Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑЧакăл-туЙĕрсемХум пӑшӑлтатӑвӗЕркӗнÇул хыççăн çулКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнеке

Юлташпа чухне


Урса çĕкленнĕ чăрсăр тăвăл

Çӳрерĕ шуххăн хирсенче.

Ши! шăхăрса пуçларĕ сăвă

Пăрланнă пралуксем çинче.

 

Пĕр хĕрхенӳсĕр чупрĕ, асрĕ,

Лăскарĕ çилленсе пире.

Чармашкăн тăчĕ, тăрмаларĕ —

Хывса ывтас пек тумтире.

 

Çул-йĕр çут кĕленче пек пăрлă,

Вăл шутарать, ура хурать;

Е кансĕрлет утмашкăн хăрнă,

Тĕм-тĕмĕн юлнă хыт хура.

 

Çапах кĕтмерĕмĕр тап-такăр

Çулсем туса парассине...

Санпа чухне, юлташăм,

Мĕнпур çынсен йывăрлăхне

Илесчĕ, тетĕп, хам çине.

Кам пулса вăл çитĕнет?


Иккĕш те интеллигент,

Ашшĕ темĕн те пĕлет,

Пысăк вырăнта ĕçлет,

Лайăх ĕç укçи илет.

 

Тепĕр чух, эрех ĕçсен,

Авалхи тĕнче çинчен

Калаçмашкăн юратать,

Чăвашлах юрлать тата.

 

Иккĕш те интеллигент,

Арăмĕ çынна сиплет.

Паллă, сумлă терапевт,

Латинла çырать рецепт.

 

Чирлĕ çын çав хут çинче

Вулаймасть мĕн çырнине:

Те çисессĕн ĕçмелле,

Те ĕçсессĕн çимелле?

 

Иккĕш те интеллигент,

Пĕр самант тĕлĕнтерет:

Чăвашла хаçат-журнал

Мăшăр çак тытса курман.

 

Пĕчĕк ывăл ирхине

Хăйĕн ашшĕ-амăшне:

— Папа, мама, дай-ка, — тет.

Кам пулса вăл çитĕнет?

 

Пуçлăхри — Каçал енчен,

Тухтăрти — Тăвайĕнчен,

Иккĕшĕ те чăвашсем,

Хамăр халăх çыннисем.

 

Эх, çынна пăсать хула,

Ашшĕ-амăшне пула

Ывăлĕ — пуклак сăмса

Çитĕнет манкурт пулса.

Кĕтнĕ хăнасем килмерĕç


Хуларан яла кайма

Самолет вĕçмест, пĕлетпĕр.

Пурпĕрех çыру яма

Авиаконверт илетпĕр.

 

Çук çав, çук ахаль конверт,

Кăлармашкăн, тен, тăкаклă.

Ман йыхрав ярас килет, —

Юбилей тăвасшăн чаплă.

 

Авиаçыру тени

Шурă çăкăртан та хаклă.

Телеграмма çаптарни

Чыслă, сумлă та сăваплă.

 

Таксипе кайса килсен

Йӳнĕрех ӳкетчĕ мар-ши?

Манăн юбилей çинчен

Систĕр терĕм кӳршĕ-аршă!

 

Чĕннĕ, кĕтнĕ вăхăтра

Хаклă хăнасем килмерĕç...

Телеграммине вара

Эрнерен çитернĕ терĕç.

Шурă акăш çулĕ


Пĕрремĕш пайĕ

Çырăннă сăмах çухалмасть


Пурнăç пăтăрмахĕсем çинчен

Фельетон çыратăп сăвăлла.

Пуçтаха «çӳле хăпариччен»

Тăрă шыв çине кăлармалла.

 

Чăннипех те аллăм кĕçĕтет

Тĕрлĕ тĕрĕсмарлăх шыраса.

Критика вăл кирлĕ тетпĕр те —

Уншăн ырламаççĕ çыравçа.

 

Тăшмансем тăраççĕ тупăнсах,

Пĕринчен тепри каварлăрах.

Иккĕн-виççĕн харăс тапăнса,

Хупласах хурасшăн çăвара.

 

Ăнсăртран сатира çуралмасть,

Вăй хума тивет-çке самаях.

Пурпĕр нихăçан та çухалмасть

Хут çине çырса хурсан — сăмах.

Хуркайăк çулĕ


Пит вăрăм тӳпери хуркайăк çулĕ

Йăлтăртатса выртать çутăличчен.

Çав çулпала часах килетĕн пулĕ

Казахстана Чăваш çĕршывĕнчен.

 

Çавăрттарать кăна плуг кăчăр-кăчăр,

Касса ваклать çеремлĕ çĕр питне.

Сана кĕтсе илмешкĕн çамрăк каччă

Уçать паян пĕрремĕш кассине.

Хурçăран çирĕпрех


Пире ырă сывлăх сунмарĕ

Мăянлă уй-хир те кунта.

Çапах та, романтика мар-и

Выртса пурăнма вакунта?..

 

Çунтарчĕ вут евĕр тип шăрăх

(Ачаш пулсан — кайăр тарса).

Хальччен çын иртмен уй-хир тăрăх

Çӳрерĕм хуçа пек утса.

 

Тулхашрăн, çиллентĕн хаяррăн...

Эпир, çеçенхир, пурпĕрех —

Çил хирĕç вĕрет-и, уяр-и? —

Мартен хурçинчен çирĕпрех.

Çеçенхирте


Çумăр çурĕ, шăпăртатрĕ

Çĕн палатка тăрринче...

Тусăма хуллен вăратрĕ

Çут хĕвел хăпариччен.

 

Кайăксен пасарĕ евĕр

Пухăннă пĕлĕтсене

Çил кĕтӳçĕ пĕр шеллевсĕр

Хăвалать Иртыш енне.

 

Кӳлĕри хум ункă-ункă

Йĕр туса сарăлнипе

Вĕтĕр-шакăр шурă чул кăшт

Сиккелет, ташланă пек.

 

Çеçен хиршĕн çĕнĕ эра

Пуçласа, çак ирхине

Хăварать чăваш Сетнерĕ

Сарлака плуг кассине.

Çĕнĕ Çул юмахĕ


Чаплăран та чаплă Çĕнĕ çул çывхарса килет. Пирĕн килте чăрăш та çук. Çавăнпа пĕр кунхине шăллăмпа иксĕмĕр вăрмана уява илем кӳрекен йывăçа касма кайрăмăр.

Вăрман тăрăх утсан-утсан, хамăра кирлĕ чăрăша шыраса эпир таçтах çитрĕмĕр. Часах хама килĕшекен çӳллĕ йывăçа тупрăм. Ун патне юр аша-аша çитрĕм, йĕри-тавра утса çаврăнтăм. Манăн шăллăм таçта çĕтрĕ: те вăл те чăрăш шыраса çухалчĕ, те çӳллĕ йывăçа пула курăнми пулчĕ. Тунсăх пуснипе куççуль тухса кайрĕ. Сисмерĕм те — макăрма тытăнтăм.

— Ан макăр аппа, — сасартăк илтех кайрăм çинçе сасса.

Çаврăнса пăхрăм та пĕчĕк мулкач çури ман умра чĕтресе ларнине куртăм. Алла илтĕм те сывлăшпа вĕрсе ăшăтма пуçăнтăм.

— Эпĕ пĕчĕк пулин те, манăн тем пысăкăш хуйхă пулин те макăрмастăп. Çавăнпа эсĕ те куççуль ан кăлар, — чĕвĕлтетрĕ çинçе сассипе ăшăнма пуçланă мулкач çури.

Унтан хăйĕн амăшне кашкăр Çĕнĕ çул уявĕн сĕтелĕ валли çиме илсе кайнине каласа кăтартрĕ. Мана пĕчĕк чĕр чуна питĕ шел пулчĕ. Эпĕ ăна пулăшма сăмах патăм. Хам вара кашкăра шырама тытăнтăм.

Чылай çӳрерĕм эпĕ. Кăçатă ăшне тулнă юра та шаккаса йăлăхрăм. Ывăнса та çитрĕм. Кашкăр вăрман чăтлăхĕнче пурăннине хĕллехи кайăксем çул кăтартса ячĕç.

Малалла

Юман


1

Ларать хура çул хĕрринче лаштра юман — ват паттăр,

эп унăн тĕлĕнчен иртсе çӳреттĕм ачаран.

Вăл маншăн пĕлĕш çын пекех пит çывăх çавăнпа та:

утать пек шăппăн асатте уй-хир курса çарран.

 

Тен, çул çинче ĕшеннипе канма та шухăш пур ун?

Ăçта ларам-ши тенĕнех пăхать пек таврана.

Тен, çил шăхлич сассипеле хирте пуçланă юррăн

асамлăхĕ, утма чарсах, халь тыткăнлать ăна.

 

Ман çамрăклăх ĕмĕчĕсен пĕрремĕш çавраçилĕ

çул тытрĕ çак тĕлтен тахçан — юман çаплах ларать.

Иртет хуллен ун умĕнчен ачалăх, яшлăх, ватлăх.

 

Ана лăсканă тăвăлсем — паян çунатсăр, вилĕ!

Çук, йывăç мар пуль, ешерсе, хăй çулçине сарать —

çĕршывăмран тапса тăран юратупа тăванлăх!

 

2

Юман! Эс демон пек хальхаççăн чĕмсĕрленнĕ,

хуралнă кӳлепӳ аçа çапнипеле.

Сив шухăша путса, пăхан инçетелле:

эс çĕр пилне манса, ху шăпуна çилленнĕ.

 

Ма кӳренен ăна? Ырра та усала

эс курнă сахал мар — çапла тĕнче саккунĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 551 552 553 554 555 556 557 558 559 ... 796