Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Суя телейХусанӖмӗр вӗренТаркăнÇăлтăрчăксемСалампиИлле Тăхти

Кĕçĕн Сĕнчел тăрăхĕнче…


Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçса ларнă. Çак яла пуçарса яракансем пурнăçа пурăнма çăкăршăн кăна мар, илеме курма пĕлнĕ çынсем пулнă пуль... Яла хăш енчен килсе кĕрсен те асамлă тĕнчене лекнĕн туйăнать. Вырăн ячĕсене каласан тата ĕлĕк-авалхи Пăлхар вăхăтне çитсе тухатăн.

Кăнтăр енчен килсе кĕрсен сылтăм енче сĕм-сĕм вăрманта Сапатри çĕр çырлисене, хурăн çырлисене тутанма пулать. Пăлхавăр вăрманĕнче, Якур картинче тата Шуйттан вылянă çырма хĕррипе чăн кăрăçĕсене тупсах каятăн, унсăрăн мар.

Сулахай енче вара таса та тĕрлĕ пулăллă Сĕнче юханшывĕ авкаланса юхать. Кунта вара, Ярмуш пичче каларăшле, атмана пусса кăна ĕлкĕр, Хĕрлĕ çыранта çупахне те, шуйăнне те туртса кăларма пулать. Ямашра каçма çинченех вăлта ывăтса çăрттанĕпе уланкине кăларма пулать. Учук хĕрринче кимĕпе пынă çĕртенех хĕрлĕ куçĕпе сазанне лектерме пулать.

Хĕвеланăç енче вара анлă Сĕнче, хĕррипе пырсан, мĕнле кăна кӳллисемпе илĕртмест пулĕ. Малле кӳлли кăна мĕне тăрать. Прухур пичче каласа панинчен шалт! тĕлĕнме пулать. Вăл каланă тăрăх пирĕн Сĕнче малтан шăп ял варрипе шкул çумĕнчен юхса выртнă. Халь вара яла çупăрласа-ытамласа илнĕ пек юхать. Çавăнпа вара каллĕ-маллĕ юхнипе Малле ят панă, тет. Çапла Маллерен иртсен Акăш кӳллине çитетĕн. Çакăнта вара акăшсем пырса ларнă, тет. Аслă кӳл — чи пысăк та тарăн шывлă кӳлĕ. Хĕрĕх йĕвен ярса тĕпне çитмен теççĕ ăна. Ку кӳлĕ кăшт шиклентерет вара, мĕншĕн тесен ватăсем «Аслă кӳл хĕррине кайсан...» тенине илтсен çапла ăнлантарнăччĕ, çак кӳлĕ çумĕнче ял масарĕ вырнаçнă, вăл вара «вилсен пытарнине» тесе ăнлантарать. Çак кӳлĕсем вара вĕсем пурте улăхра вырнаçнă. Пирĕн улăхран хитри нимĕн те çук тăр та, чăнах! Еплерех тĕрлĕ тĕслĕ çаранĕсем ешереççĕ кунта. Ĕлĕкренех çак улăха пĕтĕм таврари ялсенчен утă тума килнĕ.

Малалла

Кайичченех эс каяссăн хăраттăм...


Кайичченех эс каяссăн хăраттăм,

Кайрăн та — килессинчен хăратăп.

 

Килсен — татах кайĕ тетĕп,

Тепĕр асап курăп тетĕп.

Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?..


Çынсемпе çынсем пек пулаймарăм?

Пурăнатăп, апла, урăхла?

Вĕсем пек савăнса кураймарăм?

Йышра мар, ытларах — хырлăхра?

 

Манăн савнăç?! Хама майлă ман савнăç,

Килсе кур, ĕненместĕн пулсан.

Çаруран, çара пуçăн ман савнăç.

Кам тĕлнет мăйрака ун шăтсан?

 

Эсĕ мар, эпĕ хам та хăратăп,

Лăпкă çил те хăртать пек мана.

Çĕр çинче ютă çыннăн пыратăп,

Ма çапах та чăтать вăл мана.

 

Килсе кур, килсе кур та — ĕненĕн,

Эпĕ хам паллаймастăп хама.

Çакăн пек пулмалла-и этемĕн?

Ылханни сан, тен, çитрĕ мана?

 

Ылханни пуле çитрĕ, пĕлетĕп.

Алă çуп, пултаратăн пулсан.

Алă çул, эп пĕтеп, ирĕлетĕп...

Мĕн асап ман пек çын çухалсан...

 

Çухалсан та — кайран эп килетĕп,

Шур тĕтре сăнĕпе шуралса.

Пурпĕрех сан çумна тĕршĕнетĕп,

Иртсе кайнă куна шыраса.

Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр...


Пĕлĕт çинчи çут çăлтăр,

Çĕре çутатса тăран.

Манăн хуйхă сирĕлтĕр.

Санăн çутуна курсан,

Кăвак çутă пĕлĕте

Хура пĕлĕт хупласан,

Çав вăхăтра, çут çăлтăр

Сан çутуна курмасан,

Чуна йывар пек пулать.

Куçăм сана шырать-çке.

Сан çутуна курмасан,

Чуншăн хуйхă пулать-çке.

Эсĕ пĕлĕт хыçĕнче,

Манăн хуйха пĕлмесĕр,

Пĕлĕт хыçне пытанса,

Ун хыçĕнчен тухмасăр,

Эс шăппăн çеç тăратăн,

Ман çинелле пăхмастăн.

Манăн ешĕл сад пурччĕ...


Манăн ешĕл сад пурччĕ,

Садра шăпчăк юрлатчĕ,

Нумай юрă пĕлетчĕ,

Пĕри питрех лайăхчĕ.

Ах, çав юрра илтсессĕн,

Чĕрем хытă сикетчĕ.

Халь илтĕттĕм çав юрра!

Пĕрмай итлес килетчĕ.

Çурçĕр енчен сасартăк

Сив çил вĕре пуçларĕ,

Манăн садăн ăшне лăк

Шур юр çуса тултарчĕ.

Çав юр çусан, ман садран

Хайхи шăпчăк çухалчĕ.

Тĕрлĕ кайăк сасси пур,

Анчах шăпчăк сивĕнчĕ.

Илтместĕр-и, юлташсем,

Манăн садăн ăшĕнче

Юрламасть-ши ман шăпчăк

Çĕрле çур çĕр тĕлĕнче?

Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, господасем!


Çут тĕнче — аслă!

Эпĕ — пĕчĕк…

Килтен тухиччен эпĕ çакна ăнланман та.

Пӳрт урати урлă каçса пĕр утăм тăватăп çеç — мана шăрчăксем те сывлăх сунаççĕ.

Ĕнер çĕр çырли «садĕнче» уçăлса çӳрерĕм — Африкăри джунглири пек çĕтсе кайрăм.

Пăхатăп — чакак вăрă чаклатса илчĕ те чана чĕпписен ушкăнне ертсе килчĕ. Вĕсене салтаксем пек йĕркипе тăратса тухрĕ. Çак эшкер çырла йăранне тасатма тытăнчĕ.

Эпĕ тӳрех сарлака купăста çулçи айне чăмрăм.

Кусем, курсан, чĕррĕн çисе ярĕç — выç кашкăрсем!

Выртатăп купăста çулçи айĕнче чĕтресе. Чĕлхе çинчех — усал сăмахсем…

Кăравул!

Ял çыннисене, халĕ хуларан вăхăт-вăхăтăн (тырă акнă-вырнă чух, аш-какай хатĕрлесе çитерсен) килсе çӳрекен виçĕ пуслăх «ырă тăвакансем» çаратнă евĕр, тĕп тăвать çырла анине чана чĕпписен ушкăнĕ.

Купăста çулçи айĕнчи хӳтлĕхрен лайăххи ним те çук…

Чăнах, селĕм пĕчĕк çын пулма!

Çапла мар-и, господасем!

Хура кĕре кĕрсен кичем çанталăк...


Хура кĕре кĕрсен кичем çанталăк,

сас-чӳсĕр çухалать хитре тĕнче.

Тӳпе çăварĕ — йăнкăл-янкăл алăк —

пĕр вĕçĕм уçă унăн умĕнче.

Пĕрех шыв çитмĕ сӳнтермешкĕн йăрăс

вĕренесен ялтравлă кăварне.

Çу кунĕсем иртсе çухалчĕç йăрă,

сар инкесем пек, Хыркасси варне.

Тус-йышĕнчен тăрса юлса-ши — сумсăр

кӳлленчĕкри пĕр хытхура çинче

«Сос!» — кăшкăрать аптранă кăткă уссăр,

калла-малла чупкаласа темччен.

Çук çăлăнăç. Çанталăк та салху, —

çапах кунта мĕн парĕ тарăху?

Ман юрату сисмесĕрех...


Ман юрату сисмесĕрех,

асамлă шăрпăк пек,

чунра йăл! тиврĕ те пĕрре

сӳнме пĕлмерĕ тек.

Вăл сӳнессе ан кĕттĕр ют,

Йĕпе-сапаллă кун.

Юратупа ун чух çич хут

вăйланĕ икĕ чун.

 

Сив сăмахсем те сив çилсем,

тен, хуплĕç пур енчен?

Тен, утăн аллуна илсе

ман хулпуççи çинчен?

Кам сансăр çăлĕ-ши килсе

пĕчченлĕх ӳплинчен?

Тăлăх юрри


Ай пирĕн пурăнăç

Иртсе кайре

Сиккипех.

Ей Турă, ах!

Теме çăмăлах

Мар çапах

Пирĕн анне вилсессĕн,

Урăххине илсессĕн

Пирĕн пурăнăç,

Пирĕн савăнăç,

Пуçларĕ каялла кайма.

Пĕлместĕп никама калама,

Анчах шанатăп Турă çине.

Пирвайхи пăр


Уяр тăчĕ çанталăк,

Пĕр çăмăр пĕлĕчĕ те çук.

Халăх турра кĕлтăвать те

Çывăрма выртать,

Килчĕ сивĕ шартламса,

Старик ларать кахлатса.

Автан авăтать,

Халăх тăрат,

Хĕр арăмсем шыва каяççĕ

Те килеççĕ

Ачисене пăр шăннине калаççĕ.

Петĕр сиксе тăрать вырăн çинчен,

Тăванĕсем сисиччен,

Тăхнать кĕрĕк,

Тăхнать калпак,

Тухса чупать пăр çине.

Пăр çине кĕрет, чупса çӳрет,

Хĕрне тухать, шăвса каять.

■ Страницăсем: 1... 578 579 580 581 582 583 584 585 586 ... 796