пулӑттӑмӑр.

 

Шупашкар хули.

2021.10.14.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.24 15:43
Agabazar
Чăваш чĕлхинсе кунашкал сăмах çук. «Мăйăх» теççĕ.
Ват кӑркка // 4091.81.9265
2021.10.25 14:59
Акапсар, эс чӑвашла лайӑх пӗлен пек, ҫак статьяна чӑвашла куҫарса пар-ха, ӑнланса пӗтерме ҫук стратегилле функци, консультаци, наци информаци пространствинче глобализациленнӗ тата ытти ҫав шутсӑр ӑслӑ сӑмахсемлӗ статьяна.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.10.25 20:28
"Кому нужен ЧНК"? - говорит Мигула. Думается, чтобы потешить своё очень ранимое самолюбие. Больше никому и ни к чему этот ЧНК. Одни самолюбивые людишки там.
Agabazar // 2879.44.7569
2021.10.26 08:17
Agabazar
Ват кăркка, сана мĕнле чăваш сăмахĕсем кирлĕ? Пăх, шăк, навус, тислĕк, пылчăк, пыйтă, шăрка, çăпата тенисем-и?

Асăннă статьяна çав тери лайăх чăваш чĕлхипе çырнă.
Вулакан // 2956.24.3692
2021.10.30 23:24
Ку ҫырӑва мӗн тума Глава ячӗпе ҫырмалла пулнӑ, Главан ЧНК патне нимле отношени те ҫук, ЧНКан уҫӑ пухӑвне ямалла пулнӑ, унта вуласа памалла пулнӑ, ҫак ҫырӑва унта сӳтсе-явсаЧНКана ҫӗнӗлле ӗҫлеттересси пирки калаҫмалла пулнӑ.
Микула // 1077.37.9691
2021.10.31 17:01
Паллах ЧНК нимле майпа та "Конгресс" шайӗнче мар. Ытти енчен пӑхсан вара регионсенчи чӑвашсене кирлех ӗнте. Ним ҫукран каять. Мешетлеме ҫук пулсан ҫӳлтен асӑрхаса ертсе пынине мӗн ҫитӗ ? Пурте куҫ умӗнче пулмалла? Хӑйсем тӗллӗн йӗркеленме пуҫласан тӳрех тен кирлине ыйтма пуҫлҫ,сӑмахран,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем "кирлӗ" тейӗҫ ? Халӗ вара "кирлӗ" тесе калакан унта пӗрри те ҫук пулмалла ? Юмахра тейӗн ,катаран пӑхсан пур пек ,ҫывӑхран пӑхсан ҫук.
Ют // 1303.25.4957
2021.11.01 15:22
Ял ҫынни хуланалла ӗмӗрех туртӑннӑ, ачисене лайӑхрах вырӑсла вӗрентес тесе. Ӑнланма пулать. Когресс ялалла туртать, каялла. Нихҫан тӑхӑнман тумтирпе кӗнеке вулатарасшӑн. Пӗрне пӗре ӑнланса пӗтер. Пӗри унталла, тепри кунталла.

Ялти Халӑх ----> шупашкар чикки <---- Конгресс Шупашкарта

Конгресне ялалла ямалла мар-ши тесе шутлатӑп, Халӑхне Ун вырӑнне хулана. Шупашкар чиккине чикансене
Agabazar // 2824.69.6146
2021.11.01 17:21
Agabazar
Çын вырăсла вĕренессишĕн хулалла туртăнать тенине намсăссăрăн суйни тесе шутлатăп.

Анчах Микуласемшĕн кунашкал суйнисем ним те мар. Ун пеккине вĕсем çăмăллăнах çăтса яма хатĕр.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.01 18:14
Дорогой, "Ют" ты наш!. Молодцом рассуждаете. Нужно весь ЧНК отправить в сельскую местность для поднятия современного села. Пусть организуют нормальную сельскохозяйственную промышленность, образование на национальном языке, рождаемость и трудоустройство организуют, вот и посмотрим чего они стоят на самом деле. Правильную идею даете, правильную.
Agabazar // 2824.69.6146
2021.11.01 19:40
Agabazar
Чăвашсем вырăсла вĕренессишĕн хуланалла туртăнаççĕ пулсан, вырăссем вара чăвашла вĕренессишĕн хулана туртăнаççĕ пулмалла.

Тверь облаçĕнчи тÿннĕ ялсем
https://www.youtube.com/watch?v=XEUpoqRCQhM (Кунта Ярославль облаçĕ)

Paĝoj: 1, [2], 3

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj