Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
 Çилленме мар, вăрçма мар,
Хурлантарас шутпа мар,
Этем ывăл-хĕрсене
Хĕрхенсе-çке ман сăмах,
Шмакка кĕпçи сыпăкле
Аялтан та çӳлелле
Çапла пырать сыпăнса.
Шыв хĕрринче ӳсекен
Вăрăм шмакка кӳпçине
Ӳснĕçемĕн вĕçĕнче
Шур чечеке лартăрччĕ,
Иртен-çӳрен çынсене
Ырă шăршă пултăрччĕ,
Юр айĕнчен тухакан
Кĕрен чечек çеçпĕл пек
Тутлă шăршă сартăрччĕ.
Манашкалли ĕлĕк чух
Хăрăк-харăк пулнă çын
Путмар çинчен маларах
Хисеплĕрех вырăна
Иртсе курни пулайман.
Хисеп тенĕ сăмаха
Мĕн ачаран çитĕнсе,
Турпа патша пуçлăх чух
Ар пуличчен пурăнса
Çав каланă хисепе
Ман адреспа никам та
Ман хăлхана ун чухне,
Янăралсем пуç чухне,
Çирĕм çичче çитсе те,
Тем чул хурлăх тӳссе те,
Писмепеле пулин те
Ман хăлхана илтĕнсе
Савăнтарман кăмăла.
Эпĕ орден илеймен,
Ĕç халăхĕ умĕнче
Сан хисепе çитеймен,
Ĕçе сан чул ĕçлеймен.
Мухтанатăп эп çавах
Малалла
Вăрман — ем-ешĕл тумлă тинĕс,
Ма хумханан, мĕн шухăшлан?
Туму çинче — вылять çĕр пин тĕс,
Чĕлхӳ çинче — пин юрă сан.
Чăн улăпсем пек, юнашаррăн
Çĕкленнĕ юмансем парка.
Эс калăн, салтакла патваррăн
Вĕсем строя-шим тăнă кар?
Раççей вăрманĕ! Эс ахаль-и
Сывлатăн ассăн хушăран?
Хул-çурăму сурать сан халĕ, —
Пит сусăр юлтăн вăрçăран.
Етре е бомба уламан-и
Кунта çурас пек хăлхана:
Вут-çулăм, тĕтĕм явăнман-и
Кĕл хупламан-и тăпрана!
Е йывăç юлнă пĕр туратсăр,
Урасăр-алăсăр çынла;
Е кăмрăкланнă тайăлмасăр,
Е ӳкнĕ паттăр салтакла.
Фашист эшкерĕ пит алхаснă,
Йăлт пĕтерсе тăкас тесе,
Вăл шелсĕр вилĕм вучĕ янă
Ем-ешĕл тумлă кĕтесе.
Халь кам-ши шутласа кăларĕ
Мĕн чул юман çухалнине?
Чĕр вулăрах тупатпăр мар-и
Паян та тимĕр ларнине!
...Яш-кĕрĕм евĕр, юнашаррăн
Ӳсеççĕ ешĕл йывăçсем.
Утаççĕ пек стройпа патваррăн
Малалла
 (Вăрçă уйĕнчен)
Хисеплĕ юлташсем! Çак çырăва сиртен хаçат çине пичетлесе кăларма ыйтатăп. Мĕншĕн тесен кунта, пĕр чарăнми тупăсем кĕрлесе тăракан çĕрте, çуралса ӳснĕ республикăран таçта инçетре, пуçа вĕçсĕр шухăшсем килсе тухаççĕ, вĕсем пĕрин хыççăн тепри килсе иртеççĕ...
...Эпир Сталинград облаçне, Буканово станицăна, çитрĕмĕр. Ытарма çук станица! Вăл Дон шывĕ хĕрринчен сакăр çухрăмра. Кунта нимĕçсем кĕреймен. Кунта нимĕçсем никама та çаратайман, çакса та вĕлереймен. Кунтан ушкăнĕ-ушкăнĕпе тыткăна лекнĕ итальянецсемпе румынсем çеç иртнĕ, вĕсем хушшинче хăйсен «тусĕсене» пулеметпа сыхласа çапăçтаракан нимĕçсем пулнă... Пирĕн штаб Шолохов арăмĕн ашшĕ çуртĕнче, Шолохов çак станицăран «туха та пĕлмен», пулă тытнă вăл, сунара çӳренĕ. «Лăпкă Донăн» тăваттăмĕш кĕнекине çырса пĕтерсен, вăл хăйĕн геройĕсене, казаксене, Мускава илсе кайнăччĕ. Вĕсем унта казаксен халăх юрри-сăввисене, ташши-кĕввисене кăтартса пĕтĕм Мускава тĕлĕнтернĕччĕ. Çав ушкăнпа пĕрле Мускава кайнă казачка Ксения Харитоновна Морскова1 Шолохов çинчен каласа парать. «Лайăх писатель, — тет вăл, — тата лайăх депутат. Ун патне çын мĕнле ыйтупа пырсан та кăмăлне туймасăр таврăнман. Укçа çук пулсан — укçа парать вăл, эхер те мĕнле жалоба пулсан, çав жалобăна пурнăçа кĕртме пулăшать».
Малалла
Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!
Мана ӳстертĕн пĕчĕкрен.
Эс сывăран — ялан эп сывă,
Эс вăйлăран — хастар чĕрем.
Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!
Сывлатăп эп пĕр пек санпа.
Кунта эп чи телейлĕ ывăл,
Кунта кун-çулăмпа шăпам.
Раççейĕм, эсĕ ман çĕршывăм!
Чапна çĕклерĕн тӳпене...
Пĕр сан çинчен эп юрă хывăп,
Сана парнелĕп чĕрене.
 Хапхаран та кĕтĕм — тайăлтăм,
Алăкран та кĕтĕм — тайăлтăм,
Пуян çын кăмăль çемĕçмерĕ,
Пуçăма тайни килĕшмерĕ...
Ники-ники хут купăс —
Пуян çынсем патĕнче;
Тăрăс-тăрăс сикни те —
Куштан этем килĕнче...
Мăрăк-мăрăк кушакки,
Мекек-мекек качаки,
Шăри-шари выç ачи —
Пурте мĕскĕн патĕнче...
Ана-çаран — тикĕсси,
Тыр-пул тăпри — мымалли,
Хăртнă-хăртнă çĕр-шывĕ —
Пурте куштан аллинче.
Ана урлă улт шырлан,
Ана тăрăх çич шырлан,
Сăртлă, чуллă тĕмеске —
Пурте мĕскĕн анисем...
Тăнлă-тăнлă этемсем —
Ăслă-хаклă куштансем
Йăпăлтиллĕ сăмахла,
Чĕлĕм ăшлĕх тапакла,
Ик-виç стакан эрехле,
Чее-суя элекле,
Карланкишĕн кастарса,
Карма çăвар — кустирек,
Пуян майлă çаптарса,
Чухăнсене хур туса,
Ялан вĕрнĕ йытă пек…
Пуян çынна пăхăнса,
Вăл хушнине итлесе,
Урлă-пирлĕ сăх сăхса,
Пупа турă ячĕпе,
Хăмла-ăсла сĕтекпе,
Малалла
 Сармантейĕн сар чăххи
Сар çăмарта тунă та
Кăтиклесе йăвинчен
Анса кайнă таçталла,
Вара шăши пынă та
Сарă чăхăн çăмартине
Çапса ватнă хӳрипе.
Халĕ ĕнтĕ çавăншăн
Сар чăххи те какалать,
Сармантей те йĕрет, тет.
Чăваш чăххи, килти чăх,
Сармантейĕн сар чăххи,
Пулнă пуль çав пĕчĕккĕ.
Сар çăмарти пысăк мар,
Хуппи çӳхе пулнă пуль.
Савнă мучи, Сармантей,
Пĕр çăмарта ваннăшăн
Ан куллянсам эс текех.
Хăв хуйхуна пусарма
Виандот-и, плимутрок —
Шултра чăхă туян-ха.
Какалатăр виандот,
Кăтиклетĕр плимутрок.
Вĕтĕ чăхăн çăмарти,
Сарă чăхăн пулин те,
Кирепеле тайтарсан
Туртать вăтăр-хĕрĕх грамм.
Виандотăн çăмарти
Кирепеле виçсессĕн
Çитмĕл пилĕк грамм туртать.
 Кăвăл-кăвăл кăвăлтăк!
Кăвăлтатса кулюкка
Шулап тăрăх хускалать.
Шулап вĕçсе çитсессĕн
Ниçта вĕçме пĕлмесĕр
Ик çунатне шарт! çапать.
Пăкăл-пакăл пакăлтăк —
Çак сăмаха çыракан
Пакăлтатса пырать те
Сăмах вĕçне çитсессĕн
Шухăш йĕрне пĕлмесĕр
Ик пĕççине шарт! çапать.
 Салам, Стихванăм!
Пĕтĕм ӳпке-пĕвертен салам! Сан патна çырмасан такки чун чăтмасть вара. Çак кунсенче çеç пĕр заказной çыру ăсатнăччĕ, унта «ЧК» валли тесе «Присяга» ятлă сăвă чиксе янăччĕ, илсен пĕр секунд тăмасăр ответле, тесеттĕм, çав сăвă пирки хаçат королĕ кăрттамас В.Я-ч2 хăй сăмахне каланине те эс çырса пĕлтерессе кĕтсе юлсаттăм, халь те акă çавăн çинченех йăнкăртататăп. Сăмах майĕн пĕлтерем тата: ку сăвă кунта, облаçри «Рабочий край» хаçатра вырăсла тухать. Ан шарла-ха, ярса парăп сана. Ăна А. Н. Благов куçарать. Д. Семеновскийпе, Мих. Шошинпа, Д. Прокофьевпа туслашрăм. Тăван пек кĕтсе илеççĕ. Теçеткипе кĕнекесем кăларнă вара хăйсем, малтанхи иккĕмĕшĕнчен Якку абзие — Ухсая — салам!
Вĕренсе тухсанах фронта каятпăр, хаçатсем çине пăхкаласах тăр вара ун чухне, пĕр хĕрлĕ каскăллă богатырь епле çапăçни çинчен вуласа пĕлĕн!
Ну, халлĕхе çитĕ-ха. Паян кунĕпех хулара редакцисем тăрăх чупнă. Радиопа кăларатпăр, терĕç-ха. Нарядсене-мĕнсене çӳретмест комиссар, ĕç пачĕ. Ман ĕçсем килĕшнĕ тата вĕсене. Çыр, çыр çыру. Пур юлташсене те, ватти-вĕттипех, салам!
В. Бараев.
Малалла
Атте ман иртнĕ вăрçăра
Пайтах вут-çулăм витĕр утнă.
Çӳренĕ чух разведкăра
Сахал-и йывăрлăх вăл курнă.
Вăл выççине те асапне,
Тар шăршине нумай астивнĕ.
Итленĕ май ун сăмахне —
Чуна пĕр тăвăр пек, пĕр сивĕ.
Çаплах тĕнчемĕр лăпкă мар,
Юхать çынсен юнпа куççулĕ.
Хăçан пит çăткăн та хаяр
Мул хуçисен шăпийĕ тулĕ!
Атте пач шеллемен хăйне,
Кĕрешнĕ тăшманпа сахал-и
Паттăрлăхне, хăюлăхне
Пĕлтерĕ орденĕ-медалĕ.
Хăрушă вăрçă пульлисем
Хальччен урисенче лараççĕ.
Ӳтне кăшла-кăшла вĕсем
Ăна пĕрмай хĕн кăтартаççĕ.
Асаплă чух хам аттеме —
Суранĕсем ман шăмшака та
Пит ыраттарнăнах туятăп,
Тирет пек тимĕр чĕреме, —
Эп çĕрĕпе çывăраймастăп,
Вăрçа виçесĕр ылханатăп!
Çил варкăшрĕ, çĕкленчĕ çулçă...
Вăрман чăпар тумне хывать.
Çакна курсан юлташ йăл кулчĕ:
«Кур, çулçă çумăрĕ çăвать».
Çивиттие тем тĕслĕ татăк
Тыттарнă пек пулать çерем.
Илемлĕ çулçă сумкăна та,
Хĕве те çаврăнса кĕрет.
Вут пек пилеш, ем-ешĕл чăрăш
Пуçа таймаççĕ-ха сивве,
Вĕсем тăнлаççĕ йăлăхтармăш
Кĕр кунĕ ĕнерен кĕвве.
Инкен ула халачĕ евĕр
Тавра хитре юр ӳкиччен.
Ӳкет сар çулçă — çĕнĕ тĕвĕ
Сăмсаланать турат çинче.
■ Страницăсем: 1... 535 536 537 538 539 540 541 542 543 ... 796
1 Ун патĕнче ман алçырусем 2 В.Я. — Яковлев, «Чăваш комуни» редакторĕ пулнă юлташ
|
Шухăшсем
Tired of traffic that doesn't convert? S...
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...