Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кайăк тусĕТĕлĕнтермĕш юмахсемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томТаркăнТом Сойер темтепĕр курса çӳрениПирĕн çулталăкТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчем

Ватă коммунист


Ман çывăх кӳршĕ — ватă коммунист,

Çуртра ăна — хисеп те пысăк чыс.

Калас-тăк, маншăн вăл — тăван атте,

Каç-каç кайса ларатăн ун патне.

 

Сăмах-юмах пуçлать вăл майĕпен, —

Мĕн-мен кăна вăл пурнăçра тӳсмен!

Хăй каламасть пулин те мĕнпурне,

Пĕлетĕп эпĕ унăн кунçулне.

 

Ялан вăл утнă теветкел çулпа,

Кулак ăна тĕлленĕ пăшалпа,

Шăнараймасăр сăхă ăншăртне,

Çĕрле вут тĕртнĕ унăн кил-çуртне.

 

Утать, утать вăл пурпĕр малалла:

Ун ял-йышпа çĕн пурнăç тумалла!

Çапла этем чĕри — хастар чĕре

Хĕрет те пиçехет кĕрешӳре.

 

Çапла вĕри вăл коммунист чĕри,

Çут тĕнчере чĕррисенчен чĕрри!

Ăна нимле юр-пăр сивĕтеймест,

Ăна чи çивĕч хĕç те витеймест.

 

Ман çывăх кӳршĕ пулна вăрçăра, —

Выртать виç орден халĕ арчара.

Виç сыпăкри «Мухтав» орденĕсем —

Паттăрлăхпа хăюлăх паллисем.

 

Халь вăрçă ветеранĕ пенсире,

Вăл пурпĕр халăх ĕçĕпе çӳрет.

Вăл — халăх контролерĕ хулара,

Малалла

Чун


Çуралнă чун пурăнать

Пылпа çу çимесен те.

Тен, ăнмасть çул, тен, ăнать? —

Пĕлекенĕ çук пĕри те...

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

 

Пылпа çу ăшĕнче те

Чун хăратъ иккен хăш чух.

Шывпа çăкăр çисен те

Пылланать вăл чăрсăр, шух.

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

 

Вилчĕ çын. Хуйхăратпăр,

Хĕрех кунччен хăратпăр,

Чунне вĕçĕм мухтатпăр,

Çуртасем те çутатпăр...

Пур пĕрех пурăнать вăл, чун.

Телее аякра шырамаççĕ


Телее аякра шырамаççĕ.

Телее шыв сапса ӳстермеççĕ.

Телее пасарта та сутмаççĕ,

Çуккисем укçалла илеймеççĕ.

 

Телее çăкăрпа та çимеççĕ.

Телее писменпе те виçмеççĕ.

Телее килĕрен валеçмеççĕ,

Уншăн тăтăш çынсем тĕмсĕлеççĕ.

 

Телее кивçене те илмеççĕ

Телее саклата та хумаççĕ.

Телей ăçтине пач пĕлмеççĕ,

Ăна ĕненеççĕ, кĕтеççĕ.

Кĕрхи пурнăç авăрĕ


Кĕрхи пурнăç авăрĕ.

Хăрушă. Шăнăр туртать.

Çылăхсемшĕн тавăрĕ,

Кур, ав, тетелне уртать.

 

Çавăрать. Кун таврăнать.

Кам малта? Кам хыçалта?

Малаллах-мĕн çаврăнать

Пурнăç урапи хăçан та.

 

Кĕрхи пурнăç авăрĕ, —

Пĕр çаклансан тухаймăн.

Ватлăх — вилĕм сунарĕ,

Каллех çамрăк пулаймăн.

Йăмра


Çурхи хĕвел пайăркисене хĕрхенмесĕр çĕр питне ăшăтма пуçларĕ. Хĕл ыйхинчен вăранакан çут çанталăк кашнинех тав туса кĕтсе илчĕ тейĕн: юр васкаса ирĕлме, çырмасем шывпа тулма пуçларĕç.

Ял пуçĕнче ларакан йăмра та çут çанталăк парнине хавас пулчĕ. Унăн турачĕсем ыйхăран вăранакан ача пек хĕвеле хирĕç туртăнчĕç. Вăл юратнă турачĕсем хĕллехи сивĕ çилпе авăнчĕç пулсан та хуçăлманнишĕн питĕ савăнчĕ. Акă, курсамăр, мĕн тери яштака та маттур вĕсем. Йăмра кăмăлне туйнă пекех туратсем çурхи лăпкă çилпе хумханма пуçларĕç: юратакан амăшĕн чĕрçийĕ çинче вылякан телейлĕ ача-пăчана аса илтерчĕç вĕсем.

Анчах савăнăç нумая пымарĕ. Çурхи хĕвел çĕр питне ăшăтма васканă пĕр ир йăмра турачĕсем пĕрин хыççăн тепри çĕр çине ӳкме пуçларĕç. Кашнине çивĕч тимĕр касса ӳкернĕ май йăмран пĕтĕм вулли тăрăх çӳçентерекен сивĕ кайрĕ. Ах, юратса ӳстернĕ турачĕсенчен пĕрре те уйрăлас килмерĕ унăн! Пĕтĕм пурнăç илемĕ вĕсемпе пĕрле ӳксе çухалчĕ тейĕн. Нумайччен хурланчĕ йăмра: ытарайми турачĕсем ӳссе тĕрекленнĕ вăхăта аса илсе ларчĕ.

Ак, савăнăç! Туратсене касса ӳкернĕ алăсемех вĕсене унран инçех те мар чавса лартрĕç. Йăмра хăйĕн суранĕсем çинчен манса юратнă турачĕсене кунран кун сăнама пуçларĕ. Акă виççĕшĕ лайăхах чĕрĕлчĕç. Сăрта лартнисем, вĕсем иккĕн, тымар яраймасăр аспланчĕç: эх, вĕсене унта нӳрĕк çитмест-çке-ха! Йăмран чун ыратăвне сисрĕ-ши çут çанталăк- эрне ытла пĕр чарăнмасăр тенĕ пекех çумăр çуса тăчĕ...

Малалла

Çамрăк юлташăма


Тăван комсомола халаллатăп

 

Чăваш комсомолĕ,

Эс утмăл çулта,

Анчах маншăн ĕмĕр

Эс — çамрăк юлташ.

 

Нихçан нимле ватлăх

Сана авас çук,

Ан тив, иртсе кайтăр

Çĕр çул е пин çул.

 

Санпа эпĕ ӳснĕ,

Вăй илнĕ санпа,

Ялан çирĕп утнă

Пĕр тĕрĕс çулпа.

 

Çуралнă çĕн пурнăç —

Чăн ирĕк тĕнче

Хăватлă Октябрĕн

Вут-çулăмĕнче.

 

Мăнукăм ыйтать халь:

— Кам пынă малта?

Ăна эп калатăп:

— Шинеллĕ салтак!

 

Салтакĕ те пулнă

Ку çĕнĕ йышши:

Вăл — пирĕн поэтăмăр

Çеçпĕл Мишши.

 

Арканнă хуçалăх,

Хăруш выçлăх çул...

Эпир çула тухнă

Шăпах çавăн чух.

 

Пухса кирпĕчшерĕн

Унтан та кунтан,

Хăпартнă, çĕкленĕ

Тăван кил-çурта.

 

Пулман чăваш çĕрĕн

Индустри тени.

Кĕç илтĕнчĕ вăл та

Ӳссе кĕрлени.

 

Ума тухса выртрĕ

Малалла

Шанчăкăм


Шанчăкăм, шанчăкăм —

Çапса амантнă анчăкăм!

Ан йынăш эс, йĕрле,

Тен, пулăпăр пĕрле.

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Тăван мар çывăх йăмăкăм!

Ан тарăх, ан пăрах,

Ман çумăмра тăрах...

 

Шанчăкăм, шанчăкăм —

Ман кăвакарнă карчăкăм!

Шуралчĕ çӳç пĕрле,

Кичем, хура кĕрпе.

Çĕрлехи хăна эп...


Çĕрлехи хăна эп,

Çĕрлехи хăна эп... пурнăçра.

Кĕтетĕп... Кĕтетĕп...

Мĕскер кĕтетĕп тăнăçра?

Хăратăп шăплăхран, —

Çиç, çиçĕм! Алхас эс, аслати!

Чунра эп тăлăхран,

Пуш-пушă шăплăхăн кати...

 

Вăй пар Эс, Турăçăм!

Чунăмри Шуйттана хăвала!

Пурнăçăм... Пурнăçăм...

Пар тавăрса ман хавала!

Аванпа начар


Аван.

Хăçан пулать вăл?

Хăçан хăвна аван.

Начар.

Хăçан пулать вăл?

Хăçан хăвна начар.

 

Авана — аван те,

Начара — начар те.

Икĕ питлĕх — чунри читлĕх,

Ан кĕт унран эс хӳтлĕх.

Асаплă йăмра


Çуллахи каникул вăхăтĕнче эпĕ тĕп хуларан аяккарах вырнаçнă «Йăмралăх» ача-пăча канулăхĕнче (лагерĕнче) сывлăха çирĕплетрĕм. Унта Нарпике ятлă хĕр ачапа паллашрăм. Пĕррехинче, кану ĕçĕсенчен пушă вăхăтра, вăл мана акă мĕн каласа пачĕ.

Эпĕ мĕн пĕчĕкрен нимĕнпех те палăрса тăман пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралнă. Çавăнтанпа тăванран тăван чăваш ялĕнчех пурăнатăп. Сасартăк манăн анне хытă чирлесе кайса пиртен уйрăлса кайрĕ. Вилес умĕн вăл тăванĕсене хăйне ял çумĕнчи ватă йăмра çумне пытарма каласа хăварчĕ.

Çапах та юратнă анне вилсен тăвансем ăна çăва çинче хăй юратакан ашшĕ-амăшĕпе юнашарах пытарас тесе шутларĕç. Çапла вара аннене халăхра çирĕпленнĕ йăла-йĕркепе çăва çинех пытартăмăр.

Унтанпа икĕ эрне иртсен манпа тĕлĕнмелле япаласем пулса иртме пуçларĕç. Пĕр каçхине эпĕ çывăрма хатĕрленсе выртнăччĕ. Пĕртте канлĕн çывăраймарăм. Çĕрĕпех темиçе тĕрлĕ тĕлĕк куртăм, кĕске каç хушшинче темиçе хутчен те вăрантăм. Çав кун тĕлĕкре эпĕ хамăн юратнă аннене куртăм. Эпир çав тĕлĕкре унпала тĕрлĕ пулăм çинчен калаçрăмăр, çав хушăра аннен сассийĕ хуйхăпа тулнăн туйăнчĕ. Вăл манран хăй каласа кăтартса хăварнă йăмра çумне мĕншĕн пытарайманни çинчен ыйтрĕ. Эпĕ вара мĕншĕн çав ватă тата çĕрсе кайма пуçланă йăмра çумне ăна пытарманнине ăнлантартăм. Халь те ăнланса, тăнласа çитерейместĕп. Мĕнле уйрăмлăх пур-ши çав тери ватă йăмра патĕнче? Мĕнпе тыткăнланă вăл ман аннене? Çав ял хĕрринчи укăлчара, вак чуллă çырма çумĕнче пĕр-пĕччен ларакан ватă йăмра çумĕнче мĕн асамли пур-ши? Анне вара мана çак тĕлĕкре мĕншĕн ăна çав йăмра çумнех пытармалла пулнине каласа кăтартрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 173 174 175 176 177 178 179 180 181 ... 796