Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Кӑларса ҫапас умӗн ҫеҫ чӗлхе уҫӑлать...

Аçтахар Плотников19.11.2008 15:364940 Пурĕ пăхнă
http://lenta.ru/news/2008/11/19/shaimiev/

Шаймиев Мускава критикленӗ текен хыпара вуларӑм.
Тӗрӗс калать ӗнтӗ — чӗлхене пӗтересех пыраҫҫӗ шельмӑсем. Шел те, Раҫҫейре демократи пур тесе калаҫҫӗ пулин те, ҫук вӑл. Кашни чиновник хӑйне ӑшӑ вырӑнтан кӑларса пӑрахасран хӑраса ӗҫлет — Мускавра темле арӑш-пирӗш саккун кӑларсан та хирӗҫ чӗнеймест. Кӑларса ҫапас умӗн ҫеҫ вара чӗлхи уҫӑлать. Малтан вара...
Эпир те, ҫынсем, пурӑннӑ чухне епле пурӑнас тетпӗр ҫавӑн пек пурнӑҫа ирттеретпӗр. Вилес умне ҫитсен ҫеҫ пуҫа кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илетпӗр те каҫару ыйтма пуҫлатпӑр...
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Migulaj // 2116.67.6260
2008.11.19 21:14
Чăваш чĕлхине Чăваш республикинче тахçанах ТИСЛĔК вырăнне хураççĕ. Çавăнпа Кремль чăвашсене тата та хăвăртрах МАНКУРТа кăларасшăн. Вырăссене вăл ĕçсене тума питĕ нумай вăй хураççĕ: Н.Фĕдоров, нумаях пулмасть çав ĕçсемшĕн вырăссем ăна орденпа паллă тунă, чăваш республикин Аслă канашĕ, çут-ĕçпе культурă министерствисем. Admin халь çеç эсĕ çак япалисене курни мана тĕлĕнтермест.
2008.11.19 21:25
Аçтахар Плотников
Эпĕ халь тин çеç курман :). Эп хыпара комментарилеп. Улшăнмалла пирĕн тесшĕн — капла ĕçлесен ĕç каймасть. Çавна çеç каласшăн.
Migulaj // 2116.67.6260
2008.11.19 21:34
Эсĕ чăвашсене вырăсла ăса кăларасшăнччĕ мар-и?
2008.11.19 22:45
Аçтахар Плотников
Эпĕ-и? Çук. Эп вырăс чĕлхине (чăваш чĕлхипе пĕрле) пĕлсен çын ăслăрах пулнине çеç каласа. Тата тепĕр чĕлхе пĕлсен — тата та ăслăрах пулĕ. Эп вырăс чĕлхине хирĕç мар (вăл чĕлхе çеç) — чăваш вырăсланса пынишĕн пăшăрханатăп.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj