Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Шăпах çав çул вуларăм эп сана.
Некролог айĕнчеччĕ сăввусем.
Çапла — уйрăлупа пĕрле кăна
Пулайрĕ тĕл пулу.
Хура ялав
Усса тăратчĕç пулĕ тусусем...
Пĕлеттĕм: пурнĕç эсĕ çырнисем,
Пĕлеттĕм: пурнĕç Парижпа Мускав,
Анчах эс ху, ялан çынна хăйне —
Ун сассине, ун ăшă аллине
Юратнăскер, — эс çук.
Сыв пул, пичче.
Нумай çулпа, тен, утăп çĕр çинче.
Сан сăввусен кĕрлевĕн йĕркине
Эп хăнăхăп — вĕсен çĕкленĕвне,
Пĕр хăйне евĕр сулăмне пĕлсе,
Пĕле эп пуçлăп — санăн аллусем
Калаçура епле çĕкленнине,
Епле куçса, епле туртăннине...
Сан куçусем епле вылянине
Пĕлме эп пуçлăп. Халĕ... — халь пĕрех —
Сыв пул. Сан аллусен хĕрӳлĕхне,
Вĕсен йывăрăшне, çирĕплĕхне
Пĕлме май килмĕ. Ку — ĕмĕрлĕхех.
1952–1957
 Ӳпĕнтернĕ çунасен
ялтăран тупанĕсем
çиçнĕ пек — аса илсен —
арматура каштисем.
Эп вĕсем çине тăрса
çавăратăп патьене,
лумпалă хуллен пăрса
эп уçатăп ун люкне.
Кашласа бетон юхать,
тăкăнать вак чул кайран,
бетона лексе янрать
умлăн-хыçлăн аялтан.
Кондор-кайăк пек вĕçсе
каялла каять патьен.
Ăшă çил хуллен килсе
ачашлать мана питрен.
Çил вылять те çил кĕрлет,
кăшкăраççĕ «Шкодăсем».
Аялта, инçе, рет-рет —
бетонланă сăвайсем.
Инçетри таçти Неван
çыранне пăхса ларан
мăн сфинкссем пекех вĕсем —
бетонланă сăвайсем.
Çил кĕрлет те çил вылять...
Эй, сфинкссем, мĕнле сăмах
пытанса сирте ларать —
ак халь-халь янрассăнах?
Сăмах мар ку, ку мана
музыка пек туйăнать —
хум çапать, кана-кана
асамат çиçсе вылять.
Аялта хĕрсем ян-ян
кăшкăрни, МАЗсен сасси
çавăрать пуçа... Унтан
Малалла
 Пĕлетĕп эп бетонăн сиввине,
цемент çил-тăманне те астăватăп,
илтетĕп халь те кран кăшкăрнине,
гудрон çунса ялтранине куратăп.
Шăпам кĕрлерĕ çакă кĕвĕпе.
Анчах ку тивĕç ним те мар, — пĕлетĕп:
кун-çулăмра пĕр вăхăт сирĕнпе
бетон çăрнăран мар эп халь пуплетĕп.
Этемлĕхĕн яланлăх шанчăкне
суя ĕненĕве куçарттармасăр
эсир упратăр çыннăн сăнарне,
çак аслă сăнара пăсма памасăр.
Çак тĕллеве палăртакан вăйсем
ман ĕçĕмре те пуррине сисетĕп.
Çак тĕреке хамра ӳстернĕçем
эп сирĕн аслă йышăра кĕретĕп.
 Выç куç та пур-ха...
Халь те асăрхан:
Тăрмашать епле вăл, хыт кукар.
Пăчĕпе илесшĕн пурнăçран.
Чĕптĕмне те хăй парасшăн мар.
Пурччĕ тусăм.
(Куçĕ вăр-çавра.
Ĕмĕчĕ çĕклет чун çунатне.)
Пурнăçшăн пуç хучĕ вăрçăра.
Нимĕн те ыйтмарĕ хăй ятне.
Пур ман хал.
Пур манăн пархатар.
Туйнăран эп хамăн парăма,
Пурнăç, теп, мана нумай ан пар.
Вăйсăрри те пур-ха, пар ăна.
Кăмăлтан саратăп кăкăра.
Тав сăмахĕ пĕрререн пĕрре:
Аслă пурнăç, вилнĕ паттăра
Вилĕмсĕр эс турăн ĕмĕре.
Ĕçре алă хĕрнĕ вăхăтра
Савăнатăп, тусăмсем, чунтан,
Малашне вĕçен ракетăра
Выçă куçшăн вырăн çуккăран.
Нумай пулмасть, эпир тăватă тантăш тăван ялта тĕл пултăмăр. Тантăшсем: Тимук — банк управляющийĕ, Якур — прокурор, Çтаппан, — завод директорĕ, эпĕ — учитель.
Эпир революциччен икĕ çул малтан ялти шкултан тăватсăмăр пĕрле вĕренсе тухнăччĕ.
Вĕреннĕ чухне хĕвеланăç енче пысăк вăрçă пыратчĕ, çавăнпа çитĕннĕ арçынсем ун чухне ялта сахалччĕ.
Эпир, пĕчĕккĕ пулин те, ялта паллă çынсем шутланаттăмăр: салтак арăмĕсем пире упăшкисенчен илнĕ çырусене вулаттаратчĕç, упăшкисем патне çырусем çыртаратчĕç. Салтакран килнĕ çырусене вуласси пи рĕншĕн çыру çырассинчен те йывăртарахчĕ. Мĕншĕн тесен салтак арăмĕсем вулаттарма час-часах вырăсла çырусем илсе пыратчĕç. Вĕсене вырăсларан чăвашла куçарма аптăраттăмăр. Ун пек çырусене пуринчен ытла хамăрпа юнашар пурăнакан Укахви инке илсе пыратчĕ. Хăшпĕр чухне кĕнеке çинчи пек саспаллисемпе пичетленĕ çырусем те пулкалатчĕç.
— Килте чухне Карачăм алă пусма та пултараймастчĕ, халь, авă, вырăсла çеç çырать, чăвашла манчĕ те пулĕ, таврăнсан епле пурăнма пĕлĕпĕр-ши, — тесе кулянатчĕ вара Укахви инке.
Малалла
 Аслă вăрçăра пулнă чăваш хĕрĕсене.
Каллех тухать-çке куç умне
Асран кайми пĕр çуркунне...
* * *
Пĕрремĕш хут çап-çамрăк çĕмĕрт
Тухсаччĕ яшлăх уявне.
Сип-симĕс тутăр, шурă çивĕт —
Çур панă малтанхи парне.
Асамлă юрату черечĕ,
Пăлхавлă тапхăр çитнĕрен
Кăшт çил вĕрсессĕн те чĕтретчĕ
Чун кĕнĕ пĕвĕ ирсерен.
Хăй телейне малтан хăй курнăн,
Пĕлес пекех хăй шăпине,
Чĕвен тăрса, вăл вĕрлĕк урлă
Пăхса илетчĕ çул çине.
Савас тенишĕн кăмăл уçă:
Саламлă шăршă саракан
Чечек çыххи, черченкĕ çулçă
Пама вăл хатĕрччĕ ялан.
Юратăва кĕте-кăте вăл
Хумханнă чух,
Кĕтмен çĕртен,
Пĕр ирхине тапранчĕ тăвăл, —
Ырри ан кĕт çак инкекрен.
Мĕнпур вăйран кĕрешрĕ йывăç,
Тармарĕ вăл карта çумне.
Пĕр тапрансан, пӳлмешкен йывăр
Вутпа çил çумăрĕн çулне.
Аçа шартлатрĕ,
Малалла
 Эй, ман тунсăх, çул тунсăхĕ! Эп асилетĕп
Иржи Волькерăн, чех сăвăçин, сăмахне:
«Пуйăссем, эп илтетĕп эсир чĕнннне!»
Асăмра эп каллех юратса тинкеретĕп
Семафорăн çинçе шевлине.
Зй, машин çăвĕпе чăпарланнă ик атă!
Çул çинчи курăксем сулланса тивнĕ май,
тусанланчĕç вĕсем, тусанланчĕç пĕрмай
Асăмра та пулин çул çине эп тухатăп:
эп курни — сахал мар, курманни те — нумай!
Пуйăссем, пуйăссем — малаллах ыткăнаççĕ,
антрацит пек ялтраççĕ хула çурчĕсем,
каçсерен рельсăсем çумĕнчи хунарсем
хĕрлĕ çутă сапса, шăппăн, лăпкăн çунаççĕ —
пĕчĕк Пимен ларать пек кашни хунарта,
ман кун-çулăм çинчен тем çырать пек унта!
Эп вакун шăв-шавне кунĕн-çĕрĕн илтетĕп,
хуласем, тинĕссем уçакан тусăмсем!
Çĕр çинче, эп пĕлетĕп, пур урăх çынсем —
тахçанах уçса-тупнă çуртсем ăшенче те
сĕтелсем çеç уçса пурнакан этемсем!
Вакунра хăй çутаççĕ — çывхарчĕ çу каçĕ...
Сарă çӳçлĕ хĕрарăм ялан ман асра:
пĕчченех вăл ларать пуль таçта, аякра —
Малалла
 Митта Ваçлейне
Эс сас памалăх, эс мана илтмелĕх
май пур-ши? Пур-ши вĕçĕмсĕр тĕнчен
кĕрлевĕнче, çак чĕрĕлĕх-илемлĕх
куçăвĕнче те çаврăнăвĕнче —
сана, сан çутуна çынсем пĕлмелĕх
упраякан хăват çĕр вăйĕнче?
Е эс чĕнми те çуталми пулсассăн,
эс шăплансан санран, сан ӳтӳнтен
писет-и çак тĕнче... Çапла пĕр сассăр
тухатăн-и кун-çул тытăмĕнчен?
Вăл — йывăç пек... Эс ун çулçи пулсассăн
сан ӳкмеллех ху вăхăту çитсен...
Кунта — ху вăйлă пулнипе ялтрарăн,
ху çутупа, таса ăспа çĕнсе
ху илемне кăтартрăн.. Ку çеç мар-и:
эс халăх кăмăлне, чунне пĕлсе
ху çутуна ун сăнĕшĕн упрарăн
ăна вăй пур таран илем кӳрсе.
1957, Иркутск
 Виçĕ йăмăкăм ялта.
Кашниннех кил-çурт, пахча.
Карта выльăхĕ... «тата
Пĕр кĕтӳ ача-пăча».
Çапларах хăйсем шӳтлеççĕ,
Пухăнсан хăна-вĕрле.
Хуть хăçан —
Ирпе, çĕрле —
Пепкисем йĕрме-йĕреççĕ,
Çаруран чупса çӳреççĕ.
Кăвапа таран кĕпе.
Кăкăр умĕ йĕп-йĕпе...
Ним те мар-çке.
Астусамăр,
Еплерех ӳсмен-ши хамăр?
Хырăм пулнă параппан —
Ирĕн-каçăн çĕрулми.
Вăл пулсассăн пурăнан,
Сăн-пит çеç пулать кулми.
Пурпĕрех, хурах эшкерĕ
Вăрçăпа килсен,
Кĕреш пек туссем ĕшкерĕç
Фашиста тĕпрен.
Урăхла лару-тăру
Çĕнĕ вăхăт,
Çĕн ăру.
Сăмахлать ача, итленĕ,
Кăшт чĕлхи уçăлсанах,
Малтан —
Амăш. Ашшĕ. Ленин.
Унтан —
Спутник. Космонавт.
Сирĕншĕн малашлăх кунĕн
Хатĕрех çул парнисем.
Çилпеле хĕвел чуптунă
Хăмăр ӳтлĕ ачасем.
Çавăнпа кунта эс ĕлкĕр,
Шухăшăм, калас пурри:
Вăрçă асапне ан пĕлтĕр,
Малалла
 Тихăнпа Пăрамун тесен-и? Э-э, çапла, пирĕн таврара вĕсене палламан çын çук çав вара. Ий-я, ватти-вĕтти таран пĕлеççĕ. Усаллипе мар, çу-ук, мĕншĕн усаллипе пултăр-ха, ырă ятпа сума суса, мухтаса асăнаççĕ вĕсене.
Тихăнĕ ватăскер ĕнтĕ, шанкама ырхан питлĕ. Хăрах куçне, сулахаййине, пĕчĕк чухнех шурă карса илнĕрен, хура сăран саплăкĕпе çыхса çӳрет.
Парамунĕ унран чылай çамрăкрах çын. Пысăкки те пысăк та, вăйĕ вара — ай-вай-вай! Пĕррехинче вăл хăйне сĕкме тăнă вăкăра, мăйракипе сăмсинчен çаклатса илсе, ним мар парăнтарнă.
Тихăнпа Пăрамун хурăнташлă. Чылай пулчĕ-ха унтанпа. Тихăн ывăлĕ Ванюшке Пăрамун йăмăкне Машука качча илчĕ. Пирĕн таврара çак çынсене вĕсем хăталлă пулнишĕн пĕлеççĕ тесе ан шутлăр эсир. Вĕсем иккĕшĕ те ăста платниксем.
Çапла, çак ăста платниксен чапĕ таçта çитиех сарăлнă ĕнтĕ. Ара, ниçта пырсан та аллисене пăсман вĕсем, пур çĕрте те ĕçлес тесех ĕçленĕ.
Тихăнĕ вăл, хăрах куçлă анчах пулсан та, ашшĕне кура, урайĕнче упаленме пуçласанах пуртă тытма вĕреннĕ темелле. Халь вара хăрах куçне хупать те пуртăпа пĕрене касма тытăнать. Çапла куçа хупнă пулсан та, пурттине çĕр хутчен шак та пĕр йĕр çине лартать. Кирлĕ пулсан, тавлашас-тăвас тетĕр пулсан, пин хут та лартса кăтартать, шутласа пыма çеç ан ӳркенĕр.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 139 140 141 142 143 144 145 146 147 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...