Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Хура ҫӑкӑра» кӗртсе пӗтертӗм.

Аçтахар Плотников26.12.2009 16:513964 Пурĕ пăхнă
2009 ҫула парӑмлӑ пулас мар тесе ҫак романа кӗртсе пӗтертӗм. Пӗрремӗшне тахҫанах (раштавӑн 5-мӗшӗнче) кӗртсеччӗ, халӗ вара иккӗмӗшне туса пӗтертӗм.
Мӗн калас? Хветӗр Уярӗн «Шурча таврашӗ» романӗпе танлаштарас пулсан ку ман шутпа лайӑхрах. Пӗрремӗш кӗнеки шыв пек вуланать — вулама та интереслӗ. Илпек Микулайӗ пӗрремӗш кӗнекине ман шутпа питӗ лайӑх вӗҫленӗ: пуяс шухӑшлӑ Шерккей хӑй хӗрне Нямаҫа сутать темелле. Пуясси вара пулмасть — Селимене ҫапла хур кӳни пӗтӗмпех кутӑнла пулса тухать. Ӗни тарать, лаши ҫунса каять. 100 тенкӗ укҫи те пӳрчӗ мӗнӗпех ҫунса каять. Юлашки пайӗнче Шерккей ашшӗн мулне тупни те вырӑнлӑ — автор хӑркамҫа унӑн ҫулӗ тӗрӗс мар выртнине кӑтартать.
Иккӗмӗш кӗнеки вара япахрах. Мана автор ӑна малтан ҫырасшӑн та пулман пек туйӑнчӗ. Пӗрремӗш кӗнекин сюжечӗ тикӗссӗн пырать пулсан, иккӗмӗш кӗнекинче вара вӑл унталла-кунталал сиккелет. Вӗҫленессе те паллӑ мар вӗҫленет. Пӗрремӗш кӗнекине автор чунӗ туртнипе ҫырнӑ пулӗ тесе шутлатӑп, иккӗмӗшне вара — хистенипе. Ку ӗҫ-пуҫ мӗнле пулнине пӗлместӗп. Анчах та иккӗмӗш кӗнекине халӑх ыйтнипе (пӗрремӗш кӗнеки килӗшнине пула малаллине ыйтма та пултарнӑ), тата ӑна ҫырнӑ вӑхӑт хӑйӗнне ыйтнине (Тухтар революционерсемпе ҫыхланса кайни ҫавӑнтан килет пулӗ) пула ҫапла калӑпланнӑ пулӗ. (Ку «пулӗ» ҫине «пулӗ» ҫырать тесе ан вӑрҫӑр — чӑн епле пулнине пӗлместӗп-ҫке :) ). Иккӗмӗш кӗнекере хӑш-пӗр сӑнарсем те пӗрре тухаҫҫӗ те кайран вара пач ҫухалаҫҫӗ. Ильяс пирки, ав, шкулти пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӗр сӑмах та ҫук. Тимрук сӑнарӗ те Чӗмпӗрте ӑна Тухтар пулӑшнӑ хыҫҫӑн пачах та ҫухалать. Шерккейӗ те кӗнеке вӗҫнелле ҫухалать. Таҫтан аякран асӑнни ҫеҫ тӗл пулкалать. Кантюксен кил-йышӗ вара пач ҫухалнӑн туйӑнать — автор вӗсене кӗнеке пуҫламӑшӗнче асӑнать те кайран вара шарламасть те. Пикмӑрсана тӗрмене тытса кайнӑ пӑтӑрмаха та хутшӑнмаҫҫӗ.
Вӑт ҫапла ман асра юлчӗ ку кӗнеке.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj