Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 1
Санпа пулсан, тен, килĕç парăссем,
сарлакаланĕ, тен, çӳлти тӳпе,
каллех çап-çуттăн иртĕç, тен, çилсем
тĕлĕкĕмри çут тинĕс хĕррипе.
Тен, ту çинчи сенкер сулхăнсенче
тинкерĕп эп пулас çулăмсене,
тен, тинĕс хĕрринчи хуласенче
ас илĕп çут хулсен йĕррисене?
Тен, эс çавах маттур, тăван этем,
тен, сан тĕлĕкӳсем вĕри, таса?
Эс ача чух тинкренĕ хăяхсем,
тен, хумханаççĕ ыйăхна татса?
Сана эп ватăлма парасшăн мар,
упрасшăн эпĕ санăн кун-çулна.
Чун çӳллĕшне епле-ши палăртар?
Пĕрле, тен, упраяттăмăр ăна...
Çак çĕр çинче пурăннă чух пире
шухăшпала та уйрăлма çырман.
Ма пĕрле мар? Пĕрле-çке — тĕнчере!
Кун пек вăя ретрен парса тухман.
2
Пире пултарĕ Блок та вăй пама.
Эпир санпа çухалмăпăр нихçан.
Сан ятупа каçарнă эп хама,
эп сансăрăн хама айăпламан.
Çут тĕнчене — сăмах пӳрнишĕн тав.
Вăл пуррипе çак аслă çĕр çинче
Малалла
 Юр хĕвет... Çак ик сăмахăн
лапкалахĕ пур:
çĕрĕпе, ирччен, вăраххăн
тем юрлать пек юр.
Юр хĕвет... Тултан, — туятăп, —
шăнтнă пек хĕве.
Çĕрепе ăшра калатăп
лăпкăн: «Юр хĕвет...»
 Ах, çĕрулми аври!
Вăл шаннă, таткаланнă,
тĕл-тĕл — тăпра хури,
тĕл-тĕл — типсе саралнă.
Сар çулçă çулĕсем
ун çийĕпе иртетчĕç,—
ĕнер анчах вĕсем
сив çил çинче чĕтретчĕç, —
тăм ӳкрĕ те ирпе,
çулсем-йĕрсем арпашрĕç,
халь, çĕмрĕк кĕпер пек,
тип авăрсем пăтрашрĕç.
Юри тухса пăхар:
йăран халь — шурă тĕрĕ.
Пахча та — пахча мар,
вăл, калăн, — Троя йĕрĕ.
 Лăпланать Пишпӳлек...
Пушкăрт каçĕ шупка та тӳлек.
Ха, кунти тӳпере çăлтăр йышлă,
Ял тĕлне пухăнать пĕр çĕре.
Аса килчĕ пулас иртнĕ яшлăх —
Çывăрас ман килмест кĕçĕрех.
Пишпӳлек ыйхăра... Кĕç сас пачĕ урам:
— Уç, Улька, ан хăра.
— Эп выртман-ха, Акрам.
— Нехтă пур-и?
— Тапса тухрĕ леш вырăнтан!
— Вăт маттур. Хулленрех... Веркăна вăратан.
Шур пура умĕнче темĕн чул ункă ав, —
Сапăнса выртать çăмăл çункав.
Пухса хурĕ ăна кил хуçи ир çинче,
Пыл-сăра ăшăтма çĕнĕ пӳрт ĕçкинче.
Шавлă трактор иртет ман тĕлтен.
Фарăн çутă кĕлти ӳкрĕ вĕçсĕр.
Хӳхĕм пулĕ уйра çĕн кĕлте —
Тракторист чăлăм куç хупман кĕçĕр.
Эп курса юлтăм çамрăк сăнне,
Тыр пирки пуль хĕрет ырă шут.
Ахаль мар культиватор çумне
Çыпçăнса ларнă хăрăк шурут.
Ферма кантăкĕнчен шурăмпуçĕ кĕрсен,
Тăрса тухрĕç хире çава йăтнă хĕрсем.
Калаçаççĕ вĕсем шăкăл-шăкăл.
Куçсенче — ĕмĕт шуçăмĕ шукăль.
Çамрăксен пур йăла — чăн пахи —
Малалла
 Хамăр вăхăтри мĕнпур ватăсен пекех, Вавил хăта та хăйĕн пурнăçне икĕ пая уйăрать. Пĕри — çамрăк чухнехи, ĕлĕкхи, тет, тепри — хальхи, колхозсем тунă хыççăнхи.
Хăй каласа панă тăрăх, унăн çамрăк чухнехи пурнăçĕ пĕрре те ăнăçлă пулман иккен.
Кăна вăл пуринчен ытла çамрăксене каласа пама юратать. Çамрăксем хăтана кăмăллаççĕ, килĕштереççĕ, тĕл пулсан ялан ун тавра сырăнаççĕ. Хăта хăй те вĕсемпе çамрăкланса кайнă пек пулать.
— Эсир халь телейлĕ, юратнă хĕрсемпе мăшăрланатăр. Эпĕ вăт... — тет те куç хĕссе илет.
— Мĕн, эсĕ, мучи, юратнă хĕре илеймерĕн-и? — çыпçăнаççĕ лешсем.
Мучи вара хăйĕн «ăнман юратăвĕ» çннчен каласа пама пуçлать.
Авланма вăхăт çитсен ун патне ял çынннсем халь пĕри те, халь тепри пырса çӳреме тапратрĕç, тет, имĕш. Теприсем тата урамра тĕл пулсан чара-чара тăратнă. Пурте вĕсем Вавил хăтана авлантарасси çинчен сăмах тапратнă.
— Аçу-аннӳсĕр, пĕр-пĕччен, тăлăххăн тăрса юлтăн. Уй варринчи юпа пек. Матка тупас пулать сан, — тенĕ вĕсем.
Кӳршĕри кинемĕшĕ вара, вĕçкĕн Алтакки, хăпма та пĕлмен.
— Çари çарах вăл. Мăклăраххи çумне çыпçăнма тăрăшмалла, — ăс панă вăл кашни пымассерен. — Ху камне лайăхрах çаврăнса пăх-ха эс: çара çерçи те çара çерçи! Ахальтен мар Хӳре Никунурĕ тенĕ пулас аçуна.
Малалла
 Лăпкă, питĕ лăпкă
кантăкăн хĕрри.
Çуталать кăшт шăппăн
сан аллун йĕрри.
Шăплăх пек ху эсĕ:
эс те сассăр мар,
эс те систермесĕр
çитерен хыпар, —
хуравлатăн сассăр:
— эп кунтах, кунтах,
эс пур чух эп — сансăр,
эс çук чух — санпах...
Шăплăх евĕр, эсĕ
кăшт аташтаран.
Шухăша сӳтмесĕр
эс пухма пăхан.
Çут пăнча курмасăр,
чĕрепе анчах
туйнă пек пĕр сассăр
эп — кашни каçах.
 Эс пирĕнтен те çамрăкрах,
чăваш поэзин чаплă ашшĕ.
Эс — иртнĕ кун. Çав вăхăтрах —
эс халăх кăмăлĕн малашĕ.
Эс — пирĕн аслă çĕнтерӳ,
эс — пĕтĕм çут çанталăк панă
асамлă вăй, тĕлĕнтерӳ.
Çĕршыв хăйне санра упранă.
Эс, çӳллĕ пăнчă пек, — пĕрре.
Çĕршер çĕрте асра тытмалăх
сан сассупа историре
ялан калаçĕ пирĕн халăх.
 П. Хусанкая
Ача-пăча!.. Хĕлле çил витĕр
чупса кĕреççĕ те пӳрте
тем тупнă пек калаççĕ: «Питĕ
«сана саватăп эп, атте!»
Кайран вара — янах хуралĕ, —
тирпейлĕ, ăслă йĕкĕтсем
шухăшларах пуплеççĕ халĕ, —
шухăшларах юратнăçем.
Çапла-çке юрату юмахĕ:
хуллен кĕрет вăл йĕркене.
Ĕнер çеç пулнă пек, асрах-ха
упратăп Шупашкар каçне.
Эп унăн кантăкне сăнатăп,
лере, тăваттăмĕш хутра,
ун мĕлкине хăш чух куратăп
вăл иртнĕ чух çут ункăра.
Ах, Вагнер, эс çапла тинкернĕ
тахçан Бетховен мĕлкине,
эс музыкăра çеç çитернĕ
ăна курас ыр ĕмĕтне.
Тен, çывăх Моцарт пит инçе пек
такамшăн туйăннă çапла...
Эп çакă виçепе виçетĕп
ун чух пăлханнă кăмăла.
Тен, халь урăхларах куратăп,
ăна çапла тинкернĕскер,
тен, канашне сахал тăнлатăп,
унччен савса итленĕскер?
Эппин, ман кăмăла пĕлтерччĕр
Малалла
 Шарлак Слакра шыва кĕресшĕн
Вăр-вар анатăп çыранран.
Ирхи хĕвел, çĕн кун кĕрӳше,
Чупать хир урлă çаруран.
Питне вăл çурĕ, ывçинчен
Çут тумламсем ӳксе йăл кулчĕç.
Тен, çавăнпа пуль, кулă юлчĕ
Каçчен çиçмелĕх шыв çинче.
Вĕт хумсемпе шакăлтатса,
Шыв калаçса иртет хăй тĕллĕн.
Вăл сывлăм куçĕ пек таса,
Хĕвел çинче çунать вут-хĕмĕн.
Вак чулсене сирсе чăл-пар
Юхать, мана курмасть-и, тен?
Кам уншăн эп? Никам та мар,
Вăл ман ята пĕлмест, илтмен.
Асри ятсем унăн хăйĕн пур:
Поэзи ашшĕ — Кĕçтенттин.
Якку Ухсай, — çынни маттур,
Вĕр-çĕн роман пĕтерчĕ тин.
Вĕсем çак пĕчĕк шыв çинче
Кун курнă, илнĕ хум вăйне.
Ишме çул тытмă пит инçе —
Тăван поэзи Атăлне.
Пур çăлкуçа пĕрле пухсассăн,
Юрлать шыв йăлтăр ирсенче.
Шăнкăртатса çак кĕмĕл сасă
Янрать чăвашăн сăввинче.
Сасси миçе чунра вăратрĕ
Чĕлхен хĕрӳллĕ туйăмне?
Малалла
 — Сывă-и, лайăх çӳретĕр-и? Мĕнле пурăнатăр? — пырса ал патăм ялтан хулана килнĕ юлташа курса.
— О-о, сывă, сывă! Лайăх çӳретпĕр. Питĕ те аван пурăнатпăр.
— Çемьесем мĕнле çӳреççĕ?
— Аван çӳреççĕ. Пурте сывах-ха. Пĕр... карчăк суккăр пулса ларчĕ те, тата ача çăвĕпех çăпансемпе асапланать. Ытти енчен... Э-э лайăх çӳретпĕр. Пурте сывах-ха.
— Больницăна илсе кайса пăхман-и?
— Больницăна... Илсе кайса пăхаймарăм-ха çав. Ерçӳ çук вĕт, хăвах пĕлетĕн. Кунĕн-çĕрĕн ĕçре. Ларса та канмалла мар.
— Çав ĕнтĕ, çав. Чылай ĕçкунĕ ĕçлесе илтĕн пулĕ ĕнтĕ кăçал?
— Чылаййи качки... Нумаях ĕçлеймен вара эп кăçал. Ерçӳ çук, хăвах пĕлетĕн. Ларса та канмалла мар.
— Апла пулсан, пушшех нумай ĕçкунĕ турăн пуль ĕнтĕ. Ĕçкунĕсем вĕсем, ларса канмасăрах ĕçлесен, пушшех нумай пулаççĕ вĕт.
— Çапли çапла та... Эпĕ ĕçлесех кайман кăçал. Ерçӳ çук, хăвах пĕлен. Ларса канма та ерçӳ çук. Хамăр çумри Çтаппансем ĕçлекелерĕç. Иккĕн икçĕр кунран ирттернĕ тетчĕç. Паян та ирех вăрмана тухса кайрĕç. Ерçӳллĕ çынсем вĕт, хăвах пĕлетĕн. Колхоз ĕçĕнчен пуçне урăх нимĕн те тумаççĕ. Кашни кун çавăнтах чаваланаççĕ. Мĕнпур ĕçĕ çавăнта вĕсен.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 131 132 133 134 135 136 137 138 139 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...