Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Шăплăхри аслатиӖмӗр вӗренСалампиПăва çулĕ çинчеЫтла та вăрттăн юратуТанатаПурăнас килет

«Шӳт»


Инкек! Ни вĕлермест, ни чĕрĕлме памасть — нимĕç осколокĕ чĕререх ларать. Врачсем кăларма юрамасть теççĕ. Çавна пула кашни виçĕ уйăх урлă районти кардиологсем патне килетĕп. Паян та акă кĕрсе тухрăм та, вăхăта кĕскетес тесе, больницăран тӳрех столовăйне утрăм. Манăн автобусĕ сехет çурăран тин каять-ха.

Эпĕ апатланса пĕтернĕ вăхăта ман сĕтел патне сухал пусса кайнă вăтам пӳллĕ çын пырса тăчĕ. Çийĕнче тĕсне çухатнă, çанни вĕçĕсем ситрелсе пĕтнĕ кивĕ кăвак фуфайка; хыçĕнче çавнашкалах пысăк мар кутамкка.

— Аркадий Фролович, эсир-çке ку! Аван-и? — терĕ ал парса. — Эпĕ шăпах пĕр-пĕр палланă çынпа тĕл пуласшăн хăшкăлса çӳретĕп. Акă, тупăнчĕ те! — тутисене култарчĕ палламан çын.

— Салам, салам! Çулу ăнса пыни лайăх-ха вăл, — тетĕп хирĕç ал парса. — Мана атте ячĕпех чысласа чĕнетĕр пулсан, тем тесен те эпĕ эпех пуль çав, — куланçи тăватăп ăна хирĕç.

— Эсир ав çаплах шӳтлетĕр, Аркадий Фролович. Ĕлĕкхи пекех тăратăр, сахал улшăннă. Эпĕ акă сакăр çул харамра ирттертĕм. Саккăрăшне те хытă режимра... — ассăн сывларĕ вăл. Пырĕнче тем хăйăлтатса, хăрăлтатса кайрĕ.

Эпĕ тин çеç çак сухап пусса кайнă çын пирĕн ĕлĕкхи колхоз председателĕ иккенне тавçăрса илтĕм. Чĕрене тем пăчăртаса кайрĕ.

Малалла

Акă ĕнтĕ пуçланчĕ, пуçланчĕ!..


Акă ĕнтĕ пуçланчĕ, пуçланчĕ!

Иртенпех илтĕнет кĕтнĕ сас.

Майĕпен-майĕпен Сăр хускалчĕ,

Шурă витĕнкĕçне вакласа.

 

Савăнатчĕ кунта çамрăк-кĕрĕм,

Çаврăнса, ыткăнса пăр çинче.

Халь пăр çурăкĕсем чăн-чăн тĕррĕн

Тăсăлаççĕ-каяççĕ инçе.

 

Сарăлать-сарăлать те çав çурăк,

Сирпĕнет хур сăхлатнăн фонтан.

Юхăм май пăр тапранчĕ те — урăх

Кам-ши чарĕ ăна паянтан.

 

Ав, хуралçă пек, шурĕ вак куçĕ

Васкамасăр, хуллен малтанах.

Шăтăр-шатăр туса аркануçăн

Шурĕ авă каток хыçранах.

 

Çунасен мăшăр йĕрĕ те кайрĕ,

Хĕл илемĕ юхать ман умра.

Çуркунне шавласа çитрĕ мар-и —

Çĕнтерӳллĕ юрри ун ăшра.

 

Владимир Грибанов

Сергей пиччене


Çул иртнĕçем чыслăланаççĕ

Çухатусем, маттур ĕçсем.

Çапах та чĕрене лăпкаççĕ

Салтак киле чĕрех килсен.

 

Амăшĕсем ывăльсене

Сăмахсăр ыталанă майăн,

Чуптунă майăн савнисем

Йăл кулăпа та чечек айĕн

Пуçтарăнать куççуль нумайăн

Тăлăхсемпе хĕр-арăмсен.

 

Çул иртнĕçем чыслăланаççĕ,

Çухатусем, маттур ĕçсем.

Çĕнтерӳпе киленнĕ хаççăн

Татах та çирĕп салтаксем.

 

Владимир Грибанов

Çумăрсем пĕр вĕçĕм-и çăваççĕ...


Владимир Клятова, хамăр полкри разведчика

 

Çумăрсем пĕр вĕçĕм-и çăваççĕ,

Канăва чăрмантарса тĕппе,

Пирĕн пурте лайăх упранаççĕ —

Тар та, шăрпăк та табак типех.

 

Тепĕр чух тăваттăн пĕр чикарккă

Туртнисем те пулнă — мĕн калас! —

Чĕресем яр уçăлатчĕç, акă:

Тус та тăвана епле манас.

 

Тупăсем çил-тăвăл пек ураççĕ,

Вут сапса асаплă çĕр çийпе.

Пурпĕр пурте лайăх упранаççĕ —

Тар та, шăрпăк та табак типех.

 

Владимир Грибанов

Хулара, хваттерте пурăнатăп...


Хулара, хваттерте пурăнатăп,

Телевизор туллать чунăма.

Тарăхса балкона эп тухатăп,

Тăван килĕм тухать пек ума.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

Çӳл хутра çамрăксем пурăнаççĕ,

Дискотека тăваç каçсерен.

Çĕрĕпе тупаймасть чунăм канăç,

Куçăма курăнать тăван ен.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

Вырсарни çитсенех тумланатăп.

Уй-хир урлă васкать кив «Газель».

Чунăмпа эп тинех лăпланатăп:

Ман умра тăван кил, тăван ен.

 

Тăван кил. Кăмака.

Икĕ сак та сĕтел.

Анне. Çăкăр. Сăпка.

Тур кĕтесĕ. Тĕпел.

 

2010, пуш, 30

Сар çӳçеллĕ сарă тутăр


1

Апрель пуçламăшĕ. Хирте юр талккишпех выртать-ха. Вăл, каçхине пăрланса хытнăскер, çурхи хĕвел çутинче куçа йăмăхтарать. Ав ачасем юр çийĕнчех выляса чупса çӳреççĕ. Вĕсен ури вуçех путмасть, йĕрĕ те юлмасть. Вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть уй-хирĕн. Тĕнчере халь кирек мĕн те уйрăмах уçăмлăн палăрса тăрать. Инçетри катасем, йывăçлă ялсем хуп-хуран курăнаççĕ. Шоссе çулĕ хĕрринчи телефон юписем те, вĕсем çине карнă йышлă пралуксем те тĕп-тĕрĕс палăраççĕ. Шоссепе унталла-кунталла чупакан машинăсем тата... Инçетре-инçетре пулин те ывăç тупанĕ çинчи кăпшанкăсем пекех туйăнаççĕ. Тĕнче, пĕтĕм тавралăх хĕвелĕн çап-çутă, ылтăн-кĕмĕл шевлипе тулнă. Çав шевле чунлă пекех чĕтренсе, хускалса тăрать. Çуллахи пек ачашшăн, çепĕççĕн мар, сиввĕн, мăнаçлăн илĕртет хăй патне. Нина Сатлайкина хурала пуçланă çул тăрăх ял хĕррипе утать. Тĕреклĕ хул-çурăмлă, сарлакарах та илемлĕ питлĕ, пысăк хăмăр куçлă хĕр вăл. Кивĕрех кăвак çăм тутăрпа. Ана вăл çӳçне йăлтах хупласа çыхман. Лайăх тураса тирпейленĕ çӳçĕ мал енчен самай уçăмлăн курăнса пырать. Çӳçне икке уйăрнă тĕлте тӳп-тӳрĕ таса шурă йĕр выртать. Нина Сатлайкинăна ялти чи хитре хĕр теме çук. Юртукассинче ун пеккисем пур. Апла пулин те Сатлайкина çине çамрăксем пурте юратса, савса тинкереççĕ. Ваттисем те ун еннелле çаврăна-çаврăна пăхаççĕ. Мĕн илĕртет-ши вĕсене? Çакна, тен, хăйсем те ăнлансах çитеймеççĕ пуль. Çапах та кураççĕ, пĕлеççĕ: Нина Сатлайкинăн çынсене хăй енне туртакан асамлă, тĕлĕнмелле вăй пур. Халĕ Нина вĕçĕ-хĕррисĕр анлă уй-хире сăнаса, тинкерсе пычĕ. Çур аки пуçланасси пит инçех мар ĕнтĕ, çывхарнăçем çывхарать. Апла пулин те Нинăна вăхăт çав тери вăраххăн иртнĕ пек туйăнать. Унăн паянах, халех хире тухас килет. Тракторпа хăватлăн кĕрлеттерсе пырас килет. Акă унăн умĕнченех тăри вĕçсе çĕкленчĕ. Çуначĕсемпе çăмăллăн авăса-авăса çӳлерех те çӳлерех хăпарчĕ. Хăй çĕртен хăпнă-хăпман юрлама тытăнчĕ. Тин вĕçсе çитнĕ тăрисен юрри уйрăмах хаваслă, итленĕçем итлес килет.

Малалла

Пур — çук


(сăнав)

 

Икĕ пуçлă çĕлен,

Виçĕ пуçлă çĕлен,

Çичĕ пуçлă çĕлен

Тĕнчере пурри çинчен

Илтнĕ эп юмахсенче.

 

Икĕ питлĕ пепке,

Виçĕ питлĕ пепке,

Çичĕ питлĕ пепке

Тĕнчере пурри çинчен

Эп илтмен халиччен.

Спонсăр


Эпĕ — килти спонсăр,

Атте-анне мансăр

Ним тума пĕлмеççĕ —

Питĕ кӳлешеççĕ.

 

Эп хушша кĕрсессĕн

Хирĕçни илемсĕр:

Пурте йăл! кулаççĕ —

Пурте савăнаççĕ.

Эсĕ мантăн эп сана юратнине…


Эсĕ мантăн эп сана юратнине,

Эсĕ саврăн чи чипер, хитре хĕре.

Вăл илемлĕ, пурпĕрех сив чĕрине

Ăшăтаймăн юратса чун-чĕререн.

 

Ăшăтаймăн сив чĕре пăрланăвне,

Ăшăтаймăн, пулăн пăр ун çумĕнче.

Манса кайăн, чăн савни юратăвне,

Шăнса ларĕ юрату пăр ăшĕнче.

 

Шăнса ларĕ юрату ĕмĕрлĕхе,

Вăл аркатĕ телее, пурăнăçа.

Аса илĕн эс ун чух чун савнине,

Анчах пулмĕ тавăрма юратăва.

Те эп улталантăм санпа…


Çав каç çăлтăрсем çутататчĕç,

Çав каç куç хĕсетчĕç пире.

Çав каç пире уйăх саватчĕ,

Сар кайăк юрлатчĕ хитре.

Çав каç ытамне шăппăн илчĕ,

Çав каç пăшăлтатрĕ савса.

Çав каç, тен, эп йăнăшрăм пулĕ

Санпа çума-çумăн ларса.

 

Те эсĕ мана улталарăн,

Те эп улталантăм санпа —

Текех кантăкран шаккамарăн,

Текех тĕл пулмарăн манпа.

 

Çак каç çăлтăрсем те çунмарĕç,

Çак каç сивĕ килчĕ ытла.

Çак каç çутă уйăх тухмарĕ,

Сар кайăк та путрĕ ыйха.

Çак каç теме сиснĕн шăпланчĕ,

Çак каç шав итлет шăплăха.

Çак каç шур тĕтре хупăрларĕ,

Çухатрăм чунри канăçа.

■ Страницăсем: 1... 504 505 506 507 508 509 510 511 512 ... 796