


Ĉuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro

Mitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj






Agabazar // 1504.47.2917
2025.01.24 00:31 | |
![]() |
|
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 05:46 | |
Юлашки вăхăтра эп Сталин çинчен 2 сăвă çыртăм - ытла мухтаса та мар, ытла хурласа та мар. Юрий Щербаков вĕсене вырăсла та куçарчĕ. Чылайăшĕ мана ку сăвăсемшĕн тав турĕ, "Маттур!" терĕ. Комсомольски р-чи Йăлмахвара мана ăна ял халахĕ умĕнче те вулаттарчĕç, çынсем хавхаланса алă çупрĕç...
Ĕнер вара мана 8-мĕш мунчара пĕр пенсионер-чăваш, милицин отставкăри полковникĕ, "убежденный антисталинист" мана çав сăвăсемшĕн ÿпкелерĕ. ...Раççей обществинче ИДЕОЛОГИ тĕлĕшпе нихçан та пĕрлĕх пулмасть! Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть. Валери ТУРКАЙ.25.01.25. | |
Agabazar // 2954.90.2798
2025.01.25 12:54 | |
![]() |
Станьял: Кайрантарах тёрёсси çиеле тухатехСтаньял юлташ! Пире тĕрĕслĕх «кайрантарах» мар, паян кирлĕ. Кунта тата халĕ. Çак тĕлте тата çак вăхăтра. Пире миллион е миллиард çул иртсен пулакан тĕрĕслĕхпе «савăнтармалла» мар. Мĕншĕн тесен унашкал тĕрĕслĕх никама та питех савăнтарма пултараймасть. Паянхи тĕрĕслĕх çинчен шутламалла. Вăл вара, çав паянхи тĕрĕслĕх, ак çапла: Чăвашсен кунçулĕ ниепле те хыпашласа илме май çук темĕнле «сăварсемпе» мар, пĕтĕм тĕнче пĕлекен Атăлçи Пăлхарсемпе çыхăннă. Ку енĕпе нимĕнле дискусси тавраш та пулма пултараймасть. 13-14-мĕш ĕмĕрсенчен юлнă чул палăксем пур. Пĕрре-иккĕ çеç мар, 400 штук таран. Вĕсем çинчи çырусем, тĕпрен илсен, ĕлĕкхи чăваш чĕлхи ăслайĕпе вуланаççĕ (ăнкарăнаççĕ). Çак чăнлăха нимле аккачемĕк те, нимле прахвиссар та, нимле таврапĕлÿçĕ те çапса аркатма пултараймасть. Тен, малашне çĕнĕрен те çĕнĕ уçнăлăхсем килĕç, çĕнĕ фактсем тупăнĕç, анчах вĕсем те халиччен тупнă палăксем çинчи çырусене улăштараймаççĕ. Палăксем мĕнле пулнă, çавăн пекех юлаççĕ.Вĕсене улăштарма пултаракан вăй-хăват тĕнчере çук. |
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.25 14:47 | |
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.1-мӗш пункт) | |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.26 12:38 | |
Анчӑк вӗркелет - караванӗ вара малалла каять.СУВАР Казанковӑн хулавӑшӗХусан кремӗлӗнчен те пысӑкрах ҫӗкленет, СУвар ансамблӗ Европана парӑнтарать, CУВАР ресторан Шупашкарта кӗрлет.Ювенальевпа Алмантӑйӑн суварсен истриӗ пирки ҫырнӑ кӗнекисем Мускаври выставкӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ пиншер тиражпа тухнӑскерсем веҫ саланаҫҫӗ чӑваш тӗнчинче Рецензисене гуманитари институтчӗн сумлӑ профессорӗсем ҫырса панӑ. Темле таҫти самоиздат мар.ЧАплӑ кӗнекесем. Пиншер чӑваш переписьре хӑйне сувар=чӑваш ҫыртарса вырӑсланнинчен ҫӑлса хӑварнӑ.СВО ра СУВАР батольон неоцизма хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫать.Диван ҫинче ӗҫсӗр аптракансем, тем, кунта пӑтратма пикенекенсем вара слона ҫыртма пикенекене аса илтереҫҫӗ. | |
Agabazar // 1262.98.8390
2025.01.26 13:30 | |
![]() |
Станьял: сёнё чăваш авалхи документсене вулама вёренетех, тетёп.А мĕн пит вĕренмелли пур унта? Вырăс леттопиçĕсене авалхи вырăсла çырнă. Авалхи вырăсла вулама çынсем пĕлеççĕ. Хĕвелтухăç çăлкуçĕсене арабла çырнă. Арабла вулама çынсем пĕлеççĕ. Чул юпасенчи çырусем каллех араб саспаллийĕсемпе. Вула хырăм çурăлса тухиччен. Талăкĕ талăкĕпе вуласа лар. Анчах хуть те мĕн чухлĕ вуласа ларсан та, унти çырусем улшăнмаççĕ, мĕнле çырнă çавăн пекех юлаççĕ. Çырăва улăштарма хăтланса манипуляцисем тума пулать, анчах сана пурпĕрех алăран кап! çеç ярса тытаççĕ. Вара мĕнпур юлнă ĕмĕрне «шулĕк» ятпа пурăнса ирттерме тивет. Паллах, мĕн те пулин çĕнни тупма пулать. Анчах та нимле çĕнĕлĕх те халиччен тупнă çырусене улăштарма пултараймасть. Андрей Сергеевич Сараевăн çĕнĕ статйисене вуланă пуль? Питĕ кăсăклă! Нимĕçсем патĕнче ăс пухнă Валиди-Тоган тата Харьковри Ковалевский еплерех манипуляцисем тунине тăрă шыв çине кăларнă. (Усал шухăшпа мар аппаланнă лешсем, анчах мапипуляци вăл пурпĕрех манипуляци). Вопшĕм, çав япала патнех таврăнатпăр: тĕрĕслĕх пире паян кирлĕ, темле куçпа курма çук малашлăхра мар. |
Agabazar // 1484.93.3620
2025.01.26 22:15 | |
![]() |
Маррăн "Чуваши-яфетиды на Волге" кĕнекине тахçан эп кăранташпа вуласаччĕ. Марра та манма май çук паллах, анчах та наукăри вульгарлă теорисен калама çук пысăк хăрушлăхĕпе сийенĕ пирки те асран яма юрамасть.Маррăн «яхват теорийĕ» («чĕлхе пирки çĕнĕ вĕрентÿ») хайхи «сувар» текен япалапа тачă çыхăннă.. Марр Шупашкарта икĕ хут пулса докладсем вуласа панă, çапла майпа хăшпĕр çынсене «суваризм» текен чирпе те ун чухнех чирлетсе янă. Кунсăр пуçне вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн ĕнтĕ ирĕлме пуçланă юлашкилĕхĕнче те пулса курнă пулмалла. Унта та çав «сувар» текеннинех тĕртнĕ. Николай Яковлевич Марр ăслав историйĕнче Трофим Денисович Лысенко ячĕпе юнашар тăрать. Уйрăмлăхĕ çакă çеç: Марр текеннине Сталин юлташ тăрă шыв çине кăларса ĕлкернĕ (1950-мĕш çулта). Лысенко текенни вара ăслав тĕнчинче 1965-мĕш çулчченех тытăнкаласа тăнă. Каламасăрах паллă. тата тепрер çул пурăннă пулсан, 1953-мĕш çултах вилмесен, Сталин юлташ çав Лысенко аккачемĕке те лăскаса тăкатчех ĕнтĕ. Анчах та ĕлкĕреймен. Çапла вара Лысенко 1965-мĕш çулчченех çынсен тĕнкисене илсе пурăннă. Марр акккадемĕке хальхи вăхăтра ырăпа асăнакансем пур-и? Паллах, çук. Тен, хăшпĕри ăна чĕлхесем нумай пĕлнĕшĕн мухтама пултарĕ (анчах та чĕлхесем пĕлни ăслав ĕçĕ мар-ха...). Лайăх тамада пулнине палăртаççĕ, ĕçкĕ-çикĕсем ирттерме пĕлнĕ. Тата ытти çавнашкал япала. Анчах та ăна никам та уччонăй тесе шутламсть (вăл шутра илнĕ пĕлÿ енĕпе те — Петербург университетĕнче вăл чĕлхе енĕпе мар вĕреннĕччĕ пулас). |
Agabazar // 1541.63.1454
2025.01.27 10:24 | |
![]() |
Вырак // 1417.52.3180 2025.01.26 12:38 Анчӑк вӗркелет - караванӗ вара малалла каять.СУВАР Казанковӑн хулавӑшӗХусан кремӗлӗнчен те пысӑкрах ҫӗкленет, СУвар ансамблӗ Европана парӑнтарать, CУВАР ресторан Шупашкарта кӗрлет.Ювенальевпа Алмантӑйӑн суварсен истриӗ пирки ҫырнӑ кӗнекисем Мускаври выставкӑсенче ҫӗнтереҫҫӗ пиншер тиражпа тухнӑскерсем веҫ саланаҫҫӗ чӑваш тӗнчинче Рецензисене гуманитари институтчӗн сумлӑ профессорӗсем ҫырса панӑ. Темле таҫти самоиздат мар.ЧАплӑ кӗнекесем. Пиншер чӑваш переписьре хӑйне сувар=чӑваш ҫыртарса вырӑсланнинчен ҫӑлса хӑварнӑ.СВО ра СУВАР батольон неоцизма хирӗҫ паттӑрла ҫапӑҫать.Диван ҫинче ӗҫсӗр аптракансем, тем, кунта пӑтратма пикенекенсем вара слона ҫыртма пикенекене аса илтереҫҫӗ Вырак ачам, Пăлхар еткерлĕхне хăйпăтса илсе çавна «сувар» çумне çыпăçтарса хуни мĕн пулать вăл? Тĕрĕс, çавна «вăрăлла ĕç» теççĕ. Çапах та, Вырак юлташ, мĕншĕн Пăлхартан пит хăран-ха? Мĕншĕн пăлхар пулма хăран? Мĕн пур унта çав тери хăрушши? Акă Антон Кириллович Салмин пире каласа пачĕ мĕншĕн (камсенчен) хăранине. Тутарсенчен çав тери хăратăп, тит. Эс вара камсенчен хăран? Мĕншĕн: "Эп — пăлхарсен тăхăмĕ!" — тесе çăвар туллин калаймастăн? Эх, Сталин юлташ сăмахĕ çитмест çав! Çав касать. Вăл сире тахçанах, Марр суя аккачемĕкпе пĕрле, тăрă шыв çине кăларнă пулĕччĕ! (Марр е Лысенко пирки аккачемĕк тесе «суя» тенине хушмасăр та калама пулать, мĕншĕн тесен вăл ята, пĕр панă хыççăн, каялла туртса илмелли майсем çук). |
Вырак // 1417.52.3180
2025.01.28 07:28 | |
Ан та кала.Айван Музыкантовпа Казанков СУВАР тесе ят панӑ ансамбльпе крепоҫне.Чи чаплӑ чӑваш стилӗпе тунӑ ресторан каллех СУВАР.СВО паттӑрӗсем те СУВАРсемпе ҫыхланса кайнӑ.Сталин ҫитместь вӗсене! | |
Agabazar // 2773.32.0761
2025.01.28 14:42 | |
![]() |
Калас пулать тата тепĕр хут, Антон Кириллович Салмин хăйĕн Марр аккачемĕкрен илнĕ «савир эпопейине» тутарсемпе мирлешес шутпа туса пырать. Уççăн палăртнă тĕллевĕ шăпах çакăн пек. Ку тĕлĕшпе вăл хăйĕн шухăшне пачах та пытармасть.
Мир!Дружба!Жвачка! Пăлхар еткерлĕхне вăл тахçанах ĕнтĕ тата пĕтĕмпех тутарсене «сутса янă». Хаклă тутарсем! Пăлхарлăх пĕтĕмпех — сирĕн! Пирĕн, чăвашсен, унта нимле ĕç те çук! — вăт çавнашкал лейтмотив. Çакна кура Хусан уччонăйĕсем çине-çинех алă çупмалла пек ĕнтĕ: аплодисмент хыççăн аплодисмент! Чăннипе вара пачах та ун пек пулса пымасть. Мĕншĕн-ха?Мĕншĕн Мир!Дружба!Жвачка! текенни ниепле те шăвăнасшăн мар? Пирĕн чăваш историкĕсем Антон Салмин пултарулăхĕ тĕлĕшпе çывăрса выртнă чухне, хайхи хусансем кунта та пиртен темиçе хут чĕрĕрех пулчĕç. Мĕн-ма-ха хусансем-тутарсем чăвашсен «суваризмне» йышăнасшăн мар? Ара вăл вĕсемшĕн питех те шăл çемми пек пулмалла-çке? О забавных галлюцинациях чувашских историков о сувар-язычниках, Серебряную Булгарию и булгарских монастырях (Искандер Измайлов) Мĕншĕн-ха Антон Салмин, тем пек тăрăшсан та (качамачи хуçса кăтартманни кăна!), тутарсене юраймарĕ? Мĕншĕн? |
Еплерех «илтернĕ» вăл хайхи Марр суя академика! Лешĕн паянхи кунччен шăмми-шакки те тăрса юлман.
Кунта сăмах Марр ГУЛАГра çĕрни пирки мар пырать. Суя академик 1934-мĕш çултах хайĕн вилĕмĕпе (ватăлса темелле пуль, 69 çеç тултарнă пулсан та), ăшă вырăн çинче выртсах, вилнĕ. Унтан ăна çав тери пысăк хисеп туса пытарнă. Чăннипе вара, идея енчен, интеллектуаллăх тĕлĕшпе çапса хуçнă Марр суя академика Сталин юлташ. Лешĕ вилнĕ хыççăн 16 çул иртсен (1950).
Халь вара пирĕн Марр суя академик мĕлкине, Антон Кириллович Салмин сăнарлăскерне, çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла-и?
Çук, кирлĕ мар кунашкал япала! Кирлĕ мар!. Тур хăтартăр ун пек чысран.
Курăр-ха, Сталин вилнĕ хыççăн, ăна та, Иосиф Виссарионовича, ятарлă кампанисем туса ирттерсех, нумай тиркенĕ. Нумай вăрçнă.
Анчах та Сталин юлташ Марр суя академик пирки каланисене каярахри тапхăрсенче нихçан та тивмен, хурламан. И. В. Сталинăн «Марксизм и вопросы языкознания» статйине паян та кăмăллăнах алла тытса вулама пулать темелле (Интернетра та пур). Вăл статья, тĕпрен илсен, тĕрĕс шухăшсенчен тăрать.