Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 «Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959
Макăр, макăр, аннем,
Макăрсан чун лăпланĕ.
Ман сăн-пит тусанне
Юлашки хут тасат.
Уйрăлатăп, аннем,
Тĕл пулми эп каятăп.
Эп кайни лайăхрах
Ку тискер çĕршывран.
Пурăнни пурнăç мар!
Пусмăрларĕ тăшманăм.
Тăшмана тустарма
Ман çитмерĕ хăват...
Çитĕ, çите, аннем!
Урăхран тек ан макăр!
Макăрса тăшмана
Çĕнтерме майĕ çук.
Чăтнине, пĕлнине
Халăха эсĕ калăн.
Вăл тăвать кирлине
Пурнăçра кирлĕ чух.
Эп каятăп, аннем!
Каяс марччĕ те çавă,
Çунас марччĕ вутра,
Путас марччĕ шывра...
Ах, аннем, тек ан макăр!
Пуçăма тахçанхи пек
«Çывăр, çывăр» тесе
Саппунпа кăшт хупла.
Эп каятăп, аннем...
 «Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959
Пулин!
Асли кĕçĕнне пăрахсан та,
Савни тантăшне пăрахсан та
Эп пăрахмастăп сана!
Тăван тăшмана сутăнcан та,
Юлташ ютсене сутăнсан та
Эпĕ сутмастăп сана!
Пулин!
Çут тĕнче кутăн çаврăнтăр!
Пулин!
Хĕвелпе уйăх çапăнтăр!
Пĕрех эпĕ манмăп сана!
 Савнă çыннăм эсĕ манăн,
Чĕрене епле ăнланăн?
Кам эс маншăн? Тур çырни?
Тен, ылханăвĕ? Парни?
Чун суйлать мĕне кура?
Куçĕ симĕс е хура?
Кăмăл-туйăмне пăхса,
Е пачах куçа хупса:
— Акă вăл! — тесе калать,
Çулăмпа çунма хушать?
Тĕл пулсассăн савнă чун
Мĕншĕн каç та янкăр кун?
Мĕншĕн ман чунри кăвар
Саншăн çеç, теприншĕн мар?
Çуралать пин-пин ыйту…
Тен, вăл çакă — юрату?
 Эс вăран паян хĕвел тухнă чух,
Кур, епле сапать вăл шевле.
Ман ума ялан сар хĕвел пек тух,
Йăлтăр куллуна парнеле.
Тух паян вăййа çăлтăрсем тухсан,
Ав, выляççĕ куç хĕсмелле.
Çăлтăр куçсемпе ман çине пăхса
Иксĕлми телей парнеле.
 Ольăпа Галя пĕр ялта çуралса ӳсрĕç, пĕр класра вĕренчĕç. Мĕн пĕчĕкренпех вĕсем çывăх юлташсемччĕ. Анчах çитĕнсе çитсен тантăшсен пурнăç çулĕ уйрăлса кайрĕ. Мĕн тăвас тетĕн, кашнийĕн хăйĕн шăпи. Тĕрлĕ хулара, тĕрлĕ аслă шкулта пĕлӳ илчĕç. Вăтăр çул тĕл пулаймарĕç вĕсем. Тĕлĕнмелле вĕт, вăтăр çул вăтăр кун пек тĕпĕртетсе иртсе кайрĕ.
Пĕррехинче ял урамĕнче ăнсăртран Галя Ольăна курчĕ. Пĕрне-пĕри асăрхамасăрах иртсе каятчĕ-и тен, анчах та хĕрарăм темрен такăнчĕ те хытах мар вăрçăнса илчĕ. Питĕ палланă пек туйăнчĕ Гальăна çак сасă.
— Чим-ха, чим, Оля вĕт ку! — кăшкăрнă пекех хыттăн каларĕ вăл, каялла çаврăнса хайхи хĕрарăм патне ыткăнчĕ. — Оля! Эсех-и ку?
Пĕр ĕмĕр курман сана! — ыталаса илчĕ Галя тантăшне.
— «Галя, Галя, одна средь нас ты краля». Астăватăн-и, мĕнле юрлаттăмăр çамрăк чухне. Пăх-ха, улшăнманпа пĕрех эсĕ.
— Эсĕ те пĕрре те улшăнман.
— Ну суятпăр та вара пĕр-пĕрне. Питĕ кăмăллă суятпăр, — ахăлтатаççĕ тантăшсем.
— Оля, атя пирĕн пата, — çийĕнчех хăнана чĕнчĕ Галя.
— Çук, луччĕ пирĕн пата каяр — анне килте пĕчченех. Чун каниччен калаçăпăр, иртнине аса илĕпĕр, — çине тăчĕ Оля.
Малалла
 Салам, çĕн яш-кĕрĕм, тин курнă çĕн тĕррĕм.
Мĕскер илсе килтĕр эсир тĕнчене?
Мĕскер пур сирте? Çĕнĕ ĕмĕт е сĕрĕм?
Пĕлесчĕ мĕскершĕн эсир çуннине.
Салам, çĕн яш-кĕрĕм!
Сире эп чĕнетĕп
Паян ман эткерĕн калчийĕ çине.
Сире юратса çĕн пуласлăх пиллетĕп,
Тухар-ха пĕрле çут хĕвел тĕнчине.
Салам, çĕн яш-кĕрĕм!
Сирте эп куратăп
Çитмен ĕмĕтсен чи паха çутине.
Мĕскер тăваймарăм, çавна эп шанатăп
Эсир йалт туса çитерессисене.
Салам, çĕн яш-кĕрĕм!
Нумай çул иртсессĕн
Пире аса илĕр кунçул уттинче.
Пит йывăр чухне иртнине ас илсессĕн
Ан манăр пире те хĕвел тĕнчинче.
 «Ята çĕртместĕп» драмăран, 1959
Пар чĕлхе хутаçне, сутăнми таса вырăс Ашмарин!
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухам халăх тупнă ăс-хал пучахне!
Тăм чĕлхеллĕсенчен сан ăсна картасси те пулмарĕ,
Ăçтан тупчăр вăй-хал çуратмашкăн хăйсен ăсчахне?
Сахал мар, сахал мар таткаларĕç пире урлă-пирлĕ,
Хупласа хуман мар сăмах тупнă тута-çăвара!
Тен, пире чăтăм мар, тепĕртак хăрхаярлăх та кирлĕ,
Е эпир чĕмсĕрне шеллекен тупăнать-ши вара?
Кашниех пирĕнтен кĕрешӳçĕ пулма çуралман-тăр...
Кĕрешӳçĕ пулмин! Тăван халăх ачи пулмаллах!
Пирĕн çыртнă чĕлхе паянтан вутпа çулăм салаттăр —
Кăнса вырттăр пире пăркăчланă тӳре те аллах!
 Агнесса — «сурăх путекки»,
«Юхха хĕрарăм» теççĕ Сильва...
Тата мĕн чухлĕ ун пекки?
Ăçтан килсе çакланнă çил вăл?
(«Çилçунатра» ыйтнисенчен)
Тăван чăваш! Хутаçунта
Çĕр пин ятран та кая мар-тăр,
Çапах этем ятне муртан
Тупса хуратăн лăпăр-лапăр.
Пĕртен-пĕр пурлăху — чĕлхе!
Ăна та ачуна памастăн!
Юлман çав чунсенче хĕлхем,
Тăнсем-пуçсем те лăстăк-ластăк.
Ютсен мăшкăлĕпе ăша
Тăн пĕтиччен ватса хăварчĕç.
Чĕлхемçĕм! Мĕскĕн чăваша
Тăван ятсем тупса парсамччĕ!
 Аннеçĕм!
Эсĕ тăкнă тарпа
Тырă-пулă хирте ăршаланнă.
Эс пилленĕ халпа
Салтаксем кĕрсе кайнă вута.
Сан хĕрӳ сăмахна
Ĕненсе тăшмана пăталанă,
Сан таса ятупа
Паттăрсем кăмрăкланнă вутра.
Аннеçĕм!
Сан ачаш аллупа
Тăлăхсем çитĕнсе ураланчĕç.
Эсĕ панă сăнпа
Аттесем упранаççĕ юнра.
Чи юратнă сăнсем
Ерипен-ерипен шупкаланчĕç,
Эпĕр пурпĕр санпа,
Ĕмĕрех эсĕ пулăн чунра.
Çӳлте-çӳлте, кăн-кăвак тӳпере, Çăлтăрстан ятлă патшалăхра Çăлтăрçă ятлă асамçă хĕрарăм пурăнать. Вăл пурне те пĕлет, пурне те сисет, пурне те курать, илтет, сăнать, туять, ăнланать, пулăшать… Ăна хăйне те ку çĕршывра пурте пĕлеççĕ. Камăн мĕнле инкек сиксе тухать — тӳрех ун патне сĕнӳ е пулăшу ыйтма пыраççĕ. Çăлтăрçă никама та хирĕçлемест, сив сăмахпа çапса хуçмасть, ăшшăн калаçса кăмăлĕсене уçать, хуйхи-суйхине ыйтса пĕлет, пулăшма сăмах парать.
Пĕррехинче ун патне икĕ çăлтăр, Йăлтăрпипе Çутпи пыраççĕ, иккĕшĕ те куççульпех йĕреççĕ. Çăлтăрçă вĕсене мамăк пĕлĕт евĕр çемçе пукан çине лартать, çумăр шывĕ пек тăрă шыв ĕçтерет, мĕн хуйхăпа çӳренине ыйтса пĕлет. Хĕр ачасем пĕр-пĕрне пӳле-пӳле çапла каласа параççĕ:
— Пирĕн чи юратнă çыннăмăр — аннемĕр — чирлесе ӳкрĕ, çичĕ эрне асапланать, сыватмăшра та выртса тухрĕ. Усси çук. Пуçĕ çаврăнать, вăйĕ çук: вырăн çинчен те тăраймасть. Çăлтăрçă аппа, аннене ура çине тăратма пулăшăр-ха, тархасшăн.
— Аннĕре эсир хăвăрах пулăшма пултаратăр. Эпĕ сире кирлĕ сĕнӳ çеç паратăп.
— Эпир мĕн тумаллине йăлтах тăватпăр, пире калăр анчах.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 235 236 237 238 239 240 241 242 243 ... 796
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...