Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Владимир Болгарский: Мӑнаҫлӑ Пушкин: Пирӗн, чӑвашсен..! Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ?

Владимир Болгарский20.01.2022 13:445514 Пурĕ пăхнă

Раҫҫей историйӗн пӗрремӗш обществин пуҫлӑхӗ, историк тата сӑвӑҫӑ Вяземский патне 1824 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче, вырӑс сӑмахлӑхӗн хуҫи Пушкин Александр Сергеевич шӑпах ҫапла ҫырнӑ: "Пирӗн, чӑвашсен, критиксем ҫук." Анчах та критика вӑл ҫитменлӗхсем ҫинчен япӑх кӑтартни. Пушкин вахӑтӗнче критиксене юратман.

Пушкин ӗҫӗсене тӗпчекенсем калани тӑрӑх Александр Сергеевич Пушкин чӑваш халӑхӗ ҫинчен Николай Карамзин истори тӗпчевҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ. 1816 ҫулти ҫу вӑхӑтӗнче Карамзин ҫемйи Патша ялӗнче пурӑннӑ. Александр Пушкин вӗсен патӗнче час-часах пулкаланӑ. Карамзин вара чӑвашсем ҫинчен лайӑх асӑннӑ. Пушкин библиотекин ҫӳлӗкӗсем ҫинче Бичурин кӗнекисем, Рычков кӗнекисем, вӑл кӗнекесенче чӑвашсем ҫинчен ҫырнӑ цитатӑсене палӑртнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Никита Бичурин аслӑ поэта, чӑвашсем ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ, хӑй чӑваш пулнӑран.

Ҫапла ӗнтӗ, Пушкин чӑвашсем ҫинчен, Карамзинран та, Бичуринран та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, кашнине хӑйсен ирӗклӗ обществинче, ялӗсенче пулӑшаҫҫӗ. Пушкин Бичуринпа китая питӗ каясшӑн пулнӑ, анчах ӑна патша влаҫӗсем ҫӗршывран кӑларса яман. Вара вӑл Чӑвашъенне кайнӑ. Унта пӗр эрне хӑналаннӑ. Хӑйӗн тусӗн, Иакинф амӑшӗн, вилтӑпри ҫинче те пулнӑ. Чуралӑх прави (крепостное право) мӗн иккенне пӗлмен чӑвашсем ҫав вӑхӑтра империпе ирӗклӗн, тӗпрен Илсен Атӑл-Урал тӑрӑх, империн тӗп халӑхӗпе-крепостной халӑхӗпе танлаштарсан, ирӗклӗн куҫса ҫӳренӗ. Мордва халӑхӗпе танлаштарсан та, вӗсем чылай ирӗклӗрех пулнӑ, мордва пайӗсем те "барщинӑра" пулнӑ-ҫке. Чӑвашсем хӑйсем, ирӗклӗ ҫӗрсем пур ҫӗрте вырнаҫнӑ. Пушкинпа унӑн таврашӗ ирӗклӗ ҫӳресе, пӗр-пӗрне чун-чӗререн пулӑшса, пурнӑҫ йӗркипе, чӑвашсем мар-и?

Ун чухне чӑвашсем пушкӑртсенчен тем пысӑкӑш ҫӗр лаптӑкӗсем туянса ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ. Ҫӗнӗ вырӑнти ҫуртсене вара, пӗр-пӗрне пӗтӗм ялӗпе пулӑшса тунӑ. Инкекре никама та хӑварман. Пушкин Вяземский патне янӑ ҫырура укҫа пулӑшӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатнӑ та, ҫырать. : "Хамӑн укҫапа сана усӑ курма пултарнӑшӑн савӑнатӑп!" Ку вӑл-чун-чӗререн пулӑшни сӑмахран, ун чухне чӑвашсем хӑйсен общинисенче мӗн туни евӗрлӗ.

Пушкин йӑхӗ ӑҫтан тухни те питӗ интереслӗ. Унӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗри, Чӑвашъенри Ҫӗрпӳ крепӑҫӗнче, воевода пулнӑ.

Кӑтра пуҫлӑ ҫын. Вырӑс сӑмахлӑхӗн авторӗн хушамачӗ чӑвашларан ҫапла куҫать. Пушкин ҫырӑвӗнче лару-тӑрӑва, пӗр издательпе ҫыхӑннине, тӗплӗн сӳтсе явать.

Ҫырури чарӑну паллисем тӑрӑх пӑхсан, уҫӑмлӑн калать: Эпир чӑвашсем, тет!

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Микула // 1077.37.9691
2022.01.20 14:38
Александр Сергеевич Пушкин упоминает о чувашах в «Истории Пугачева». Он пишет:

«Мордва, чуваши, черемисы перестали подчиняться русскому начальству». В черновой рукописи «Капитанской дочки» снова встречаем упоминание о чувашах: «По моему приказанию гребцы зацепили плот багром. Лодка моя толкнулась о плывучую виселицу. Яркая луна озаряла обезображенные лица несчастных. Один из них был старый чуваш…».
Пушкин говорил о себе: «Могучих предков правнук бедный,/ Люблю встречать их имена/ В двух-трех томах Карамзина».

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj