Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӑшӑ ҫумӑрТăм ӳкнĕ ирАсамат кӗперӗ сӳничченАслă халалХурапа шурăАтте пилĕСалампи

Иккĕмĕш юмах


Аннене асăнса

 

Хĕрес-хĕрес лараççĕ

вĕлтренĕн тĕмĕсем.

Сасартăк арпашаççĕ —

сасартăк çил килсен.

 

Курнаççĕ тĕксĕм хăмăр

çуртсем шыв леш енче.

Хирте утать ман йăмăк,

таçта васкать пĕччен.

 

Каçать вăл рельса урлă,

утать сукмакпала,

сăрт-ту çамки — шур юрлă,

ун хыçĕнче — хула.

 

Сасартăк эп юлатăп

пĕччен, пĕччен, пĕччен.

Эп çил çулне сăнатăп

вĕлтрен чӳхеннинче.

 

Çапла куçа илмесĕр

сăнап çак тĕмсене —

ула-чăла, илемсĕр,

йĕпе çулçăсене.

 

Сасартăк ăнланатăп:

эс çук, эс çук, эс çук.

«Анне», — тесе калатăп

ача пек, — эс çук чух...

 

Сана хуллен чĕнетĕп

чĕнме май çук тĕлте.

Çил чупнине итлетĕп

пĕччен йĕпе хирте.

Юр


Кантăксен ку енчи чечексем

сасартăк шăпланчĕç

юр çывăхра пулнăран.

 

Ман енне йăл кулса тинкерсем, —

ма тесен эп санпа ытлашши калаçмастăп,

эпĕ калатăп:

юр, куç харши, хунарсем, çил-тăман.

 

Ман аллăмсем лăпкă-лăпкă,

аякра-аякра.

Кантăксен харшисем,

шур хутран васкамасăр касса тунă евĕр,

курăнаççĕ чипер.

 

Вĕсен леш енче, хунарсем тĕлĕнче,

юр çаврăнать —

манăн ачалăхăмра чӳхенме пуçласа

çак куна çитнĕскер.

 

Çаврăнĕ вăл чарăнмасăр

эс çĕр çинче пур чухне.

Санпа çĕр çинче эп калаçнă чухне

çаврăнĕ вăл чарăнмасăр.

 

Тĕлĕкре мар, чăнласах

куртăм-и эпĕ таçта çакă шур хĕмсене?

Куртăм, — вара хупрăм куçа,

куç тĕкĕпе витрĕм эп куçсене, —

 

Шур хĕмсем çаврăнаççĕ

умра çав-çавах, —

эп чараймастăп

вĕсен вăййине.

Слакпуçĕнче


Иванов çуралнă ял,

Чапа тухнă ял — Слакпуç,

Ыр сунса пире, кал-кал

Кĕтсе илтĕн.

Тавтапуç.

Поэта кунта манмаççĕ.

Янăрать ку чухнехи

Пурнăçпа телей мăнаçĕ —

Вилĕмсĕр чăваш чĕлхи.

Ĕпхӳре


Ĕпхӳ хули.

Пуçламăш хут

Йĕрлет ура ун асфальтне.

Утатăп та, пуçра пĕр шут:

 

Ăçта кĕрес-ши?

Кам патне?

 

Кунта çитни пулман йăхра.

Çук тус та, çывăх паллашни.

Апла, тен, пушшĕ лайăхрах:

Пур çын — пускил,

Юлташ - кашни.

 

Хула илет хăй ытамне

Пĕр тиркемесĕр, тăванла.

Таса чунпа тух ун умне,

Сăнна-пуçна та аванлат.

 

Куçса пĕтми авто е трам.

Çынсем —

Терши е урашши —

Кумлаççĕ. Илтĕнет салам:

— Пит лайăх.

— Хорошо.

— Якши.

 

«Кĕнекесем» —

Çĕн магазин.

Сайфи Кудаш.

Карим.

Тукай.

 

Юнашарах палланă çын, —

Ку пирĕн Петĕр Хусанкай.

Кунта татах поэт куран —

Кунтах Ухсай, Шавли Стихван.

 

Васкать хула хăй ĕçĕпе.

Шур пĕлĕтсем — çилхеллĕ ут.

Кур, Салаватăн хĕçĕ пек

Шур Атăл кукăрĕ çап-çут.

 

Сехет иртмерĕ, ман чĕре

Яланхи пек юрлать çемçен.

Ăçта ирттерĕп кĕçĕре?

Эп шутламастăп ун çинчен.

Каҫӑр Уҫӑп


Ялта та çаплах чĕнеççĕ ăна: «Каçăр Уçăп», — теççĕ.

Каçăр Уçăп вăл чăнах та каçăр, вăрăм çын. Утнă чух вăл вара яланах пуçне каçăртса, кăкăрне мăкăртса çурхи хур аçи пек утать.

Каçăр Уçăп пĕрре вăрмана кайнă. Лашипе пĕртан утса пынă пулнă. Лаши начартарахчĕ. Уçăп лашипе утса пынă вăхăтрах лашинчен иртнĕ, кайнă, хăй те асăрхайман. Яла çитсе кĕнĕ чух Уçăп:

— Но-оо, утарах пар! — тесе çавăрăнса пăхнă.

Анчах Уçăпăн лаши ниçта та курăнман. Уçăп маларах кайсан, лаши урăх çулпа уттарнă пулнă.

 

* * *

— Эс мана паян ан çиллентер, — терĕ Çĕнĕ çул кунне ирхине Уçăп арăмне.

— Ăçтан калама пĕлтĕн куна, ачам? — терĕ арăмĕ Уçăпа хирĕç йăвашшăн.

— Ара, Çĕнĕ çул кунне çилленсен, çулталăкĕпех çилленсе пурăнать, теççĕ те...

— Э-э-э, Каçăрма! — терĕ арăмĕ çавăнтах асăрхамасăр.

— Каларăм вĕт шуйттан карчăкне. Ярса тытсан пĕрре... Тьфу!

Анчах Уçăп çавăнтах Çĕнĕ çул кунхине аса илчĕ те, арăмĕ çине сулахай куç хĕррипе пăхса:

— Эй, Ваççили атте, каçар! — тесе хăй çине хĕрес хурса илчĕ.

Малалла

Аннене асăнса


Тăван çынсем ак пурнăçран каяççĕ,

кайран ăçта тĕл пулăн вĕсемпе?

Вĕсем пире мĕн виличчен паллаççĕ,

ятпа чĕнеççĕ — ĕмĕр чĕнес пек.

 

Кайран ăçта тĕл пулăпăр, тăванăм?

Çак çĕр çинче эпир пĕрле чухне

куллен-кунах сана курса йăпанăп,

халь вăхăт пур... Мĕн пулĕ малашне!

 

Çынсем-çке-ха... Çынсем пек курăнар-и,

çынсем пулса, çынсенĕн чĕлхипе

пĕрне-пĕри чĕнсе, савса юлар-и,

çыврар, тăрар халь çĕр вăхăчĕпе.

 

Çак вăхăт саншăн улшăнсан, этемĕм,

эс çын пулма сасартăк чарăнсан

шăпланăп та эп сасă çитереймĕп

илтме те, ăнкарма та пăрахса.

 

Сан хавалу вăл халĕ — çын хавалĕ,

кайран ăçта тĕл пулăп эп ăна?..

Чунра ман халăх, тупсăм пек, çуталĕ,

çав çутăра эп курăп сан сăнна.

«Юр ӳкрĕ çĕр çине пĕр си...»


Юр ӳкрĕ çĕр çине пĕр си.

Шап-шурă хирĕн варринче

пас тытнă хăмăлăн пусси

утрав пек курăнать чечен.

 

Таса сив сывлăш пухăнать

халь хăмăл хăвăлĕсене.

Машина çăвĕ хуратать

çӳхе шоссе хĕррисене.

 

Кăштах кăна витĕннĕрен

тăпра муклашкисем чăпар.

Шăпланчĕ ахрăмăм хуллен,

сас-чӳсĕр кун та-са, уяр.

Çĕнĕ тинĕс


Çурхи çилпе канаш туса

Чупать вакун:

Ка-

наш. -

Ху-

сан.

Чуна пĕр ĕмĕт ыталать —

Курас килет Мăн Атăла.

Шутлатăн: тепĕр сехетрен

Çуталĕ куç тулли хитрен.

Ак... тĕлĕнсе каях шалттин эс:

Вăрман арки вашт уçăлать,

Шыв ик енчен хĕсет çула.

Умра çиçет хĕвеллĕ тинĕс.

Пĕр ушкăн çамрăк хурăн, ав,

Ейӳ патне васкать вăййа.

Ăçтан чаратăн яш вăя —

Тӳрех шыва кĕрет хунав,

Çур тăхăнтартнă çĕн кĕпе

Шăп пилĕк таранах йĕпе.

 

Лаштра юман, ан хуйхăр тин эс, —

Кĕç сан патна та çитĕ тинĕс.

Хăватлă Атăл таппинче

Ман халăх ăсĕ, вăйĕ, ĕçĕ,

Çавна пĕлтернĕн шыв çинче

Хумсем чупаççĕ вĕçе-вĕçĕн.

Çăхан


Хырăмĕ выçсан, Çăхан

Илтнĕ, тет, хыпар таçтан:

«Пĕр хресчен кĕлетĕнче

Тĕплĕ çимĕç — çур тĕнче!

Çиес килсен — çимелли,

Ĕçес килсен — ĕçмелли», —

Катаранах çав кĕлет

Çăхана пит илĕртет.

«Эх, ырă-çке, ырă-çке.

Ман ĕмĕтре — çĕн ĕçкĕ!» —

Тесе сăмах хучĕ те

Вĕçтерчĕ хăй кĕлете.

Ак унта кĕрсе каять,

Урлă-пирлĕ пăхкалать.

Тупаймасть вăл кирлине,

Салатать йăлт тыррине.

«Ай-яй, йĕксĕк çыннисем

Улталарĕç, — тет Çăхан. —

Хăйсен те чăх-чĕпĕсем

Ырă кураймĕç манран».

 

* * *

Нумая хапсăнакан —

Чăннипех те вăл хантар.

Пур-ха, пур ун пек Çăхан —

Нумай та мар, сахал мар.

«Пĕчĕк кăна япала

Тултармасть ман кăмăла.

Пултăр, тет вăл, пысăкки,

Пысăкки те лайăххи!»

Вагонра


Пĕр пĕчĕк станцăра пирĕн вагона икĕ çын кĕчĕ: иккĕшĕ те çар çынни.

Эпĕ вĕсен питне-куçне кураймарăм. Вагонра тĕттĕмччĕ, хунар ăшне лартнă çурта такăнса ӳкесрен сыхланмалăх çеç çутă паратчĕ.

Çĕнĕ пассажирсем шавламасăр кĕчĕç, çынсене хисеп тăвас кăмăлпа кăшт çеç илтĕнмелле калаçса, ман çывăхра ирĕк вырăн тупса вырнаçрĕç. Вĕсенчен пĕри, кĕсйинчен çурта кăларса, сĕтел çине çутса лартрĕ. Çавăн чухне тин эпĕ ухсахларах утса кĕрекенни хĕрарăм иккенне асăрхарăм.

Вырнаçса ларсанах калаçма тытăнчĕç. Итлес темен çĕртенех вĕсен сăмахĕ ман хăлхана пырса кĕрет. Калаçасса вĕсем малтанах тапратнă пулас. Хĕрарăм-салтак юлташне хăй темиçе уйăх госпитальте выртни çинчен тата урасăр юласран хăрани çинчен каласа пачĕ. Калаçнинчен ку хĕрарăм-салтак халь килне таврăнма тухни çинчен те пĕлтĕм.

— Германи çĕрĕ çине пусмасăр киле таврăнас мăр тенĕччĕ, телейĕм пулмарĕ, — терĕ вăл. Кун хыççăн ассăн сывласа илчĕ. Унтан хушса хучĕ: —Тантăшсен çырăвĕсене вуланă чух кĕвĕçес те килет, хурланас та килет, анчах ним те тума çук.

Çапла каларĕ те хĕрарăм-салтак, унтан медальне хумалли хĕрлĕ коробкинчен пуç пӳрне пысăкăш тимĕр татăкĕ кăларса, ăна юлташĕ аллине тыттарчĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 132 133 134 135 136 137 138 139 140 ... 796