Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: «Капкӑн» та лайӑхланнӑ

Аçтахар Плотников31.01.2010 11:173779 Пурĕ пăхнă
Ӗнер кӑҫалхи «Капкӑнӑн» пӗрремӗш кӑларӑмне илтӗм. Хӑшӗ-пӗри ӑна алла маларах та илнӗ пулӗ (ҫынсен аллинче ытларикунах курнӑччӗ) — «Чӑвашпичет» киоскне вара ӗнер ҫеҫ ҫитнӗ.
Мӗнех, кӑштах лайӑхланнӑ. Мана ку журналта уйрӑмах анекдотсен куҫӑрӑвӗсем килӗшместчӗҫ. «Пире каять» тесе куҫӑрнӑ пек туйӑнатчӗ. Анекдочӗсене тӳрреммӗн, чӑваш шухӑшлавне тӗпе хумасӑр куҫарнӑран хӑш-пӗрисене ӑнланма та май ҫуккӑччӗ. Ара, эпир вырӑс чӗлхине те пӗлетпӗр-ҫке! Куҫаран вара анекдотне — ун хыҫҫӑн тин мӗнрен кулмалли сисӗнме тытӑнать. Пулса тухать вара — тексчӗ чӑвашла пулин те ӑна вырӑсла вуламалла иккен.
2010 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи кӑларӑм вара ку енӗпе улшӑнса тӑрать. Кулӑшӗсене вуласа ӑнланмашкӑн вырӑсла куҫарма кирлӗ мар.

//ку номерӗ 1500-мӗш. Юбилейлискер. Тен, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӑлармашкӑн лайӑхрах тӑрӑшнӑ? Нарӑсӑнне пӑхӑп-ха кайран.
//ҫитменлӗхсем пачах та ҫук мар теесшӗн мар эпӗ. Вӗсенчен пӗри — кӑларӑмӑн вӗҫӗнчи страницинче календарь тӑрне 6 тигра ӳкерсе хуни. «Хресчен сасси» издательство ҫурчӗ кӑларакан хаҫат-журналта чӑвашлӑх ҫине таянни сисӗнмест ҫав. Чӑвашлӑх туйӑнтӑр тесен 7-мӗшне ӳкерсе хумаллах пулнӑ пулӗ?
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj