 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 1269.40.9945 2023.02.09 23:38 | |
|  | Слапух Турра, чура пекех тытмаççĕ.  | 
| Agabazar // 4712.9.6417 2023.02.10 09:04 | |
|  | Кăнтăр Урал мар. Вăта Урал темелле.  | 
| Алексин // 5265.8.3408 2023.02.10 09:19 | |
| Кун пекки татах пулнă. ЧНК пĕрремĕш ларăвне Д.Н. Михлеев кинорежиссер килнĕччĕ. Вăл Белоруссири чăвашсем пирки документлă фильм ÿкернĕччĕ. Минскри ентешлĕхĕн ун чухнехи пайташĕ, предприниматель, ăна фильмшăн тÿлеме шантарнă пулнă. Режиссерăн каялла  çитме те укçи юлманччĕ, Ульяновска çитсе ÿксе аппăшĕнчен кивçен илсе каялла таврăннăччĕ. Вăл мĕнле кăмăлпа кунтан тухса кайнă пирки каламастăп та. Ку пăтăрмахлă историе Порфирий Афанасьев лайăх пĕлет. Ман пата Михлеев кун пирки çыркаланăччĕ.  | |
| Agabazar // 4712.9.6417 2023.02.10 12:13 | |
|  | Çапла вара, Дмитрий  Михлеев кинорежиссёр  Минскран Шупашкара, Никитин усламçă патне,  гастарбайтер пулса килнĕ пулать? ))
 Лешĕ вара ăна шăхăртса хăварнă (кинул теççĕ вырăсла). Юрать-ха персе пăрахман! )) Эппин, тав тăвас пулать усламçăна! ))) Ĕлĕк унашкал çÿрекен гастарбайтерсене отходниксем тенĕ. Мĕнле те пулин чăвашларах сăмахпа калама пулать-ши тесе шутларăм та, нимĕн те пуçа килмерĕ. | 
| Agabazar // 4712.9.6417 2023.02.10 12:23 | |
|  | Гастарбайтер пулса çÿресе курнă Мускавра. Мĕн тути каланине пĕлетĕп.  Паллах, хăшне пĕрне, кирлĕ çыхăнусем пур пулсан, ăнма та пултарать. 
 Ав пирĕн унчченхи министăр, Лизакова, Мускаври пĕр библиотекăн пуçлăхĕнче ĕçлеме вырнаçнă пулнă. Начарах тÿлемен пуль ентĕ. Анчах та пурпĕрех каялла тарса килнĕ. Тепĕр унчченхи министăр, Енилина, Питĕрте питĕ аван вырăнах вырнаçнă пулас. Кăна та эпĕ гастарбайтерлăх вырăннех хуратăп. | 
| Базиль Кириллов // 5265.8.3408 2023.02.10 13:45 | |
| "Гастарбайтер" тени хальхи пуклак сăмах. Ун пек историсем тахçанах пуçланнă, хальчченех тăсăлаççĕ, ултавçăсен аллине такам та лекме пултарать - çакăн пирки сăмах. Хайхи-майхи "геройăн" ятне эп асăнман. | |
