Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ÇăлтăрчăксемЙăмраллă ялХĕрлĕ тюльпанСана ҫырма сӑмах ҫитетКатӑлнӑ уйӑхСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеКушкă ачи

«Тем çинчен — тем çинчен те калаçăттăм...»


Тем çинчен — тем çинчен те калаçăттăм эпĕ санпа —

Ахаль çеç куçунтан тинкерме те май çук.

Çуркунне те çӳретĕн такам кӳрентернĕ сăнпа,

Çăмăлттай çил ачи пек — пулман калаçу.

 

Ман каяс-им таçта улах ту тăррисем шырама,

Макăрма ят хуман чечексен мĕлкинче?

Ассăрла йăл кулса ăнсăртран хам сăна паллама

Тӳпе евĕр çавра кӳлĕсен куçĕнче?

 

Тем çинчен, тем çинчен те калаçăттăм эпĕ санпа.

Нихăçан туйăнман сисĕм-туйăм çинчен.

Эп хаваслă асамçă пулайăттăм кăмăлăмпа,

Кăчăр-кăчăр шăнпа тек çӳремĕн пĕччен.

Ӳкĕнместĕп


Пулаймарăм шап-шурă чарлан.

Вĕçеймерĕм сывлăша касса.

Чунăмçăм, тархасшăн, ан хурлан,

Пурнăçа ирттермĕпех асса.

 

Пулаймарăм йĕплĕ кĕл чечек.

Чикеймерĕм вăрттăн тăшмана.

Ӳкĕнместĕп, пур-ха ман тĕрек.

Чулпа пемĕп, пемĕç-ха мана.

 

Пулаймарăм муллă çын. Тивлет.

Путаймарăм пылпа çу ăшне.

Чысăмра ыр ятăм — Амулет,

Сирсе ярĕ йĕксĕк пăсташне.

Ҫуркунне


Сар хĕвел вут сапан урхамах утланать,

Çӳл тӳпе анипе ташласа çаврăнать,

Ăшшине шухă çил катаччи чуптарать.

Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере - çуркунне.

 

Кайăк хур сас парсан «вунтăваттă çапать»,

Юханшыв — чăх чĕппи — пăр хуппа шăтарать,

Хĕвеле тав туса çунатне яр! сарать.

Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.

 

Яш тирек карăнса шăм-шакне вылятать,

Хурама каçăрлать, курпунне пытарать —

Сĕм вăрман вăранса ыйхине хăвалать.

Ку йăлтах çуркунне. Чĕрере — çуркунне.

Вырмара


Ĕç пуçланчĕ. Ĕнер çеç мĕнпур хăйĕн тинĕслĕ талккăшĕпе хумханса ларнă ыраш темиçе кĕтесрен хурăç çĕççи айне пула пуçларĕ.

— Хăмăта улăштарас пулать, — каларĕ Еремеев, политпай начальникĕ. — Капла çӳресен эс кăнтăрлаччен лашана йĕркерен кăларатăн. — Бригадир, — бригадир патнелле çаврăнчĕ вăл. — Мĕнле çак вак-тĕвексене те йĕркелеймен-ха?

Бригадир пĕр жнейка патĕнчен тепĕр жнейка патне чупса пычĕ. Вăл Еремеев мĕнле йĕркесĕрлĕх çинчен каланине тĕплĕн ăнланмарĕ пулсан та ун çинчен ыйтса тăмарĕ. Сӳсменĕ хăй вырăннех ларайман лаша умĕнче аптăрасарах тăракан колхозник çине лаша кăкри тĕлне пăхрĕ те Еремеев куçне мĕнле йĕркесĕрлĕх лекнине çавăнтах сисрĕ.

«Мĕнле апла? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл лаша умĕнчи колхозникран куçпа анчах, — каç анчах сӳсменсене тăхăнтарсах тепĕр хут тĕрĕслерĕмĕр-çке».

— Вот çапла, Иван Кирилчă, — алăсене сарса ярса каларĕ лаша умĕнчи колхозник.

— Каçпа та чиперехчĕ сӳсмен. Паян ир-ирех тухса тĕрĕслерĕм. Ун чухне те хăй вырăнĕнчехчĕ. А... кӳлес умĕн такăш мурĕ улăштарса кайнă ман сӳсмене.

— Халех туп сӳсмене. Срук — виçĕ минут. Тупсан çавăнтах мана пĕлтер. Мăшкăл.

Малалла

Юрату черкки


Юрату шерпечĕ ĕçнĕ çут черкке

Çĕмĕрĕлчĕ, ним тума çук, ăнсăртран.

Ун чухне-ха эп — чипер, эс — чиперкке, —

Тĕшмĕш тенинчен эпир пач хăраман.

 

Пурнăçра шурă-хура йĕрсем нумай,

Маларах вĕсем çинчен пĕлме пӳрмен.

Туйăмсем сивĕннине туйса пĕрмай

Уйрăлу саманчĕ çитрĕ, çак — термен.

 

Кам шутланă юрату арканасса

Çапла хăвăрт, шеллемесĕр, тупата.

Тĕшмĕшĕн тĕп авăрне çаклансанах

Çĕмĕрĕлчĕ пуль черкке пирĕн ята…

Ҫылӑх


Этем çылăхпала-мĕн çуралать.

«Çветтуй», — тесе калаççĕ, ан ĕненĕр.

Мехел çитсен шурри те хуралать.

Ĕмĕр иртет-и? Ирттĕр, ан хĕрхенĕр.

 

Шуралать çӳç пĕрчи. Пиртен ыйтмасть.

Пĕр йăнăш хыççăн тепĕрне тăватпăр.

Кам чĕрĕ мар, паллах, вăл йăнăшмасть.

Вĕсем çинчен начар та калаçмастпăр.

 

Эпĕ те, эсĕ те, тепĕри…

Тен, çылăхлă çут тĕнчене килнишĕн.

Йĕрет çурта, Тур амăш кĕтесри,

Тасалăхпа ыркăмăллăх вилнишĕн.

 

Çав усала çĕнтерĕ каçару,

Ыйтма пĕлсен мăнкăмăллăх тĕп пулĕ.

Таса çăлкуç пек ырă пуçару,

Чĕресене кĕрсе вырнаçса юлĕ.

 

Этем çылăхпала-мĕн çуралать…

Пĕлсе тăрсах вăл йăнăшать те пулĕ.

Хăй чунĕнче Чиркӳ вăл купалать…

Сисмесĕрех ун татăлать кун-çулĕ.

Ват асатте


Хĕрĕх пĕрремĕш çул —

Ытла хăрушă çул.

Вăрçă пуçланнă çул

Аса килет мĕн чул...

 

Пирĕн ват асаттесем,

Пирĕн ват асаннесем

Тăватă çул хушши

Курман хĕвел ăшши.

 

Вутлă-юнлă вăрçăра

Тăхлан пуля шăхăрнă,

Нумай-çке юн юхтарнă,

Нумай хула кĕлленнĕ.

 

Манăн ватă асатте

Пулнă çакă вăрçăра.

Астăватăп халĕ те,

Хаш сывлатчĕ вăл ăшра.

 

Вăрçăн йывăр çулĕсем,

Тертлĕ хуйхăллă кунсем

Санăн питӳ-куçунта,

Чĕрери суранунта.

 

Ас илсен çав кунсене

Чуну сан хурланатчĕ,

Куçунтан вĕри куççуль

Пăт-пат, пăт-çке юхатчĕ.

 

Ĕмсе юлнă çав тăшман

Санăн çамрăк вăй-хална.

Эс яш ĕмĕрне курман,

Çырлана эс çӳремен.

 

Ман çĕре эс пăшалпа

Хӳтĕленĕ тăшмантан.

Эс тухнă çулăм витĕр,

Сывă юлнă çав вутран.

 

Ват асатте сăнарĕ

Халь те манăн асăмра,

Унăн орден-медалĕ

Упранать шкатулкăра.

 

Малалла

Ҫумӑр ташши


Хăнтăр-хăнтăр-хăнтăр! аслати кĕрлет,

Пăнтăр-пăнтăр-пăнтăр! кĕвĕ илтĕнет.

Аслатийĕ умĕн çиçĕмĕ çиçет,

Кĕвĕпе пĕрле ман чунăм çĕкленет.

 

Пăнтăр-пăнтăр-пăнтăр! кĕвĕ илтĕнет,

Кĕвĕпе пĕрле ман чунăм çĕкленет.

 

Шăпăр-шăпăр-шăпăр! çумăрĕ çăвать,

Тăпăр-тăпăр-тăпăр! халăхĕ ташлать,

Çумăрĕ иртет пуль — тӳпе çуталать,

Сирĕнпе пĕрле чух кăмăлăм тулать.

 

Тăпăр-тăпăр-тăпăр! халăхĕ ташлать,

Сирĕнпе пĕрле чух кăмăлăм тулать.

 

Шăнкăр-шăнкăр-шăнкăр çумăр шыв юхать,

Йăлтăр-йăлтăр-йăлтăр хĕвелĕ кулать.

Юлташăм, тăванăм кĕреке пухать —

Кулянса çитет пуль, савăнас пулать.

 

Йăлтăр-йăлтăр-йăлтăр хĕвелĕ кулать —

Кулянса çитет пуль, савăнас пулать!

Юратупа кĕвĕçӳ


Аслă шкулта медицина факультетĕнче вĕренекен ывăлĕ сасартăк каçсерен ĕçлеме юлма пуçласан малтанласа савăнчĕ хĕрарăм. Анчах та амăш чĕри çак хыпара темшĕн лăпкăн йышăнас темерĕ. Мăшăрĕ ĕçлесе илекен укçа килти тăкаксене саплаштарма та, виççĕмĕш курсра вĕренекен ывăлне паркалама та çитсе пырать. Хăй те, Рената Васильевна, нумаях пулмасть çеç ĕçе çӳреме пăрахрĕ. Тивĕçлĕ канура вăл. Хисеплĕ тухтăра пултарулăхне курах тытса тăчĕç халиччен. Хĕрарăм канма вăхăт, çамрăксене çул памалла текелесе заявлени çырма васкарĕ. Упăшки те унăн, Алексей Леонтьевич, тухтăр. Хулари паллă ревматолог. Вĕсен юратăвĕн историйĕ вара хăйне уйрăм калаçу.

Хĕрарăм валли килте куллен ĕç пур. Каçхи ĕçсене пĕтерсен Рената кĕнекесем хушшинче тирпейлĕн упранакан пĕчĕк арча патне кармашрĕ — паянхи ĕçе ырана хăварас мар тесе хваттерĕшĕн тӳлеме укçа илесшĕнччĕ вăл. Уçрĕ те — тĕлĕнсех кайрĕ: арча пушă! Тамаша, упăшкипе иккĕшĕ темиçе çул хушши майĕпен пухса пыракан укçа ăçта кайнине ниепле те ăнланаймарĕ вăл. Тăрук пăлханнипе ури вăйĕ кайнине туйса илчĕ. Пукан çине вăхăтра ларса ĕлкĕреймен пулсан тем курнă пулĕччĕ-и, тен. Шухăша путса тайăнчĕ хăтаруçă пукан çумне.

Малалла

«Эс килес сукмак ытла та ансăр...»


Эс килес сукмак ытла та ансăр,

Тĕм ĕшеннĕн путнă ыйăха.

Хĕвеле кĕтсе илетĕп сансăр,

Сансăрах ăсатрăм уйăха.

 

Кун килет те çĕр килет — ылмашлă.

Санпала та, сансăр та çапла.

Эп пĕлетĕп, эс — кунпа юлташлă,

Эп çĕрпе юлташлă пуль апла.

 

Шăпчăксем шăнса сасне çухатнă.

Тен, пăрланĕ çăл та çĕр каçа.

Юриех такам килсе тухатнăн —

Каç куна тытасшăн, кун — каçа...

■ Страницăсем: 1... 99 100 101 102 103 104 105 106 107 ... 796