Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Ярославель урамӗ (сӑнӳкерчӗксемпе)

Аçтахар Плотников06.04.2009 10:145913 Пурĕ пăхнă
Астӑватӑр пулӗ, эпӗ сире Ярославль урамӗпе утса тухни пирки каласа парсаччӗ. Ӑна кунта вулама пулать:
http://chuvash.org/blogs/comments/799.html
Ҫав урам тӑрӑх тепре утса тухрӑм. Хальхинче вара — фотоаппаратпа. Малтан анаталла утрӑм пулсан, хальхинче — тӑвалла.
Сӑнӳкерчӗксемпе паллашма сӗнетӗп:

Вӑт, кунта, Воробьев композиторсен урамӗ патнелле — тӗрӗс ҫырма вӗреннӗ.

Смартс ҫурчӗ ҫинче вара темшӗн «ул. Ярослава» пулса тӑнӑ. Ярослава халалламан-ҫке... :)

Кунта та йӑнӑш куҫарман, тӗрӗс ҫырнӑ. Ку ӑҫта тетӗр-и? Леш Смартс ҫурчӗпе юнашар!

Ӗненместӗр пулсан — курӑр, икӗ ҫурт пӗр-пӗринчен аякра та лармаҫҫӗ, урам ятне ӗненсен вара — расна урамсене кӗреҫҫӗ.

Ку 39-мӗш ҫуртах. Юрать-ха пӗр ҫурт ҫине расна ятсем ҫаклатса хуман! :)

Акӑ вӑл — Ярославель урамӗ. Йӑнӑшла ҫырнӑ урам ячӗ ним намӑсланмасӑр миҫе уйӑх, миҫе ҫул ҫакӑнса тӑмасть пулӗ...

Кунта вара тӗрӗс ҫырса хунӑ. Малтан утнӑ чухне асӑрхамасӑр иртсе кайнӑ-ши... Ку вырӑнта тӗрӗс ҫырнине асӑрхамарӑм пек астӑватӑп.

Кӑна вара астӑватӑп. Шӑп та лӑп ҫак ята курсан ман ярам ятне мӗнле ҫырса тухнӑ-ши? ыйту ҫуралчӗ.

Ку ята тӗрӗс ҫырнӑ вара.

Пӗр икӗ-виҫӗ ҫурт ҫинче ярам ятне, ҫурт номерне палӑртманни те тӗл пулчӗ. Пӗрине тин ҫеҫ юсаса ҫӗнетнӗ, теприсем ҫине тахҫанах ҫакма манса кайнӑ пулас.
//Ҫыру ятне ятарласа ҫапла панӑ — унта йӑнӑш ҫук :)
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2009.09.17 12:00
Аçтахар Плотников
Ку сюжета (Ярославель урамĕ пирки) нумай пулмасть чăваш телевиденийĕпе кăтартрĕç тет.
2009.09.17 12:48
Ярославель урамĕ пирки
Расна урам ятне çырни пирки сюжете-и?
2009.09.17 13:50
Аçтахар Плотников
Аха, çавăн пирки. Шăп та лăп Ярославль урамĕн ятне тĕрлĕрен куçарни пирки.
Victor // 4868.1.6482
2009.09.24 13:35
Victor
2009.09.24 17:13
Аçтахар Плотников
Чăвашли çук-ши?

//эх, чăвашĕсем те! Ярослав Мудрыйне пĕлеççĕ, Алмуш, Ылтăнпик ятсене каласан вара пĕрремĕш хут илтнĕ пулĕччĕç ĕнтĕ.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj