Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
 

Reklamo

Астăвăм ытамĕнче: Астӑвӑм ытамӗнче

Астăвăм ытамĕнче21.08.2026 08:23106 Пурĕ пăхнă

„На пороге памяти/Астӑвӑм урати ҫинче“ — ҫак ятпа Виталий Станьялӑн ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Автор ӑна чӑвашла «Астӑвӑм урати ҫинче» тесе ҫырнӑ, тем килӗшӳллех мар пек, эпӗ «Астӑвӑм ытамӗнче» тейӗттӗм. Хӑй шучӗпе тата сахал тиражпа кӑларнӑран вӑл мана тивӗҫейӗ-ши тесе тӑраттӑм: манман иккен хӑйӗн вӗренекенне, палланӑ ҫынсенчен, пӗрремӗш страницӑра темиҫе сӑмах ҫырсах, мана валли пӗр экземплярне парса янӑ.

Виталий Станьял чи малтан - вӗрентӳҫӗ, унтан – журналист, литература тӗпчевҫи. Вӑл поэт, сайра-хутра сӑвӑ калӑплакан сӑвӑҫ мар, чӑн-чӑн поэт, писательсен нимле пӗрлӗхӗнче те тӑмасть пулин те. Виталий Никитин-Станьял – ученӑй, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пулас учительсемпе журналистсене вӗрентнӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инситутӗнче пай пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

«Эпӗ ватӑ таврапӗлӳҫӗ», «Эпӗ ватӑ ҫилҫунатҫӑ», - ҫапла калама юратать Виталий Петрович. Ҫак сӑмахсенче унӑн пӗтӗм ӗҫлӗ кун-ҫулӗ курӑнса тӑрать. Иртнӗ ӗмӗрте 20-30-мӗш ҫулӗсенче аркатса тӑкнӑ «Тӑван тавралӑха тӗпчекенсен обществи» ӗҫне 1980-мӗш ҫулсенче чӗртсе тӑратма пултарнишӗн чунтанах савӑнать. «Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ» ятлӑ вӑл. Миҫе шкул ачи, миҫе студент таврапӗлӳпе хавхаланса мӗн тӗрлӗ сумлӑ ӗҫсем пурнӑҫламарӗҫ-ши? Эпӗ хам, унӑн вӗренекенӗ пулнӑ та, «Тусӑм эсӗ, тусна, тусна аса ил» (Валентин Урташ кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ), «И.Я. Яковлев тата Вӑрмар ен» кӗнекесем кӑлартӑм. Вӗсене асӑрханӑ иккен Виталий Петрович, тишкерӳллӗ тӗрленчӗксем ҫырса хӑйӗн кӑларӑмне кӗртнӗ. Паллах, эпӗ те куншӑн чунтан савӑнтӑм.

«Астӑвӑм ытамӗнче» кӗнекере виҫӗ пай: 1. Кунсем тата туссем. 2. Станьял архивӗн ҫӳлӗкӗнчен. 3. Кун кӗнекинче ҫырнисемпе шухӑшӑмсем. Вӗсенче - куллен ҫырса пынисем, рецензисем, тӗрленечӗксем. Кӑларӑм самаях хулӑн, пурӗ - 457 страница. Формачӗ те пысӑк – 70Х100 виҫеллӗ. Кунта вырӑсла текстсемпе пӗрле чӑвашлисем те самаях.

Виталий Станьял – шухӑшлавҫӑ, философ. Тӑван халӑх пурнӑҫне – иртнине, хальхине, пулассине – тарӑн тишкерсе малашлӑ пӗтӗмлетӳсем тӑвать. Хӑй калас тенине хӑюллӑн пӗлтерет тата… вулакана ӗнентерет. Кашни шухӑшлавӗнче тӑван халӑх шӑпишӗн, тӑван чӗлхемӗр пуласлӑхӗшӗн чӑнтан пӑшӑрханнине-ҫуннине туятӑн.

«…Шел, Чӑваш наци конгресӗ 39-мӗш саккуна – нацисен регион компонентне чикӗлесси – асӑрхамасӑр юлчӗ. Тутарстан ҫеҫ сахал йышлӑ халӑхсен интересӗсене аван хӳтӗлет.

39-мӗш саккун вӑл вӗрентӳпе нацисен регион компонентне улӑштарасси пирки. Ӑна 2007 ҫулта йышӑннӑ. Вӑл урӑх халӑхсен (инородецсен) историпе культурине шкулсенче вӗрентессине хӗсме май парать. Учительсем ку саккуна пӗлмеҫҫӗ. Сехетсем сахалланине кура кӑмӑлсӑрлӑхне палӑртаҫҫӗ ӗнтӗ. Чӑнах та, вӗренӳ сехечӗсене чакараҫҫӗ, халӑх культурине вӗрентессине директорсен аллине панӑ - вӗрентетӗр-тӗк – вӗрентӗр, вӗрентес килмесен – ан вӗрентӗр, сехетсене географсене, историксене парӑр!

Уйрӑм предмет – халӑх историйӗпе культури пурччӗ вӗт. Учительсем наци культурине вӗрентме хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, сасартӑк типпе тӑрса юлчӗҫ. Тӗлӗнмелле вӗт!» (43 стр.)

«… Ман шутпа, ачасене шухӑшлама, ӑнланма ҫӑмӑл: ӗҫ-хӗл - ӗҫпе ҫыхӑнни(сказуемӑй), ылмашят – ята ылмаштарни (местоимении), палӑртӑм(определении)… Пӑхӑнчӑк хӑравҫӑсем тӑван чӗлхене те, ашшӗ-амӑшне те 30-мӗш ҫулсенче сутса яма пуҫӑннӑ, ХХ1 ӗмӗрте те ҫаплах. Чӗлхене (халӑха та) ҫавӑн чухнех хӗстерме пуҫланӑ, халӗ те хытах тӑпӑлтараҫҫӗ.

…Чӑваш чӗлхин шӑпине чӗлхене пӗлмен ҫурма вырӑс депутатсем «саккунлатма» хӑтланаҫҫӗ, вӗсемпе тара тынӑ «чӗлхеҫӗсем» килӗшеҫҫӗ. Ҫапах та чӗлхе нумайччен пурӑнма тапаланӗ-ха. Чӗлхепе халӑха уйӑрма ҫук!» (115 стр.)

Ку шухӑшлавсем чӗлхемӗр пирки-ха, халӑхӑмӑр пурнӑҫӗнчи ытти ҫивӗч ыйтусене хускатакан тӗслӗхсем те пур, калӑпӑр, чӑваш интеллигенцийӗн тивӗҫӗ, общество аталанӑвӗ, ҫӗршыв ертӳҫисен патшалӑх аталанӑвӗшӗн тӑвакан утӑмӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗ тата ытти те. Нумай ыйту шухӑшлаттарать Станьяла. Тӗслӗхрен, тинтерех пичетленсе тухнӑ кӗнекесене хаклани, тишкерни. Ахаль вулакана та, автора та питӗ те интереслентерӗҫ вӗсем: критик лайӑхине лайӑх тет, ӑшӑх япала пирки тӳррӗн кастарать, сӗнӳсем парать (Улька Элменӗн «Упраймарӑм сана», 156-159 стр., Г.Л. Васильевӑн «Акрамовская волость в истории Чувашии», 146-149 стр., «Олег Прокопьевӑн сӑввисем», 163-165 стр. тата ытти те).

Паллах, кӗнекери кашни пай пирки тишкерӳ хайлама пулать. Эпӗ Виталий Станьял кӗнекинче Тутарстан чӑвашӗсемпе ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр вырӑнсем пирки ҫырӑп.

94-96 страницӑсенче 2025 ҫулта Шупашкарта «Перфектум» типографире пичетленсе тухнӑ «Вилнӗ хыҫҫӑн наградӑланӑ. Чӗрех» ятлӑ кӗнекене тишкерсе хаклать. Кӑларӑма Совет Союзӗн Геройне Семен Васильевич Коновалов танкиста халалланӑ. Мӗншӗн-ха ҫак кӗнекене уйрӑмах асӑрханӑ Виталий Станьял? Чӑваш Республикинче Тӑвай тӑрӑхӗнче Анаткас Тушкилте хресчен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ паттӑр чӑваш пирки таврапӗлӳҫӗ-авторсем чӑнлавсемпе тулли, иллюстрацисемпе, сӑнӳкерчӗксемпе пуян кӗнеке хатӗрлеме пултарнӑ. Типографире лайӑх калӑпланӑ ӑна, илӗртӳллӗ пичетлесе кӑларнӑ. Виталий Станьял авторсен ӗҫне аванпа хаклать, уйрӑмах архивсенче, музейсенче нумай ӗҫленине палӑртать. Паттӑрӑн тӑванӗсемпе курнӑҫса калаҫса паха материалсем тупнине ырлать. «Кӗнеке Семен Коновалов паттӑрлӑхӗ пирки фильмсенче, хаҫат-журналсенче, Интернетра тӗрлӗрен ҫырнине, шухӑшласа кӑларнине, тӗрӗсмарлӑха хуплать. Ҫапла пулмалла та. Истори чӑнлӑха ҫеҫ юратать,» - тет рецензент. Ку кӗнеке тӑрӑх журналист-таврапӗлӳҫӗсен нумай вӗренмеллине те палӑртать.

Эпӗ чӑваш халӑх писателӗ Хветӗр Уяр ҫырнисене нумай вуланӑ: ҫулҫӳрев очеркӗсем питӗ килӗшеҫҫӗ; чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхӗ пирки ҫырнисене, вырӑс писателӗсем чӑвашсем ҫинчен каланисен пуххине вулама интереслӗ; паллах, «Шурча таврашӗнче», «Таната» романӗсем те асра.

2023 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче «Тӑван Атӑл» журналра Хветӗр Уяр ҫырнӑ «Саламов пурнӑҫӗ пире мӗне вӗренетет?» эссе пичетленнӗччӗ. Фельетона аса илтерекен хайлав чӑваш писателӗ Саламов кун-ҫулне, пултарулӑхне ҫутатать. Паянхи вулакан кам ҫинчен сӑмах пынине чухлаймӗ, эпӗ те литература аталанӑвӗн 1920-1950 ҫулсенчи лару-тӑрӑвӗпе, писательсен кун-ҫулне сӑнлакан тӗрленчӗксемпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ кам ҫинчен сӑмах пынине ӑнланса илтӗм – Сергей Ялавина сӑнарлать иккен Хветӗр Уяр.

Виталий Станьял чӑваш прозаикӗ, драматургӗ, критикӗ пулнӑ Сергей Ялавина хӑй лайӑх пӗлнине калать. Телекурӑмпа ун пирки передача та йӗркеленӗ-мӗн. Писатель, Тутарстанри Пӑва районӗнчи Кипеккасси ялӗнче ҫуралса ҫитӗннӗскер, чӑваш литературинче 1920-мӗш ҫулсенче палӑрнӑ. Принциплӑ, ҫивӗч чӗлхеллӗ пулнӑ вӑл. Икӗ вӑрҫӑра Тӑван ҫӗршыва паттӑр хӳтӗленӗ салтак пурнӑҫӗ 1950-мӗш ҫулсенче питӗ йывӑрланса ҫитет: хӑй ҫапӑҫу хирӗсенче ҫӳренӗ чухне Шупашкарти хваттерне урӑх ҫынсем йышӑннӑ, ниепле те каялла тавӑрма май килмест – ара, ӑна писательсен ретӗнчен кӑларнӑ, чыс-хисепӗ ҫук - ирӗксӗрех ҫемйипе хӑйсем тӗллӗн хӑпартнӑ пӗчӗк ҫуртра (халӑхра «засыпушка» тенӗскер) пурӑнма тивет. Тӗрӗслӗх шыраса Мускава ҫитет вӑл. Анчах 1961 ҫул СССР писателӗсен литература фончӗн ҫуртӗнчен тухсан, С.Ялавинӑн чӗри тапма чарӑннӑ.

Виталий Станьял Чӑваш халӑх писателӗ Хветӗр Уяр Сергей Ялавина Саламов хушаматпа пытарса кулса-йӗплесе-мӑшкӑлласа ҫырнине ӑнланмасть. «Мӗншӗн писатель Ялавинра начаррине ҫеҫ курнӑ-ха? Ҫав вӑхӑтрах уҫҫӑн критиклеме хӑяйман?» -тет тӗпчевҫӗ.

«Пӳркел шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ» ятлӑ тишкерӗвӗнче Виталий Станьял паллӑ журналистӑн, общество хастарӗн Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнекине тишкерет.

«Тӑхӑрьял» тӑрӑхӗн вӑтӑр виҫӗ паллӑ ҫыннине пӗлет чӑваш тӗнчи. Акӑ халӗ тепӗр писатель хушӑнчӗ», - тет тишкерӳҫӗ.

Виталий Петрович тӑхӑрьялсене хӑй те питӗ лайӑх пӗлет (ЧПУра Н.С. Дедушкин (Элшел), К.К. Петров (Пимӗрсел) доцентсемпе пӗрле ӗҫлени хӑйех мӗне-тӗр пӗлтерет). Тӑхӑрьялта темиҫе те пулнӑ: студентсемпе фольклор практикинче ҫӳренӗ, «Ҫилҫунат» литпӗрлешӳ хастарӗсемпе Теччӗпе Пӑва таврашӗнчи писательсен кун-ҫулне йӗрленӗ. Тӗслӗхрен, 1977 ҫулта Анатолий Данилов (халӗ ЧПУра журналистика кафедрин профессорӗ) студент ертсе килнӗ ҫилҫунатҫӑсем Элшел, Раккасси, Шемек, Пӑрӑнтӑк ялӗсенче пулчӗҫ. Пӳркелӗнче Анатолий Малышев сӑвӑҫ-таврапӗлӳҫӗпе курнӑҫрӗҫ. Эпӗ ҫилҫунатҫӑсен ҫулкӑтартуҫи пулнӑччӗ те, ҫав тӗлпулусене питӗ аван астӑватӑп.

1981 ҫул Виталий Петрович темиҫе студентпа (вӗсен йышӗнче каярахпа хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхи вӗренмелли кӗнекепе кӑтартмӑшсен авторӗ Галина Абрамова та пурччӗ. Шел пултаруллӑ вӗрентӳҫӗн пурнӑҫӗ сасартӑк ир татӑлчӗ. 207 стр.) Элшеле ҫитнӗччӗ. Эпӗ Станьяла хаҫатсенчи сӑнӳкерчӗксенчен паллатӑмччӗ ӗнтӗ, анчах ҫавӑн чухне унпа калаҫма хӑюлӑх ҫитереймерӗм.

«…Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пурне те юрӑхлӑ та кӑсӑк. Шурелсенчен ытларах вӑл аслӑ ӑстрӑмри вулакансене хытах хускатма пултарать. Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ. «Э-э, кун пекки манпа та пулнӑччӗ ҫав теме» пултаратпӑр. Тутарстанри Пӳркел ачисем, тантӑшӗсем, кил-йышӗ ҫинчен сӑмах пырать кӗске калавсенче, Тӑхӑрьял таврипе, историйӗпе, ҫыннисемпе паллаштарать»… «Ачалӑхӑм кӗнекери асра юлакан вырӑнсене ытларах тимлӗх илет тишкерӳҫӗ, вырӑнти калаҫу илемлӗхӗ, сӑнарлӑхӗ пур йӗркесене тӗллесех кӑтартать.

«…Кӗскен – лайӑх кӗнеке ҫырнӑ Константин Малышев. Вӑл пирӗн тапхӑра анлӑ илнӗ. Иртнӗ ҫулсем те, хальхи кунсем те публицист сӑмахӗпех тухнӑ», - тет Виталий Станьял. Ҫапах та тӗл-тӗл «…илемлӗ калавсене тӗплӗ якатни аван», «…малаш ӑрури вулакана илемлӗх енчен хытӑ сӑвӑрнӑ хайлав хӑвармалла», «…ют сӑмахсене илемлӗ хайлава кӗртсе тултарни вырӑнлӑ мар», «…Калавсенче пӑрӑнса, тӑсӑлса кайнӑ тӗлсем сиксе тухаҫҫӗ. Ячӗсене тӗрӗс парӑсӑнччӗ», - тесе тӗрӗсех асӑрхаттарать. Константин Малышевӑн литературӑри пуласлӑхӗ пысӑк пулассине палӑртса хӑварать. (200-202 стр.)

Кӗнекере Тутарстанӑн маттур чӑвашӗсене икӗ-виҫӗ сӑмахпа асӑннӑ тӗслӗхсем тем чухлех. Акӑ:

А.Н. Магарина

Ман таврара паттӑр ҫынсем нумай,

Пӗри – Гагарин, а тепри - Магарин.

Вӗсен ятне ӑшра упранӑ май

Эп хам та халӗ паттӑр евӗр.

16.06.2023.

«Сувар» хаҫата Константин Малышева

«Маттур ача, Кӗҫтук!

Паллаттӑм аҫуна.

Тӗнчемӗр аслӑ чух

Хӗстермӗпӗр чуна!»

16.06.23.

Чӗмпӗрти Николай Казакова

Тавра ӗҫне хускатрӑмӑр пулсан,

Унта пур пысӑк тивӗҫ сан!

23.06.23. (136 стр.)

 

«Час-час ятсене арпаштарма тытӑнтӑм, вӑйсӑрлантӑм тата чаракӑм та ҫук. В.А. Урташӑн «Пурӑнас килет!» поэмине вулатӑп – миҫемӗш хут ӗнтӗ - ача пек нӑшӑклататӑп. Ҫапӑҫу саманчӗсемпе чӑнлавсене вуласан йӗретӗп. Вӗрентӳ кӗнекисенчен, олигарх-капиталистсен витӗмӗпе, сурӑхла пӑхӑнса, Корчагина, паттӑр пионерсене, Краснодон комсомолецӗсене халалланӑ произведенисене, «Пурӑнас килет!» поэмӑна кӑларса пӑрахрӗҫ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ тата Курск облаҫӗнчи лару-тӑру шӑп та лӑп ҫавӑнти ыйтусене ҫӗклеме хистет-ҫке!» (382 стр.)

Тӗрленчӗке вӗҫлесе пынӑ май Виталий Петрович ман пирки хайланӑ тишкерӗвӗнчи темиҫе йӗркене илсе кӑтартас кӑмӑлӑм пур: «Ҫырӑвна тата Валентин Урташа халалланӑ «Тусӑм эсӗ, тусна, тусна аса ил» кӗнекӳне илтӗм, вуларӑм, пухчӑна тӑрӑшсах пӑхса тухрӑм. Кӗтнӗ паха кӗнеке. Чӑваш шӑпчӑкӗн пултару эткерне, вӑрҫӑри, пурнӑҫри синкерне туллин те тӗрӗс кӑтартакани кӗнеке. Ентешӳ ятне чыслӑн хакларӑн, яшлӑхри сӑмахна ҫирӗп тытрӑн. Тав сана, мухтав! Кӗнекере хамӑн ята та куртӑм (Герман Желтухин ҫырнинче), анчах вӗрентӗкре пичетленӗ тӗрленчӗке кӗнекӳне кӗртмен. Ахалех! Унта ыттисем каламаннине калама пултарнӑ! Вӗренӳ программине ҫӗнӗлле турӑм, вӗрентӗке ӑна санпа пуҫласа кӗртрӗмӗр, ентешӳн «Пурӑнас килет!» поэми питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Халӗ Максим Горькие, Александр Фадеева, герой-пионерсене, Урташа вӗренӳрен кӑларса пӑрахнӑ. Чӑваш сӑмахлӑхне кӗҫех шкултан та, пурнӑҫран та сирпӗтес теҫҫӗ тӗнче либералӗсем. Вӗсен В.А. Урташ ҫырнисен тулли пуххине кӑларас шухӑш пачах ҫук…» (383 стр.)

Виталий Станьялӑн «Астӑвӑм ытамӗнче» кӗнеки пур енӗпе те пуян пулса тухнӑ. Хам валли, ҫемье валли, ҫывӑх ҫынсем валли тесе кӑларнӑ пулин те, унӑн тытӑмӗ, хайлавсен шухӑш-малашӗ (идейи), авторӑн ҫырас мелӗ, сӑмах пуянлӑхӗ, ытарлӑ ҫаврӑнӑшсем вулакан ӑнне ҫавӑрса илме пултараҫҫӗ. Кун кӗнеки-и, тишкерӳсем-и, ҫырусем-и, экспромт сӑвӑсем-и – илемлӗ калавсен ярӑмӗ пек вуланаҫҫӗ.

 

Василий Цыфаркин, Чуппай ялӗ

Сӑнӳкерчӗкре: студент Василий Цыфаркин пӗчек ҫилҫунатҫӗсемпе В.П.Станьял пӳрчӗ умӗнче (1984).

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj