Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
 

Reklamo

: Компьютера ЧӐВАШЛАТМА ПУЛӐШӐР!

09.04.2009 13:127923 Пурĕ пăхнăŜanĝi Forigi
Манӑн чӑвашла ҫырас, юлташсемпе хутшӑнас, тӑван чӗлхепе сӑмахлӑхне вӗрентнӗ чух компьютерпа тухӑҫлӑ усӑ курас килет. Анчах ҫак ӗҫе мӗнле туса пымалла-ши? Ӗмӗчӗ пысӑк - пӗлменни чарать.
Чӑваш раскладкине ӑҫтан уҫласа илме пулать?
Мӗнле программӑсем чӑвашла ӑнланаҫҫӗ?
Чӑвашла сайт мӗнле тумалла?

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Анонимла // 1468.85.3355
2009.04.11 23:07
Çак сайчĕ (куçарнă программăсем списокпа) питĕ кирлĕ-ха. Халь хыпара вăхăтра ильтмесен, кайран тупаймăн та :) Эп раскладкине тахçан уçласа илтĕм те, халь пулсан тупаймастăмччĕ-те.
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.14 11:18
Чăвашла ăнланакан тестсен конструкторĕ камăн пур? Ăна ăçтан уçласа илме пулать?
2009.04.14 23:47
тусăмсем пĕлеççĕ
чăваш чĕлхи коммиссийĕн сайчĕ кирлĕ япала!
Анонимла // 2878.4.5876
2009.04.17 14:06
Акă, эпĕ хамах (8-мĕш класра вĕренекен ывăлăм пулăшнипе) чăвашла сайт турăм. Анчах унта чăвашла çырмашкăн тумалли майне пĕлместĕп-ха. Ун вырăнне «Вордра» çыратăп та копи туса кĕртетĕп. Чăвашла çырмалли программăна кам тупса парĕ-ши? Министерство ку ыйтупа пач та ĕçлемест. Вĕсен «çăкри» вĕт-ха вăл! Манăн сайт:http://www.chuvsite.ucoz.ru/. Тест тума пулать унта, анчах хуравсăр. "Школьный конструктор" тестпа лайăх ĕçлет, чăвашлатма та пулать, анчах Интернетра чăваш шрифтне лартмасăр вуламасть.http://www.mixailov.21426s06.edusite.ru/
2009.04.17 15:28
Аçтахар Плотников
>Министерство ку ыйтупа пач та ĕçлемест. Вĕсен «çăкри» вĕт-ха вăл!
Унăн çăкри мар çав. Вĕсем ачасене вĕрентес енĕпе ĕçлеççĕ. Чăашла çырма май тăвасси — урăххисен явапне кĕрет пулĕ. Хотя вĕсен явапĕ те пулма пултарать...
Анонимла // 3137.82.1153
2009.04.19 17:19
"Унăн çăкри мар çав."
Информаципе наци политикин министерствин çăкри пуль-ха. Анчах чăвашлах вĕренме май паракан технологисене чăваш шкулĕнче камăн ĕçе кĕртмелле? Е пире капла майпа та вырăса кăларасшăн?
Элпи // 3004.53.9023
2009.05.13 15:20
Сăмах май, чăвашла ăнланакан программăсене тата чăваш раскладкине "единый образовательный портал ЧР" портал çине вырнаçтарайратăр-ши? Унта пирĕн пек вĕрентекенсем тăтăшах кĕрсе пăхаççĕ.
2009.05.14 21:58
Аçтахар Плотников
Унта эпир хуçа мар. Хуçисем лартасшăн пулсан — лартчăр. Эпир хирĕçлесе тăмастпăр.
Вĕрентевçĕсем валли ятарлă сайт пур чăвашла — Педканаш ятлă :)
http://pedkanash.chuvash.org
Элпи // 3004.53.9023
2009.05.16 12:33
Пурри пур та, анчах кĕрекенĕсем çукрах.
Сăмах май, ăна кăшт илемлĕрех, вырăсла каласан, яркийтарах тума пулмасть-ши? Кичемрех пек туйăнать.
Унта чăвашла ăнланакан программăсем пулаççĕ-и?
салам // 1321.95.8132
2009.05.24 21:13
Илемлĕрех тăвасси кирлĕ-ши е усăллă пулни-ши? Унта учителе мĕн кирли пĕтĕмпех пур. Программăсем те, экзамен тыттармалли тата экзамена хатĕрленмелли материалсем те, унсăр пуçне Вĕрентÿ министерстви вăл сайта пăхсах тăрать, унта хускатакан ыйтусене, вăйĕ çитсен, татса пама тăрăшать. Çавăнпа та унта кĕрсе хăвăр шухăша калани ĕçе хăвăртлатма пулăшать.
Чăвашла раскладка пирки - унта каçă вырнаçтарма пулать уçласа илме.
Шкул сайчĕсен конструкторĕ пирки: вăл чăвашла ăнланмасть, ан та тăрăшăр. "Чăвашла шрифтсем" лартнин те усси сахал. Сирĕн компьютер çинче вулансан та ытти компьютер çинче вуланнине шантарма çук. Усси çук вăл шрифтсемпе усă курнин.

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj