Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Иртет кун хыççăн кун,
Çулталăк та иртет.
Юмахри пек ман чун
Асамлăх çеç кĕтет.
Çак вăхăт иртнĕ май
Сисетĕп ытларах:
«Туссем» тени нумай.
Шел, туслăх сахалрах.
Пĕр çăлтăр та пĕччен
Çунмасть пуль тӳпере.
Çут Уйăх темĕнччен
Лăпкать ачаш Çĕре...
Чăн туслăх пулмасан
Кичем-çке пурăнма.
Тусу пулам-и сан
Пĕрле чуна уçма?
Çулçӳревçĕ варринчен уçнă кĕнекене тăвар килли çумне тĕрентерсе хăварчĕ.
Кĕнеки тем сарлакăш, хулăн, саспаллисем шултра, хуп-хура, ретĕн-ретĕн шăкăрипе ларса тухнă.
Ку Пурнăç кĕнеки мар-ши?!
Манăн та «аслă пĕлӳ» илес шухăш пуçра вĕлтлетрĕ.
- Э-э-х-х! — терĕм те кĕнеке ăшне чăмрăм.
Чупса кайрăм вуласа: йĕрке çинчен — йĕрке çине, саспалли çинчен — саспалли çине; сылтăмран — сулахая, аялтан — çӳлелле.
Пĕр картлашка çинчен — теприн çине сикетĕп.
Ĕлкĕреймесрен хăратăп.
«Аслă пĕлӳ» илес тесе пĕтĕм чунтан тăрăшатăп!
Тăвалла çул çăмăл мар иккен!
Ту тăррине хăпарса çитиччен пĕр ĕмĕр иртсе кайрĕ.
Вулатăп!
Хăпарса çитрĕм те тĕнче хĕррине курас килсе кайрĕ.
Кĕнеке хуплашки хыçĕнче мĕн-ши унта?!
Кармашса пăхрăм та — шуса кайрăм.
Тăвар килли ăшне кĕтĕм ӳкрĕм.
Çак тинĕсре ишнĕ хушăра пĕр пăт тăвар çисе ятăм.
Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!
Ак мĕнле иккен вăл — тĕнче хĕрри!
Ман асапăм, манан савнăçăм,
Ман телейĕм, манăн хурлăхăм,
Чун-черемĕм лăпкă канăçĕ,
Чунăм варринчи çут пурлăхам.
Манан тертĕм, манан ырлăхăм,
Ман инкекĕм,манăн ăнăçлăх,
Ман кĕтменлĕх, манăн шухăшăм,
Манăн халсăрлăх,ман танăçлăх.
Манан тĕрĕслĕх, манăн чĕрĕлĕх,
Манăн такăрлăх, манăн такăнăç,
Уçă сывлăшăм, манăн сĕрĕмĕм,
Ман ула курак, манăн акăшăм!
Манăн çутлăхăм, манăн семлĕхĕм,
Ман паянăмçăм, ман ыранăмçăм,
Манăн кăмрăкăм, манăн йăлтăр хĕм,
Манан ыйăхăм, ман вăранăçăм...
Манăн, манăн эс, ман юратăвăм,
Сив хĕл варринче — çуркунне тăвăн...
Ман чунăм, тен, ытла та чухăн.
Тен, çук пуль çав илем тĕнчи?
Тен, пурнăçăм та ман — пĕр юхăм?
Пĕр юхăм çеç, тен, чун ĕнчи?
Мĕнех вара? Ку манăн айăп.
Илемшĕн явапли — эп хам.
Вăл çухалсан мĕнех тăвайăп?
Тен, пулăшĕç? Анчах та кам?
Чĕре, чĕрем! Çăлкуç пек эсĕ
Ялан хăват парса тăран,
Çурхи чечек пек ешерессĕн
Ăш туйăм, çепĕçлĕх ыйтан.
Эс вăйлă чух эп ĕненетĕп:
Ман чунăм пĕртте чухăн мар.
Кулленхине, пулассине те,
Чĕрем, илемлĕх сĕмĕ пар!
Пире юратнă шкул расна çулпа салатрĕ
Ăш çилпеле тирек вĕçтернĕн мамăкне.
Эпир чечек пулин, шăпа-хĕвел йăпатрĕ.
Эп хам та, мамăк пек, тухатăп çул çине.
Пачах та ют çĕрте иртет халь манăн кунăм,
Шкулти хаваслăх та асилӳре анчах.
Ăçта-ши тантăшсем?!! Йĕрет, йĕрет ман чунăм.
Чечек те пĕччен чух хаваслă мар пачах.
Эрне вĕçленсенех вокзал енне васкарăм.
Çапла,тен,кайăксем вĕçеç тăван çĕре.
Тĕтре ăшне çакланнăн çутă асăрхарăм,
Çав çутă, тусăм, — эс. Хĕвел çунать питре.
Эп мамăк пулинех таçта вĕçсе çӳрерĕм,
Тĕл пултăм çав-çавах шур мамăк-тусăма.
Шкулта чухне кăна çакна туйма пĕлмерĕм:
Класри кашни ача пит хаклă чунăма...
Чи таса чунлă, тӳрĕ чунлă сăвăç
Килсессĕнех çак çутă тĕнчене,
Шăпи телейсер пулнă-çке, —
мĕн тăвăн? —
Чи чăннине,
Чи хаклине,
Чи кирлине
Каланă уççăн ĕçлĕ çынсене.
Унăн сăмахĕ патшана витернĕ,
Тĕрĕс сăмах канăç паман ăна.
Сăвă йĕрки çавтер хĕнпе çĕнтернĕ, —
Вăл ырлăх суннă чăн вулакана.
Сăвăçсене сăвви сĕнсен те вилĕм,
Тĕрĕслĕхе чунтан ĕненнĕрен,
Хĕрӳ чĕрешен вĕртĕр Çĕпĕр çилĕ, —
Айккинелле кайман тур çул çинчен.
Эзоп юптарнă... Çивĕч калаçнишĕн
Пĕр шелсĕр тĕп тăваççĕ сăвăçа.
Овидие те ирĕке савнишĕн
Яраççĕ ют çере — ан кĕр куçа.
Чун тĕкĕрĕ, пурнăç карапĕ — сăвăç,
Вăл ĕмĕр урлă малаша курать.
Хăш-пĕр чухне уншăн çак çĕр те тăвăр,
Вăл çĕнĕ кун, вăл çĕнĕ çĕр уçать.
Çавăнпалах ĕмĕр юратнă Пушкин,
Пуçне тайманшăн сăхă трон умне,
Пӳçне хурать. Ăна элекçĕ-ушкăн
Тертсех парать мур-вилĕм аллине.
Малалла
Ун чух Йăкăнат пичче, хăй калашле, неграмăтнăй пулнă. Вулама та, çырма та пĕлмен. Çапах та арманта-мĕнте е, енчен, пĕрре вулав çуртне кайса ларсан, вăл, пĕр-пĕр çут çăвара итличчен хаçат вулакана итлерех панă.
Нумай иртнĕ-и, сахал-и, пĕрре çапла Клемук ятлă аслă ывăлĕ урамран, такамран тарнă пек, хашкаса чупса кĕнĕ. Алăка уçнă-уçман:
— Атте, пуштă килнĕ... Часрах укçа пар-ха, хаçат çырăнса ярар, — тенĕ.
— Хаçатшăн пулсан парăп та, — тенĕ ашшĕ çăпатине саплама пăрахса, — анчах усăсăр тăккаланă ан пултăр, лайăх калаканнине çыртар...
— Часрах, пуштă каять, — васкатнă ывăлĕ.
— Е, ĕлкĕрен, мура каймĕ...
Йăкăнат вăраххăн кăна йĕс çăраллă пĕчĕк арчине уçнă, унтан улачаран çĕлетнĕ укçа енчĕкĕнчен каллех васкамасăр-тумасăр пулă хуппи пек пĕчĕкçĕ укçасем — ик-виç кĕмĕл кăларнă.
— Да, хаçат вулани картла выляни мар, Кăчăк ачисем пек ан пул, — тенĕ вăл кашни кĕмĕле темиçе хут тыта-тыта пăхса.
Клемук ашшĕ хăтланнине тарăхса пăхса тăнă. Юлашкинчен, икĕ кĕмĕл хăй аллине куçсан, килĕнчен çĕмрен пек вĕçсе тухнă.
— Ха... калăн — вут хыпнă. Ăсу кайĕ, вилет хаçатшăн, — текелесе пирĕн кăмăллă пичче ватă пуçне пăркаласа юлнă.
Малалла
 Аллă çул эсĕ тултартăн,
Сывă алă мана патăн.
Хĕпĕртерĕм эп чунтан
Эсĕ сывă пулнăран.
Çурла. 2005.
 Ир ирех утатăп
Эпĕ пулăна.
Тӳпене сăнатăп
Çавăрса тăна.
Тӳннĕ Алтăр-Çăлтăр
Выртнă вăл ӳпне.
Тимĕр Шалçа — Çăлтăр
Юлнă хăй тĕлне.
Çутă кĕмĕл çăлтăр
Тухăçра çунать.
Шурăмпуçĕ вăрттăн
Çуннăн улăхать.
Куç хупса сӳнеççĕ
Тухăç çăлтăрсем.
Черете кĕтеççĕ
Кай-анăçрисем.
Тӳпене хĕлхемлĕ
Шуçăм кармашать.
Лăмлă сенкерленнĕн
Анлă сарăлать.
Ряштав, 2000.
 Йысна! Нумай пулать сана курманни.
Санпа юнашар ларса виç сăмах та пулин пуплесчĕ ман.
Аппана та курас килет.
Нумай пулать ĕнтĕ эсир çĕн çĕре куçса кайни.
* * *
Йысна, аппа! Çак писме сирĕн алла те çитет, те çитмест. Халь пуштă лайăх çӳрет теççĕ те.
Çырнă çыру ан çухалтăр тесе ку писмене çирĕм пуслăх марка çыпăçтарса саккаснăй ярас терĕмĕр сирĕн пата.
* * *
Йысна! Çырассине те ку писмене хамах çыратăп. Çынна çыртарас тесе шутланăччĕ те çынна çыртарма шикленетĕп çав.
Хветĕр ывăлĕ çырма ăста, шăрçа пек илемлĕ çырать те вăл, вăл çырни витĕмлĕ пулать теççĕ те, çапах ăна çыртарас килмерĕ.
* * *
Йысна, аппа! Эсир иксĕр те ас тăватăр Хветĕре. Ĕлĕкхи пекех пире Хветĕр кураймасть. Вăтамрах пурăнатпăр пулин те ĕлĕкренех çын патне кивçене кайман та эпир, çавăнпа Хветĕр кĕвĕçет, кураймасть пире.
Ывăлĕ те ашшĕ пекех пулнă, ытла кĕвĕç. Хветĕр ывăлĕ пирĕн умран иртсе кайнă чух хамăр хапха хăми хушшипе вăрттăн пăхса тăтăм эпĕ — пирĕн тĕле çитеспе Хветĕр ывăлĕ калпакне куштанла пусса лартрĕ, пирĕн еннелле сивĕ куçпа сиввĕн-сиввĕн пăхса иртсе кайрĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 518 519 520 521 522 523 524 525 526 ... 796
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...