Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемÇут пайăркаТантăшсемХĕн-хур айĕнчеЙӳçĕ кулăИлле ТăхтиЙышăнман сăмахсем

Кайнисене...


Пурăнса ĕшеннĕ Çулçă

Юлашки хутчен ал сулчĕ...

Сĕткенпе тултарнă Хурăн

Ӳкĕтлерĕ: пурăн! пурăн!

 

— Тавтапуç: тăраннă, çитĕ

Сарăлсах ешертĕм питĕ...

Ман пекки татах та пур:

Тăкăнаççĕ, авă, кур.

 

Тăкăнатпăр: вăрçă мар,

Çил те мар, хĕвел те мар...

Сивĕ мар! Веçех йĕркеллĕ...

Пурнăç курнă — эп телейлĕ.

 

Ман сăпкаччĕ — ăшă çил;

Туратту пулсаччĕ — кил!

Сывă пултăр çут тĕнче:

Канлĕх тупăп çĕр çинче.

«Сăввăмпа сăнарна сапласа йăлăхсан…»


Сăввăмпа

сăнарна

сапласа

йăлăхсан

Йăллакан

йăлана

йăмтармасăр

касам!

Кăкласа

кăларам

кăмăла:

çурмаран

çурнипе,

çĕтнипе

çырлахам та...

сурам!

Пулнине

пӳклесе

пĕтерем те

пĕтем!..

Салхупа

савнăçа

сыпакан

ĕнертен

ĕлкерсен

ĕлккенрех

ĕлкине

ӳкерме

Малалла

Шухăш


Шанчăка вăрлакан Шухăша —

Шаккасан та — ямастăп ăша.

Вĕскĕртсе янине ăнланса

Хурала тăрататăп ăса.

 

Шăвăнать-шăвăнать пуç тавра,

Чăрмалать чĕрнипе тăнлавран —

Тăнламастăп та. Шухă пуçа

Сыхламашкăн уçатăп куçа.

 

Йынăшать... Йышăнмастăп ăна:

Чĕнмесессĕн — хисепсĕр хăна.

Хĕрхенме пултарсан та — хăлха —

Сăвăрмасть тепĕр чух сăмаха.

 

Çав Сăмах ĕрчетмешкĕн нуша

Шырава ăсатать Шухăша —

Тахçанах çавăрасшăн тарçа,

Анчах хам пурнăçпа хам хуçа.

Пуянлăх


Пуянсене эп ăмсанматăп –

вĕсен те пурнăç çăмăл мар.

Пуян вырăнне лармастăп –

вырăнĕ унăн – кăвар.

 

Тӳперен ӳкмест пуянлăх –

ăна ĕçлесе тăваççĕ.

Нумай çынна çиет наянлăх –

ăмсанса кăна лараççĕ.

 

Пуянлăха ĕçпе тусан,

эс Турă умĕнче таса.

Аллу çинче ют юн пулсан –

ăнса пымасть пурнăçу сан.

 

Пуянлăх та вăл юр пекех,

ирĕлме те пултарать.

Чупать укçа та сиккипех –

паян – санпа, ыран – тарать.

 

Укçана тытма пĕлсен,

вăл чăнах та пулăшать.

«Унсăр ним те çук» – тесен,

пурнăç вĕçех улшăнать.

 

Пуянлăхĕ пурин те пур –

вăл пирĕн шалти пуянлăх!

Çумне пултарулăх хур –

çакă ĕнтĕ вăл – пуянлăх!

Велосипед


Район центрне çитнĕ çĕре лашам тарларĕ. Тарламастчĕ пулмалла та, анчах иртерех çитес тесе васкарах хăваларăм пулмалла. Çывăх çул мар, пĕре килнĕ пек чухне райçĕруправленине те, райфона та кĕрсе ĕçсем тумалла. Çавăнпа та уçăрах килсе час çитес тесе лашама хăваларах патăм.

— Райçĕруправлени пуçлăхĕ пур-и?

— Пурччĕ та-ха, — ответлет çинчерех çамкаллă хĕсĕк куçлăскер. Вăл камне эпĕ пĕлместĕп.

— Час килет-ши?

— Темле.

— Мĕнле темле, эсĕ хусамăр служашчисене пĕлмесен — кам пĕлмелле? чăтайманнипе сасса хăпартарах ыйтрăм.

— Эсĕ мĕн манпа харкашатăн, эпĕ хам та Уйкас колхозĕн председателĕ Иванов пулатăп вĕт, райçĕруправлени пуçлăхĕ çук пирки çеç унăн вырăнне чĕлĕм туртма кĕрсе лартăм.

— Ай, апла-и.

— Çапла çав.

— А эсĕ йулташ? — ыйтрăм тепринчен.

— Эпĕ тоже.

— Мĕн тоже.

— Ялсовет председателĕ.

Ларсан-ларсан ахалех çавăрăнса тухрăмăр.

— Маттур ĕçлеççĕ шельмăсем, 7–8 служашчирен пĕри те юлман, пурте яла колхозсене саланнă ĕнтĕ, — тесе тухрĕ ман хыçран пĕри.

Кĕтĕм Райçутпайне. Кĕçĕн вăтам шкул директорĕ кĕнекесем илме хушса янăччĕ те çавсене тиесе каяс тетĕп.

Малалла

Пукан


Илĕртет çемçе Пукан:

Ирĕн-каçăн лар та кан;

Пурте чупчăр ун тавра,

Хăв ларан явса ура,

Тăкăнать унта укçа

Пуçтарать ăна "хуçа"...

Çавăнпа кашни ухмах,

Çăмăлттай, уксах-чăлах

Йышăнмашкăн хăвăртрах

Талпăнаççĕ васкасах.

Тĕкĕшеççĕ. Пĕр-пĕрне

Каçармаççĕ ĕмĕрне:

Çиеле тухсан пĕри,

Юрама тăрсан тепри...

Çивĕч ăс, хивре сăмах

Пăрăнаççĕ айккарах:

Варлансан нумайлăха,

Йывăр килĕ халăха.

Вырăн çитĕ унсăрах:

Ӳнерте, ăслăлăхра...

...Çитмесен хавал вара

Çапăçаççĕ — çавăнтах.

Вăхăт, вăй сая анчах...

Сывлăш чĕтренет, паллах,

Пархатарĕ çеç çукрах...

 

Вĕçлесе çапла калам:

Пултарулăх пулмасан

Питĕ хаклă çав Пукан!

Кăкла


Кăкăртан

кăкласа

кăларсан

кăмăлала

Тымарпах

тăпăлтар

тĕвĕри

туйăма.

Сăмахсем

сарăхса

сапаланччăр —

сайран:

Хывăхран

хăтăлса

хама-хам

хăтарам.

Çĕнерен

çĕкленсе

çимĕçсем

çавăрма

Вăрттăнçи

вырăнтан

вăрлăхри

вăй-халран

Шанчăкпа

шăварса

шухăша

шăтарсан...

...Сыпăнман

савнăçу

сăмсаланмĕ те

сан.

Салам, Микулай!


Н.П. Артюкова

 

Çуралнă кун

савăнтарать,

пĕчĕк кăна

уяв парать.

Çĕнĕ çул пек

ăна кĕтеççĕ,

эрехне те

кăштах ĕçеççĕ.

 

Çак икĕ кун

уяв чăнах та

(ман шухăш

урăхла çапах та) –

çамрăк чухне

эпир курмастпăр,

çулсем иртнисене

туймастпăр.

 

Çулсем вĕçме те

пултараççĕ,

тĕрĕссипе –

ватăлтараççĕ.

Пĕрре те

ку савăнтармасть,

шăмшака

çăмăллатмасть.

 

Ик кунĕпе те

саламлатăп,

çав кунтах

юлма сунатăп –

ку хамăн

«фирменнăй» салам –

тата вара

Малалла

Мана çитет


Турăçăм,

ытлашши ан пар,

çăкăр-тăварсăр

ан хăвар.

Паян мĕнле

ĕçсем пулсан та,

сан ыйтусем

нумай пулсан та –

Эс ман çинчен

манса ан кай,

манăн та пур вĕт

пĕчĕк пай.

 

Эс мĕн пани

мана çитет,

нумай та вăл

часах пĕтет.

Мĕнле нумай

укçа пулсан та,

мăн кăмăлланса

кайсан та –

эп господин та

пулаймастăп,

пуянлăхпа

савăнаймастăп.

 

Р.S. Паян мана Эс

сывлăх пар,

хĕрĕх çул

пурăнма хăвар.

Чип-чипер мăшăрсем


Пирĕн колхоз утарĕ тавра çăкасем нумай. Ку вăрманти ытти йывăçсем пек хăйсем тĕллĕн шăтса тухнăскерсем мар вĕсем, нумайăшне Палюк мучи лартнă. Утаршăн пулсан вăл çăкасем хӳтлĕх кăна мар, питĕ кирлĕ йывăçсем. Çăка чечекĕнче пыл нумай. Пыл хурчĕсем çăкаран питĕ тутлă, сывлăхшăн сиплĕ пыл пухаççĕ. Ун пек пыла «çăка пылĕ» теççĕ. Пыл ытларах пултăр тесе Палюк мучи халĕ те ăçта вырăн пур, çавăнта кашни çул çăкасем лартать. Кăçал та парникрен виç çĕр кăк илсе килчĕ. Лартма эпĕ те пулăшрăм.

— Кăçалхисен тымарĕсем начар, чиперех чĕрĕлес шанăç çук, кашни шăтăка икшер çăка лартăр, пĕри хăрсан, тепри юлĕ, — шут тытрĕ Палюк мучи.

Çавăнпа кашни шăтăка икшер çăка лартрăмăр. Пăхса, шăварса тăрас ĕçе эп илтĕм. Утара манпа пĕрле çӳреме килĕшнĕ ачасем тата тупăнчĕç: Макçăм, Пракух, Çемен, Яша. Çуркунне каç час пулмасть, шкултан таврăнсан ыранхи уроксене вĕренсе хатĕрлетпĕр те тӳрех утара тухса чупатпăр. Çĕр аллă шăтăка икшерĕн лартса тухнă виç çĕр çăкана тĕттĕм пуличчен шăварса киле таврăнма шăпах ĕлкĕретпĕр. Палюк мучие те пулăшатпăр, колхозшăн та усăллă ĕç тăватпăр. Çапла-и?

Малтанхи кунсем çăкасем пурте тенĕ пекех чирлесе ларчĕç. Хăшĕн-пĕрин çулçисем шанса типсех ларма пуçларĕç.

Малалла

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 ... 796