Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Ытла та вăрттăн юратуТăм ӳкнĕ ирХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхЧипер АннаПулас кинсемИлем

Аттене


Итле, атте, санпа эп сăмахласшăн,

Çич хут виçсе пĕрре татса кала:

Кам айăплă эп йăпăлти пулманшăн,

Пĕр калăпран тухман-и санпала;

 

Пĕр кукăр-макăрсăр перетпĕр тӳррĕн,

Çук, килĕшмест хăшне сăмах йĕппи...

Атте, мĕн-ма кĕтӳç пулса çӳрерĕн

«Эп генерал» тесе вун çул хушши;

 

Сисеттĕмччĕ, хăвна çеç йăпататтăн

Хирте хуçа эп хама хам тесе,

Яра куна кĕтӳ хыççăн танккаттăн.

Ял хисепне эс илнĕччĕ çĕнсе.

 

Кĕркуннепе йĕпе юр-çумăр витĕр,

Тин çеç кун курнă сурăх путекне

Плащ аркипе йăтса киле килеттĕн —

Пĕрре кăна курман ун пеккине.

 

Кая юлса хуçийĕ тупăнсассăн,

Виç чĕлхепе вăрçаттăн эс ăна.

Пур выльăх та этем пекехчĕ саншăн —

Вĕсен те — чун, паман чĕлхе кăна.

 

Ял халăхĕ чăнах та хисеплетчĕ,

Пуçлăхсемпе пĕлместĕн пуплеме.

Хăшне-пĕрне сан курассу килместчĕ.

Ача чухне пултарайман пĕлме.

 

Халь тин çакна эп ăнланма пуçларăм:

Кама тата мĕн-ма эс юратман?

Çын умĕнче мăн кăмăллă пулмарăн,

Этем те саншăн Тур папай пулман.

Мĕскĕн


— Кирлĕ мар мана чăваш чĕлхи.

Лайăх унсăрах мана, — тет вĕçкĕн.

Анчах та туймасть, сисмест хайхи

Пулнине хăй мĕскĕнрен те мĕскĕн.

 

Шухăшлать çак мĕскĕн: «Чăн этем

Чăвашран писсен çеç эп пулайăп».

Вырăсла пуплет мĕнпур çĕрте,

Пĕлмесен те калаçма пит лайăх.

 

Тăванне курсассăн, çак пуçтах,

Юлташне сасартăк тĕл пулсассăн,

Сăмсине пăрать унран часрах,

Чăвашла тухмасть унран пĕр сасă.

 

Вăл тытать хăйне пит айванла,

Вăтанса çӳрет чăваш пулнишĕн.

Ăнланмасть çак мĕскĕн: вăл капла

Нихăçан хисеплĕ пулмĕ çыншăн.

 

Аттесен чĕлхи вăл — чи хакли,

Чунупа пит чухăн унсăр пулăн.

Чĕлхӳне мансассăн, çын кулли

Пулăн эсĕ, пĕр тымарсăр юлăн.

Эс тăратăн урамра


Маншăн ĕмĕт пулнă эсĕ —

Çутă çăлтăр тӳпере.

Кунĕн-çĕрĕн, тӳсеймесĕр,

Тапнă саншăн çеç чĕре.

 

Сан çинчен ялан шутлаттăм,

Эс таса тесе чунпа.

Калаçма та вăтанаттăм,

Тĕл пулсассăн çавăнпа.

 

Çак кунччен анчах сисмерĕм

Сан пирки йăнăшнине,

Пĕлсе те ĕлкĕреймерĕм

Кам чунпа эс пулнине.

 

Урамра тăратăн, акă.

Аллунта — шур перчетке.

Хура курткă. Вăрăм атă.

Йĕмӳ хĕсĕк те кĕске.

 

Куçусем кичем, пуш-пушă,

Хĕм сапмаççĕ халь вĕсем.

Сан патна пыма хăрушă:

Хыçăнта — сутенерсем!

 

Çук, сана эп ятламастăп,

Ху пĕлетĕн хăвăнне.

Анчах, пурпĕр ăнланмастăп

Юххана эс тухнине.

 

Çак çула епле çитейрĕн?

Эп юратнă-çке сана!

Е тытса пăхас-и терĕн

Симĕс доллар укçана?

 

Çапла пуль çав!

Çук эп саншăн —

Ют эс маншăн паянран!

Укçалла ӳт сутаканшăн

Вырăн çук ман чунăмра.

Çыру


Шупашкарти хĕл каçĕ янкăр çутă,

Мерчен пек юр хуллен çеç вĕçкелет.

Савниçĕм, сан çинчен пĕлес килет,

Анчах эс çыраймарăн-çке çыру та...

Тăван яла пĕрремĕш юр витсессĕн,

Сана эп чĕннĕччĕ хире тухма.

«Санпа пĕр тан пыраймăп, —

терĕн эсĕ, —

Пĕлместĕп, — терĕн, —

йĕлтĕрпе шума».

Куçа йăмăхтарсах хĕвел пăхатчĕ,

йĕлтĕр айне пулса юрлатчĕ юр.

Савниçĕм, санпала ман тĕл пуласчĕ, —

Ман чĕрере илемлĕ ĕмĕт пур...

 

Кăштах вăтаннипе-ши, сиверен-ши, —

Тутăрпала хуплаттăнччĕ сăнна.

Мана куçран пăхмастăн эсĕ темшĕн,

Анчах та эп сăнаттăмччĕ сана.

Хуллен шăватчĕç пирĕн йĕлтĕрсем,

Пирĕн хыçа пĕр мăшăр йĕр юлатчĕ.

Савниçĕм, ман пата килмерĕç çырусем,

Тен, вĕсене илет пуль тепĕр каччă?..

Шăвать çав йĕлтĕр... Шуса ӳкрĕн эсĕ...

Вара каларăн: «Пулăшсам хĕре...

Санпа чухне ман ыратать чĕре,

Тен, иксĕмĕр чухне эпир телейсĕр?..»

 

Сана ал патăм. Эсĕ хăвăрт тăтăн.

Малалла

Ăнман евчĕ


Вăтăр çула çитсе те авланма ĕлкĕреймен Анатуль, ялти тракторист, амăшĕ кашни кун ятланипе тарăхса çитрĕ.

— Авлантар-ха мана, Мĕтри тусăм! — терĕ вăл пĕррехинче тăваттă авланса пиллĕк уйрăлма ĕлкĕрнĕ юлташĕн килне пырса. — Тракторпа лайăх ĕçлеме пĕлетĕп пулсан та хĕрсемпе калаçма пĕлместĕп, вăтанатăп.

Чей ĕçсе ларакан кил хуçи ачалăх тусĕ çине куларах пăхса илчĕ.

— Кил, лар сĕтел хушшине! — сĕнчĕ вăл хăнине. — Эпĕ сана çĕрле пулсан — çĕрле, кăнтăрла-тăк — кăнтăрла пулăшма хатĕр. Сӳтсе явар çакăн пирки.

Чей ĕçе-ĕçе сӳтсе явма пикенчĕç. Кӳршĕ чăваш ялĕсенчи хĕрсемпе качча кайса уйрăлнă арăмсене «шĕкĕлчесе» тухнă хыççăн ашшĕ-амăшĕпе çеç пурăнакан Маруç çинче чарăнса тăчĕç.

— Сана килĕшмелле пек туйăнать те-ха çак хусах арăм, — шĕвĕр пӳрнипе маччана тĕллерĕ Мĕтри. — Атя кĕçĕр ун патне каяр! Евчи хамах пулăп.

Анатуль иккĕленсе-турткаланса тăнине курсан, тусĕ ăна хулĕнчен çапса илчĕ:

— Ан хăра! Манпа çухалмăн!

Вĕсем кĕç Мĕтрин «Жигулийĕпе» Палтал ялĕ енне тухса вĕçтерчĕç. Çуллахи çул тусанпа мăкăрланса çеç юлчĕ вĕсен хыççăн.

— Пырăпăр та Маруçăн килне, вăл пире сĕтел хушшине кĕртсе лартатех ĕнтĕ. Мĕншĕн тесен, мана лайăх пĕлет вăл, — вĕрентет Мĕтри тусне, умри рульне çавăркаланă май. — Эсĕ шăп кăна ларăн. Калаçаканни, Маруçа сана качча кайма ӳкĕтлекенни хамах пулăп.

Малалла

Яланхиллех


Яланхиллех — апостолсем вун иккĕ.

И.Иванов

 

Яланхиллех — Çĕр çаврăнать пĕр майлă

Хĕвелпеле хăй тĕнĕлĕ тавра.

Усал çынсем Турра та пăталанă,

Ахаль çынна пăталасси — тем мар.

 

Яланхиллех — вĕрмеççĕ çиле хирĕç.

Яланхиллех — йышра ăс нумайрах.

Яланхиллех — ыйтакана — çил хирĕç.

Касамата чикеççĕ вăйсăра.

 

Яланхиллех — чура чура çуратĕ,

Яланхиллех — пуян — пуян пепке.

Лаштра юманăн сарăхнă турачĕ.

Йышне хушать вăл чирлe йĕкелпе.

 

Тĕрĕслĕхе кăшлать суя элекĕ.

Ултав патши — шур урхамах çинче.

Тен, çавăнпах пуль çырăнать элеги —

Çырас тесен те юрату çинчен.

 

Усалсене юмахсенче тĕплеççĕ,

Юмахсенчех Сар кун çĕршывĕ те.

Аваллăхран тухать ылхаç кĕслеçĕ

Тĕрĕслĕхпе суялăх вăрçине.

Эпир — лашасем


Маттурлăх панă-ха Турри, маттурлăх панă,

Ăсне те панă-ха, ăна та мантарман.

Мĕскер тăвар? – Анранă çĕршывра çуралнă.

Кама вăрçар? Тата кирлех-ши вăрçăнма?

 

Эпир лаша: ир-каçĕччен суха тумашкăн.

Эпир утсем: яш чух çăварлăх кăшлама.

Эпир кĕсре: лава туртма, йăха тăсмашкăн.

Эпир тиха: ӳссен çитсен

Каллех лаша пулма.

Асамлă каç


Çак каçа эпĕ кĕтрĕм

Ик-виçĕ эрне.

Ак, паян аранах

Кĕтсе илтĕм.

Пăхса халĕ тăратпăр

Куçран пĕр-пĕрне,

Ман чĕреçĕм тапать

Хыттăн питĕ.

 

Сан чĕрӳ те çумра

Пăлханса тапнине

Куçунтан пăхсанах

Эп сисетĕп.

Çулăмла туйăмпа

Çак асам каçхине

Тутунтан чуп туса

Киленетĕп.

 

Тӳпере çăлтăрсем,

Мăч! та мăч! куç хĕссе,

Пире иксĕмĕре

Ыр сунаççĕ.

Эпир те пĕр-пĕрне:

— Юрататăп, — тесе,

Ăшăнатпăр чунпа,

Хĕрупраçăм.

Ăçта эс çӳретĕн?


Эпĕ килтĕм — эсĕ çук.

Ăçта-ши çӳретĕн?

Чунăм саншăн çуннă чух

Мĕншĕн кĕттеретĕн?

 

Сăмах патăн-çке ĕнер

Кĕçĕр тĕл пулмашкăн.

Килччĕ, тусăм, ан кĕттер,

Эс манпа ан ашкăн.

 

Эп сана килсессĕнех

Пилĕкрен ыталăп.

Чĕрери сăмахсене

Ăшшăн-ăшшăн калăп.

 

Саншăн çӳлĕ тӳпене

Ăнтăлăп, хăпарăп,

Йăлтăр çутă çăлтăрне

Аллунтан тыттарăп.

 

Санпа хĕмлĕ туйăмпа

Эпĕ ăшăнасшăн.

Анчах çук эс. Çавăнпа

Хаш! сывлатăп ассăн.

Коммунхоз «ырлăхĕпе»


Эпĕ сире урам, арча тата пиншак пахалăхĕ çинчен каласа парасшăн. Сăмах май çав виçĕ япалана пула курнă инкексем çинчен те пĕлтерем.

Иртнĕ тунтикун пасар кунĕччĕ. Çав ятпа пасара утрăм. Пасарта мĕн пуррипе çуккине пăхкаласа çӳреме аван пултăр тесе, ĕнер çеç илнĕ ĕç укçин вуннăмĕш пайне чиксе кайрăм.

Эпĕ çитнĕ çĕре пасар кĕрлесе çеç тăрать. Пĕçерсе çимелли çимĕçсем те, пĕçермесĕрех хырăма аван кăякан çимĕçсем те тем чухлех йăтăнса тухнă. Илес кăмăлу пулсан — ил, кăмăлу çук пулсан — ан ил.

Кирлĕ çимĕçсене, сăмахран, купăстине, паранкнне, аш-пăшне арăм туянĕ, ман вак-тĕвек япаласем питĕрсе усрама пысăк мар арча туянса таврăнасчĕ-ха тесе, арча сутакан пĕр те единоличник, те колхозник патне утса пытăм.

Арчисем май çук селĕм. Пăхнăçем туянас килтереççĕ. Пĕр пысăк мар арчине, хам паталла ăшшăн пăхаканнине, пӳрнепеле тĕллесе кăтартрăм та сутаканнинчен ыйтрăм:

— Ку арчи мĕн хак тăрать? — терĕм.

Вăл мĕн хак тăнине тунмасăр каларĕ.

— Кăшт та катмастăн-и? — тесессĕн:

— Катса пама юрамĕ. Ма тесен, ыйхă катса тунăскер. Калаçса çăвар тутине сая ан яр, ― терĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 283 284 285 286 287 288 289 290 291 ... 796