Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Куçăмран ӳпкеленĕн
пăхса ан çӳре.
Ăшăнаймĕ халь тин
пĕр пăрланнă чĕре.
Шĕл кăвар шăранса
кĕл пулсан вучахра,
Нихăçан та текех
çаврăнмасть кăвара.
Вуланмасăр выртаççĕ
уçман çырусем...
Ан та çыр урăхран,
маншăн ют халь вĕсем.
Юрăсем парнелемĕç
пире шăпчăксем,
Кӳренсе пуç усаççĕ
черчен чечексем.
Çак шур шуçăм, ката та
манпа саншăн мар...
Ма апла пулмалла-ха
каллех юнашар?!
Ӳпкеленĕн пăхса
эс текех ан çӳре,
Кăлăхах вут чĕртме
тăрăшни чĕрере.
Эп çыран ку енче,
эс çыран леш енче.
Çывăх мар, пит инçе
хушшăмăр. Ах, тĕнче!
Хушăра та шыв мар —
пирĕн иртнĕ çулсем,
Сисĕнмесĕр, шыв евĕр
юхса иртнисем.
Ах, епле çак шыв урлă
кĕпер хывмалла?
Вăй-хал çитĕ-ши? Пирĕн
пĕрле пулмаллах!
Çук, çапаймăн сăвай
шывăн тĕпĕ çукран.
Тытăнаймĕ кĕпер те
сăвай пулмасан.
Юмахри пек кĕпер
хывăттăм сан енне,
Сывлăшра çакăнса
тăракан пеккине.
Кун-сулсем иртсе пынă май час-часах ача чухнехисем аса килеççĕ. Хăш-пĕр пулăмсене çырса та хурас килет. Астума, манăçасран. Тен, вĕсем манран юлакансене те кăсăклантарĕç.
Çакăн çинчен асилме кирлех те марччĕ пулĕ... Анчах та кулленхи пурнăçра тĕл пулнипе йĕркелес терĕм.
Ĕç çапла килсе тухнăччĕ.
Ку вăл хамăр ялтах пулса иртрĕ. Ун чухне хресченсем уйрăм хуçалăхпа пурăнатчĕç-ха.
...Совет влаçĕн малтанхи çулĕсем.
Ял Советĕнче черет йĕркипе килсерен дежурнăйсем пулатчĕç. Кирлĕ вăхăтра кӳлсе тăратнă лавпах. Ара, яла час-часах тĕрлĕрен уполномоченнăйсем килетчĕç. Киномеханика та аппарачĕсемпе турттармаллаччĕ.
Кунта, çапла, яла пынă пĕр лектор çинчен каласа кăтартам-ха.
Ку лектор ял çыннисене халăхра çӳрекен тĕн, тĕшмĕш çинчен ăнлантарса параканни пулчĕ.
Нардом теекен пӳлĕме халăх лăках тулчĕ. Эпир те, шăкăр-макăрсем, мала, урайнех вырнаçрăмăр. Паллах, пĕлес килет мĕн çинчен лектор каланине.
...Пысăк та йăлтăртатакан куçлăхлă çын уççăн та ăнланмалла калаçрĕ. Хăйĕн сăмахĕнче çынсем хушшинче çӳрекен тĕшмĕшсем çинче ытларах чарăнса тăчĕ.
Малалла
«Мĕнле-ха пурнăçсем?» —
тесе ыйтатпăр
Пĕр-пĕринчен
курмассерен куллен.
Тытатпăр алă,
вăйлă чăмăртатпăр...
Хуравĕ паллă малтанах:
— Хуллен.
Вара каллех хуланалла
йăрккатпăр,
Таçта васкатпăр
каç пуличченех.
Ним шухăшсăр, каçарăр,
пурăнатпăр,
Çаплах пулать-ши мĕн
виличченех?..
Тăван яла çапах аса илетпĕр
Канмалли кун çитсессĕн тепĕр чух.
Пуçтарăнса çемйипелех
килетпĕр.
Тăван кĕтес, санран хитрийĕ çук!
Тăван кĕтес...
Чăн-чăн сиплевçĕ евĕр
Чун-чĕрене сиплетĕн ĕмĕрех.
Ыраш пусси,
е хĕрлĕ пуçлă клевер,
Е çĕмĕртпе сиренĕ
килсерен...
Çакна епле-ха чунăмран
кăларăн,
Мĕнле манайăн пысăк
хулара?
Вал тĕлкĕшет нихçан сӳнми
кăварăн,
Сӳнме памастăп,
чунăм,
ан хăра.
— Мĕнле-ха пурнăçсем? —
тесе ыйтсассăн
Чуна уçас килет те тепĕр чух,
Малалла
Вăхăт — сăхă. Çитĕ ĕмĕр каçĕ —
Улталаймăн шăпуна пĕрех.
Этемсем килеççĕ те каясçĕ —
Пурăнăç пырать хăй йĕркипех.
Мĕншĕн çавăн пек-ши вăл, çак тытăм?
Мĕншĕн шăп çапла? Пĕлместĕп эп.
Сăлтавне камран кайса эп ыйтăп
Калаканĕ тупăнмĕ — сисеп.
Пӳрнĕ-мĕн те çуралма — пурнатпăр,
Тĕмсĕлетпĕр шав тăсма йăха,
Хамăра шанни те, тен, пурах-тăр,
Тинкеретпĕр шав малашлăха.
Кулас килмен чухнех — тивет кулма,
Тивет йĕме — йĕрес килмен чухнех,
Мĕн чухлĕ вăрçнă пулĕ эп хама,
Анчах çапла тумашкăн тиветех.
Йĕрес килсессĕн те тивет кулма,
Кулас килсессĕн те йĕме тивет,
Кам иккенне хăш чух пĕлсе тăма
Мана шăпам, тен, тĕплĕн тĕрĕслет?
Ансатах мар этем кун-çулĕ:
Самантсемпе вăл йӳç куççулĕ,
Çапах та хамăра курах-тăр
Пуласлăха шанса пурнатпăр!
Иртес пек паянхи кулянăç,
Шыратпăр туссенче йăпанăç,
Ĕçре куллен вĕткеленетпĕр,
Ĕçке те тепĕр чух çитетпĕр.
Сисместпĕр те — иртсе те кайнă
Кун-çул, хĕвел те йăвашланнă,
Çавах ĕмĕтсемпех пурнатпăр,
Телей йăл куласса шанатпăр...
Çав хуйхăллă кунсем хыççăн
сасартăк хĕвел тĕттĕмленĕ...
Матфей çырнă таса Евангели, 24:28
Каятăнах пулсассăн — кай. Чармастăп.
Каяс çынна чараймĕ сĕм çĕрле.
Сан хыçăнтан сар çулçă пек чупмастăп
Çул тăрăх. Юлăп çумăрпа пĕрле.
Эс мар, мана ыталĕ вутлă çиçĕм,
Тен, ăшăтĕ эс шăнтнă чĕрене.
Каях. Малтан ан ман мана, савниçĕм,
Вĕçсе сар çулçă евĕр çул çине.
Тен, каялла таврăнасах тесессĕн,
Хăвнах çул кирлĕ пулĕ ун чухне.
Чĕлхемĕре танлаштаратăп аннепе,
Аннесенче тапать чĕлхе чĕри,
Ун çепĕç те асамлă вăйĕпе
Çак çĕр çинче пурнать мĕн пур чĕрри.
Мĕнле телей тăван чĕлхем пурри!
Мĕн ĕмĕрлĕх анне пире пӳрни,
Чĕрем юрри, çут пурнăçăн юрри,
Тĕнчемĕре ун пилĕпе курни.
Тăван чĕлхем! Тăван аннем-чĕлхем
Хĕвел те эсĕ. Çĕр чăмăр çаврăнни,
Кашни çьшна вăй паракан хĕлхем,
Хăватлăн, аслăн, чаплăн пурăнни.
■ Страницăсем: 1... 363 364 365 366 367 368 369 370 371 ... 796
|
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...