Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Тĕлĕнтермĕш юмахсемСуя телейЧакăл-туЮрату йĕтесĕЧапшăн пурăнмастпăрÇут пайăркаХуркайăк çулĕ

Асран тухми кĕрхи вĕренесем!


Асран тухми кĕрхи вĕренесем!

Вĕçсе ӳкет сар çулçă вăштăр-вăштăр.

Каçпулттипе тӳпе кĕренленсен,

кунта такам çӳрет пек чăштăр-чăштăр.

 

Никам та мар вăл, çил ачи анчах

вĕренесен сар чатăрне сиресшĕн.

Кумса çӳрет кунта ăшталансах:

тен, манăн шухăш сассине илтесшĕн?

 

Тен, эпĕ хам çуралнă кил-çуртра?

Çуталчĕ тейĕн вăрттăн витĕр çутă.

Çунать пек курăнман пин-пин çурта —

пуçри сăвва чĕнет алри шур хутăм.

 

Тӳлек те çутă вĕренелĕхре

Хуплу пек хулăн романсем те вулăн!

Каçхи тĕтре çеç хĕрлĕ кӳлĕре

çӳрет упаленсе темччен салхуллăн.

 

Пит хăтлă çурт пек туйăнать умри

Тӳлек те ăшă, сарă вĕренелĕх.

Сукмак çинче те кĕркунне тупри —

кавирпеле палас выртать пек меллĕ.

 

Пуçа устарчĕ тунсăхлă сăмах:

кăштах лăплан-ха, çил ачи, ан ашкăн!

Кунта чĕнсе килсемччĕ тусăма

паласпала кавир çинче утмашкăн.

Генсемех айăплă-ши?


Веçех генсем айăплă, тӳре-шарасем!

Пĕррехинче, пач кĕтмен çĕртен, куç умĕнчех темĕнле бюрократ-демократ, пиçсе çитнĕ апельсин пек, çемçешкен çĕр тăрăх кусать!

Хырăмĕ ӳссе кайнă хăйĕн, вăлчапа сĕрнĕ пек, сассăр та çăмăллăн хускалать. Кĕлеткипе манран пĕтĕм пĕлĕте хупласа хучĕ. Пăхатăп — хĕвеле те курмастăп. Ахаль те пĕчĕкскер тата хутлантăм.

Çул тăрăх пĕчĕк вăрăм туна пек шăвăнатăп. Сасартăк пĕр питĕ пысăк япаларан, тинĕс пек сарлака пальто аркинчен çаклантăм.

Çур кун ун тăррине хăпарса çитме тапаçлантăм. Вара тинех хулпуççийĕ çине çитсе вырнаçрăм.

— Алле, тетĕп, гараж, кам та пулин пур-и?

Çухăрмах пуçларăм: «Итле-ха, — тетĕп, — хисеплĕ пуçлăхăм!»

Вăл мана асăрхамарĕ те. Хул пуççине выляткаласа илчĕ те, мана темле халиччен пулман, ăнланмалла мар вăй çĕре илсе печĕ.

Çылăхлă çĕр çине вăрăм туна пек вĕçнĕ май çапла шутласа илтĕм:

— Ахалех йăпăлтатрăм иккен, кăпшанкă!

Генсемех айăплă-ши?

Анне тăпри çинчи куççуль


Сисеймерĕм те,

Пĕлеймерĕм те:

Ватăлтăн, анне,

Эс хăш вăхăтра?

Çимĕк кунĕнче

Эп масар çинче, —

Эп каллех, анне,

Акă сан патра.

 

Чунăм çуннăран,

Куççуль тухнăран

Уçă çил килсе

Шăлса типĕтет.

Тен, вăл сан аллу —

Ăшă кăмăлу —

Çӳçĕм пĕрчине

Лăпкăн тирпейлет?

 

Сăрхăнать куççуль:

Пăхаймарăм пуль

Пурăннă чухне

Эп, анне, сана?..

Каçарсам, анне,

Чунăм çулăмне

Сӳнтеретĕп халь

Куççульпе кăна.

 

Вăштăр çил касси...

Тен, анне сасси?

Ĕмĕрне, анне,

Тухмăн асăмран.

Çимĕк кунĕнче

Эп масар çинче...

Шапăрах юхать

Куççуль куçăмран.

Çăл шывĕ


Çăла ан сур тесе каланă

Шур сухалсем тахçан авал.

Çав сăмахсен тĕшши — халаллă:

Вĕрентнĕ, суннă хал-хавал.

 

Асамлă сăмаха мĕн çитĕ —

Чĕнет чунпа таса пулма.

Ана ăша илесчĕ питĕ —

Ĕмĕрлĕхе асра юлма!

 

Сăнатăн та хăвна куратăн

Тăп-тăрă шыв тĕкĕрĕнче.

Хăш чух çап-çут, хăш чух хура та

Сăну — тăратăн тĕлĕнсе.

 

Çапла чăнах таса çăл шывĕ.

Вăл сивĕ, тен, каять шăлах.

Ĕçсессĕн чирлеместĕн — сывă,

Курка тытатăн эс татах.

 

Вара асамçă чĕр вăй панăн

Хăвна туятăн улăпла.

Çич хут çунатланать пек санăн

Ĕçӳ те ĕмĕтӳ çапла.

 

Çăл шывĕ техĕм те хал парĕ

Хăй пек таса чĕреллине.

Курасчĕ çеç урам ханттарĕ

Ăна ĕçсе чĕрĕлнине.

 

Леш пур — çаплах эрех ĕçесшĕн

Уни-куни кумса çӳрет.

Укçи те çук-ха мур илесшĕн,

Çапах кайса тăрать черет.

 

Ун пеккине çул пулмĕ урăх,

Çул пулмĕ — пулмĕ каçару!

Екки утса çӳретĕр урă

Шевле сăн-питлĕ яш ăру!

Малалла

Улăп-завод паттăрĕсем


— Çĕртен хăпсан ĕç хăвăрт кайĕ, — теççĕ

Строительсем. Шеп мар-çке хăпасси.

Хисеплĕ пит «ахаль строитель» ĕçĕ.

Янра тăрать яш-кĕрĕмĕн сасси.

 

Вĕсем мăн стройка кĕввине пуçлаççĕ:

Хастар крановщиксем, копровщиксем...

Теприн валли малтан çулсем хываççĕ

Ĕçе чунпа иленнĕ çамрăксем.

 

Ав, тĕрмешет хăватлă экскаватор,

Асав шăлпа шăн тăпрана касать.

— Чул-мĕн лексен, ăна та тĕксе ваттăр, —

Тесе хуçи хуллен юрра тăсать.

 

Нӳхреп пек шăтăк вĕçĕм асланать те,

Анать сăвай. Кур, никĕсĕ мĕнле!

Эй, машинист, ыр кăмăл савăнать-и?! —

Кунта татах çĕн корпус ӳсмелле!

 

Котловантан тухса мотор кĕрлевĕ

Çĕр чĕтретен КрАЗсен шавне кĕрет.

Пур çамрăка çĕн старт пилленĕ евĕр

Ударлă стройка сарăлать, ӳсет.

Атте-анне çĕршывĕ


Куç виçейми атте çĕршывĕ,

Асран тухми анне юрри.

Сире çитен мĕскер пур-ши вăл —

Чи илемли те чи ырри?!

 

Çул умĕнхи атте халалĕ,

Анне йăваш саспа чĕнни, —

Чун патĕнчен нихçан çухалмĕç,

Йăлт пулĕç ĕмĕтĕм çунни.

 

Атте-анне çăкри-тăварĕ,

Атте-анне ăс-тăн пани...

Куллен ĕçпе тӳрре кăларăп,

Пуриншĕн пулĕ тав туни.

 

Атте-анне чĕлхи-халапĕ

Пур чĕлхесен янравĕнче

Черчен çăлкуç пек сикĕ, тапĕ, —

Унпа телейĕм çĕр çинче.

 

Çуралнă ен — тăван кĕтесĕм,

Мĕнле сан ывăлу-хĕрӳ,

Çĕршыв çине çич ют килсессĕн,

Туптарĕ чаплă çĕнтерӳ.

 

Асран кайми атте çĕршывĕ -

Кун-çулăм никĕсĕ, варри...

Куккук сасси, юманлăх шавĕ,

Ĕçчен туссен янрав юрри.

Балетмейстер


Министр ăна, Субханкулов балетмейстера, нефть кăларакансем патне, юлашки çулсенче ӳссе ларнă çĕнĕ хулана кайма ӳкĕтлет. Унта пысăк канашлу пулмалла, хăнасем пĕтĕм Союзран пухăнмалла. Тутарстанри нефтяниксем хăйсен пилĕк çуллăх планне çĕршывра чи малтан пурнăçларĕç. Ытти республикăсенчен килнĕ хăнасене кунти ĕçченсен «хура ылтăн» кăларассинче çеç мар, искусствăра та ăнăçлăхсем тунине кăтартмалла-çке.

Министр ыйтса та, хушса та пăхать. Субханкулов ниепле те килĕшмест. Ăнланмалла мар уншăн: мĕнле уяв пулмалла-ха кунта? Темле канашлу тата искусство... Çав нефтяниксем ытти кунсенче балетмейстерсăр мĕнле пурăнаççĕ эппин? Енчен культура министрĕ: «Калаçса ан тăр ĕнтĕ, Рахим, нефть кăларакансене те пĕр лайăх ташă кăтартса кил», — тенĕ пулсан, тен, Субханкулов, чăнах та, пĕр сăмахсăрах тухса каятчĕ пуль. Капла, шăв-шав тăвассишĕн, ултавлă кăтартушăн... çук ĕнтĕ, тăванăм, каçар, тархасшăн, пулаймĕ вăл...

Паллах, Субханкулов хăйĕн çак шухăшне министра уççăн каламарĕ, урăхларах ăнлантарчĕ. Вăл нефть тĕлĕшпе нимех те пĕлмест, тимĕр-тăмăрпа искусство хушшинчи пĕрпеклĕхе курмасть, ав, çамрăксем кайччăр.

Малалла

Пĕрремĕш космонавт


Юрий Гагаринăн паттăр вĕçевне

 

Вăл таврăннă. Сывах. Комбинезонпа.

Ура çинче тăп-тăп утса пырать,

Хăй илĕртет сӳнми хавас сăнпа.

Ăна мĕнпур тавралăх саламлать.

 

Совет çынни, эс уçлăхра хăюллă.

Çул-йĕр хывса çут çăлтăрсем патне,

Пур тĕнчене кăтартрăн пултарулăх,

Çĕклерĕн çĕрĕм-шывăмăр чапне.

 

Ĕмĕтленни те ăс-хал кăварĕ çавăнта.

Сан, космонавтăн, — йăлтăр кулă!

Мухтать сана Мускав, калатăп: тав! —

Этемлĕх асĕнче эс çăлтăр пулăн.

Çăкăр


Çĕр чăмăрĕ евĕр çавра

Çĕн çăкăр куратăп умра.

Ун пичĕ — тин тухнă хĕвел,

Сасартăк çуталчĕ тĕпел.

Шăпланчĕ пӳрт ăшĕ пĕр си.

Пылланчĕ вĕри хир шăрши.

 

Касаççĕ ак, чĕллĕн хураççĕ.

Савса хăналаççĕ: астив.

Мухтав сана, тертлĕ хура çĕр!

Мухтав сана, тырă ăсти.

Çанталăк çулла сивĕ тăчĕ.

Çĕртес пек ислетрĕ йĕпе.

Тĕш мулăн кашни сумлă пăчĕ

Кăçал килчĕ мар-и хĕнпе?

Ĕç ăнчĕ уйра мухтанмалăх.

Тимлерĕ çĕр чаплă парне.

Савса хăналать пирĕн халăх:

— Тутанăр чăваш çăкăрне!

 

Чĕлле эп тытатăп типтерлĕн.

Вăл — çăкăр.

Ун ячĕ çӳлте.

Хĕвел пайăрки пек хĕлхемлĕн

Куçать ун ăшши ман ӳте.

 

Эп ĕмĕт çитнишĕн хаваслă.

Вĕрентнĕ пире ачаран:

«Нихçан çăкăртан ан пул аслă».

Саккун пек вăл пулчĕ ялан.

Кам тиркĕ çĕре,

Кам ал сулĕ?

Тек иртмĕ йăран хушăпа.

Çĕршывăн шăпи, ун кун-çулĕ

Пулайрĕç пĕр пысăк шăпа.

 

Шăпамăр сăваплă, куратăп.

Манас-и поэт тивĕçне? —

Малалла

Алăк çĕмĕрни


Юнашарта хĕрарăма хĕнеççĕ.

Йĕмест,

Ыратнине, тен, пулнă уями.

Хулăн саспа темскер хушать хуняшшĕ,

Çухăрашать элекçĕ хунями.

 

Чĕтрет

Сив чир силленĕ пек ман пӳлĕм.

Манăн пырта хĕрарăм çăтнă сас.

Мĕнле сăмах калас-ши ман хĕрӳллĕн?

Хĕн-асапра мĕнле ман пулăшас?

 

Эй, чарăнăр!

Тек таврăнмасть чуралăх.

Е мантăр-им хĕрарăм вăл камне?

Вăл Пушкина,

Вăл Çеçпĕле çуратнă.

Çунат вăл панă Шуршăл ачине.

 

Пуçламăшĕн пуçламăшĕ — хăрарăм.

Пĕр путсĕр çеç хăять ал çĕклеме.

Чăн мăшкăл ку. Судран хăрамăп.

Пуçлатăп эпĕ алăк çĕмĕрме.

■ Страницăсем: 1... 566 567 568 569 570 571 572 573 574 ... 796