Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йӳçĕ кулăĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСӳнми хĕлхемКăвак çĕмренӖмӗр вӗренТаркăнПирвайхи юрату

«Эпир иккĕн каллех, эпир иккĕн каллех...»


Эпир иккĕн каллех, эпир иккĕн каллех

Хăланкайăкăн икĕ чĕппи.

Уйрăлмиех пире яш чухнех, çирĕпех,

Пĕрле çыхре кун-çулăн çиппи.

 

Сарă çулçă тăкать çĕр çине кĕркунне,

Çемçе пултăр тет санăн çулу.

Чунсенче çут хĕвел, чунсенче çуркунне,

Çурхи кун пек чăнах та куллу.

 

Эпир иккĕн каллех, икĕ кайăк чĕппи,

Çĕнĕ пурнăç пире саламлать.

Хытăрах çых пире çĕнĕ пурнăç çиппи,

Ăраскал, ав, пире ытамлать.

 

Кам пире юратать, — савăнма пуçтарнар,

Пурсăра та чĕнетпĕр хĕвеллĕ куна.

Унччен мĕн пулнине ним юлми йăлт! манар,

Çуркунне, çуркунне ытамларĕ чуна.

 

Эпир иккĕн каллех, эпир иккĕн каллех

Хăланкайăкăн икĕ чĕппи.

Курăр-курăр, туссем, пире ĕмĕрлĕхех

Пĕрле çыхрĕ кун-çулăн çиппи.

«Лăпкă каç...»


Лăпкă каç. Шурă юр

Тăкăнать çĕр çине.

Ан калаç. Эсĕ кур

Юр пĕрчи ташшине.

 

Юр ӳкет пит çине

Çунтарса çулăмпа.

Эс кашни пĕрчĕне

Пуçтарсам тутапа.

 

Тен, эпир те санпа

Шурă мамăк пулар,

Çак асамлă вăйпа

Пĕрлешсе çаврăнар.

 

Сан хура куçсенче

Пур илемлĕ хăват.

Шурă юр айĕнче

Эс мана ан çухат.

«Мач вилтăпри çине хурсамăр пысăк чул...»


Оля Терентьевăна

 

Мач вилтăпри çине хурсамăр пысăк чул...

Кăвак-и вăл, хура е шурă йĕрлĕ,

Тăрри-аякĕсем ванăçинех пин тĕрлĕ,

Пулин вăл яка мар, карти те чалăш вĕрлĕк —

Леш тĕнчере хурланмĕ манăн чун.

 

Ку тĕнчере эп чăтрăм мăй таран,

Инкек те тусрĕм, тупрăм савăну та:

Çӳрерĕм çĕтĕк те, çӳрерĕм тутă,

Хăталарăм пӳрт, çăл чаврăм, çултăм утă —

Ĕçленĕ еç пулманччĕ-ха харам...

 

Çĕр айĕнче выртасчĕ кăтăш ман...

Пăлхавлă пурăнтăм, тĕрĕс мара тасатрăм,

Яш-кĕрĕмре янрарĕ манăн ахрăм,

Хăр-хаяра тĕнче хĕрне ăсатрăм...

Хурса хăварăр чул. Ан тивтĕр тек тăшман!

 

2000, çу, 7

Шупашкар

«Кам телейлĕ?..»


— Кам телейлĕ? Ухмах çын телейлĕ!

Сĕмсĕрсемшĕн пурнăç пыл та çу!

— Ухмах мар пек, ăслă та мар эпĕ,

Çавăнпа телейĕм пур та çук...

 

— Ăс нумайăн ăрăсĕ сахал-çке,

Ăслине кашни-пĕр тапăнать...

Çапла мар-им, хаклă шурсухалçă?

— Çаплине çаплах, пăртак кăна...

 

Асĕ-пăсĕ пур-ха вăл шăшин те,

Арçурин те пур-ха шур сухал.

Ыр тăвасĕ çук тăк нихăшин те —

Халăхри хисепĕ пит сахал!

 

— Пурлăх-çуклăх ырлăхĕ сахал çав,

Ырри çукăн ĕмĕчĕ тискер.

— Тĕрĕс пурăнан сахал-махалçăн

Пулакан-ха ăрăсĕ чипер.

 

2000, раштав, 14.

Асамлă çăлтăр


Каç. Шăплăх… Ял лăпкă ыйха путнă. Юрпа витĕннĕ çул çăлтăр çутипе аванах палăрать. Урам вĕçĕнчи пĕр пӳртре кăна кантăксем çутă-ха,унта яш-кĕрĕм улахха пуçтарăннă. Улькка та ытти хĕрсемпе пĕрле юрă юрланă май çăм алса çыхать. Хутран-ситрен,вăтанса,савнийĕ çине пăхса илет. Сетнер ăста, çыхма пуçланă çăпатана вĕçлет те иккен. Вăл та Улькка çине пăха-пăха илет. Куçĕсем тĕл пулсан, иккĕшĕ те хĕрелсе каяççĕ.

Улькка юлташĕ Елюк киле кайма вăхăт çитнине асăрхаттарсан пурте пуçтарăнма тытăнчĕç. Хапха алăкне чĕриклеттерсе вĕсем урама тухрĕç. Елюк часах килне çитрĕ, Ульккан утмалăх пур-ха.

Акă пĕтĕм урама янраттарса Петĕр пиччесен йытти вĕрме пуçларĕ. Улькка çитсе те пыратчĕ ĕнтĕ, сасартăк юр ăшĕнче тем çуталса выртнине асăрхарĕ. Вăл кукленсе ларчĕ те ăна чакаласа кăларчĕ.

Ой-ой, çăлтăр! Епле çутатать тата!

Улькка шухăшласа тăмарĕ,ăна кĕсйине персе чикрĕ те килне кĕме васкарĕ. Çăлтăра сак çумĕнче ларакан шкап туртмине хучĕ те вырăн çине чăмрĕ. Тутлă ыйха путрĕ.

Ир… Улькка амăшĕ пăру фермине васкарĕ. Ашшĕ çĕре кĕнĕренпе 3 çул иртрĕ ĕнтĕ, çавăнпа пĕтĕм ĕç амăшĕпе Улькка çине тиенет.

Малалла

«Шурă-шурă пĕлĕтсем...»


Шурă-шурă пĕлĕтсем,

Вăрăм мăйлă акăшсем,

Ăçталла эсир ишетĕр

Вĕрнĕ май çурхи çилсем?

 

Çав асамлă инçетре

Мĕн кĕтет унта сире?

Тен, çыран эсир шыратăр

Тинĕс евĕр тӳпере?

 

Эх, васкаççĕ пĕлĕтсем,

Манăн шухăш-ĕмĕтсем.

Сирĕнпе пĕрле каяççĕ

Эпир пурăннă кунсем.

«Халь утатăп эп пĕччен...»


Халь утатăп эп пĕччен,

Эсĕ çук манпа.

Çил ачи сапать питрен

Сивĕ шур юрпа.

 

Чĕпĕтесшĕн хăлхаран,

Çанăран туртать,

Е тĕртет те çурăмран,

Хыттăн шăхăрать.

 

Сан пекех хавас иккен,

Шухă вăл паян.

Тен, вăл çитнĕ инçетрен,

Çитнĕ сан патран.

 

Тем каласшăн тăрăшать

Сан çинчен мана,

Ăнланманшăн тарăхать —

Сирпĕтет юрпа.

«Ача евĕр чупса, ашкăнса...»


Ача евĕр чупса, ашкăнса,

Хăвалаççĕ хумсем пĕр-пĕрне.

Хăйăр тăрăх вĕçсе-ыткăнса

Çапăнаççĕ çыран хĕррине.

 

Сар хĕвел айĕнче савăнса

Ăмăртаççĕ вĕсем иртенпех.

Эп ларатăп вара сăнаса:

Хăшĕ кайĕ чупса инçерех?

«Кашни самантăн хăйĕн тĕсĕ пур...»


Кашни самантăн хăйĕн тĕсĕ пур.

Пĕрин — кăвак,

Теприн — сап-сарă е хура,

Тата теприн сиы-симĕс, акă, кур;

Кашни самант пире сăрлать хăйне кура.

 

Кашни самант хăй евĕр чан çапать,

Пĕри — хуллен,

Тепри — тĕнче чĕтремелле,

Тата тепри ыр ĕç тумашкăн йыхăрать;

Кашни самант çапла хăй мĕнлине пĕлтермелле.

 

Кашни самант пире хăй паллине парать,

Кашни самант — кам мĕнлине курать.

 

20.06.2007

«Ĕмĕтĕмсем — шап-шур кайăкăмсем...»


Ĕмĕтĕмсем — шап-шур кайăкăмсем,

Ытла та хăвăрт эп сире вĕçертрĕм.

Манпа сывпуллашса, инçе-инçе вĕçсе,

Чăвашлăх тĕнчине çĕклетĕр пуль-ха терĕм.

 

Саркун çĕршывĕнчен вĕçе-вĕçе килсе,

Чăваш юрри пулса çӳле çĕклентĕр.

Ман чĕрери вута хăвăрпала илсе,

Çӳл тӳпене чăваш тĕнчи çинчен пĕлтертĕр.

 

Çил-тăвăл чух эсир — сап-сар хĕвел кулли,

Çĕрле эсир çут çăлтăр та çут уйăх пултăр.

Кам туслă сирĕнпе, телейĕ ун тулли,

Ун ячĕ те çут тĕнчере яланлах юлтăр?

 

20.06.2007

■ Страницăсем: 1... 236 237 238 239 240 241 242 243 244 ... 796