Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалУтартаВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртХĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеИлле Тăхти

«Эс çĕн каçсен çĕн шухăшĕ пекех...»


Эс çĕн каçсен çĕн шухăшĕ пекех...

Эс симĕс çуркунне пек ман ума

Çитсе те тухрăн. Тунсăхăм текех

шăнтаймĕ кăмăла. Ырри — нумай.

 

Пăхам-и кармашса чӳречерен?

Кăвак та пысăк чӳрече сана

кĕтсе пуль уçăлать. Эп çĕнĕрен

итлетĕп çĕкленӳллĕ сассуна.

 

Эс çĕн кунсен çĕн шухăшĕ пекех...

Эсех пуль терĕм манăн çуркунне.

Чуна шăнтаймĕ сивĕ кун текех —

Кĕрер телейлĕ ĕмĕт пахчине.

Шевле акар


Сарăлать Метагалактика,

Пур енне тапаççĕ çăлтăрсем.

Пирĕн те çаплах пулать-ха,

Уйрăлса каяççĕ çул-йĕрсем.

Тăвăр мар-çке космос уçлăхĕ,

Мĕншĕн ютшăнса таçта тарас?

Мăшăр çăлтăрсем те пур-çке-ха,

Çаврăнаççĕ пĕр-пĕрин тавра...

Çывăхах эпир те пытăмăр,

Утăмшар кăна, тен, тумалла —

Пĕр йĕре ӳксе орбитăмăр

Вĕçсĕр савăнтартăр кăмăла.

Юлтăр пурнăç шăкăр-шакăрĕ

Вак метеорит пек аякка.

Тавралла шевле çеç акăпăр —

Туслăхпа телей шевли акар!

Тутăр


Ярапаллă пурçăн тутăр,

Çав тери хитре тĕрри.

Капăр тутăр хаклă пултăр,

Туянаймăп тетĕр-и?

Эп айван-и, эп кахал-и?

Пилĕке авса, хуçса

Тĕрмешсессĕн пухăнкалĕ

Чаплă тутăрлăх укçа.

Пурăнатпăр пит йĕркеллĕ,

Хирĕлмен, хăр-хар пулман,

Тутăр туянса парнелĕп

Чунăм савнă арăма.

Ярапаллă пурçăн тутăр.

Çав тери хитре тĕрри.

Уявра ман арăм пултăр

Пуринчен чи капăрри.

Эп каларăм çĕмĕрте


Шурă-шурă çеçке çурнă

Çамрăк çĕмĕрт пахчара.

— Пире мар эс, çĕмĕрт, курнă,

Курнă урăх мăшăра.

Шăпчăксен юрри илемлĕ

Шурăмпуçĕ килеспе.

Эпĕ мар ăна итленĕ

Ирсерен чун савнинпе.

Каччине хĕр парнеленĕ

Асăнмалăх шур кĕпе.

Эпĕ мар ăна çĕленĕ,

Капăрлатнă тĕрĕпе.

Манăн мар, вăл урăх хĕрĕн

Çулăмланнă чун-чĕри,

Чуптусан тутийĕ хĕрнĕ

Шĕл кăвар пекех вĕри.

...Çĕнĕ юр пек шурă çĕмĕрт,

Тек пытармăн никамран,

Юратмашкăн ĕмĕр-ĕмĕр

Тупа турăмăр паян.

Сĕчĕ шурă


Укăлча хыçĕнче: «Шуркка! Шуркка!» — тени илтĕнчĕ. Артур кĕтӳрен таврăнакан ĕнине çапла чĕнет иккен.

Арçын ача сассине илтсен урама Анюта та тухрĕ, выльăхсене кĕтсе илме васкарĕ.

Артурпа Анюта ĕнисем юнашарах утаççĕ, хуçисене курсанах иккĕшĕ те харăс му-у! тесе сасă пачĕç.

Анютăсен ĕни хура тĕслĕ, кĕлеткипе çӳллех мар, урисем те кĕске.

Артурсен вара — шурă, урисем вăрăм, хӳри вĕçĕ хăмăр пăнчăллă.

Арçын ача Анютăна:

— Хураçкуна хăваласа кĕрт хăвăртрах, вăл çĕр тĕслех, пирĕнни пек шурă пулсан... — терĕ.

— Ĕни хура та, сĕчĕ шурă унăн, — хуравларĕ хĕр ача Артура.

«Йăлăхтарчĕ: каç та, ир те…»


Йăлăхтарчĕ: каç та, ир те

Çурĕ, çурĕ çумăр... Иртрĕ.

Ĕнтĕ кантăк умĕнче,

Чăрăш лăссисем çинче,

Темĕн чул хунар çунать,

Çĕн Çул çитнĕн туйăнать.

«Шутлатăн пуль…»


Шутлатăн пуль: хĕл сиввинче,

Çак Шăнкăртам шăнса пăчланчĕ.

Анчах, тăнла, пăр айĕнче

Тапса тăраççĕ, ăнлансамччĕ,

Çăлкуçĕсем. Вăй — вĕсенче!

 

Чĕре те вăй пухать çапла —

Çăл пек юратăва упрасчĕ.

Пурнăçра пĕрле ялан

Килĕштерсе кăна пурнасчĕ.

Тимĕрçĕ хĕрĕ


Тутăрпа шăлать васкавлăн

Хĕр тарланă кантăка.

Чĕвĕнсе те, кармашса вăл

Тулалла пăхса тăрать.

 

Урампа пĕр васкамасăр,

Пĕр енне кăшт тайăлса,

Туяпа анать Юлмасов

Тукасран Анаткасса.

 

«Унăн орден та пур, теççĕ,

Пур, тет, ум тулли медаль.

Çывăхран ăна курасчĕ», —

Шухăшлать хĕр пăхнă май.

 

«Кăшт кăна-çке курса юлтăм.

Иртсе кайрĕ. Уксахлать.

Хăй çапах утать хăюллăн», —

Тимĕрç-хĕр пăхса юлать.

 

* * *

Кунĕ ăшă. Уççăн-уççăн

Йăпшăнса шух çил вĕрет,

Пĕр хутламсăр кăвак пурçăн

Каркаланнă тӳпере.

 

Ялкăшать хĕвел. Илемлĕ

Хăйне майлă хĕл тĕнчи...

Ачасем сăрта иленнĕ,

Ярăнаççĕ катаччи.

 

Сарăлса ларать мăнаçлăн

Ват йăмраллă тăван ял.

Ак пĕве. Ав тимĕрç лаçĕ,

Вут сикет унта йăлт-ялт.

 

— Ĕçлеме вăй патăр, — терĕ

Лаççалла кĕрсе Иван.

— Тавтапуç, — тет тимĕрç хĕрĕ, —

Ĕç ăнса пырать, аван.

 

Малалла

Мотоциклăм — çил çунат


Хăлхара çил шăхăрать.

Мотоциклăм — çил çунат

Ыткăнать малтан мала,

Вĕçнĕ евĕр туйăнать.

Ал çĕклерĕ хĕр шоссе çинче,

Ун килне тет пит васкамалла.

Хăвăрт леçрĕм эп ăна инçе.

Йăл куллийĕ уçрĕ кăмăла.

Тыткăнах-çке илчĕ çав пике,

Çулăмланчĕ чун кĕтмен çĕртен.

Телее-ши ку е инкеке —

Ун патне васкатăп каçсерен.

Вăй вылять хут купăс — икĕ рет.

Çамрăксем анаççĕ улăха.

Юрă-ташă хĕрнĕçем хĕрет —

Маншăн хам иленнĕ çул паха.

Вутлă ут чуна çĕклентерсе

Кăмăллăн юрлать хăй юррине.

Ăнсăртран мотор чĕрĕлмесен

Чĕремрен кăларăп çулăмне.

Вăрăм çул ан уйăртăр пире —

Кун-çула ыр ĕмĕт çутатать —

Вĕçтерсе эп кайăп пурпĕрех

Савнине яланлăх хам пата.

Хăлхара çил шăхăрать.

Мотоциклăм — çил çунат.

Вирхĕнет малтан мала,

Вĕçнĕ евĕр туйăнать.

Кавăн


Мĕтри мучи çитмĕле çитсен арăмĕсĕр тăрса юлчĕ те, пĕр хушă пĕччен айланкаласа пурăннă хыççăн çамрăк хĕр пек сăн-питлĕ инкене тупрĕ. Хăйĕнчен шăп та лăп çирĕм çул кĕçĕнреххине, эппин. Загса кайса хут уйăрттармасăрах пĕрле пĕр хваттерте пурăнма пуçларĕç. Мĕтри Çитăрччă шӳте ăнланакан çын тесе çамрăкраххисем унран тăрăхласа куласшăн пулчĕç.

— Мĕтри мучи, çĕнĕ арăмпа мĕнле пурăнатăн? Вăй-хал çитеретĕн-и? Пăрахса тухса тармарĕ-и-ха?.. — текелерĕç.

— Ничаво! Аптрамастăп-ха, пултаратăп! Мĕншĕн тата çамрăкраххине ярса тытмарăм-ши тетĕп, — шӳте шӳтпе хуравларĕ ватă çын.

— Мĕнле-ха апла, çитмĕлте те пултаратăн?! — тĕлĕнчĕ пĕринче Халсăр Йăван урамра тĕл пулсан. — Эпĕ аллă çула та çитмен-ха, çапах арăмран уйрăлтăм темелле... Кала-ха, Мĕтри пичче, мĕн тумалла-ши манăн малалла?

— Мĕн тумалла-ши? — йăл кулчĕ мучи куçне хĕсерех. — Туртма, эрехпе ашкăнма чарăнмалла. Чăкăт ытларах çимелле, кавăн аван пулăшать...

— Чăнах-и? — савăнчĕ Йăван. — Паянах кавăн апачĕ çине куçатăп!

Килĕнче вăл арăмне урамри калаçу çинчен пĕлтерчĕ те, вунă çул кĕçĕнрех хĕрарăм савăнсах кайрĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 52 53 54 55 56 57 58 59 60 ... 796