Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Эс марччĕ пĕрремĕш, эс мар юлашки, тен...
Паллах, кунпала каппайни килĕшмест.
Анчах ку таран эс манран юлман шит те,
Пĕр çавăншăнах çак сăвва тивĕç эс.
Ăçта эп пырсан та — çĕршыв ал тымарĕ
Тапатчĕ ман сисĕмсĕр мар ӳтĕмре.
Анчах никам майлă та чунăм выртмарĕ:
Сан хыççăн пурне те тиркет пек чĕре.
Кĕслен эп пуçларăм, сăрнайăн ĕнертĕм,
Эп пултăм трибун халăх ушкăнĕнче.
Анчах сан çинчен калаймарăм пĕрне те,
Эс шав ман ăшра пурăнаттăн пĕччен.
Пуçтах тĕнчекасмăш, хастар çул çӳревçĕ,
Сăрлавсăр артист, ывăнми çăмăлттай —
Эп куртăм йăлтах: çил ман витĕр вĕретчĕ,
Лӳшкетнĕ сив çумăр мана хăмăлта.
Эп аслă çулсен хĕрринче çĕр каçаттăм
Сурат çумнелле йăпшăнса сăввăмпа.
Мĕскер эп тĕнчешĕн? Тусан пĕрчи, атом.
Анчах эс хистеттĕн: шыра çĕн шăпа!
Эп пулăçăсен киммипе Атăл урлă
Вашлатнă, çунан вутсене виртлесе.
Эп пулнă хаваслă, салхуллă та пулнă,
Сана, ăшăмри пĕр сана итлесе.
Малалла
Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.
Хăçанччен хур курĕ нурĕк,
Килсĕр-çуртсăр пуçăм ман?
Хăçанччен кастарăп-çӳрĕп
Е утпа эп, е çуран?
Пăх-ха, лавăç: курăнмасть-и
Хăй çути тавраш малта?
Пур-и, лавăç, улăм ластăк
Ĕшенсе килен ута?
Пур-и санăн пĕлĕш-тантăш
Çак çĕршыв тăрăхĕнче?
Ăшăнасчĕ те халь ман кăшт,
Хырăм та хыр тăрринче.
Кĕл çине — шултра паранкă,
Ума — çутă сăмавар...
Кӳр-ха, лавăç, юрттарам-ха,
Тилхепе мана тыттар.
Пĕлĕт хăмăр, çилĕ — хирĕç,
Куç уçма çук сăлпăран.
Вак пăрсем тăхлан пек тиврĕç
Пĕрчĕн-пĕрчĕн çамкаран.
Мĕн хыпар-ши, мĕн хăмар-ши, —
Телефон юпи улать:
Ĕмĕтри телейĕм мар-ши
Е инкек картлать çула?
Ăçтарах эс, пуçăм выртăн:
Аташса çĕтнипеле,
Чĕмере лексе е ыррăн —
Сарăмлах-ши вилмелле?
Малалла
— Канаша ĕçпе кайсан, — каласа пачĕ Евкен кинемей, — пасара кĕтĕм. Апат-çимĕç таварĕсен хакĕпе кăсăклантăм. Канашра хаксем пирĕн ялтинчен чылай йӳнĕрех мĕн. Ахаль каламан "ялти сутă — Мускав сутти" тесе. Ретсемпе çӳренĕ чух курах кайрăм: пирĕнтен виçĕ кил урлă пурăнакан Хвекла çăмарта туянать, карçинккипех тултарнă. Эпĕ, вăл Канашра йӳнĕрехпе туянса хаклăпа ярăнтарнине илтнĕскер, куçне курăнас темерĕм, пăрăнтăм. Вăл тухса кайсан çеç çăмарта сутнă çĕре кайса пăхрăм. Пĕр теçеткине вун пилĕк-вун ултă тенкĕпе сутаççĕ.
Тепĕр кун район центрне пасара çитрĕм те Хвекла çăмарта сутса ларнине куртăм. Пĕр карçинкка çăмарта.
— Мĕн хакли пултăр, килти çăмарта вĕт, — шапăлтатать Хвекла. — Çирĕм пиллĕкпе сутнăччĕ те, пĕрер тенкине чакарса парăп илетĕнех пулсан... Ара, чăхсене мĕн чухлĕ комбикорм, тулă çитеретĕп. Йӳне лармасть пĕртте...
— Чăхху питĕ йышлă-им? — кăсăкланать çăмарта туянаканни.
— Нумай, нумай. Вăтăртан та ытла. Тăрантарса çитерме çук.
Кӳршĕсенчен илтнĕччĕ: унăн виçĕ чăх та пĕр автан çеç мĕн. Çуркунне Канашран купăста, помидор калчисене илсе килсе хам ӳстертĕм тесе сутнине те пĕлетĕп.
Малалла
Патвар каччă Саша тантăшĕ патне ирех васкаса кĕчĕ. Гена диван çинче выртать.
— Гена! Паян ирех вăрмана йĕлтĕрпе кайма калаçса татăлнăччĕ вĕт, — васкаса калаçать Саша, — мĕн кахалланса выртатăн? Тăр часрах, тумлан. Йĕлтĕрсене хатĕрлерĕн-и?
— Ах! Саша! — диван çинчен тăрса ларнă май чирлĕ çын пек калаçма пуçларĕ Гена. — Нуша-ха... Каçхине Ваççапа самаях янă та, пуç çурăлса тухать, мухмăр чĕртмелли те çук. Йĕлтĕрсене те хатĕрлеймерĕм вĕт, выртаççĕ пулĕ-ха сарайĕнче. Халех кӳрше, Макçăм патне кайса килетĕп. Унăн мухмăр чĕртмелли пур-ха яланах. Эсĕ каятăн пуль, нумай кĕттерес килмест сана. Мухмăр чĕртсенех вăрмана тухса пыратăп.
Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —
Ак каллех сана ас илтерет.
Эс кулатăн, кăмăлу сăн уçă,
Йăлтăртатрĕ шур шăл икĕ рет.
Эс кулатăн манăнми, пĕртен-пĕр
Хăвна çеç пилленĕ куллупа.
Кул, выля! Анчах ан иккĕлентĕр
Куçусем тăван сенкер тупа.
Сăвăçăн сăмахĕ сăн-сăпатлă,
Çавăнпа тупа та тĕссĕр мар.
Эп пĕрре çуралнă, пĕрре ватлăп,
Çавăнпа васкатăп та çырма.
Сăввăмсен кун-çулĕ хамран иртĕ:
Этем чунĕ ирĕкленнĕ чух
Шӳлкеме-сурпан та, катан пир те
Сăвă чухлĕ кирлĕ пулас çук.
Эс кулатăн, кăмăлу сан уçă,
Мĕншĕнне пĕлетĕп, ан кала...
Тулли уйăх — лирика çул пуçĕ —
Хутăшайрĕ кайрĕ санпала.
Хура каç. Шурă юр.
Темле Блок хĕлĕ пекрех.
Çак вĕçен сив кипекре
Иртнĕ тӳсĕм йĕрĕ пур.
Çил... çил... чăтма çук!
Пĕтĕм шăтăк-шăхăра
Шăхăртать, улаттарать.
Увертюра пуçлас чух.
Çавăн пек пулать вара,
Пуçра сăвă ӳснĕ чух
Çавăн пек пулать вара:
Чĕрен кашни чĕлĕхне
Ĕнерсе пусса пăхан;
Килĕшмесĕр тĕлĕнен,
Авкалатăн сăмаха,
Хăвна çеç кирлисене
Кăларатăн йăлт хуса,
Е — сасартăк пĕр енне
Хайăран та — шарт хуçан.
Революципе тан ут,
Итле унăн музăкне!
Унта çеç хавхалану,
Вăл çеç çутă кун сĕнĕ.
Унпа çеç сан таланту
Хăтăлĕ те усĕнĕ.
Хура каç. Шурă юр.
Блок хĕлĕ-и, ман хĕл-и,
Кирек камăн пултăр — пур
Шанчăк, çухалман халĕ:
Хура каç — сенкер ирччен,
Шурă юр — ешĕл çурччен.
1
Сĕтелĕм тĕлĕнче яланлăх юлтăн.
Пуçу тавра анатрилле сурпан.
Художника тав турăн та ыр сунтăн:
«Хам пек пуль, — терĕн, — ватă, — ватă ав, куран...»
Суха касси пек тарăн пĕркеленчĕк,
Çат тытнă тутуна япанхи пек.
Ик куç харши хушши раснах йĕрленчĕ, —
Унта пайтах пытарăннă инкек.
2
Эс кайрăн та — кил-çуртăм юлчĕ пушă.
Пĕрре кăна çĕр каçрăн çĕн килте.
Хăнăхаймасăр хăшкăлтăм пĕр хушă:
Ытла сасартăк пулчĕ! Тем кĕтеп...
Тин мар-и кӳршĕ-аршăпа эс лартăн?
Тин мар-и-ха пăлхар тусăмсене
Дунай юрри савса юрласа патăн,
Тав куркине сулса енчен енне?
3
Кил-çурт хӳттийĕн, ырă пирĕштийĕн
Кăштăртатса çӳреттĕн ерипе.
Пиçиххийӳ çинчи çăра уççийĕ
Хуллен ак халь те чĕлтĕртетнĕ пек...
Эс ĕçлемесĕр пурăнма пĕлмерĕн:
«Ват йывăç ларнă халлĕнех хăрать,
Çапла вилсен аванччĕ маншăн», - терĕн.
Çав ĕмĕтӳ сан çитрĕ, ахăрах.
Малалла
Ăçтарах илсе çитерĕ-ши ку пăрахут Янсен кил-йышне?
Аслашшĕпе амăшĕ ĕнерех, хăйсем Горький хулине çитсен пĕр-ик сехетренех, каларĕç — вĕсене Чăваш республикине ăсатаççĕ терĕç. Анчах инçе-ши вăл, çывăх-ши? Хулара пурăнмалла пулать-ши вĕсен, ялта-ши? Çыннисем мĕнлерех-ши унта? Чăвашсем çинчен Ян нимĕнех те пĕлмест. Чăн та, ку çуркунне мар, леш çуркунне, 1940 çулта пулать ĕнтĕ вăл, Янсем ялта пурăннă чух, Сааремаа утравĕ çине вырăс çарĕсем пырсан пĕр хушă вĕсем патĕнче яштака пӳллĕ, çаврака питлĕ, пысăк хура куçлă çамрăк совет офицерĕ хваттерте пурăннăччĕ. Хăйне çав офицер чăваш тетчĕ, эпир Атăл çинче питĕ хитре çĕршывра пурăнатпăр тесе калатчĕ.
Çынни вара çав тери лайăхскерччĕ вăл! Ирсерен, вырăн çинчен тăрса крыльца çине сивĕ шывпа çăвăнма тухсанах, темле ăнланмалла мар юрăсем юрлатчĕ. Яна вăл вырăсла сăмахсем вĕрентетчĕ, хăй эстонла сăмахсене вĕренме тăрăшатчĕ. Уйрăм тетрадь те тунăччĕ вăл эстонла сăмахсене çырса пыма. Кĕнекесем питĕ нумай вулатчĕ... Каç-каç вăл Янсен аслашшĕпе вăрахчен калаçса ларатчĕ, мĕншĕн тесен аслашшĕ вырăсла лайăх пĕлет, ĕлĕк вăл Российăра, Петроград хулинче, карапсем туса пурăннă... Янсен ашшĕ, Ильмар Киккас, ун чухне килте çукчĕ, тĕрмере ларатчĕ. Вăл малтан хуторти шкулта учительре ĕçлетчĕ, анчах пĕррехинче, шартлама сивĕре, сĕм çĕрле, вĕсем патне темиçе кайцелийтовец пычĕç те пĕтĕм кил-çурта ухтарса, пур япаласене те кутăн-пуçăн çавăрттарса пĕтерчĕç, унтан ашшĕне пăшалсемпе тĕллесех илсе тухса кайрĕç. Ашшĕ вара çулла тин, вулăс правленийĕ çине те, шкул умне те хĕрлĕ ялавсем кăларса çаксан темиçе кунтан, таврăнчĕ.
Малалла
 Утрăм яла васкаса
шухăш çĕклемĕпеле.
Утрăм мала, çил касса.
Чунăм—вылянчăк шевле.
Сывлăш сипетлĕ, таса, —
Ут çĕкленӳллĕ халпа.
Ял ыйхине сыхласа
шăплăх тăрать хуралта.
Уйăх — хĕрӳсĕр хунар —
шăппăн çутатрĕ çула.
Эй, хунарна эс пытар —
сан çутупа çĕр ула.
Уйăх çилленчĕ пулас —
кĕчĕ вăл пĕлĕт айне.
Те кулянас, те кулас?
Çук, тупаймастăп майне.
Çил пăшăлтатрĕ темскер,
ассăн сывларĕ йăмра.
Темшĕн кашни тĕмеске
шăппăн ӳсет куçăмра.
Кӳл хĕррине анаспа
Юхрĕ хăюсăр, аран
Шăнкăр та шăнкăр саспа
шăплăх кĕвви валакран.
Сĕм пĕлĕтсем хыçĕнчен
уйăх сивлеккĕн пăхать.
Сивĕ, кичем çутинчен
йывăçсене пас тытать.
 Салам сире, Йĕпреç вăрманĕсем!
Яштак хырсем, кĕреш ват юмансем
кĕрекери çынсем пек шавласассăн,
саркайăкла çунат çапать хавасăм.
Юрлать çĕр хăй те уçă сасăпа:
чунра янрать тĕлĕнмелле симфони.
Итлеп хăна курки сыпа-сыпа:
ку кĕвĕре — ан ман! — ĕçчен çын сăнĕ.
Еçре çаврăнăçуллă ал-ури,
çурхи вăрман пек чун-чĕри сăпайлă.
Шăпчăксемпе саркайăксен юрри
шăраннă чух çĕршыв асамçă майлă:
çĕклет таса ĕмĕтсене çӳле,
чечекленет хĕвеллĕ кăмăл-шухăш.
Куран та ăнсăртран çавра кӳлле,
сиксе тухассăн туйăнать пĕр вутăш.
Паллах, ку туйамра çеç çуралатъ...
Хыр тăррисем хумсем пек хускалсассăн,
вăрман—сивлек, вăл тинĕс пек шавлать,
тӳятăп эп карап ишсе тухассăн.
Лăпланчĕ тăвăл. Халь умри хырсем —
çарти кĕрнеклĕ салтаксен ĕречĕ.
Парад ирттернĕн туйăнчĕç вĕсем,
кирек ăçта та шухăша кĕреççĕ...
Салам, Йĕпреç вăрманĕсем, сире!
Юмахçăсем пек шухăша путатăр.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 650 651 652 653 654 655 656 657 658 ... 796
|
Шухăшсем
НУРНАТПАР-ХА ТЕСЕ ПЁРИ КАЛАНА вара ...
Мĕнле пулнă, çаплипех тăрать, заблокиров...
Тархасшăн çак ухмахсен шухăшĕсене тасатă...
Сергей Юшков - Етĕрне районĕнчи Атликаси...
Лайăх сăвă ачасемшĕн...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...