Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ӗмӗр вӗренХĕллехи каçсенчеТантăшсемЮманлăхра çапла пулнăÇут пайăркаÇул хыççăн çулШăплăхри аслати

Менельник


Ĕç кунĕ вĕçĕнче ман станок патне Сидоров чарăнчĕ:

— Çитĕнӳсем мĕнле?

— Пыраççĕ-ха пĕр май, — хам тунă детальсем енне пуçпа сулатăп. — Турра шĕкĕр, паянхи норма авă çĕр çирĕм процент!

— Ну, тăрăштаран!.. Паян каçхине çичче пыр ман пата.

— Мĕн вара санăн?

— Менелник.

— Ак тамаша! Ма халиччен шарламарăн? Парни кирлĕ-çке, унсăрăн мĕнле?

— Эй, тупрăн калаçмалли, — шавларĕ малалла утса. — Май килсен, иртерех пыр, тен, манăн телевизора юсаса хăварăн. Юлашки вăхăтра хытах чăхăмла пуçларĕ, йĕркелле кăтартмасть.

— Тăхта-ха, миçе тултаратăн вара — хытах кăшкăратăп. Вăл манăн ыйтăва хирĕç алнĕ çеç сулчĕ, сана мĕне кирлĕ ку тенине пĕлтерсе.

Тем пек хыпалансан та, вечера шăпах пĕр сехет кая юлса çитрĕм. Ĕçрен те часах хăпса тухаймарăм, килте те вăш-вашах пулмарĕ: çăвăнмалла, хырăнмалла, тумланмалла тата апатланмалла та-çке. Парне кĕпи шыраса, ик-виçĕ магазина та çитрĕм, чечек магазинне те кĕрсе тухрăм. Унсăрăн мĕнле-ха?

Эпĕ пынă çĕре хăнасем пăкахчĕ. Пурте çамрăксем. Вечер хĕрсе кайнă вăхăт. Музыка çĕр çĕмĕрсе янăрать, эрех шарлатса юхать. Мăшăрăн-мăшăрăн ташлаççĕ. Сĕтел хушшинчи хĕрĕнчĕк хăнасем, пĕрне-пĕри итлемесĕрех, тем çинчен палкашаççĕ, тавлашаççĕ. Иван Петрович Сидоров хăй те лайăхах янă, аванах тăнкăлтатать.

Малалла

Тĕлпулу


Пĕрремĕш хут çак станцăра

Ун куçĕпе

Ман куç тĕл пулчĕç.

Анчах пĕлместĕп, ма ара

Ман кăмăл

Тăкăнас пек тулчĕ.

 

Ун куçĕ çĕмĕрт пек хура.

Юна хĕртет

Çав куç ачашĕ.

Ма хăвартланмĕ-ха вара

Чĕре таппийĕ

Харсăр яшăн.

 

Шел уйрăлма.

Инçе çула

Хăшăлтатса

Тапранчĕ пуйăс.

Студент билечĕпе сулап:

«Юлатăн, хура куç.

Сыв пул эс».

 

Шух çил вĕçтерчĕ кăтрине.

Ун чăмăр какăрĕ

Хускалчĕ.

Шур тутăр сĕлтрĕ ман енне:

«Телейлĕ пул,

Телейлĕ каччă».

 

Хăть пуçласа çак станцăра

Ун куçĕпе

Ман куç тĕл пулчĕç,

Çапах ăнланчĕ ман чĕрем:

«Ман телее

Тути ун кулчĕ».

Ăсату


Эс ыран

Каятăн, тусăм,

Хĕвелтухăçне ирех.

Асăнмалăх

Хĕрлĕ роза

Кăкăру çине тирем.

 

Йăлтăр çутине

Сапуçан

Кĕмĕл уйăх хăпарать.

Юлашки хут

Мана, тусăм,

Чуптăван çак пахчара.

 

Каçсерен

Хумханчăк сулхăн

Сарăлсан укăлчара,

Купăсна тăсса

Тек тухмăн

Хĕр чунне шыра-шыра.

 

Эс чикке

Çитсе ак тăрăн

Çĕршыва хураллама.

Эп чуптăвăп

Çыру тăрăх

Пăшална та аллуна.

 

Хĕрлĕ роза

Асăнмалăх

Çиçтĕр сан чĕрӳ çинче.

Эп ыран ир

Пурçăн явлăк

Сулăп пуйăс хыçĕнчен.

Шкул


Питĕ-питĕ кирлĕ çурт —

Ял варринчи шкул.

Ăс пухса пыр кашни çул —

Çĕршыва юравлă пул!

Яндурас


Авал тенĕ кунсенче,

Мунча майлă килĕнче,

Пурăннă, тет, Яндурас...

Сăвă пĕтрĕ —

чарăнас!

Ахăру


Ах, ах, ах —

Ма тăмарăм маларах,

Ма тăмарăм маларах —

Ахăраттăм ытларах!

Алсиш


Январь пуçламăшĕнче хамăрăн вăтам шкулти химкабинет валли спирт илме районти аптекăна кайрăм. Хучĕсене малтанах хатĕрлесе хунăччĕ те виçĕ литр спирт часах илсе тухрăм. Çанталăк сивĕтнĕçем сивĕтсе пычĕ. Пӳрт пĕренисем те шарт та шарт çурăлаççĕ. Кам патне те пулин кĕрсе лашана пĕрер сехет çитересчĕ. Хамăн та кăштах çырткаламалла. Çапла шухăшласа тăнă вăхăтра пĕр вăтам пӳллĕ арçын ман еннелпе васкасах çывхарнине асăрхарăм. Вăл хура кĕрĕкпе, тилĕ тирĕнчен çĕленĕ лапсăркка сарă çĕлĕкне чалăшшăн лартнă та сылтăм хăлхине ăшă перчеткепе хупланă.

— Салам, Тимахви! Шăпах сана кĕтеттĕм-ха эпĕ, — тетĕп шӳтлесе.

— Салам, салам, — мăкăртатрĕ вăл малалла утнă май.

— Ăçта çаплах хыпаланатăн?

— Киле.

— Апла пулсан лашана шăвармалла эпĕ те пырам-ха.

Çак сăмахсем, кувалдăпа çапнă пекех, Тимахви пуçне кĕрĕк çухи айне путарчĕ.

— Ма чĕнместĕн?

— Ан ӳпкелеш, Сергей, халĕ манăн санпа аппаланма вăхăтăм çук, чăнласах васкатăп тата арăм та килте мар.

— Мана санăн арăму кирлĕ мар, хамăн та пур.

— Çапли çапла-ха вăл. Анчах та мăшăрăм килте пулсан, апат-çимĕç хатĕрччĕ тетĕп-çке.

Малалла

Оптима


Акă вăл, акă вăл,

Ман Оптима1 çакă вăл:

Çу сĕрсен — чипер ĕçлет,

Типĕлле — шав хирĕçлет.

Çурхи


Çур çывхарать.

Хĕрсен питне

Пăхсах ăна эп ăнланап.

Пуçра

Çĕн сăвă çитĕнет,

Улма кăчки пек мăнланса.

 

Халь ак чĕрем

Çур савнăçне

Сăвă ăшне юхтарнă чух

Хĕрсем мана вăййа чĕнеç:

«Поэзи килчĕ, теççĕ, тух».

 

«Телейлĕ вăхăт

Савăнма». —

Хĕрсем мана калаç çапла.

Ман ăшă ӳтлĕ сăввăма

Савни куллийĕ

Кăтăклать.

 

«Телейлĕ вăхăт

Савăнма». —

Эп хам та çавăн пек калап.

Ачаш чечеклĕ сăввăм ман

Пиçсе пыллантăр

Улмалла.

 

Вара

Çурхи кунсен шăрши

Ачашласан чуна татах,

Ăна тутанччăр

Мăшăрсем

Ăш юратуллă тутапа.

Колхоз хирĕнче


Ман умра выртать пит аслă

Колхоз хирĕ вĕçсĕрех.

Тӳперен тăри уç саслăн

Селĕм кĕвĕ вĕçтерет.

 

Хĕвелтен ирех вăраннă,

Ешерет ыраш, урпа.

Ав, çухалнă вак йăранĕ,

Вăл тĕп пулнă тракторпа.

 

Кам ĕçлемĕ-ха хаваслăн

Халь тухсан колхоз хирне?

Ахаль мар тăри уç саслăн

Сапать кемĕл юррине.

■ Страницăсем: 1... 506 507 508 509 510 511 512 513 514 ... 796
 
1 Оптима — пичетлекен машина марки.