Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пурнӑҫ утравӗсемЙышăнман сăмахсемАсамат кӗперӗ сӳничченХĕллехи каçсенчеПулас кинсемЧапшăн пурăнмастпăрПирвайхи юрату

Каçхи сăвă


Бетонăн хӳмисем —

ик рет, виç рет, çич рет.

Хĕвел пытаннăçем

вĕсен мĕлки ӳсет.

 

Сан симĕс тутăрна

куратăп инçетрен.

Эс тирпейлен ăна,

кĕреçӳне илен.

 

Эс пĕр хысак çинчен

теприн çине анан,

çак сăртăн хĕрринчен

аялалла пăхан.

 

Унта шăпланчĕ кран,

унта ĕç вĕçленет.

Эс кукленсе ларан

вĕри бетон çине.

 

Кран кăмаки патне

хуллен арçын тухать.

Хуралнă кĕпине

вăл типĕтме çакать.

 

Эс çав кĕпе çинчи

пĕр саплăка курса

сасартăк манăçан

кăштах пусăрăнса.

 

Ун хулĕ çĕкленет,

ялтрать вăл хĕвелпе.

Сан сĕртенес килет

ăна çӳçӳсемпе.

 

Савас килет хуллен

çинçе пӳрнӳсемпе,

ятпа чĕнес килет

ăна сан ерипе.

 

Ĕçрен киле килсен

ларасчĕ иккĕн çеç.

Хăй çутисем хуллен

урамсенче сӳнеç...

 

Кăшт музыка янрать

стена леш енĕнче...

Вăл сан çӳçне савать

Малалла

Арматура каштисем каçхине


Авкаланаççĕ, туртăнаççĕ,

кăшт пĕшкĕнеççĕ, тем тăнлаççĕ

е хăвалаççĕ пĕр-пĕрне,

чупса анаççĕ шыв хĕрне.

 

Аллисене кăнтса тăраççĕ

бетонăн хӳмисем çинче.

Йĕркипеле тăрса тухаççĕ

электросварка çутинче.

 

Шартах сикеççĕ, тайăлаççĕ,

çинçе мăйĕсене тăсаççĕ,

юнаççĕ пĕр-пĕрне... Унтан

утаççĕ ак картан-картан.

 

Тен, Данте тамăкра тинкернĕ

çак канăçсăр мĕлкесене?

Кĕтмен çĕртен кунта çитернĕ,

тен, Пикассо мастерскойне?

 

Хăрушă, канăçсăр, вĕç-хĕрсĕр

хусканусем канма пĕлмесĕр

упранĕç ĕмĕре юлса,

бетонăн ăшĕнче хытса.

 

Каçпа, çынсем çук чух, сăнатăп

вĕсен чарусăр уявне.

Туссем, çак уявра куратăп

эп сирĕн ĕçĕн хăватне.

«Юн тасамарлăхĕ, ăс тасамарлăхĕ...»


Юн тасамарлăхĕ, ăс тасамарлăхĕ

çав кĕрлевре вăранать,

пиллĕхсĕр пулнăн, унта çыннăн арлăхĕ

шав ытлашши палăрать.

 

Пуçăм ман — аллăм çинче ачашлантăр-и,

ют сĕтелсем çийĕнче —

çак пуш хирте — манăн аллăм шыратăр-и

урăх вĕç-хĕрсĕр тĕнче!..

«Хирте мĕскершĕн тухăç хĕрлĕ?..»


— Хирте мĕскершĕн тухăç хĕрлĕ? —

Вылять хĕм тĕсĕ пĕрчĕре.

— Тахçан пăшал кĕрлевĕ хĕрнĕ,

Çын юнĕ тăкăннă çĕре.

 

— Ырашĕ пĕкĕ çӳллĕш пулĕ.

Кала, мĕне ку пĕлтерет?

— Пуç хунă паттăр вăрăм пӳллĕ,

Капан пек хӳхĕм пулнă, тет.

Бюрократ


— Эй, Иван Павăлч, халех пур ялканашне те çыру çыр. Вĕсем волокитăпа кĕрешчĕр, — терĕ вулĕçтăвком председателĕ, секретарьне чĕнсе.

— Аван.

— Часрах!

Пĕр 10–15 минутран пур ялканашĕ валли те хатĕрленĕ хутсем председатель умне вĕçсе те çитрĕç.

— Ма мана çеç алă пусмалла турăн? Ху та пус!

— Аван.

— Делопроизводителе те пустар.

— Аван.

— Суя хут тейĕç. Çав переписчикне те пустар.

— Аван.

— Сторожа та пар. Вăл та алă пустăр.

— Аван.

— Часрах, — хушрĕ пуçлăх.

Ĕç хутне çĕнĕрен çырса, пурне те алă пустарса пырса пачĕç председателе. Вăл каллех чалăшшăн пăхрĕ.

— Пурне те пĕр тĕслĕ чернилпа пуснă. Пурне те хам пуснă тейĕç. Çĕнĕрен çыр! — сиввĕн сирпĕнчĕç сăмахсем.

— Аван.

Çирĕм минутран тĕрлĕ-тĕслĕ чернилсемпе алă пуснă циркуляр

вăшт кăна пырса выртрĕ пуçлăх сĕтелĕ çине.

— Ма хама малтан пустармарăр? Превышени чина. Çĕнĕрен çыр! — татах килĕшмерĕ пуçлăх.

— Аван.

Хыпаланчăк секретарь çичĕ хутчен хатĕрле-хатĕрле пачĕ ăш хыптармăш хута. Анчах председателе ниепле те юраймарĕ. Темшĕн май килмерĕ унăн. «Пуçлăх паян малтан сулахай ури çине тăнă пулас?» — тесе шухăшлани те çăмăллăх кӳмерĕ.

Малалла

Улшăну


Вăя туйни — пĕчченлĕх вырăнне,

Вут пек стихия!.. Çамрăклăх иртсен

Эп мантăм çавă туртăмăн вăйне,

Пусланчĕ — пушăлăх... Эп çынсенчен

Ыйтма пуçларăм: пулăр манпалан!

Вĕсен хусканăвĕсемпе вĕсен

Аллисене хам таврара ялан

Курса, пушăлăха манас тесе

Эп йăлăнма пуçларăм — «ман валли» —

Хĕм пек шуса иртен алăсене.

Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».

Çăмăлли мар-мĕн... Манăн тĕнчене

Пуçланчĕ — тепĕр пурнăç, — «ахалли».

Вĕлт çухалан, каллех килен куçсем.

...Куçсем çеç юлччăр!.. Хам эп куç пулам —

Вĕç-хĕрсĕр пысăк куç... Пур шăнăрсем,

Пур туртăну та — йывăр сарăлан

Куçсен тарăнлăхне çеç пĕлтерсе

Ялтраччăр — ятсăр, тĕлсĕр — хăйсене

Хăйсем туймасăр... Çакă çĕр çинче

Пулам эп — тĕс те сасă вăййине

Хамра ялтратакан, мĕн пур тĕнче

Сасне-чӳне хамра янратакан

Тĕнчемĕр тĕлĕнтерĕвĕ кăна.

Манра ялтраччăр — çеçенхир тасан

Хăй сăррине-тĕсне кана-кана

Çитĕнтерсе, хăватлă шăплăхра

Тӳпе тĕпне çитернĕ шевлесем,

Таçта, çăл куç тĕпĕсенче хура,

Малалла

«Ют çĕрте, хут тĕркийĕ çинче...»


Ют çĕрте, хут тĕркийĕ çинче

Аллăмсем ватăлаççĕ хуллен.

Ют çынсем ман анне килĕнче

Халь мана «таркăн» теççĕ иккен.

 

Питĕрти сивĕ чул палăксем

Чул сăмах каламарĕç мана.

Ютлăхра ютăма туйнăçем

Çывăхрах эп туятăп чуна.

 

Хăвна ху лутăркарăн пĕлсе,

Чун-чĕре Квазимоди! Пĕр ир,

Çынсенчен уйрăлса хурăнсен

Мăйĕнчен уртăнатпăр эпир.

 

Эх, ан ятлăр! — телейсĕр çынсем

Çĕр çинче тупăнман-ха, тăван!

Çĕр чунне юратса илешсен

Çын чунне çухатма та аван.

 

1958, Ленинград

Çерем


Саватăп эп, çурхи çерем,

Сана мĕн ачаран.

Эппин, каллех утса çӳрем,

Хутлам ун-кун çарран.

 

Каллех пулам-и эп патвар,

Тиха пек ĕрĕхем?

Çӳçпуçăм пĕртте кĕмĕл мар,

Иртмен эп хĕрĕхрен.

 

Ӳте çурса кĕмен тăхлан,

Ларман вăл хирĕнсе.

Хăр вилĕме куçран пăхман

Эп вăрçă хирĕнче.

 

Туртать тирпейлĕн çил ачи

Мăн улăх кăтрине.

Чĕр илемкке, чечек калчи,

Ĕмет çĕр кăкăрне.

 

Шыва ӳкет куккук сасси.

Калать пек кăмăлтан:

«Мĕскер курни, мĕн курасси

Килет вăл хăвăнтан».

 

Ӳпкелешсе пĕр вĕçĕмрен

Хыпса çунать чĕрем.

Мĕн чухлĕ манăн ĕçĕмре

Уçман çерем!

Штат


Аптрарăм ĕнтĕ

Тĕпсакайĕнчен

Шапа тасатса,

Пĕр ларса канмасăр

Кунĕн те çĕрĕн

Витрепе тăкса.

Паян ир çинче

Вуннăшне тăксан,

Каçпала каллех

Вуннă тупăнать.

Кĕрешме тивет

Шапасемпелех.

Мĕнле-ха капла

Мур шаписене

Май çук пĕтерме?

Чарăнмаççĕ-çке

Тĕпсакайĕнчи

Улмана çиме.

Çӳлтен кăларса

Вĕсене тăкатăп

Эпĕ кулленех.

Темле çул тупса,

Вĕсем аялтан

Кĕреç-мĕн каллех.

Кантурти штата

Чакаратпăр, теççĕ.

Çук-ха чакниех.

Шапасем пекех,

Тухнă пек тăваççĕ,

Кĕреççĕ каллех.

Чĕлхесĕр Петĕр


Улăм витнĕ хурал пӳрчĕ тулчĕ халăхпа. Чĕлĕм тĕтĕмĕ явăнать пĕлĕтле. Ункăн-ункăн хитре пулса кашнин умне çывхарать. Çĕлен пекех явкаланса лăнкăрт-лăнкăрт çăттарать.

— Ан туртăр-ха вăл усал табака, тархасшăн! — ӳсĕре-ӳсĕре тархаслать Хумма.

— Э-э-эй, кум, пĕрре вĕреннĕ япалана ăçтан пăрахăн? — тĕтĕмне Хумма еннелле ярса халаплать Михала.

Пурте пуплеççĕ. Кашни харпăр хăй ĕçĕ çинчен калама тăрăшать, тепри çавăнтах суеçтерсе тыттарать.

— Нимĕнле çĕнмелле мар. Çăварне алла чиксе ярса чĕлхине тытсан тин парăнтартăм. Сылтăм алпала чĕлхине тытса тăратăп. Сулахай алпала кĕсъерен пекке туртса кăлартăм та, çурап та çурап хырăмне...

— Мĕн çинчен суйса ларать çав Петĕр? — ыйтрĕç катарарах ларакан икĕ-виçĕ çын.

— Çук, суймастăп, хам кашкăрпа вăрçни çинчен каласа паратăп-ха, — терĕ Петĕр.

— Ăçта вăрçнă вара эсĕ апла?

— Çĕпĕрте, фронтран татăлса юлсан.

— Кашкăрпа аплах вăрçсан...

Тепĕр кĕтесре тепĕр ĕç çинчен пуплеççĕ. Пĕрне пĕри хăлха тăратса итлеççĕ. Юмах пĕтнĕ çĕрелле ĕненнĕ пек пулаççĕ.

— Ма килмеççĕ? Халăх пухăннă, пуçлăх çук.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 137 138 139 140 141 142 143 144 145 ... 796