Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Йышăнман сăмахсемКăра çилсем. Иккĕмĕш кĕнекеПурăнас килетТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемСӗве Атӑла юхса кӗрет. Иккӗмӗш кӗнекеҪул юлташӗАли-паттăр

Йытăпа чăх


Колхозăн пулă пĕвинчен

Çу каçиччен

Хуралçă Йытă йăтрĕ пулă,

Вăл пулчĕ муллă.

Тепĕр кунне

Пĕве патне

Шур чăх пырса çитет,

Ĕçме тесе вăл пĕшкĕнет.

Шăп çак вăхăтра

Харлатрĕ Йытă çывăхра:

— Хăр-хам! Хăр-хам!

Туллам та пăрахам!

Ак кам иккен

Çак пирĕн пĕверен

Карас пулла пĕçертекен.

Çаклантăн-ха тинех.

Вăрра çӳреймĕн пĕвене.

Çакна асту, ан ман:

Пĕрремĕш хут — штрафлап сана,

Тепре лексессĕн — ярăп хурана.

Çапла хăшсем:

Хăйсем

Вăрлаççĕ халăх пурлăхне,

Йăвантараççĕ теприсем çине.

Автан


Ĕçе пĕлмен автан

Илтет пĕрре таçтан:

Критик пулас тесен,

Тиркеш пĕрмай чеен.

Кала эс автора:

«Ĕçӳ начар вара...»

Шиклентĕр вăл санран —

Хисеплĕ критикран.

«Камран ĕçе пуçлас?

Мухтавлă ят тупас?» —

Курать вăл Чĕкеçе,

Кулса калать çемçен:

— Тишкертĕм сан ĕçе,

Анчах шĕвек... пиçмен!

Чĕлхӳ шупка... начар,

Тупма çук пĕр сăнар!

Тарла-тарла ĕçле,

Васкавлăн ан вĕçле!

Унтан шăпчăкпалан

Сăмах пуçлать Автан:

— Юлташ, итле мана,

Асра тытсам çакна:

Ыр ят илтес тесен,

Юрла эс чĕререн.

Вĕрен-ха Куракран:

Юрлать вăл пит аван!

Хитре юрлать Тăри,

Ян-ян янрать юрри.

Çитсе тухать Автан,

Кулма пуçлать унтан:

— Ан тăрăлтат, айван,

Чăх та кулать санран.

Автан пек критикрен

Писателе сиен.

Хурама


Çул хĕрринче,

Мăн варăн пуçĕнче,

Шăтса ӳсет пĕр пĕчĕк хурама.

Чăрмантарман вăл никама,

Анчах темле иртен-çӳрен

Ăна тăпăлтарать тĕпрен.

Тепĕр çулне ăш çуркунне

Çав тымара сипетлĕ çĕр-анне

Парне парать хăй сĕткенне.

Тункатаран тухать хунав.

Кăштах ӳссен — каллех чăрмав:

Апат шыруçăн каскăн качака

Тата мăкла така

Пĕр шелсĕр çаратаççĕ яп-яка.

Çулсеренех çапла е сурăх, е ĕне

Çисе яраççĕ унăн тăррине.

Пĕр вунă çул иртсен çеç хурама

Вăй-хал илсе пуçлать аталанма.

Çап-çут хĕвел, сипетлĕ çĕр-анне

Ăна параççĕ ырă кун-çулне.

Халь те васкаççĕ хăш чухне

Пӳлмешкĕн çамрăкăн çулне

Чунне çухатнă пуçлăхсем

Е икĕ питлĕ этемсем.

Çутă кӳлĕ шăпи


Ĕлĕк-авал пĕр ялта качча кайман хĕр ача çуратнă. Çакă вăл хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк намăс шутланнă. Ăна пĕтĕм ял ятланă, пурте сивĕ куçпа кăна пăхнă. Çак намăсран хăтăлас тесе вăл хăйĕн тĕпренчĕкне çухатас тĕллев лартать. Хĕр сĕм çĕрле кӳлĕ хĕррине çул тытать, ачана пĕр шеллемесĕр шыва пăрахать. Анчах та кӳлĕ ачана йышăнмасть. Хумсем çĕкленнĕ те пĕчĕк ачана шыв хĕррине кăларса пăрахнă. Ачи чĕрĕ пулнă-ха, вилмен. Мĕншĕн тесен ача-çылăхсăр чун. Чи пысăк айăпли вара хĕрле ача тунă амăшĕ пулнă иккен. Хĕр çакна ăнланасшăн пулман, тепĕр хут ачана шыва пăрахать. Ку хутĕнче кӳлĕ тулхăрса, асар-писер алхасса кайнă, çав тери пысăк хумсем кăларнă, çыран хĕрринчи кӳлле сĕтĕрсе кĕнĕ. Кӳлĕри шыв, унти пулăсем, чĕрчунсем, ачапа амăшĕ çиллĕ-тăвăллă çумăрпа сывлăша çĕкленнĕ те урăх çĕре вĕçсе кайса çухалнă. Кӳлĕ хăйне валли çĕнĕ вырăн тупнă.

Ирхине çынсем пăхаççĕ — кӳлĕре шыв çук, ун вырăнĕнче лачака, каçхи çил-тăвăл йĕрĕ анчах юлнă. Çапла йĕркесĕр, аскăнчăк хĕр пирки çутă та таса кӳлĕ урăх вырăна куçса кайнă-мĕн. Те юмах, те чăн, анчах паянхи пурнăçра хĕр-упраçăн шутласа пĕтĕмлетӳ тумалăх пур.

Малалла

Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне...


Шанчăк ункă майлах туйăнать хăш чухне,

ун тавра çулсерен çаврăнатпăр ырса.

Тен, эпир те çаплах, йыхăрса пĕр-пĕрне

шанчăксен ункине юлнă мар-ши тăрса?

 

Каласам: тен, санпа йăпанни ытлашши?

Кăлăхах дуль мĕнпур хумхану, тертленӳ?

Сивĕнмест-çке пĕрех ырă ĕмĕт ăшши,

ман чунра вăл каллех çуратать ĕненӳ.

 

Çулçăсем тӳпере кайăксем пек сатур

Çаврăнаççĕ кĕрхи çилпеле темĕнччен.

Манăн шухăшсенче яланах эсĕ пур,

калаçатăп санпа çăлтăрсем сӳниччен.

 

Кăмăл кăкшăмĕ пурпĕр тулмасть, ăш канмасть —

сан киммӳ каçсерен кӳлĕ урлă каçмасть.

Килет ман ăмсану е тарăху...


Килет ман ăмсану е тарăху

пурнăçăмри çав иртнĕ кунсене те:

вĕсем иртейрĕç сансăр! Ӳкĕнетĕп:

вĕсем — ман тунсăх, сан çамрăклăху.

 

Вĕсем çухалчĕç мансăр! Чăрсăр хум

çыраналла васканăн вирхĕнетĕп —

çав кунсене тытма ĕмĕтленетĕп,

хуса çитме кăшт пулăшсамччĕ ху.

 

Тупасчĕ, каялла йăлт тавăрасчĕ

эс пурăнса ирттернĕ кунсене,

унтан, ытараймасăр, вĕсене

çурхи чечексене ман куçарасчĕ,

сана валли пуçкăшăлĕ çыхасчĕ:

«Ман юрату ку!» — тесчĕ çынсене.

Ылтăн сăрăпала сăрламашкăн пуçларĕ...


Ылтăн сăрăпала сăрламашкăн пуçларĕ

ман умри шур хута тараватлă хĕвел.

Уçăлать пек ăшчик: йывăр тунсăх, шĕвел!

Сан пăрна шарт! çурса, халь утать сăвă çарĕ.

 

Çыхăн, ылтăн кĕлте, хывăн, ылтăн çĕмел:

йăлкăшинччĕ пĕрмай ĕçлĕ кăмăл кăварĕ.

Чĕрере çуркунне ахальтен-им юрларĕ?

Ĕçĕм пытăр ăнса, пурнăç пултăр тĕкел.

 

Чи хавас ĕмĕтрен вăй илен сăмахсем

кĕлтуни пек анчах илтĕнсен, хăш чухне

шухăша сӳлетен туйăмсем çуралаççĕ.

 

Тĕлĕнетĕп шалтах тепĕр чух, тăвансем:

кам пытарнă хĕвел савнă тусăн чунне?

Сивĕре те ачаш чечексем çурăлаççĕ!

Ял вырăнĕсем тата йăли-йĕркисем


Халăхран вĕренмелли вара сахал мар. Тикаш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен хастар пулнă. Ирех тăрса вăрмана кайнă. Вĕсем сунара, пулла çӳренĕ. Çырла, мăйăр, кăмпа татнă. Хăмла татнă, пыл пухнă. Хупа сӳсе мунчала туна. Ку йала–йĕрке хăш–пĕр килте паянхи кунччен те упранса юлнă. Мунчалана Куславккана илсе кайнă, унтан вара шăрпăк, тăвар илсе килнĕ. Ялта ХIХ ĕмĕр вĕçĕчченех улăмпа витнĕ хура пӳртсем пулнă. 2-3 çемйене пĕр мунча пулнă. Краççинпа усă курма пуçличчен хăйăсем çутнă. Сĕрĕмĕ сахалтарах тухтăр тесе вĕсене çăкапа ăвăсран хатĕрленĕ. Хăйă çуннă вăхăтра арçынсем çăпата хуçнă, хĕрарăмсем — тĕрленĕ, çыхнă.

Хĕллехи вăхăтра çамрăксем улах ларнă.

Çуркунне улăха тухса вăйăсем вылянă. Вĕсенчен пĕри — «Çерем пăсса вир акрăм».

…Çуркуннехи вăхăтра кĕтӳ кăларасси — пысăк ĕçсенчен пĕри пулнă. Пĕрремĕш кунĕнче выльăхсене хăваласа вăрман патнех çитнĕ. Каялла килне чух никам патне кĕмесер тӳрех киле килнĕ. Киле килмесен выльăхсем киле таврăнмаççĕ тенĕ.

Çăварни ирттересси те тикашсен йăли–йĕркинче пулнă. Çăварни пĕр эрнене пынă. Пĕрремĕш кунне Тушкиле кайнă, юлашки кунĕнче вара тушкилсем Тикаша килнĕ. Ку ялсем туслă пурăннă. Хальхи вăхăтра та вĕсем пĕр–пĕрин патне ял уявĕсенче çӳреççĕ. Шкул ачисем те хăйсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ.

Малалла

Ах, шухăшăм, эс — шухăш...


Ах, шухăшăм, эс — шухăш,

Таçта çитсе килен.

Ытла та эсĕ шухă,

Мана та хирĕçлен:

 

Куласшăн эп — эсĕ йĕретĕн,

Йĕресшĕн эпĕ — эс кулан,

Манмаллине — кĕтетĕн,

Кĕтмеллине — манан.

 

Виçесĕр эсĕ пысăк,

Виçесĕр хăвăрт эс.

Алăк умне пырсассăн

Ыйтмастăн: «Тен, кĕрес?»

 

Кĕрĕтĕн те — сăнатăн,

Хуçа! — тен пуль хăвна.

Пĕлеп, хăш чух суятăн,

Лăплантăр тен мана.

Хура Шурра калать...


Хура Шурра калать:

«Мана тав ту,

Эп пулмасан —

Хăв шуррине туймастăн!»

 

Суя Чăна калать:

«Мана тав ту,

Эп пулмасан —

Хăв чăннине туймастăн!»

 

Каçĕ Куна калать:

«Мана тав ту,

Эп пулмасан —

Хăв çуттуна туймастăн!»

 

Ман мĕн калас?

Хам камне пĕлсессĕн,

Кама тав тăвас?

■ Страницăсем: 1... 584 585 586 587 588 589 590 591 592 ... 796