Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томХура çăкăрЙăмраллă ялВӗре ҫӗленАтте пилĕВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртКăра çилсем. Пĕрремĕш кĕнеке

Сăнарна асăмри сунтăхран кăларатăп


Суракан

сурана

сăввăмпа

сăтăрса

сипленме

самантсем

сыпăнми

салансан

Сăнарна

асăмри

сунтăхран

кăларап:

Вăл çăлать!

Вăл çăлать!

Вăрçăлла

вылясан

вĕсемпе

вилĕме,

вăхăта

вăтăрма

Вăй парать.

Вăй-хăват

вăтăр хут,

вăтăр хут

хушăнать!..

Хуш мана!

Хуш мана:

пушшăма

пĕтĕрме,

Малалла

Пурнăç май


Кашни халăхăн

хăйĕн шăпи –

чăвашсен те пур

шăпин тӳпи.

Эпĕ ăна

питĕ аван туятăп –

пурнăç çинчен

сăвăсенче çыратăп.

 

Хĕвел çути

сахал пекрех унта,

ялан йывăр

сывлăш пек кăкăрта.

Питĕ нумай

пирĕн хурланмалли,

çитет тата

малта мĕн курмалли.

 

Халăх юрри пирĕн

хамăр пекех –

çутă юрра та

хурлăх лекетех.

Ман сăвăсенче те

ун пекки нумай –

тĕлĕнместĕп эпĕ,

чăваш пулнă май.

Хĕрĕх çул


Ман пурнасси

нумаях мар,

хĕрĕх çул, мĕн вăл –

ним те мар!

Хамшăн кăна эп

шутламастăп,

ачасем çинчен

манмастăп.

 

Вĕсене Турă

илсе кайрĕ,

темшĕн пурăнма

памарĕ;

Вĕсемшĕн

ман пурăнмалла,

çавăрймастăп

каялла.

 

Турра анне те

кирлĕ пулчĕ –

юçĕсемпе ман

пурнăç тулчĕ.

Аннешĕн те

ман пурăнсан –

хĕрĕх çул кирлĕ...

паянтан.

Çил чарăнать


Çывăх çын

санран кайсан –

ку вăл

тĕнче пĕтни мар.

Эсĕ пĕчченех

юлсан –

пурнăç

чарăнни те мар.

 

Пуçунта сан

çил вĕрет,

торнадо пекки

килет!

Пурнăç

улшăнса кайни –

саншăн кăна

ун пек пулни.

 

Ĕмĕрĕпе вăл

çапла пулнă –

çынсем пĕр-

пĕринчен уйрăлнă.

Вăхăт иртсен

çил чарăнать,

сан пурнăçу та

улшăнать.

Çуллахи калав


— Вăхăтне шута илсе çырас пулать, хаклă тусăм, — терĕ манăн кулăшла калав алçырăвне уçкаласа ларакан редактор — Кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ пур, теççĕ. Халь мĕнле уйăх-ха пирĕн?

— Июль, редактор юлташ, — терĕм эпĕ.

— Тĕрĕс, июль. Утă уйăхĕ. Çумăр çăвать. Хĕвел хĕртет. Шăрăх. Анчах санăн калавунта ĕçсем хăçан пулса иртеççĕ? Хĕлле! Те декабрь, те февраль унта… Чӳречесем пӳрне хулăнăш шăнса ларнă тулта тăман çавăрттарать. Ăнкаратăн-и? Эсĕ çынсене çу варринче çавăн пек сивĕ калав вулаттарасшăн-и? Пире иксĕмĕре спаççипă калĕç тетĕн-и уншăн? Кĕтсех тăр! Пĕлетĕп эпĕ хамăрăн вулакансене…

Редактор хăйĕн кукша пуç тӳпине аллинчи авторучка вĕçĕпе хыçкаласа илчĕ.

— Апла… апла мĕн тумалла-ха эппин манăн? — çамка çине тапса тухнă тара çанăпа шăлса типĕтрĕм эп. — Ĕçсене хĕллерен çуллана куçарас-и?

— Çук, апла ан ту, — пуçне пăркаласа ипчĕ редактор. — Калавна юсама тытăнсан, эс ăна йăлт пăсса пăрахма пултаратăн. Кайран манах ылханăн тата… Вырттăр вăл юр çăвиччен. Атăл шăнса лариччен. Ăнкаратăн-и? Сезон çиттĕр! Ун чухне, тен, яма та май пулĕ. Халĕ эс ак мĕн ту, ытарайми тусăм…

Малалла

Пульăсем


Шупашкар шавĕнчен шăвăнса тухиччен

Тăнлава тыллакан тĕллевсен тӳпинчен

Пульăсем, пульăсем, пульăсем...пур енчен

Сан çине сапнăçем сурансен çĕввинчен —

Юн юхмасть — чун  тумлать: йĕркесем...йĕркесем...

Йĕрлесен?..

 

Йĕрсемпе йытăсем йăтăнса пынăçем

Пырăма пăявлать пĕвенленнĕ пĕвен:

Шухăшсен шурлăхне шутарать туртнăçем...

Тĕлĕк мар, тĕтĕм мар... çут тĕнче тĕнелтен

Хускалса силленет: ӳпнелле ӳкесле...

Ӳкĕтлес?

 

Ӳкĕте кĕтекен — тупăках кĕртекен:

Тĕрмери тимĕре тутăхпа тивеймен...

Тивтĕр вут! Виртĕм пур! Вутăмпа вĕрекен

Чун-чĕрем чĕлхемрен чĕлсе ил чĕрпĕке,

Чĕрт те яр! Чĕрĕлле-чĕрĕллех! Пĕтĕмпех!

Пĕтчĕрех!

Кăн-кăвак куçупа…


Çупăрла

Çумăрла

çăвăнам

çумăнта:

çеçпĕлле

çурăлам

çеçкесем

çуратам

Сăнасам

Санашкал

сăнлисем

сулхăнта

саралман:

сăнарна

сыпкăншар

сыпнăран.

Тухатсам –

тутамран

тумлатса

тăкăнсан

туйăму

тĕвелетĕр

тепре

татăçу:

Кил каллех

каплансан

кăвасак

кăмăлу

Малалла

Çĕрĕн чирĕ


Турăçăм, ман ыйту пур –

пирĕн Çĕре эс килсе кур.

Çынсем ытла урма пуçларĕç,

санăн çинчен те манса кайрĕç.

 

Çĕре паян тасатмасан,

шутламалла пулать вĕт Сан –

кам уншăн айăплă пулать,

варланăшăн асап курать?

 

Çĕрĕн те пурнас килет,

паян чирлеме тивет.

Сывлама ăна памаççĕ,

нимĕн вырăнне хумаççĕ.

 

Пĕр самант та Çĕр канмасть,

вăрçă канăçу памасть.

Çынсем çĕршĕн пуç хураççĕ,

е нумай нуша кураççĕ.

 

Çĕрĕ те асапланать,

тасатманшăн хурланать.

Халăх та ăна пĕлмест,

те ун тасатас килмест.

 

Çавăн пек халь самана,

пулăшма ыйтап Сана.

Килме вăхăт çук пулсан,

çĕнтерет пире тусан.

 

Тусан вăл пирĕн пуçра,

утнă чух тата хыçра.

Тасатма юратмасан,

начар халăх, Турă, сан.

Китсем


Тĕнче «китсем»

çинче тăрать –

вăл китсене

халăх шырать.

Кит ячĕсем –

укçа, укçа,

виççĕмĕшĕ те

укçа.

 

Укçасăр

пурăнма пулмасть,

унсăрăн

пурнăç пымасть.

Америкă

укçа çапать,

тĕнче ăна

тупăш парать.

 

Мĕнле вĕт вăйлă

çав китсем –

«доллар» теç

хăйне вĕсем.

Пурте ун

тарçисем эпир.

Хамăрăн –

шăмă тата тир.

 

Çав укçана

çĕнме пулать-ши;

Пуç тайма

кăна юлать-ши;

Китсене

улăштарасчĕ,

хамăр укçапа

пурнасчĕ...

Суя телей


(Икĕ пайлă, кăштах хурланмалли калав)

 

1

Шупашкаралла килекен «Чувашия» фирмăллă пуйăс Çĕрпӳ станцинчен тапранса кайсанах, улттăмĕш вакунри çиччĕмĕш купере килекен пĕр 23-25 çулсенчи питĕ кăмăла каймалла сăнлă пассажир чăматанне çӳлти сентре çинчен антарса, лайăх кăна туртса çыхрĕ, унтан пальтине, çĕлĕкне, перчеткине тăхăнчĕ те чӳрече умне ларчĕ.

— Эс мĕн тума халех тумлантăн, Андрон Андрейч? — ыйтрĕ унран тепĕр пассажир, тулли уйăх пек çап-çутă пуçлăскер. — Шупашкара çитме тата сехет ытла каймалла-ха! Ăçта васкас?

— Чун чăтмасть, Яким Якимч, — ассăн сывласа ячĕ Андрон Андрейч тени. — Часрах çитес килет…

— Мĕн вара. эс тумланса ларнăшăн пуйăс хăвăртрах чупĕ, теместĕн пуль те? Унăн хăйĕн виçи пур, тусăм. Пурнăçра кашни япала виçеллĕ. Пурте хăй вăхăтĕнче пулать. Мĕнле калаççĕ-ха çав? Хăвăн кăвапунтан çӳлерех сикейместĕн, теççĕ-и? Ак çакăнтан çӳлерех сик-ха эсĕ! — Яким Якимч, футбол пек çап-çаврака хырăмне çат-çат! çапса, кулса илчĕ.

— Виçĕ çул ытла курман-çке эпĕ Шупашкара! — каллех ассăн сывласа ячĕ çамрăк пассажир. — Ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн ĕçлеме Красноярск крайне ячĕç те, çуралнă çĕршыва пĕрре те килсе курма тивмерĕ. Инçе пирки те мар, ĕç нумаййипе. Халь акă харăсах ик уйăхлăх отпуск пачĕç — икĕ çулшăн. Шупашкарне те куратăп ĕнтĕ, театрти пур спектакльсене те пăхатăп — хамăр артистсене питĕ юрататăп эпĕ, — тăван ялта та пурĕнатăп пĕр хушă. Шупашкарĕнче, тен, пĕрле вĕреннĕ юлташсем те тĕл пулĕç…

Малалла

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 ... 796